Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Илле Иванов Сулейман Брина ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Эльвира Кондратьева 28.01.2017 10:45 | 1883 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Илле Иванов
Илле Иванов

Чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи тата халӑх ӗҫӗн хастарӗ Илле Иванов Балкан тӑрӑхӗнчи тӗрӗксен Сулейман Брина ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери парнине тивӗҫнӗ.

Тӗрӗк культуришӗн тӑрӑшакансене паракан премипе Косовӑри тӗрӗксен культурӑпа ӳнерӗн «Тӳрӗ ҫул» ушкӑнӗ тӑван халӑхӗн культуришӗн тӑрӑшакансене 1996 ҫултанпа чыслать. Кӑҫалхи лауреатсем хушшинче, чӑваш ҫыннисӗр пуҫне, Грецирен — Рахми Али ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ, Македонирен — Мустафа Яшар театр ӑсти тата сӑвӑҫ, Лейла Шериф Эмин ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ, Турцирен — Фахри Туна ҫыравҫӑ, Гӳлтекин Сербест ӳнерҫӗ, Зекерия Хочалар театр ӑсти, мусӑкҫӑ, Косовӑран — Байрам Ибрагим сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, Дашни Вешал мусӑкҫӑ.

Сулейман Брина (1935-1994) — Косово тӗрӗкӗсен наци ҫулпуҫӗ. Йышӗпе сахаллӑн пурӑнакан тӗрӗксен наци туйӑмӗсене тивӗҫтерме иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче тӑван чӗлхепе «Тан» (чӑв. Шурӑмпуҫ) хаҫат кӑларма пуҫланӑ, шкулта ӗҫленӗ, тӗрӗк ачисене тӑван чӗлхепе вӗрентессишӗн тӑрӑшнӑ. «Тӳрӗ ҫул» ушкӑна йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ. Призрен хулин муниципалитет пуҫлӑхӗн ҫумминче ӗҫленӗ ҫак пӗрремӗш тӗрӗк ҫыннине Косовӑри ытти халӑхсем те тӑрӑшулӑхӗшӗн, таса чунӗшӗн хисепленӗ. Югослави салансан, Косово хӑй уйрӑм патшалӑх туса хунӑ, Сербире шутланнӑ. Шучӗпе йышлӑ сербсем мӑсӑльмансене хӗсме пуҫланӑ, Сулейман Бринӑна та ӗҫрен хӑваласа янӑ, чӑрмавсем кӳнӗ. Ҫак хӗсӗрлеве унӑн сывлӑхӗ чӑтайман, пурнӑҫӗ ир татӑлнӑ. Анчах Сулейман Брина пуҫарнӑ ӗҫ косовар-тӗрӗксен паянхи пуҫаруллӑ ушкӑнла ӗҫӗ-хӗлӗнче пурӑнать, ҫав шутра – хӑйӗн ячӗллӗ парнере те.

Тӗрӗксен культурипе ӳнерӗн «Тӳрӗ ҫул» ушкӑнне Югославинче 1951 ҫулта йӗркеленӗ. Вӑл Косовӑри тӗрӗксен наци культурипе, ӳнерӗпе, вӗрентӗвӗпе ҫыхӑннӑ ҫынсене чӑмӑртаса тӑрать. Югослави саланнӑ май сиксе тухнӑ йӗркесӗрлӗхсене пула, паян кун 2 миллиона яхӑн ҫын пурӑнакан Косовӑри тӗрӗксен шучӗ чат паллӑ мар, 60-80 пинрен пуҫласа 250 пин таранччен тесе палӑртаҫҫӗ. Косово 2008 ҫулта Серб Республикинчен уйрӑласси ҫинчен пӗлтернӗ, анчах унӑн никама пӑхӑнманлӑхне йышӑнманнисем те пур (ҫав шутра Раҫҫей Федерацийӗ), ҫавна пула ӑна ҫурма йышӑннӑ патшалӑх тесе хаклаҫҫӗ. Паян куна Косовора албансем (90 % ытла), сербсем (6 %), чикансем, бошнаксем, тӗрӗксем, ашкалисем, горансем пурӑнаҫҫӗ. Патшалӑх чӗлхи иккӗ — албан тата серб чӗлхисем.

#культура, #Косово, #тӗнчере, #ҫитӗнӳсем, #премисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем