Чӑваш Енре 6 миллиард тенкӗ ытла тӑракан теплица хута каймалла. Ӑна кӑҫал кӗркунне, юпа уйӑхӗнче, туса пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Ӑна ҫӗклекенни — «Ренова» компани. Теплица тӑвакан компание кивҫен укҫа парса Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗ пулӑшӗ.
Паян ҫак тата ытти ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗн правленийӗн председателӗн ҫумӗпе Оксана Лутпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
2014-мӗш ҫулта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ тата «Россельхозбанк» общество пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унтанпа кредит организацийӗ Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприяийӗсене кӑна мар, экономикӑн ытти сферинче тӑрӑшакансене те самай укҫа парса пулӑшнӑ. Малашне те вӑл пирӗн тӑрӑхран каймӗ.