Патӑрьел район прокуратури сусӑрсен правине хӳтӗлес енӗпе епле тимленине тӗрӗсленӗ. Ку хутӗнче прокурорсем сусӑрсен машинӑсем лартмалли вырӑнсем пуррипе ҫуккине пӑхса ҫӳренӗ. Районти бизнес-инкубатор тата райпо урапа лартмалли вырӑнсенче сусӑрсен ураписем валли ятарлӑ вырӑн ҫителӗксӗр пӑхса хӑварнине асӑрханӑ. Ку вӑл федераци саккунне пӑсни пулать.
Саккунӗ вара ҫапларах калать: суту-илӳ, пулӑшу кӳрекен, тухтӑр ҫурчӗсен, спорт тата культурӑпа курав учрежденийӗсен урапа лартмалли вырӑнӗсенче сусӑрсен машинисем валли 10 процентран кая мар вырӑн пӑхса хӑвармалла. Пӗчӗк лаптӑк ҫинче вырнаҫнӑ-тӑк — сахалтан та пӗр машина валли. Вӑл вырӑнпа сусӑрсене тӳлевсӗр усӑ куртармалла. Ҫав вырӑна урӑх урапасен йышӑнма юрамасть.
Сусӑрсем пирки шухӑшламаншӑн бизнес-инкубаторпа райпо пуҫлӑхӗсене кӑлтӑка пӗтерме хушса хӑварнӑ.