Ачалах


Ачалăхри йăмра


Ачалăх кунĕсем хаваслă,

Иртеççĕ сисĕнмесĕрех.

Çавах та асăмра юлаççĕ

Ачалăхри ыр самантсем.

 

Асаттен кĕлечĕ çумĕнче

Ӳсет пĕр çӳллĕ ват йăмра.

Ăна мĕн пĕчĕкрен эп ас тăватăп,

Юратнă эп çак йывăçă.

 

Мĕн чухлĕ савăк самант пулнă,

Çӳренĕ çак йăмра тавра.

Ун айĕнче пайтах вылянă,

Юратнă унăн сулхăнне.

 

Ват йăмрана ытамласа

Пăшăлтатса унпа калаçнă.

Çумăр çусан та ун айне

Йĕпенесрен тарса пытаннă.

 

Кашни çулах йăмра çине

Атте чуччу çакса паратчĕ.

Ярнаттăмăр черетпеле,

Вĕçеттĕмĕр çӳлтен çӳле.

 

Нимрен те хăрама пĕлмен-çке,

Юлас килмен юлташсенчен.

«Ӳссессĕн космонавт пуласчĕ», —

Ун чух шутланăр кашниех.

 

Тантăшсемпе вылянă май

Хăпарнă çак йăмра çине.

Никам ан туптăр-ха тесе

Пытаннă туратсем айне.

 

Хĕвел пайăркисем ӳкетчĕç

Çулçă хушшипе ман çине.

Хĕвел куç хĕснĕн туйăнатчĕ,

Пăхаттăм эп те куç хĕссе.

Малалла

«Анне мана ачашшăн ыталатчĕ...»


Анне мана ачашшăн ыталатчĕ,

Эп ун чухне пиллĕксенчи ачаччĕ.

 

Кашни кунах эп аннепе пĕрлеччĕ,

Çу кунĕсем паянхинчен хитреччĕ.

 

Кун-çул мĕнне пĕлмен те, ăнланман та,

Туссем нумайччĕ, çукчĕ пĕр тăшман та.

 

Унтанпала çулсем килми ăсанчĕç,

Туссем сахал, тăшман вара йышланчĕ.