Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче пурӑнакан 79 ҫулти арҫын вӑрманта 2 талӑк ҫурӑ пулнӑ. Хайхискер ҫухалса кайнӑ. Ҫитменнине, вӑл сахӑр диабечӗпе аптӑрать.
Телее, ватӑскере тупнӑ, вӑл чӗрех. Ку чӑннипех те тӗлӗнтермӗш. Ара, ун чухне кӑнтӑрла 12 градус ӑшӑ, ҫӗрле 3 градус ӑшӑ ҫеҫ пулнӑ.
Арҫынна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыранӑ. Кинологсем те айккинче юлман: 2 йытӑ тата 6 ҫын шырама пикеннӗ. Ахаль ҫынсем те пулӑшма тӑрӑшнӑ.
Пӗр йытӑ арҫын йӗрне шӑршласа тупнӑ, анчах вӑл сукмак ҫинче татӑлса кайнӑ. Вӑхӑт шунӑ, ватӑскер вара ҫаплах тупӑнман. Пӗр каҫхине иртсе пыракан водитель ҫавнашкал ватӑ ҫынна курнине каланӑ. Ҫур сехетрен арҫынна тупнӑ.