Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑвашсен Италипе Раҫҫей премине илме шанчӑк пур

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.12.2016 16:19 | 1699 хут пӑхнӑ
Культура

Илме шанчӑк пур-ха, анчах малтан конкурса хутшӑнмалла. Ҫулсерен йӗркелекен «Белла» Раҫҫейпе Италин литература премийӗ пирки ӗмӗтленекенсем, хӑйсен вӑйне шанакансем хайлавсене конкурса тӑратма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

«Белла» премие 2012 ҫулта ХХ ӗмӗрти паллӑ поэта Белла Ахмадулинӑна халалласа йӗркеленӗ. Вӑл Италипе питӗ ҫывӑх пулнӑ, ӑна Раҫҫейпе ҫав ҫӗршывӑн культурине ҫывӑхлатассишӗн самай тӑрӑшнӑ тесе хаклаҫҫӗ.

Премин тӳрине иккӗн ертсе пыраҫҫӗ: «Русская литературная инициатива» (чӑв. Вырӑс литература пуҫарӑвӗ) фонд президенчӗ, литература критикӗ Наталья Иванова тата Италири Пиза хулин университечӗн вырӑс литературин профессорӗ, XVIII ӗмӗрти вырӑс литературин историйӗн специалисчӗ Стефано Гардзонио. Вӗсем Раҫҫейри тата Италири чи лайӑх ҫамрӑк авторсене палӑртаҫҫӗ.

Премие виҫӗ номинаципе парӗҫ: «Русское стихотворение» (чӑв. Вырӑс сӑвви), «Литературно-критическое или биографическое эссе о современной поэзии» (чӑв. Хальхи поэзи ҫинчен литературӑпа критика е биографилле эссе), «Итальянское стихотворение» (чӑв. Итали сӑвви). 2017 ҫулта Итали поэчӗн Тонино Гуэрран «Оптимизм – аромат жизни» номинацине хушасшӑн. Конкурс условийӗпе ҫак каҫӑпа иртсе паллашма пулать.

#конкурссем, #литература, #культура, #премисем, #Итали, #Раҫҫейре

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем