Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине 40 ҫулти Сергей Викторов ертсе пыма тытӑннӑранпа вӑхӑт нумаях та иртмерӗ. Ӑна ҫак пукана шанни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Тивӗҫлӗ хушӑва республика Элтеперӗ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Ку тытӑмра Викторов 2011 ҫултанпа тӑрӑшма пуҫланӑччӗ. 2013 ҫулхи кӗркунне ӑна Ӗҫлӗх службин ертӳҫин ҫумӗ пулма лартнӑччӗ.
Халӗ вара Сергей Викторов Ӗҫлӗх службинчен кайнӑ. Хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер алӑ пуснӑ.
Аса илтеретпӗр, ӗҫ биографине С. Викторов 1997 ҫулта Патӑрьел районӗнчи налук инспекцийӗнче пуҫланӑ. Тепӗр икӗ ҫултан вӑл Чӑваш патшалӑх университечӗн Патӑрьелти филиалӗне преподавателе, инженер-программиста куҫнӑ. Чӑваш Енӗн финанс министерствин Патӑрьел районӗнчи финанс расчечӗн автоматика тытӑмӗн программистӗнче те ӗҫленӗ. 2005 ҫулта ӑна Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Кайран темиҫе ҫул район администрацийӗнче ӗҫленӗ.