Спорт
![]() Чӑваш Енӗн биатлон шкулӗн воспитанникӗ Павел Магазеев Молдави чысне хӳтӗлет. П. Магазеев биатлонист хӑйӗн пултарулӑхне Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче малтанласа туптанӑ. Спортӑн ҫак енне кӑмӑллакансем Павел Магазеев Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑннине пӗлеҫҫӗ-ха. Анчах вӑл ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командин йышӗнче Европа е тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнман. Спортсменӑн пурнӑҫӗ тренертан та нумай килни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. 30 ҫулти Павел Магазеев темиҫе ҫул каялла юниорсем хушшинче тӗнче тата Европа чемпионӗ пулнӑ. Халӗ пирӗн ентешӗмӗр Молдавин пӗрлештернӗ командин чысне хӳтӗлет. Польшӑра ҫуллахи биатлон енӗпе иртнӗ уҫӑ чемпионатри спринтра Павел Магазеев бронза медале ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Енӗн биатлон шкулӗн воспитанникӗн Павел Магазеевӑн ашшӗ Михаил Александрович иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсенче «Урожай» спорт обществин пайташӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |