Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXI сыпăк
— Вăт самай çав Тавăт мана йĕрлесе çӳреме тытăнчĕ. Каçхине урама та тухма çук, хуралласа тăрать. Таçтан муртан пĕлнĕ çак. Эпĕ хĕр иккенне пĕлнĕ. Ĕлĕкхи çынна чухлатăн ĕнтĕ. Хиртен тырă вырса питĕ кая юлса таврăннă. Пĕр каçхине пирĕн аннесем маларах кайрĕç. Эпĕ çĕмел туса юлтăм. Хайхи çĕмеле туса та пĕтерейменччĕ, хăйсен ани çинчен ман пата Тавăт пычĕ тăчĕ. Унччен ăçта пытанса ларнă вăл, хам та пĕлместĕп. Ну, хăраса кайрăм путсĕртен. Чĕре тухса тарас пек сикет. Хам, пит-куç тарланă пулин те, шăла шакка-шакка чĕтретĕп. Хайхи Тавăт сăмахĕсене тата-тата хуллен калать: «Эсир патшалăха улталанине пĕлетĕп эп», — тет. «Мĕскер?» — ăнланаймастăп çакна. «Эсир патшалăха та, турра та улталанă», — каллех шăл йĕрет Тавăт. «Вара мĕн?» — ыйтатăп хуллен. «Эсĕ арçын мар, эсĕ хĕр», — тет Тинкĕле. Эп тарăхнипе: «Сана мĕн ĕç!» — тесе хутăм. «Ĕçĕ-мĕнĕ нимех те çук. Эсĕ мана пĕрре юратма ирĕк пар. Вара никама та каламастăп. Юрать-и?» — тесе алăран ярса тытрĕ çак путсĕр. Ах, çавăн чухнехи пек çилленсе нихçан та курман эпĕ. «Суймастăп, питĕ тĕрĕс калатăп. Юрать-и?» — каллех чĕнет Тавăт. Хама хам сисмесĕрех: «Юрать!» — терĕм çакна. «Тĕрĕс, хĕрĕм», — савăнчĕ хайхи Тинкĕле, вара çĕмел çумне кĕлтесем хума пуçларĕ.
— Эх, латсăр этем! — терĕ Ахваниç хăйĕн тарăхăвне пытараймасăр.
Вара Марье-Мĕтри малалла каларĕ:
— Хайхи вырăн майлаштарчĕ те Тинкĕле каллех мана ярса тытрĕ, çĕмел çумнелле туртать. Эпĕ çакна кăмăллăн: «Чим-ха, Тавăт, кунта юрамĕ. Атте килсе тухма пултарать, вăл улăха лаша тытма çеç кайнă. Айта, Тип çырмана кайăпăр. Унта никам та курас çук», — тетĕп. Килĕшрĕ манăн Тинкĕле. Илсе çитертĕм çакна Тип çырма хĕррине. Чăнкă тĕле чарăнса тăтăм. Хăвах пĕлетĕн, Тип çырма мĕнле иккенне. Унтан çын мар, тискер кайăк та ӳксен хăпарас çук. Çапла калаçкаласа тăратпăр çыран хĕрринче. Çавăн чухне кĕтмен çĕртен пĕррех! тĕкрĕм Тинкĕлене! Манăн Тавăт вар тĕпнелле ывтăнчĕ. Вĕт чулсене шăкăрти-шакăрти, шăкăрти-шакăрти! тутарса таçта çитичченех анса кайрĕ. Хам килелле вĕçтере патăм.
— Çав кирлĕ ăна, çĕлен-калтана! Лайăх тăн кĕртнĕ эс ăна, — ахăлтатса кулса ячĕ Ахваниç.
— Чим-ха, кунта ĕç тата пысăкраххи пулнă. Тинкĕлесем çав анана ахаль туртса илме май çуккине курсан калама çук чее те сĕмсĕр шухăш тытнă. Эпĕ хĕр иккенни çинчен унта-кунта кайса систерме хăранă вĕсем. Пирĕн атте пит кăрсака çилĕллĕччĕ. Пĕр урса кайсан вăл Тинкĕлесене веçех çапса аркатма пултарнă. Çавăнпа мана, пĕлетĕн-и, мĕнле намăс тăвасшăн пулнă вĕсем? Çав тери намăс тăвасшăн çуннă.
— Чухлатăп, чухлатăп.
— Ара, чухламасăр. Эпĕ хам та çавăн чухнех чухланă ăна. Тавăт мана йывăр çын тăвасшăн тапаланнă. Ун пек пулсан çитетчĕ ял халăхне ахăрма. Пĕтĕм вулăс çĕмĕрĕлетчĕ ĕнтĕ. Ман ят çĕрне самантрах туртса илетчĕç. Аттене те ялта чиперех уттарса çӳретес çукчĕ.
— Паллах, Марье. Пĕтĕм тĕнче шавлатчĕ.
— Çав усал шухăша пулах Тавăт хăйне Тип çырма шар кăтартнине те хăвăрт манчĕ. Ĕлĕк, такам та пĕлет, çулла яланах выртма каятчĕç: Кăпшара, Хăмăшлăха, Сапрел çырмине, Çичçырмана. Пирĕн ывăл ача çукран выртма е аттен, е манăн каймалла пулатчĕ. Пĕррехинче çапла мана ячĕç. Çичçырман Аслăхай юппине çитрĕмĕр те лашасене тăлласа ятăмăр. Арçынсем (унта ачасем те, каччăсем те, ватăраххисем те пурччĕ) хĕрарăмсене итлеме юраман путсĕр халапсем яма пуçларĕç. Эпир, пĕр-ик хĕр, вĕсенчен аяккарах тарса лартăмăр. Каçĕ ăшăччĕ. Çăлтăрсем. Кĕçĕрхи пекех илемлĕ, уçă. Эпир Ничĕк Наçтаçĕпе лашасене темиçе хут та кайса пăхрăмăр. Аванах çӳреççĕ. Çамрăксем халь «Хоп! хоп! Çурăм май! Çурăм майне çаврар-и?» вăййа пикеннĕ. Ку вăйă мĕнлине астăватни тата?
— Пĕлетпĕр. Хамăр та вылянă-çке. Тăлă пытармалли вăйă вăл. Камрине тупиччен çав тăлăпа çурăм урлă çунтараççĕ кăна. Тепĕр кунне кĕпене хывса пăхаттăмăр та — çурăм кăн-кăвакчĕ.
— Ухмахла вылянă çав. Хальхи пек йĕркеллĕ вăйăсене те пĕлмен. Халь ав, мĕнле калаççĕ-ха ăна, хутбол, вылябол. Тем амакĕ те пур.
— Эсĕ выртмари çинчен тем каласшăнччĕ.
— Чăнах, пăрăнса кайрăм эпĕ. Выртмара, мĕн, каллех çав Тавăт килсе тухрĕ. Эпĕ, ларсан-ларсан, сăхман пĕркеннĕ те шĕшкĕ тĕмĕ çумĕнчех çывăрса кайнă. Хайхи, калама та лайăх мар, темскер кăштăртатнипе вăранса кайрăм. Тăма хăтлантăм. Çук, ĕлкĕреймерĕм. Мана такам аçампа лаштăр! пĕркесе тытрĕ, каллех çĕре ӳкерчĕ. Хăй тӳрех пилĕке хыттăн чăмăртаса илчĕ. Шăртланнă янахĕ ман пите лекрĕ. «Ну, хальхинче хуть вилем — вĕçертместĕп», — пăшăлтатрĕ Тавăт. Манăн сывлăш пӳлĕнсех ларчĕ. Аçампа нăх чĕркенĕрен сывлама та çук. «Мĕскер эсĕ? Йытă! Кай кунтан!» — кăшкăрма тăрăшрăм эпĕ. Анчах Тавăт ман çăвара аллипе хупларĕ. «Ан тапалан. Пурпĕрех манăн эсĕ, манăн», — сӳпĕлтетрĕ путсĕр. Эх, кĕрешсе кайрăмăр çакăнпа хайхи. Пĕр-ик хутчен вĕçерĕнсе те тартăм. Çавах хăваласа тытрĕ. Татах кĕрешме пуçларăмăр. Тул çутăличчен тĕркĕшрĕмĕр çапла. Тул çутăлсан, сӳлтен кайнăскер, тунката çине ларчĕ те, пĕлетĕн-и, чăнласах макăрса ячĕ.
— Ан аташ. Ун пек те пулать-и вара?
— Пулчĕ çав. Куççулĕпех йĕрет. «Эпĕ юрататăп. Çапах та эс мана ним вырăнне те хумастăн. Манăн чĕре мĕнлине пĕлесчĕ сан. Вăл çунать. Пĕр саншăн çеç пĕтетĕп ĕнтĕ, чăнах та пĕтетĕп. Ниушлĕ çынна кăштах та пулин хĕрхенместĕн эсĕ? Чуну пур-и сан, çук-и? Эх, пурнăç! Ма çуралтăм-ши çак тĕнчене! Хам юратнă хĕр çакăн пек мăшкăл кăтартасса шутламан та эпĕ. Халĕ мĕскер ĕнтĕ? Вилмелли кăна юлчĕ», — тет. Чăнах çапла калать.
— Ун йышши сăмах тупать вăл...
— Пăхса тăтăм-тăтăм та çакна — хĕрхенес килсе кайрĕ ăна. Ăçтан пĕлен, тен, чăннипех юратмарĕ-ши ку тетĕп. Тĕнчере ун пекки те пулма пултарать-çке. Çапах та пĕр сăмах та чĕнмерĕм, йĕвене илтĕм те лаша тытма утрăм. Атте иртерех таврăнма хушнăччĕ.
— Эппин, Тавăт çĕрĕк тунката çинчех юлчĕ?
— Ун чухне юлчĕ-ха.
— Мĕн, каллех йĕрлеме чарăнмарĕ-и?
— Каккуй чарăнма. Вăрттăнрах вырăнта тĕл пулсан кашнинчех хăй юррине юрлама пуçларĕ. «Юрататăп» та «юрататăп» тет. «Сансăр пуçне ман пурнăç çук», — тет. Тинкĕлесен пахчи вăйлăччĕ. Унта хӳме çуммипе тăршшĕпех чие çырличчĕ, варринче — улмуççисем. Вăрман пекехчĕ вĕсен пахчи. Пирĕн пек чухăн çынсен ачи-пăчисем, хĕрупраçсем кашни çулах улма-çырла татса паратчĕç вĕсене. Эпĕ те кайкаланă. Выртмара тĕркĕшнĕ çулхине те Тинкĕлесем çырла татма чĕнчĕç. Кайттăм Наçтаçпа татрăмăр ун чухне. Наçтаçăн мĕскер унăн, тĕнчере мĕнпур мĕн çука пакăлтатать вĕçĕ-хĕррисĕр. Кирлĕ япала çинчен каласан айта юрĕччĕ. Пĕр кирлĕ япала çинчен те пуплемест-çке. Каçчен пуçа минретсех çитерчĕ çак сӳпĕлти. Тĕттĕмлене пуçласан çырла ещĕкĕсене йăтма Тавăт тухрĕ. Наçтаçа: «Эсĕ ав пахча вĕçĕнчи пан улмисене кайса пуçтар-ха», — терĕ вăл. Эпĕ куншăн ним те пăшăрханмарăм. Кайтăрах. Тинех пуç кăштах канĕ. Тавăтпа иксĕмĕр ещĕксене витене йăтма тытăнтăмăр. Витинче мĕн кăна çук-ши? Пан улмисем. Ырçасем. Улăм купи. Пысăк валашка. Юрăхсăра тухнă сăпка. Юлашки ещĕке йăтса кĕрсен Тавăт вите алăкне кăптăр-каптăр сăлăп ячĕ. Мĕн хăтланать ку? Ман чун сӳлетсе кайрĕ. Сисетĕп: каллех тахçанхи юрă пуçланать. Тавăт ман пата пычĕ. «Ларса кан», — терĕ вăл ещĕк çине темле пиншак «вилли» хурса. Лартăм. Тавăт ман алла хăй арки çине илсе хучĕ. «Тур калашле виççĕ теççĕ. Эпĕ те санпа виççĕмĕш хут чун-чĕререн калаçма шутлатăп. Малтан ухмахларах калаçнă. Вĕсемшĕн каçар», — терĕ вăл. Эпĕ çаплах ним хускалмасăр хир тăмани пек ларатăп. Тавăт ман çума çывăхарах та çывăхарах тĕршĕнме тăрăшать. Хăйĕн аллисем чĕтреççĕ. Аллисем кăна мар, пĕтĕм ӳт-пĕвĕ чĕтрет унăн. Хăй ăшă сăмахсем калать. Ун хыççăн пилĕкрен, Çичçырмари пекех, пăчăртаса тытрĕ те: «Паян сана хăвăр киле ямастăп. Сан кил малашне çакăнта пулать», — терĕ. «Мĕн, çакăнта, витере, пулать-и ман кил?» — йĕкĕлтерех ыйтрăм эпĕ. «Çук, хамăр патăрта тесси пулчĕ вăл», — тата хытăрах чăмăртарĕ Тавăт. Эпĕ çак самантра вăй-хала хытарса çирĕп туртăнтăм та, ун аллисем, кив катка кăшăлĕсем татăлнă пекех, вĕçерĕнчĕç.
— Сан вăй-халу пулнă çав ун чух...
— Хурламастăп хама, çителĕклех пулнă. Çапла кăшт аяккарах лартăм та çакăнтан ыйтатăп: «Авланас пулсан çапла авланаççĕ-и вара?» — тетĕп. «Мĕнле кирлĕ?» — каллех ман çума пырса тĕршĕнчĕ Тавăт. «Малтан евчĕ ямалла, калаçса татăлмалла. Тутăр илмелле», — юптаратăп хайхи çакăнпа. «Тĕрĕс, — килĕшрĕ ман каччă. — Анчах сан пата ун пек хăтана пыма май çук-çке. Сана арçын ят пани пĕтерет. Ăнланатăп, куншăн эс айăплă мар». «Кам айăплă вара?» — тĕпчетĕп çакăнтан. «Эсир хăвăр та мар, эпир те мар», — хулăн тутине тăскаласа илчĕ Тавăт. Манăн ăш-чик вĕресе кайрĕ. Темшĕн мана хамăрăн çĕр çуккишĕн никам та мар, Тинкĕле таврашĕ айăплă пек туйăнчĕ. Хамăн ăнăçсăр шăпама та çавсенчен килнĕ тесе ĕненнĕ эпĕ.
Тӳсеймерĕм, вăш-ваш сиксе тăтăм та алăк сăлăпне кăпăр-капăр! туртса кăлартăм. Эх, ислетрĕм çавăнпа Тинкĕлене! Хама хам та пĕлместĕп, ăнланаймастăп. Мĕн вăй çитĕшне, ăçтан лекет, çавăнтан çатлаттаратăп. «Эсĕ çук çынсене мăшкăлама-и? Акă сана! Акă! Акă! Ыраш ани çинче намăс кăтартма тăнăшăн та! Çичçырмашăн та. Акă! Акă!»
Тавăт вите урайне кукленсе ларчĕ, ӳкрĕ, тапкалашрĕ. Эпĕ çаплах тустаратăп. Йăлтах урса кайрăм...
— Ха-ха-ха! Çав кирлĕ, тĕсси ăна.
— Çапла пулчĕ ун чухне.
— Кайран Тавăт ăçта çухалчĕ çав?
— Вăл-и? Çăва пĕлет-и ăна. Хусан патне камсем-ха, — шуррисем теççĕ-и вĕсене, чехсем теççĕ-и, — çитсен ялтан тухса тарчĕ пулас. Унтанпа хыпар çук унăн. Сăхă йытă, чухăнсене хирĕç çапăçсах вилчĕ пуль. Хăйсен ултавпа илнĕ ана-çаранне сыхласах. Ай, путсĕрччĕ ĕнтĕ...
Ахваниçпе Марье-Мĕтри çапла шăкăл-шăкăл калаçса уй хапхинчен кĕчĕç. Йăмра çулçисем çилпе кăшт чĕтреннĕ-чĕтренменех уйăх çутипе йăл-йăл çиçсе илеççĕ. Çамрăк çăкасем хашăл-хашăл сывлаççĕ. Пĕр хура йытă хӳме урлă каштăрт! каçса кайрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...