Толя-партизан


Осиновка — пĕчĕк ял. Ăна виçĕ енчен, пысăк хыпкăчпа хĕстерсе лартнă пек, хыр вăрманĕ хупăрласа тăрать. Ял айккипе Мелкая ятлă пĕчĕк шыв юхса иртет. Çуркуннепе кĕркунне юханшыв çырмасенчен те тухса каять. Çулла вара ăшăхланса юлать. Мелкая леш енче тӳрем улăх сарăлса выртать. Халĕ вăл симĕс курăкпа витĕннĕ.

Осиновкăна эпир ирхине çитрĕмĕр. Хĕвел тухнă пулин те, ял çине унăн янкăр çути ӳкмен-ха. Ватă хырсен тăррисенче кăна ылтăн тĕслĕ çутă пайăркисем ялкăшса выляççĕ. Вĕсем туратран турат çине сиккеленĕ пек курăнаççĕ.

— Питех те илемлĕ вырăн. Чăн-чăн курорт кунта, — тет кĕреçе сухаллă партизан, тутлăн анасласа.

Вăл ытарайми илемлĕ çурхи çанталăка пăхса çаврăнать те кавир пек çăра курăк çине тăсăлса выртать.

— Сывлăшĕ... мĕне тăрать... Виçĕ талăк çывăрман пулин те, çанçурăм уçăлса кайрĕ, — хуравлать тепри, кĕреçе сухаллă партизанпа юнашар вырнаçса.

— Çапла, сиплĕ сывлăш. Çаванпа та ӳпке чирĕнчен сыватакан санаторисене яланах хыр вăрманĕнче тăваççĕ, — калаçăва хутшăнать отрядри медицина сестри.

— Вăрçăччен Осиновкăра кашни çулах пионер лагерĕ ĕçлетчĕ. Эпĕ те икĕ хутчен пулнă вăл лагерьте. Эх, çав тери лайăхчĕ! — аса илет чи çамрăк партизан Толя.

Те вăрман хыçĕнчен çĕкленме ĕлкĕрнĕ хĕвел хай ăшшине çĕр çине сапалама тытăнни ĕшентерчĕ вĕсене, те Толя сăмахĕсем вăрçăчченхи лăпкă пурнăçа аса илтерчĕç, партизансем пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕç.

Хура сухаллă патвар старик пуçне автомат кӳпчекĕ çине хунă та, тарăн шухăша кайса, янкăр таса тӳпене пăхса выртать. Мĕн шухăшлать-ши вăл? Тен, унăн шухăшĕсем тăван колхоза вĕçсе кайнă пулĕ?

Анлă уй-хирсем тăрăх улăп пек утса çӳренĕн туять пулĕ хăйне? Тен, килĕнчи Толя пек вунвиçĕ çулхи ывăлĕ пионерсен лагерьне кайма хатĕрленни курăнать пуль ун куçне? Ватă партизанпа юнашар аллине бинтпа чĕркенĕ çамрăк разведчик выртать. Чăлт-шурă бинт витĕр юн сăрхăнса тухнă. Паллах, вăл ирхине пулса иртнĕ çапăçăва манма ĕлкĕреймен...

...Нимĕçсен пулемёчĕ пуçа çĕклеме памасть. Ун патне разведчик çăра курăк хӳтĕлĕхĕпе йăпшăнса çывхарчĕ. Тăшман ăна асăрхать те — çутатакан пульăсем ун еннелле вĕçме тытăнаççĕ. Сулахай хул хĕртнĕ пăшатанпа тирнĕ пек пĕçерсе илет. «Çук, вĕлереймĕн!» Разведчик граната ункине шăлĕпе туртса кăларать те мĕнпур вăйпа малалла ывăтать. Пулемёт шăпланать.

Аманнă разведчикпа юнашар выртакан лутра та тĕреклĕ пулемётчик çывăрса та кайнă. Унăн хĕвелпе пиçнĕ ĕнси çинче пысăк кăткă, «хăш тĕлтен çыртса пахам-ши» тенĕ пек, каллĕ-маллĕ чупкаласа çӳрет. Пулемётчик туймасть.

Хĕр темерĕн. Медицина сестри, юханшыв хĕррине кайса, çăвăнма ĕлкĕрнĕ. Халĕ вăл, тĕкĕр катăкĕ çине пăхса, кăтра çӳçне тураса якатать.

Çыран хĕрринчи пысăк чул çинче ларакан пĕчĕк Толя шухăша кайнă. Икĕ çул каярах вăл çак юханшывра сахал мар шыва кĕнĕ. Пионерсемпе тавлашса ишнĕ. Мĕн чухлĕ савăнăç, вăйă-кулă пулнă ун чухне!..

Толя шывран тухсан, çырма леш енчи хăйăр çинче хĕртĕнсе выртма юрататчĕ... Юханшывран инçех мар, хыр вăрманĕн пысăк уçланкинче, шурă палаткăсем речĕпе ларса тухнă. Ирсерен горн сасси вăратать. Пионерсем физзарядкăна тухаççĕ.

Толя, пĕчĕк чул катăкĕ илсе, алли çинче сиктеркелесе ларчĕ. Мĕн кăна аса илмерĕ пуль вăл юханшыв хĕрринче. «Ача чухнехисем пурте савăнăçлă, кăмăллă». Толя хăй тĕллĕн кулса илчĕ. «Ача чухнехисем. Халь кам-ха эпĕ? Ача мар-им?! Çук! Халь — ача мар. Вăрçă çынни. Партизан. Ашшĕпе амăшне фашистсем персе пăрахнă хыççăн иккĕмĕш çул ĕнтĕ, ӳссе çитнĕ çынсемпе пĕрле, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, телейлĕ те савăнăçлă пурнăçшăн ирсĕр тăшмана хирĕç çапăçать. Тăшмана çĕнтерсен, Осиновкăра каллех пионер лагерĕ ĕçлеме пуçлĕ. Пионерсене ирсерен горн сасси вăратĕ...»

Толя чул катăкне шыва ывăтрĕ. Чăмпăлт! турĕ те чул шыва путрĕ. Вĕтĕ-вĕтĕ тумламсем, хĕвел çинче кăваккăн-симĕссĕн курăнса, асамат кĕперĕ пек йăлтăртатса илчĕç. Пĕчĕк хумсем тăрă шыв çинче чӳхенсе, ункăланса сарăлчĕç.

— Толя, эпĕ сана паян шыраса хăшкăлтăм. Командир чĕнет, — пĕлтерчĕ штаб связнойĕ, Тольăран тăватă-пилĕк çул аслăрах çамрăк каччă, пысăк аттисемпе кĕмсĕртеттерсе пырса. — Шкул патĕнче вăл, — хушса хучĕ связяой.

Толя, карабинне çурăм хыçне çакса, чул çурт еннелле васкаса чупрĕ.

Шкул умĕнчи площаде пĕтĕм отряд пухăннă. Хăшĕсем пăшалĕсене тасатаççĕ, теприсем аттисене хывнă та пуртеннкисене хĕвел çинче типĕтеççĕ. Медицина сестри, вăлах «отрядри çĕвĕçĕ», тахăшĕнне гимнастерка саплать. Паçăр «хуп турттарнă» пулемётчик хăй тавра пилĕк-ултă çын пухнă та вĕсене тем каласа ахăрттарать. Ăна итлекенсем варĕсене тытсах кулаççĕ.

Командирпа штаб начальникĕ çурт сулхăнне вырнаçнă. Вĕсене хирĕç, çерем çинче, взвод командирĕсем лараççĕ. Отряд командирĕ вĕсене тем ăнлантарать. Лешсем хăйсен карттисем çине хĕрлĕ кăранташпа паллă тăваççĕ.

— Акă, Толя та çитрĕ, — терĕ штаб начальникĕ, чупнипе хĕрелсе кайнă ача çине сăнаса пăхса.

— Командир юлташ, эсир чĕннипе килтĕм, — пĕлтерчĕ Толя.

— Толя, пирĕн тĕп штабпа çыхăну тытмалла. Вăл ăçтине эсĕ лайăх пĕлетĕн. Санăн халех унта каяс пулать. Эсĕ таврăниччен отряд кунта канать, — терĕ командир, Тольăна пакет парса.

Питĕ илемлĕ çурхи вăрман. Сукмак икĕ айккипе тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Таврана вĕсем ырă шăршă сараççĕ. Кăкăр тулли сывлас килет. Çывăхри йывăç çинче куккук авăтатъ. Унăн хулăн сассине хуплама тăрăшнă пек, пĕчĕк кайăксем чуна çĕклекен илемлĕ кĕвĕсем шăрантараççĕ. Тимлесе итлесен, вăрманта çĕршер сасă илтме пулать.

Толя йывăçсем хушшипе авкаланса выртакан сукмак тăрăх васкаса утать. Хыр вăрманĕ хыçала юлчĕ ĕнтĕ. Çӳллĕ хăмăшпа ӳссе ларнă шурлăхран иртсен, чăтлăх пуçланать. Унта хурăн, çăка, ăвăс ӳсет. Ку вырăнсене Толя лайăх астăвать. Кунта вăл пионерсемпе çырла пухма сахал мар çӳренĕ. Инçе мар, сулахайра, пысăк уçланкă пур. Пĕррехинче, çырлана килсен, Толя унта пăшипе икĕ пăрушне курнăччĕ. Сехрине хăпартнăччĕ вĕсем унне...

Толя, хăйĕнчен хăй вăтанса, ăшĕнче кулса илчĕ, Пăшисем ăна асăрхасан хăраса тарчĕç. «Айван пулнă çав ун чухне. Халь пулсан...»

Малта турат хуçăлнă сасă илтĕнчĕ. Толя çурăм хыçĕнчи карабинне алла тытрĕ. «Каллех пăшисем мар-ши? — çиçсе илчĕ Толя пуçĕнче. — Çук, нимĕн те курăнмасть». Вăл малалла утма тытăннăччĕ кăна, сылтăмра çын калаçнă сасă илтĕнсе кайрĕ. «Кам пулма пултарать?»

Толя йывăç тĕлне тăчĕ. Ак тамаша! Пĕчĕкрех уçланкăра вăтăр-вăтăр пилĕк çын пухăнса тăнă. «Фашистсем!-тавçăрса илчĕ Толя. — Чĕррĕнех лекеттĕм вĕт тăшман аллине...» Уйрăм тăраканни, офицер пулас, аллисемпе хăлаçланса, салтаксене тем ăнлантарать. Уçланкăна тата тепĕр ушкăн тухрĕ. Хыçалта — тата нумаййăн... Пĕр взвод, иккĕ, виççĕ... тăваттă... Офицер тин çеç çитнĕ салтаксене, çинçе сассипе çухăрса, тем ăнлантарма тытăнчĕ. Унтан салтаксем, ушкăнăн-ушкăнăн пайланса, пĕрисем — сулахаялла, теприсем — сылтăмалла утрĕç. Офицер пĕр ушкăнне Толя еннелле ертсе пырать.

Мĕн тăвас? Шухăшласа тăма вăхăт çук. Паллах, вĕсем Осиновкăна çул тытаççĕ. Яла пур енчен те хупăрласа илесшĕн пулмалла.

Толя, каялла çаврăнса шурлăха çитиччен упаленсе, хырăмпа шуса пычĕ. Хăмăшлăха кĕрсен, вăй çитнĕ таран чупрĕ. «Штаба кайма çул çук. Карательсен аллине лексен, пакета илме пултараççĕ. Хăвăртрах отряда таврăнса, хăрушлăх çинчен пĕлтерес пулать».

Вăл хăварт чупнипе лачкам шыва ӳкрĕ. Тăшман хыçалта, çывăхрах.

— Толя, сана кашкăр хăваламасть пулĕ вĕт, мĕн питĕ васкаеа чупатăн? — илтĕнчĕ çывăхри тĕм хыçĕнчен лăпкă сасă.

Толя пăхрĕ те тĕм хыçĕнче тăракан иккĕмĕш взводри автоматчике палласа илчĕ.

— Яла фашистсем çавăрса илеççĕ. Питĕ нумаййăн! — пĕлтерчĕ вăл хашкаса.

Патруль те хыпăнса ӳкрĕ.

— Командира хăвăртрах çитсе пĕлтер. Эпĕ дозорсене систеретĕп. Сыхă тăччăр, — терĕ те вăл вăрмана кĕрсе çухалчĕ.

Тепĕр самантран Толя çитсе пĕлтернипе пĕтĕм отряд ура çине тăчĕ. Партизансем, чĕнмен хăнасене кĕтсе илме хатĕрленсе, вăрман хĕррипе оборона йышăнчĕç. Часах ял хьтçĕнче пăшалсем кĕрĕслетнĕ, автоматсем шатăртатнă сасăсем илтĕнме пуçларĕç.

Фашистсем пирĕннисенчен тăватă хут нумайрах. Партизансем питĕ хастарлă çапăçрĕç. Анчах тăшман атака хыççăн атака турĕ. Çапăçу вăраха тăсăлчĕ. Партизансен патрон сахаллансах пырать. Çакна сиссе пулас, карательсем, урнă йытăсем пекех, пуçсăрланса тапăнма тытăнчĕç. Яла виçĕ енчен çавăрса илнĕ çур ункă пĕчĕкленнĕçемĕн пĕчĕкленсе пычĕ. Отрядăн каялла чакма вырăн çук. Хыçра юханшыв, леш енче — ал тупанĕ çинчи пек тӳрем улăх.

Командир партизансен отрячĕсене пĕрлештерсе тăракан тĕп штаба пулăшу ыйтма виçĕ связной ячĕ.

Анчах вĕсенчен пĕри те таврăнаймарĕ. Вĕсем тăшман ункинчен тухичченех пĕтрĕç пулмалла.

Отряд командирĕ пĕр патрон юлмиччен çапăçма приказ парать. Пуриншĕн те паллă: тăшман аллине лексен, пурпĕрех — мăшкăллă вилĕм. Партизансем кăкăрта чĕре тапма чарăниччен çапăçма тупа тăваççĕ.

Хĕрӳ çапăçу вăхăтĕнче отряд командирĕ патне Толя чупса пычĕ.

— Штаба кайма мана ирĕк парăр, командир юлташ! — ыйтрĕ вăл.

— Усăсăр пулĕ, ывăлăм. Куртăн пулĕ мĕн пулнине... Эсĕ те...

— Ирĕк парăр, эпĕ урăх çулпа каятăп, — йăлăнса ыйтрĕ Толя.

Командир ачана пысăк аллисемпе ыталаса виçĕ хутчен чуптурĕ. Унăн куçĕсем шывланчĕç. Анчах вăл ăна партизансенчен пытарма тăрăшрĕ.

— Телей сунатăл, ывăлăм. Пакет пулмасть. Мĕн каламаллине хăвах пĕлетĕн...

— Пĕлетĕп, — терĕ Толя.

Карательсем ял хĕрринчи çуртсене пĕрин хыççăн теприне йышăнаççĕ. Часах яла вут хыпса илчĕ.

Толя чылайччен хырăмпа шуса пычĕ. Тарăн çырма пуçне çитсен, вăл çăмха пек йăваланса анчĕ те вар тăрăх малалла чупрĕ. Çырмара хура тĕтĕм йăсăрланса тăрать. Ĕнĕк шăрши сывлама чармантарать, кăкăра пӳлет. Анчах та ӳсĕрме юрамасть. Сулахай çыран хĕрринче, çывăхрах, фашистсем хăйсен чĕлхипе çуйăхса кăшкăрашни, автомат, пулемёт шатăртатни илтĕнет. Сывлама йывăр пулин те, Толя малалла чупать.

Ялтан тухсан, вăрман хĕрринче, Толя тăшман патрулĕсем çине пырса çапăнчĕ. Вăл, симĕс тумтирлĕ çынсене асăрхаса илсен, йывăç хыçне пытанма шутларĕ. Анчах ĕлкĕреймерĕ. Пĕр салтакĕ автоматран вăрăм черет кăларса ячĕ. Тольăн сулахай хулĕ, ӳт çумне хĕртнĕ тимĕр çыпăçтарнă пек çатăртатса, пĕçерсе илчĕ. Ача, пуçĕ çаврăнса кайнипе, çĕре персе анчĕ. Фашист Тольăна тĕллесе тата тепĕр черет кăларса ячĕ. Хальхинче пульăсем пуç çийĕнченех шăхăрса иртрĕç. Автоматчик Толя енне икĕ-виçĕ утăм ярса пусрĕ. Ача хускалмарĕ. Нимĕç вара ун патне пырса тăчĕ те ăна атă пуçĕпе тĕртсе пăхрĕ, ача чĕрĕ маррине курса, юлташĕсем патнелле утрĕ.

Анчах ача чĕрех пулнă иккен. Вăл аманнă хулĕ çине ӳкнĕ. Вĕри юн кĕпе витĕр сăрхăнса кăкăра пĕçертет. Тӳсме çук чĕпĕтсе ыратать суран. Ут-пӳ пĕрре те хускаласшăн мар, пӳрнесем те вырăнтан тапранмаççĕ. Куç умĕнче хура пăнчăсем, ӳпресем пек, сиккелесе выляççĕ. Ăш пăтранать. Йывăçсем çаврăнаççĕ. Çĕр чалăшнă пек туйăнать. Толя таçта, тĕпсĕр тарăн çырмана, йăваланса анать... Вăл тăнне çухатать...

Хăй мĕн чухлĕ выртнине Толя астумасть. Вăл тăна кĕрсе çитнĕ чух çапăçу шавĕ малтанхи пекех хытă кĕрленине илтрĕ. Пăшалпа автоматсем шатăртатнисĕр пуçне хушăран снаряд е граната çурăлнă сасăсем илтĕнеççĕ. Толя, пуçне çĕклесе, йĕри-тавралла пăхса çаврăнчĕ. Паçăрхи патрульсенчен пĕри кăна юлнă. Вăл йывăç çумне таянса тăнă та ял еннелле тинкерсе пăхать. Тольăна унăн çур кĕлетки çеç курăнать. Патруль хушăран шăхăркаласа илет. «Савăнать мур илесшĕ, эпĕ кунта юн юхтарса выртатăп. Юлташсем манран пулăшу кĕтеççĕ. Вилĕмпе çапăçаççĕ. Çак фашист пулмасанччĕ...» Толя каллех пуçне çĕклесе пăхрĕ. Суранланнă хул чиксе ыратать. Çăвар типсе ларнă. Çав тери шыв ĕçес килет. «Çук, выртма юрамасть...» Толя пуçне харсăр шухăш пырса кĕчĕ. Вăл сывă аллипе хыпашласа карабинне шыраса тупрĕ. Ăна çунăк тунката çине майлаштарса хучĕ. Мушка çинче тăшман пуçне шыраса тупрĕ те курока вĕçертсе ячĕ. Салтак, аллисемпе хăлаçланса, малтан тунката çине ӳкрĕ, юлашкинчен çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ.

«Ирсĕр фриц, тек шăхăрса юрлаймăн пирĕн çĕр çинче», — шухăшларĕ Толя, çăмăллăн çывласа. Вăл, ура çине тăрса, тепĕр хут йĕри-тавралла пăхса çаврăнчĕ. Çывăхра никам та курăнмасть.

Юн нумай çухатнипе Толъăн куçĕсем хуралса кайрĕç. Вăл пĕр самант карабинĕ çине тĕренсе тăчĕ. «Васкамалла, хăвăртрах штаба çитсе пĕлтермелле...» Толя кĕсйинче бинт шыраса тупрĕ. Медицина сестри вĕрентнĕ пек, сулахай хулне суранран çӳлерех туртса çыхрĕ.

Толя штаба тӳрĕрен кайма шутларĕ. Вăл ку вырăнсене лайăх астăвать. Анчах та халь хăвăрт чупма вăй çитес çук.

Вăл юн хĕрсе çитиччен карабинĕ çине таянса утрĕ.

Пĕр-икĕ хутчен тунката çине ларса канчĕ. Шурлăхра выртса шыв ĕçрĕ, пуçне йĕпетрĕ. Сивĕ шыв пĕтĕм ӳт — пĕве уçăлтарчĕ. Толя пĕр хушă чупса та пăхрĕ. Анчах ура вăйĕ сахал. Пуç çаврăнать. Ăш хыпнипе каллех шыв ĕçес килет. Канма вăхăт çук. «Лере, хыçра, юлташсем, тен, юлашки вăйне пухса çапăçаççĕ пулĕ.»

Толя каллех чупма тăчĕ, анчах урисем ăна итлесшĕн мар. Чĕри кăкăртан сиксе тухас пек тапать, вăл ăна хăй те лайăх илтет.

Толя тункатаран такăнса чикеленсе кайрĕ. Суран ыратса пĕçерчĕ. «Ай!» — йынăшса илчĕ Толя, тӳсме çук ыратнипе.

— Кам çывхарать?! — илтĕнчĕ хулăн сасă йывăç тĕмисем хыçĕнчен. Толя штабри партизана палласа илчĕ. Вăл ура çине тăма пикенчĕ, халтан кайнипе таянса кайрĕ. Партизан ăна ӳкме памарĕ.

— Пирĕн отряда Осиновкăра... хупăрласа илчĕç.

— Пу...пулăшу... — мăкăртатрĕ Толя. Вара каллех тăнран кайрĕ.

Толя таса та тирпейлĕ çĕрпӳртре, чăлт-шурă простыньсем çинче выртать иккен. Сулахай хулне шурă бинтпа чĕркенĕ. Ăна вăл хускатса пăхре. Суран туртса ыратса кайрĕ.

— Ăçта эпĕ?-ыйтрĕ вăл, пуçне çĕклесе, юнашар кравать çинче кĕнеке вуласа выртакан ватăрах çынтан.

— Госпитальте, — терĕ лешĕ, — куçĕсене кĕнеке çинчен илмесĕр.

— Мĕнле госпитальте? — тĕлĕнчĕ Толя.

— Хамăрăн, партизансен госпиталĕнче.

Толя халь тин мĕн пулса иртнине астуса илме тытăнчĕ. «Пулăшу ямалли çинчен каласа панă-ши эпĕ? Енчен, пĕлтермен пулсан?! Пĕтрĕç пулĕ пурте... Мĕнле-ха пурне те манса кайнă?» — тарăхса илчĕ Толя. Унăн пĕтĕм çанçурăмĕ çӳçенсее кайрĕ.

— Ха, пирĕн пĕчĕк паттăр вăраннă, — ăшшăн кулса кĕчĕ çĕрпӳрте хĕрарăм тухтăр. — Сывлăхсем мĕнле? Пуç ыратмасть-и? — ыйтрĕ вăл, Толя выртакан кравать çине ларса.

— Нимĕн те ыратмасть, тухтăр юлташ. Эсир пирĕн отряд çинчен мĕн те пулин пĕлетĕр-и? — тăрасшăн пулчĕ Толя.

— Авă мĕншĕн кулянатăн иккен эсĕ! Хăвăн пурнăçна аран-аран çăлса хăвартăмăр. Хуçăлнă хулу çине шина хунă чухне чĕрӳ чарăнса ларма пуçларĕ. Юн нумай çухатнă эсĕ, ывăлăм. Ну, халь ан кулян, аллу малтанхи пекех лайăх ĕçлекен пулать, — терĕ тухтăр, ача çине кăмăллăн пăхса.

— Тухтăр, пирĕн отряд çинчен нимĕн те пĕлместĕр-и вара эсир? — тепĕр хут ыйтрĕ Толя.

— Мĕншĕн пĕлместĕп? Сирĕн командир мана пурне те каласа пачĕ. Сана питĕ мухтать вăл. «Толя пулман пулсан, отряд пĕтетчĕ», — тет. Сана курасшăнччĕ те, кĕртмерĕм кунта. Вăйсăрччĕ эсĕ.

— Сывах-и вăл? — савăннипе кăшкăрса ячĕ Толя.

— Сывă, пурте сывă. Командир калать, Тăван çĕршывшăн епле пысăк ĕç тунине эсĕ ху та ăнланаймастăн пулĕ, тет. Эсĕ — чăн-чăн паттăр, Толя. Сирĕннисем патне пулăшу вăхăтра çитнĕ. Ял таврашĕнче çĕр çирĕм фашист выртса юлнă. Пирĕн енчен çухату сахал.

Толя шывланнă куçĕсене алăпах шăлса илчĕ. Хурланнипе çеç мар, савăннипе те куççуль тухать иккен.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: