Чӑваш Енре ватӑ хӗрарӑм вӑрманта ҫухалса кайнӑ. Вӑл икӗ талӑк шывсӑр, апатсӑр пурӑннӑ. Юрать, ватӑскере тупнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарлать.
Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тивӗҫлӗ канури хӗрарӑмӑн тӑванӗсем полицие ҫитнӗ. Вӗсем пӗччен пурӑнакан ватӑ килте ҫуккине асӑрханӑ та пӑшӑрханса ӳкнӗ. Кӗсье телефонне вара вӑл килте хӑварнӑ.
Полицейскисем кӳршисенчен ыйтса пӗлнӗ. Ватӑ хӗрарӑм килӗнчен утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑрмана милӗк хуҫма кайнӑ-мӗн. Унтанпа вӑл килте курӑнман. Ҫитменнине, ҫав кунсенче ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ, ҫумӑр ҫунӑ.
Кинемее икӗ сехетрен ҫултан икӗ ҫухрӑмра тупнӑ. Халтан кайнӑскере наҫилккапа йӑтса тухнӑ. Кайран ӑна тухтӑрсем пулӑшу панӑ.