Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхне ертсе пынӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем Лапсар ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ҫӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтупа тӗпчевҫӗсен аллине ҫакланнӑ. Хайхи хӑйӗн паллаканне Ҫатракасси ялӗнче 0,17 гектар ҫӗр уйӑрса пама вӑхӑтӗнче йышӑну тунӑҫи пулса суя хут хатӗрленӗ. Лешӗ ҫавӑн тӑрӑх лаптӑка харпӑрлӑха куҫарнӑ.
Ҫапла хӑтланнипе экс-пуҫлӑх Шупашкар район администрацине вӑл 800 пин тенкӗлӗх сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, ҫав ҫӗр лаптӑкне арест хума йышӑннӑ.
Экс-пуҫлӑх турткалашса тӑман: айӑпа йышӑннӑ. Тӗпчевҫӗсем халӗ ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ.