Улмуççи


Хитре иккен колхоз утарĕсем!..


Хитре иккен колхоз утарĕсем!

Йĕри-тавра ал çупрĕ улмуççи.

Чăмăртанаççĕ йышлă улмисем:

кĕренленсе çитсессĕн татса çи!

Профессорсем-ши тетĕн аптраса

кунти шап-шур халатлă çынсене.

Ĕçлеççĕ мучисем канашласа:

çил пытанать сухалĕсем ăшне.

Çынсен ĕçне ыр ĕмĕр пулăшать.

Çакна кунта туллин туятăн эсĕ:

Сар тулă çеç-им кирлĕ ялйыша?

Кашни килте нăк лартăр пыл чĕресĕ.

Пуян иккен колхоз утарĕсем,

çĕклеççĕ ĕмĕте татах вĕсем.

Кам чи илемли?


Çуркунне çитрĕ ĕнтĕ. Йывăçсем тутлă ыйхăран вăранчĕç. Акă пĕррехинче улмуççипе чие çырли тавлашса кайрĕç. Улмуççи хăйне пĕрмаях чи илемли тесе шухăшланă тет. Чие çырли хăйне илемлисен шутне кĕртнĕ тет. Улмуççи калать тет: «Эпĕ чи илемли, ман улмасем тутлăрах сан çырлуран!» Чие çырли пĕртте парăнмасть улмуççие: «Эсĕ хăвăн çине пăх-ха, кĕркуннеччен ларатăн хăвăн улмусене пиçтерсе. Эпĕ вара часах пиçетĕп». Вара улмуççи чие çырли çине çилленсе хурлăханран ыйтнă тет: «Кам чи илемли? Эпĕ е чие çырли?» Хурлăхан каланă тет: «Пĕлместĕп çав, пĕлместĕп. Эсĕ пуль ĕнтĕ, анчах эпĕ хама чи илемли тесе шутласа пурăннăччĕ». «Мĕншĕн?» — тесе ыйтать улмуççи хурлăханран. «Мĕнле мĕншĕн? Мĕншĕн тесен эсир çеç илемлĕ пулсан урăххисем пурте кӳренеççĕ сирĕн çине», — тесе каларĕ тет хурлăхан.

Слива йывăççи илтрĕ те тавлашăва хутшăнчĕ: «Ку тĕнчере пурте илемлĕ! Пĕтĕм чĕрчун, çын, ӳсентăран, хурт-кăпшанкă хăйсен илемĕпе çут тĕнчене илем кӳреççĕ. Çавăнпа та мĕн усси тавлашни!»

Çакăнтан вара йывăçсем урăх тавлашман тет, пурте хăйсен улми-çырлине ӳстерсе çынсене савăнтарнă тет.

Тарăхакан улмуççи


— Асатте! Асатте, теп! — йăлăнатăп эпĕ. — Пахчана йăпăртлăха тухам-и?

— Эс, ачи, тухма аванах пĕлетĕн-ха, анчах та йĕркеллĕ çӳреме ним тусан та вĕренеймерĕн, — ӳкĕте кĕмест асатте. — Енер те авă пĕр туратне чĕрсе антарнă. Мĕн тутине пĕлсе çиетĕн пулать-ха ăна, пиçмен улмана... Эпĕ, тепĕр тесен, улмине шеллеместĕп. Çимĕçе ăна çитĕнтерме çеç мар, татса çиме те пĕлмелле.

— Çук, малашне апла хăтланмăп, — çаплипех хăпмастăп асаттерен.

— Юрĕ, юрĕ, — тинех килĕшрĕ хайхи. — Тух та йĕркеллĕ пул.

Пахчара чылайччен уçăлса çӳрерĕм. Çӳресен-çӳресен, лаштра улмуççи айне пырса тăрсан, çӳлелле пăхса илтĕм. «Эх, пан улми, пан улми, силлес килет ним юлми», — такмакласах шутлама тытăнтăм хам. Часах ун-кун пăхкаласа улмуççине вуллинчен ярса тытрăм: «Асатте сисиччен силлес-ха кăштах...»

Куçа хупса, шăла çыртса ластăр-ластăр тутартăм пĕтĕм вăйран. Пĕр улми те ӳкмерĕ. Çирĕп лараççĕ: пиçмен иккен. Те панулми çиес килнипе, çăвар шывланса кайрĕ хамăн.

Çӳлерех улăхрăм та пĕр туратĕнчен уртăнса каллех силлерĕм. Шап! тутарчĕ сасартăк пĕр улмийĕ çамкаран, тепри — тутаран. Çĕре персе аннине сиссе те юлаймарăм. Тепĕртакран хыпаласа пăхатăп та — тутан çӳлти хĕрри пан улми пек хăпарса тухнă, çамка та пĕçерсе тăрать.

Малалла

Çичĕ тĕслĕ чечек


Пĕр илемлĕ хĕллехи кун урама шыв ăсма тухрăм. Çăлри шыв шăнса ларнă иккен. Лум илтĕм те çăла кĕтĕм. Пăра шăтарма пуçларăм çеç, вăл çурăлса кайрĕ, шыва кĕтĕм ӳкрĕм. Вилтĕм пулĕ тенĕччĕ - çук иккен. Йĕри-тавра çап-çутă. Çăлта курăк çитĕнет-мĕн. Тĕлĕнсех кайрăм, епле-ха капла, çӳлте — хĕлле, кунта вара — çулла. Тĕлĕнкелесе çул тăрăх утрăм. Хирĕç мулкач килет. Мулкач та шурă мар, сăрă. Чăнахах та çулла иккен.

Малалла утатăп. Улмуççи патне çитрĕм. Вăл темшĕн-çке питех те хуйхăллăн курăнать.

— Мĕн пулчĕ, мĕншĕн кулянатăн? — ыйтатăп унран.

— Мана никам та шăвармасть.

Эпĕ улмуççине шăвартăм та малалла утрăм. Чечеке тĕл пултăм. Вăл типсех ларнăччĕ. Ăна та шăвартăм. Чечек чĕрĕлсе те тăчĕ: «Тавтапуç, хĕрĕм», — тет мана. Чечексем те калаçма пултарнинчен тĕлĕнсех кайрăм.

— Эсĕ мĕн ятлă?

— Çичĕ тĕслĕ чечек.

Каллех тĕлĕнтĕм. Ку юмахри чечек-çке!

— Çапла, эпĕ юмахран, — çирĕплетет чечек.

Вăл манăн темиçе ĕмĕте пурнăçлама шантарчĕ. Кăштах — шутларăм та:

— Чи малтанах манăн талант тени пултăр, эпĕ юрлама юрататăп-çке. Эпĕ юрăç пуласшăн.

Малалла

Çитес çулшăн


Çуркунне улмуççи чечекреччĕ,

Вăл туятчĕ хăйне хитререх,

Çулçине çут шевле илĕртетчĕ,

Курăнатчĕ улми ĕмĕтрех.

 

Кассăн-кассăн ăш çил çупăрлатчĕ,

Никама уйăрмастчĕ шух çил.

Пуринпе пĕр пек вăйă вылятчĕ,

Кашнинех вăл паратчĕ ăш пил.

 

Çĕр-анне сĕткенне шеллеместчĕ,

(Шухăш çук-ха ăна хурлама.)

Çуркунне улмуççи чечекрехчĕ,

Кĕркунне — курăнмасть пĕр улма.

 

Çутçанталăк аслă саккунĕ,

Хăть ятла халь сана, айăплă.

Улмуççишĕн çак кĕтнĕ кĕр кунĕ

Мĕн тесе килмеллеччĕ çапла?!.

 

Эп — этем. Эп — пыратăп, калатăп:

Ĕмĕт хăй те хăш чух чун уççи.

Пурпĕрех улмуна тутăнатăп,

Пурăнах, пурăнах, улмуççи!

Сад пахчине лартрăм панулми...


Сад пахчине лартрăм панулми,

Улмишĕн мар, шурă çеçкишĕн!

Шăвартăм эп ăна ирхине,

Шăвартăм эп ăна каçхине!

 

«Кашла, кашла, тусăм, эх кашла!

Сана эп юратса суйларăм,

Пулах мана савăнтармалла,

Шăрăх кун сан айна эп ларам!»

 

Ӳсрĕ манăн йывăç сарăлса,

Сарлака çулçипе калаçса;

Çиччĕмĕш çул ларчĕ çеçкене,

Тепĕр çултан кӳчĕ улмине.

 

Иртсе çӳрекенсем курчĕç çеçкине,

Ял ачисем курчĕç улмине;

Чăтаймарĕç мĕскĕн ачисем —

Чечен улма çине уртăнчĕç.

 

Çеçки çине пăхни юрĕччĕ.

Уртăннипе йăлтах хупларĕç;

Улман турачĕсем хуçăлчĕç,

Ман куçăмсем ăна курайрĕç...

 

Çемçе чĕрем лаштах çурăлчĕ,

Пуçăм ăнран кайса çаврăнчĕ,

Куçăмсем те тĕтреленчĕçĕ —

Хуйхă мана пусса антарчĕ.

 

Пĕчĕкрен пĕр хĕре юратрăм,

Ӳссен хамăн тăвасах терĕм —

Хурлăх чухне унпа калаçса

Мĕскĕн чуна пусарас тесе.

 

Ялти ачасем те ун çине

Хăйсен çамрăк куçне янине

Малалла