Хӗрлӗ Чутай районӗнче пӗр ҫынна хура ҫӗлен сӑхнӑ. Вӑхӑтра медпулӑшу панӑран унӑн пурнӑҫне ҫӑлма май килнӗ.
Ку ҫу уйахӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав кун арҫын вӑрман ҫывӑхӗнче кӗтӳ пӑхнӑ. 17 сехет тӗлӗнче унӑн телефонӗ ҫӗре ӳкнӗ, вӑл ӑна илме пӗшкӗннӗ. Ҫав вӑхӑтра ӑна хура ҫӗлен сӑхса илнӗ.
Арҫын хӑйех васкавлӑ медпулӑшуна шӑнкӑравланӑ. Ӑна Шупашкара илсе ҫитернӗ, медицина пулӑшӑвӗ панӑ.
Сӑмах май, кунашкалли кӑҫал икӗ хутчен пулнӑ. Республикӑра наркӑмӑшлӑ ҫӗленӗн пӗр тӗсӗ ҫеҫ анлӑ сарӑлнӑ. Вӑл – хура ҫӗлен. Астӑвӑр: хура ҫӗлене тытмасан вӑл сӑхмасть. Асарханулӑх пирки манмалла мар.