Партизан


Толя-партизан


Осиновка — пĕчĕк ял. Ăна виçĕ енчен, пысăк хыпкăчпа хĕстерсе лартнă пек, хыр вăрманĕ хупăрласа тăрать. Ял айккипе Мелкая ятлă пĕчĕк шыв юхса иртет. Çуркуннепе кĕркунне юханшыв çырмасенчен те тухса каять. Çулла вара ăшăхланса юлать. Мелкая леш енче тӳрем улăх сарăлса выртать. Халĕ вăл симĕс курăкпа витĕннĕ.

Осиновкăна эпир ирхине çитрĕмĕр. Хĕвел тухнă пулин те, ял çине унăн янкăр çути ӳкмен-ха. Ватă хырсен тăррисенче кăна ылтăн тĕслĕ çутă пайăркисем ялкăшса выляççĕ. Вĕсем туратран турат çине сиккеленĕ пек курăнаççĕ.

— Питех те илемлĕ вырăн. Чăн-чăн курорт кунта, — тет кĕреçе сухаллă партизан, тутлăн анасласа.

Вăл ытарайми илемлĕ çурхи çанталăка пăхса çаврăнать те кавир пек çăра курăк çине тăсăлса выртать.

— Сывлăшĕ... мĕне тăрать... Виçĕ талăк çывăрман пулин те, çанçурăм уçăлса кайрĕ, — хуравлать тепри, кĕреçе сухаллă партизанпа юнашар вырнаçса.

— Çапла, сиплĕ сывлăш. Çаванпа та ӳпке чирĕнчен сыватакан санаторисене яланах хыр вăрманĕнче тăваççĕ, — калаçăва хутшăнать отрядри медицина сестри.

Малалла

Вожатăйăн пĕчĕк тусĕсем


Çуллахи каникула тухнăранпах ĕмĕтленсе пурăннă ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймерĕ Нинăн. «Вăрçă!.. Фашистла Германи пирĕн çине ирсĕррĕн тапăннă», — пĕлтерчĕç пĕр ирхине. Тăваттăмĕш класран вĕренсе тухнă хĕрачан пионер лагерьне каймаллаччĕ, анчах халь ĕнтĕ ун çинчен шутламалли те çук. Вăйпитти арçынсем, вĕсен шутĕнчех Нина ашшĕ те, фронта кайса пĕтрĕç. Хĕрарăмсем Великая юханшыв хĕррипе окопсем чаваççĕ.

Фронт çывăхĕнчи хула пурнăçĕ тĕпренех улшăнчĕ Урамра ытларах çар çынысене тĕл пулатăп. Нинăсенчен инçех мар, хула хĕррине вырнаçнă районти больницăна, час-часах хĕрлĕ хĕресле автомашинăсем пыра-пыра кĕреççĕ. Шурă халатлă, пилотка тăхăннă хĕрарăмсем бинтпа чĕркесе пĕтерпĕ суранланнă çынсене наçилкка çине вырттарса палатăсене иле-иле каяççĕ.

Нина амăшĕ, окоп чавнă çĕртен хытă ывăнса таврăнать пулин те, кашпи каç пĕрре больницăна кайса пăхмасăр çывăрма пултараймасть.

— Хамăр хулари пĕр палланă çынна илсе килчĕç. Аçу çук... — тет амăшĕ, юлашки кунсенче куççульпе хĕрелсе тăртаннă куçĕсене хĕрачинчен пытарма тăрăшса..

Малалла

Аслашшĕпе мăнукĕ


Борки ялĕнче пурĕ те вунултă кил кăна. Вăл варман хӳттине пытанса ларнă. Анкарти хыçне тухатăн-вăрман пуçланать, укăлчаран иртетĕн — каллех вăрмана лекетĕн. Кăнтăр енче вара пысăках мар уйсем, çарансем, уçланкăсем пур. Вăл уйсене колхозниксем тырă-пулă акса тума вăрмап хăртса тунă. Çуллахи вăхăтра Боркине пĕртен-пĕр çул пырса кĕрет. Вăл ялтах вĕçленет. Малалла каймасть. Вăрман леш енче шурлăх пуçланать. Вуншар километра тăсăлать вăл хăшпĕр тĕлте. Шурлăха çулла лашапа мар, çуран çын та ура ярса пусма хăрать. Чĕррĕнех ĕмсе çăтать иккен вăл шурлăх чĕрчуна.

Ялти хăюллă сунарçăсем çак çăткăн шурлăх урлă та çул хывнă-мĕн. Вăл вăрттăн сукмака ялти ватă çынсемпе партизансен разведчикĕсемсĕр пуçне урăх никамах та пĕлмест.

Утпа çӳремелли пĕртен-пĕр çула партизансем юриех юрăхсăра кăларчĕç. Шурлăх урлă хăма сарса тунă икĕ километр тăршшĕ çула сӳтсе тăкрĕç. Çуна çулĕ лариччен пĕлмен çын, темле тăрăшсан та, яла лекеймест.

Çакна шута илсе-и, партизансен командованийĕ Боркире госпиталь уçма шутларĕ. Ялта аманнă е чирленĕ партизансем сывалаççĕ. Тепĕр чухне кунта пĕтĕм отряд кăштах канса илме е мунча кĕрсе тасалма чарăнса тăрать.

Малалла