Суйлава ҫынсене кайтарттарас тесе темле меслетпе те усӑ курни пирки калаҫнине илтме тивет. «Пире ирхи тӑхӑр сехетрен кая юлмасӑр суйлав участокне ҫитме, кайран ҫавӑн пирки пуҫлӑх хӑйне шӑнкӑравласа пӗлтерме хушрӗҫ», — терӗ пӗлӗшӗм. «Кайса килме пулӗ-ха. Манӑн арӑмӑн ӗҫӗнче вара камшӑн сасӑланине ӳкерсе илсе пуҫлӑх хӑй патне ярса пама ыйтнӑ», — сӑмахланчӗ вӑл малалла. Те чӑннипех ҫавӑн пек пулнӑ ӗнтӗ, те юри пакӑлтатаҫҫӗ — тытман вӑрӑ вӑрӑ мар тенешкел, тет хыҫҫӑн каяймӑн...
Хусанта вара суйлавҫӑсене сасӑлаттарма хастар хутшӑнтарас тесе сулӑ валеҫнӗ. Ӑна суйлава пыракан ҫынсене панӑ. «Эпӗ сасӑларӑм», — тесе ҫырнӑскере кӑтартсан общество транспортӗнче ҫав кун тӳлевсӗр ҫӳреттернӗ, патшалӑх музейӗсене тата Хусан-арена стадиона пӗр тӳлеттермесӗр кӗртнӗ. Суйлав ячӗпе тӗрлӗ ҫӗрте массӑллӑ мероприятисем ирттернӗ. Каҫхине Хусанта Елка, Лев Лещенко тата Салават Фатхетдинов концерт кӑтартнӑ. Унтан Хусанта салют кӗрлеттернӗ.