Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: IX сыпӑк


Улаттин кĕçĕн ывăлĕ — Витюк — пĕр-ик кун хушши ĕнтĕ ӳрĕк-сӳрĕк. Ним туман çĕртенех йĕрет, тапкалашать, Улатти хăй килте чухне ачисене капла «иртĕнтерсех» тăракан марччĕ. Вăл хаяррăн:

— Мĕн сасси ку! Çитет! — тесе кăшкăрать те, лешсем, ыратсан та, ыратмасан та, шăпăрт пулаççĕ. Халĕ Улатти ĕнертенпех киле таврăнман. Çурт хысни тӳлеп тесе укçа чиксе кайнă та таçта амакра çӳрет. Уншăн килĕ те, ачисем те манăçа тухрĕç курăнать. Витюк çаплах йĕрет. Хреççи тем те хăтланса пăхрĕ ĕнтĕ унпа.

— Кил, тӳттӳ ĕç, Витюк. Ăслă ача-çке эс. Часах пы-ысăк пулатăн. Ун чухне сана аякках, вăрмана, илсе каяп. Унта, ой, упасем те, кашкăрсем те пур. Ара, Витюка çыртма пырсан эп вĕсене патакпа çат! çат! тутаратăп. Ан çырт пирĕн Витюка. Пирĕн Витюк тетте тетĕп.

Ача сĕт курки енне çаврăнса та пăхмарĕ.

— Кай кунта-ан! Айу! — урисемпе хыттăн тăпăр-тăпăр тутарчĕ.

— Ара, мĕн пулчĕ кăна. Ача ĕренки те çук-çке кун. Кама пăхнă-ши эс, Улаттие-и, Еляна-и? Ара.

Хреççи ним тума аптранипе сĕте шкапа лартрĕ те спут таврашне, кăмака умне пăхкалама пуçларĕ.

— Петĕр, — терĕ вăл Улаттин шкултан тин таврăннă аслă ывăлне, — эсĕ çакăнта шеле кăмпи таврашĕ курман-и? Витюка куç ӳкнĕ пулмалла. Тĕтĕрсе пăхас теттĕм.

— Çанта, кăмака айĕнче выртатчĕç вĕсем, — пĕлтерчĕ Петĕр.

— Кил-ха, пĕшкĕнсе пăх, ачам. Ман пилĕк ыратать.

— Айу, ман шырас килмест-ха ăна. Ху шыра.

— Ак тамаша. Ара. Ăçтан вĕреннĕ эсир ун пек кутăнлашса тăма. Пăх-ха тетĕп.

— Хырăм выçнă-ха.

— Килетĕн-и эс, килместĕн-и?

— Пушмакпа ура та шăннă манăн. Урана ăшăтам-ха. Мĕн çухăрать çав.

— Ара, ку ачасемпе, ара. Хам ача пулсан шăмму-шакку ислениччен хĕнемелле эп сире. Самăр сыснасем. Пĕçернине çисе выртатăр та. Сире аçуна каласчĕ-ха. Лайăхрах пăшăклатăр. Халиччен хĕрхенсе: «Ан тив, çавсене», «Ан тив!» теттĕм. Халĕ хуть те пуçхĕрлĕ. Çаптăр, вĕлертĕр. Татах тăратни эс?

Петĕр тинех кăптăртаттарса пырса кăмака айне пĕшкĕнсе пăхрĕ. Вара турчка илсе кăмпасене унпа шакăртаттарса туртса кăларчĕ.

Хреççи пĕр кăмпине вучахри кăвар çине хурса тивертрĕ те пĕр курка шыв ăсса Витюк умне пырса тăчĕ. Лешĕ халĕ те йĕме чарăнмасть-ха, тапкалашать, аллисемпе хăлаçланать.

Хреççи ун пичĕ умĕнче шеле кăмпине сулла-сулла мăкăрлантарма пуçларĕ. Кăмпипе тĕтĕрнĕ май инке арăм вĕçĕмсĕр мăкăртатать: «Çичĕ тинĕс леш енче, çичĕ çӳл ту леш енче тимĕр шăллă карчăк пурăнать. Унăн тури ылтăн, çӳçĕ кĕмĕл. Вĕрет, сурать çав карчăк. Тьфу! Тьфу! Тьфу! Пирĕн Витюк куçĕ тасалтăр. Хура куç пăхни те, хăнчăр куç пăхни те, алтăр куç пăхни те — пурте, пурте тухчăр. Тьфу! Тьфу! Тьфу...»

Вĕрӳç хĕрарăм татах чылай мăкăртатрĕ, вара кăмпине куркари шывра сӳнтерчĕ. Ун хыççăн шывне сыпа-сыпа илсе ача çине пĕрĕхрĕ. Витюк пичĕ йĕп-йĕпе пулчĕ. Вăл вара макăра-макăра ывăнчĕ те çывăрса кайрĕ.

Çак вăхăтра пӳрте темле кăмака çумĕнче тăрса пиншакĕ шап-шурă шуралнă, шăлаварне таçта лектерсе тăршшĕпех çурнă Улатти ăнланмалла мар кулăпа йĕрешсе шăппăн кĕчĕ. Çилпе пĕр тикĕс силленсе ларакан йывăç пек суллана-суллана тăчĕ те самаях хыттăн:

— Пĕрис! — терĕ.

— Ара, мĕн пулнă сана? Мĕскер? — ăнланаймарĕ Хреççи.

— Пĕрис! — каллех çав сăмахах каларĕ Улатти.

— Мĕнле кушак куртăн эсĕ? Пирĕн кушак çук-çке.

— Пĕрис! — çаплах илтĕнчĕ кил хуçи сасси.

«Мана тухса кайма хушать-ши ку? Мĕне пĕлтерет-ши «Пĕрис!» тени?»— шухăшларĕ Хреççи. Вара Улаттие йăпăлтатма пуçларĕ.

— Ара, Улатти, хыттăн ан калаç-ха. Витюка тем пулнă. Аран-аран çывратса ятăм. Эсĕ çурт хысни тӳлесе килтĕн-и? Квитанцисем ан çухалччăр. Кӳр-ха, вĕсене тĕплĕрех хурар. Кĕсьерен тухса ӳкме пултараççĕ. Ăçта-ха вĕсем сан? — ыйтрĕ Хреççи, вара Улатти кĕсйисене ухтарма пычĕ.

— Пĕрис! — терĕ каллех Улатти.

— Паçăрах каларăм. Кушак çук-çке кунта.

— Пĕç, пĕç, пĕç... Вырăн сар-ха, Хреççи. Выртса канам, — çаплах енчен енне сулланчĕ Улатти.

Петĕр сумкине хуллен сак айне ывăтрĕ те никамах та сисмен чухне выляма тухса вăркăнчĕ.

Хреççи кутник çине вырăн сарчĕ. Улаттие хывăнтарса вырттарчĕ. Лешĕ кăшт выртсанах кăшкăрашма пуçларĕ. Таçтан вĕренсе килнĕ вăл «пĕрис» сăмаха, çăварне уçмассерен çавăнпа тертлентерет.

— Пĕрис! Хапхана питĕрсе кĕр.

— Мĕн тума? Çывăр, çывăр ара, — йăпатрĕ Хреççи.

— Пĕрис! Питĕрсе кĕр теççĕ. Алкум алăкне те урлă яр. Хреççин ирĕксĕрех тухса хапхана питĕрсе, алкум алăкне урлă ярса кĕмелле пулчĕ.

— Пӳрт алăкне те питĕр.

Ним тума та çук. Хреççи ăна та питĕрчĕ.

— Халĕ чӳречесене кар. Лешĕ вĕсене те карса тухрĕ.

— Халь никам та кансĕрлес çук. Çывăр, Улатти.

— Пĕччен ыйхă килмест. Юнашар вырт, — çаплах йӳтетме чарăнмарĕ Эльба салтакĕ.

— Ара, тăп-тăр кăнтăрла ан аташ-ха эсĕ. Ухмахна ăçта хуран?

— Нимĕн те намăс çук. Эсĕ манăн арăм. Эпĕ текех Елянпа пурăнмастăп. Эльба! Одер! Паянтан пуçласа эсĕ хăвна Улаттин савнă арăмĕ тесе шутла. Эй, мăнтăрккаскер, кил-ха теп.

— Пырăп-ха, пырăп. Пĕрле пурăнасах тесен Хреççи санран ниçта та тармĕ. Ара, тĕрĕссипе каласан, хам та çаплах шутлап çав, Улатти. Эп сана хисеплетĕп, юрататăп. Эсĕ сывă, тĕреклĕ çын. Эсĕ пурпĕрех чирлĕ Елянпа ĕмĕр ирттерес çук. Ара, кăмăлу пулсан, мĕнле калас, турткаланса тăрас мар пуль. Манăн упăшкам çук, чăпăрккам çук...

— Ха-ха-ха! Эльба! Одер! Пĕрис! Пурăнатпăр пурнăçа, шыв ĕçместпĕр кун каçа.

— Мĕн ĕçетĕн вара? Эрех çеç ĕçетĕн-и, Улатти? Ара.

— Сан, мĕн, пĕрер черкке пур-им? Пулсассăн тупса пар-ха. Пĕр черкке çеç. Эльба! Çĕнĕрен авланас терĕм ĕнтĕ. Текех сана урамра урăх арçынсем çине урлă-пирлĕ пăхтарса çӳретессĕм çук. Сăнчăрлатăп сана. Пуçна нăхта тăхăнтартатăп. Эс ман умра чупкаласа çӳрĕн. Эй, мăнтăркка! Эп мăнтăр хăрарăмсене юрататăп. Ну, тепре калатăп. Ют арçынсем патне ни-ни!

— Ара, Улатти, пустуй ан калаç-ха. Эс пулсан мана министр та, прокурор та кирлĕ мар. Вун тăхăр çулхи каччă хăтана пырсан та çаврăнса пăхас çук эпĕ. Чăнах, Еляна шанмалли çук ĕнтĕ ăна. Ара, çамрăк чухнех йăнăш турăн эс, Улатти. Ун чухнех мана илнĕ пулсан калекле çăмарта çисе çеç пурăнаттăмăр. Ара...

Хреççи таçтан тупса тепĕр черкке эрех пачĕ. Лешĕ ăна ĕçĕ те, авланасси-мĕнĕ, пăнкăльт тӳнсе кайрĕ, харлаттарса çывăрма пуçларĕ.

Хреçеин ыйхă килмест, вăл çывăрса тăни нумай пулмасть-ха. Халĕ унăн пуçĕнче тĕрлĕрен шухăшсем çавăрăнма, пăтрашăнма, арпашăнма, каллĕ-маллĕ куçма пуçларĕç. Унăн чун-чĕринче малтанах темле тĕлĕнмелле ырă, ăшă, çепĕç туйăмсем çĕкленчĕç. Чăнах, Улаттипех пурăнма тӳр килсен?! Эх, мĕн тери савăнмĕ-ши ун чухне Хреççи. Вĕсем юрла-юрла çеç пурăнĕç. Калаçса пăхчăр-ха ял хĕрарăмĕсем ун чухне Хреççи çинчен ун пек-кун пек сăмах? Çук, нимĕн те калаçаймĕç. Хреççи ун чухне пурçăн кĕпе тăхăнса,пурçăн тутăр çыхса Улатти хулĕнчен хыттăн чăмăртаса утса пырĕ. Чи малтанах вĕсем Хреççи аппăшĕ патне, унтан кукамăшĕ патне, каярахпа Хреççи ашшĕпе пĕртăван пиччĕшĕсем патне хăнана кайĕç. Кунсăр пуçне лавккана, колхоз правленине, клуба кĕрсе тухĕç. Курччăр, Хреççи мĕнле тĕреклĕ, çирĕп упăшка тупса янинчен тĕлĕнсе тăччăр.

Улатти харлаттарса, вăхăт-вăхăтпа сăмсине шăхлич пек шăхăртса çывăрать...

«Çак çынна-и? — каллех шухăш кăшкарне сӳтме пуçларĕ Хреççи. — Пурпĕрех хам çумран вĕçертместĕп. Вилем каям, намăс курам, çын сăмахне илтем, яла култарам, çав-çавах вăл манран хăпаймĕ. Виличчен арçын хӳттинче йăпанса пурăнас. Манăн та чĕрем пур, чунăм пур. Хам упăшкам вăрçăра вăхăтсăр вилнĕшĕн эп айăплă-и вара? Уншăн эпĕ мар, Гитлер айăплă. Вăрçă кăларакан шуйттансем пĕтерчĕç ăна. Çук, çук, Улаттие урăх çынна памастăп. Вăл маншăн çуралнă. Турă маншăн çут тĕнче кăтартнă ăна. Маншăнах киле тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Урăх никамшăн та мар!..»

Хреççи çапла шухăшласа ларнă май кăтăш пулсах кайнăччĕ, алкум алăкне такам силлени, шаккани илтĕнчĕ. Кам амакĕ чăрмантарса çӳрет тата? Никам та мар, Петĕр пулас-ха ку. Çав ачан ниçта кайни-мĕнĕ çук, яланах кил таврашĕнче шакăртаттарса çӳрет. Кирлĕ чухне тупаймастăн вĕсене, кирлĕ мар чухне хăваласан та каймаççĕ.

Хайхи Петĕр чӳречерен шаккама пуçларĕ.

— Уçăр-ха, мĕн питĕрĕнсе ларатăр эсир?

— Эй, пĕтмен ачи. Ара! — сиксе тăчĕ Хреççи, тăнк-танк тукаласа чӳрече патне пычĕ. — Мĕн шавласа çӳретĕн эс? Мĕн кирлĕ?

— Уç-ха тетĕп. Пӳрте кĕмелле ман.

— Мĕн тума?

— Пăчкă илме. Пĕчĕк пăчкă кирлĕ мана. Читлĕх тăвас тетĕп.

— Каллех хăмасене татса пĕтересшĕн-и эс? Аçу курсан! Саншăн сăмах илт-ха вара...

— Пĕчĕк пăчкă пар-ха тетĕп.

— Кай кунтан. Аçу çывăрать.

— Кутник айĕнчех вăл. Кĕрсе илем-ха.

Хреççи тăнк-танк уткаласа кутник айĕнчен пăчкă илсе пычĕ. Чӳречене уçса ăна Петĕре тыттарчĕ:

— Ме-çке. Çиллĕм килмин...

Петĕр кайсан Хреççи каллех Улатти çумне кĕрсе выртрĕ. Унăн пуçне паçăрхи пекех тĕрлĕ шухăшсем пырса кĕчĕç.

«Ачисене чиркĕве илсе каймасăр пăсса пĕтернĕ ку Елян, — мăкăртатрĕ вăл хуллен. — Ара, çапла юрать-и? Вĕсене пĕрре илсе кайса тур юнĕ ĕçтермелле. Унсăрăн ырă ача-пăча çитĕнес çук. Лаша пуласси тихаран паллă теççĕ. Кусенчен епле ырă лаша пултăр. Çук, çук. Хамăн тытăнас пулать ку ĕçе. Халех, кая юлсан каю шăтать. Ыран — вырсарни кун. Ыранах илсе каймалла вĕсене чиркĕве».

Кăшт тăхтасан Хреççи паçăрхи пекех выртса канасшăн пулчĕ. Анчах Улатти ун валли вырăн хăварман, месерле ярт çаврăнса выртнă та аллисене ик еннелле тăсса пăрахнă. Карланкине касса татнă вăкăр пек харлаттарать хăй. Хутран-ситрен ыйхă тĕлĕшпе «Эльба, Эльба» текелесе илет, юлашкинчен темле савăнăçлăн:

— Ха-ха-ха! — тесе кулса ярать.

Хреççи çав-çавах шухăшлама чарăнмарĕ. Вăл хăйсен мунчи алкумĕнчи эрех вырăнĕ çинчен, унти пăрăх, какăр, хуран, каткасем çинчен, мунчана, лапка айне, кĕртсе лартнă пуш четвĕрт кĕленчисем çинчен аса илчĕ. Кам та пулин лектерсе каймасан юрĕччĕ вĕсене. Вăрласан — пĕтрĕ пуç. Хреççи укçа тĕлĕшĕнчен епле йӳнеçтерсе пурăнĕ вара? Çук, çак кунсенчех пилĕк-улт хуран çакса илмесен май килмест. Укçаран татăлсан пурнăç татăлнă пекех.

Эх, мĕнле путсĕр кун пулчĕ-ха паян. Чӳречерен тепĕр хут шаккама тапратрĕç.

— Шуйттан ачи! Пĕтменскер! Мăйна пăрса тататăп ак санне! — тарăхса çитнипе чӳрече патне кăшкăрашса пычĕ Хреççи. Çийĕнчех: — Ара! Ой! — тесе тăрмакланнă çӳçне алăпа тытса каялла чакрĕ.

■ Страницăсем: 1 2