Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: V сыпӑк
— Апла юрать. Тавтапуç! — илтĕнчĕ бригадир сасси. Вăл мучи патĕнчен çăлăнма май килнĕшĕн хĕпĕртерĕ пулас. Каччăн юлашки сăмахĕсем чылаях савăнăçлăн илтĕнчĕç.
2
Хритун мучи чун-чĕри паян ирхине чылаях пăлханчĕ пулин те каярахпа, пыл уçланă майăн, лăпланнăçемĕн лăпланса пычĕ. Эй, япала! Ĕçпеле çын пурлăх кăна мар тăвать иккен, ĕçпеле çын хăй чунне лăплантарать, хуйха-суйха сирет, илемлĕ, ырă хаваслăх, темле ăнланмалла мар канăçлăх тупать. Ĕçлекен çыннăн кăмăлĕ уçă, савăнăçлă. Ĕçсĕр çапкаланса çӳрекен çыннăн кăмăлĕ вара яланах тӳрккес, пăтранчăк, ун пек çыннăн чунĕ халсăр, сивĕ, пытарăнчăк. Çавăнпа ĕç тĕнчери чи хавасли, чи илемли-çке! Тăван çĕршывшăн, халăхшăн, ял-йышшăн тăвакан ĕç. Асту-ха, вулаканăм. Пĕр-пĕр йывăр ĕç тунă хыççăн, ăна çĕнтернĕ хыççăн чун-чĕрене епле ырă! Эсĕ ун чухне пĕтĕм тĕнчене темле çĕкленӳллĕн пăхатăн. Сана ешĕл йывăçсем тата хитререххĕн, тӳпе тата çутăраххăн, çынсем тата кăмăллăраххăн курăнаççĕ. Эсĕ вара паттăррăн, мăнаçлăн утса пыратăн.
Хритунпа арăмĕ паян кунĕпе пыл уçларĕç.
Тĕттĕмленме пуçласан Нанил яла кайма пуçтарăнчĕ. Упăшки ăна валли пĕр саппун типĕтнĕ кăмпа, çăка чечекĕ илсе тухса пачĕ. Çак вăхăтра, кĕтмен çĕртенех, вĕсен умне Хреççи пырса тăчĕ.
— Айтуру, Нанил тăхлачă та кунта-çке. Мĕнле çӳретĕр? Курманни чылай пулчĕ. Пĕр ялта пурăнатпăр пулин те хирĕç тăрса калаçма вăхăт çук. Ара...
— Вăхăчĕ çукрах çав, — килĕшрĕ унпа Нанил.
— Ара, çапла пулмасăр. Ирех тăр та такăна-такăна ĕçе чуп, ирех тăр та такăна-такăна ĕçе чуп. Пĕлместĕп, темле чăтать этем чунĕ. Кунĕпех йытă пек ура çинче çӳретĕн. Ара, хуçи йĕркеллĕ мар-çке пирĕн. Чуна илет.
— Кам çинчен калатăн эсĕ? Мĕнле хуçа çинчен?
— Ара, Пракка çӳлтен ячĕ тетĕп-çке. Ним латтине те пĕлмерĕм-ха эп унне. Темле çын вăл.
— Ачи аван пулаканччĕ-çке...
— Эй, мĕскер аванни унта. Тулăкĕ çук унăн. Пĕр кун çĕр хута йĕтем çине хăваласа кăларчĕ мана. Ара, каçхинеллĕ-мĕнлĕ тухма çамрăках мар ĕнтĕ эп. Вăл пур — тем каласан та ӳкĕте кĕмест.
— Çын кирлĕ пулнă пуль. Мĕн тăвас тетĕн...
— Э-эй, калатăн тата. Мĕскер çын кирлĕ пулнă ăна. Мĕншĕн мана çав териех хире хăваласа янине сисрĕм эпĕ. Ай, калама та лайăх мар та. Ара...
— Мĕн лайăх марри. Кунта никам та çук-çке, калас сăмаха калани лайăх.
— Час каламасан вилме выртсан та час вилеймест теççĕ çав. Ара!..
— Мĕнни мĕнĕ, — пăшăлтатса калаçма пуçларĕ Хреççи. — Пĕр каçхине çапла сăмакун юхтарса лараттăм. Хам валли мар, Улатти арăмĕ валли. Хайхи кĕтмен çĕртен Пракка пычĕ кĕчĕ. Эрех юхтарнине курчĕ те ниепле те тухса каймасть. Апла та, капла та каласа пăхатăп, хăнк! та сикмест. Мана ĕçе ярас тесе пынă хăй. Сисетĕп: пуçĕнче йăлтах урăх шухăш. Кăштах йӳççине тутанса пăхас килет унăн. Вара мана хăваласах йĕтеме кăларса ячĕ. Сăмакунне хам юхтарса пĕтеретĕп терĕ. Ара...
— Ан суй, Хреççи, — кӳренсех кайрĕ Хритун. — Пакăлтатса ан тăр. Ут ху çулупа...
— Ара, мĕнле çын эс, Хритун пичче. Эпĕ нихçан та суймастăп. Акă ун çинчен ĕнентерсе ик аллăмпах сăхсăхатăп, — Хреççи хăвăрт-хăвăрт сăхсăхса илчĕ.
— Эй, сан сăхсăхни! — тарăхрĕ мучи.
— Ара, турра хисеп тунăшăн ан тарăх-ха, Хритун пичче, Турра апла кăларса пăрахма юрамасть. Пурнан пурнăçра тем те килсе тухать. Ав пирĕн кӳршĕри Сӳс Иваннех илер. Епле пурăнатчĕ... Чиркӳ таврашĕ асра та çукчĕ унăн. Хĕрес çакса курман. Ачисене шыва кĕртмерĕ. Турăшне вĕттисем илсе çĕмĕрсе пĕтернĕ те таçта çухатнă. Сӳс Иванĕ хăй: «Эй, турă çук вăл. Пустуй япала», — тетчĕ. Эпĕ малтанах каларăм çакна. Ара... Турă илтет те час шарламасть терĕм. Кайран мĕн пулнине хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ. Вăт, турă çапла вăл. Ара...
Нанил çан-çурăмĕ темшĕн сăрăлтатса илчĕ. Вăл васкасах:
— Мĕн пулнă вара? Эпĕ нимĕн те пĕлместĕп-çке, — терĕ.
— Ара, çавна та илтмен-и эсир? — тĕлĕнчĕ Хреççи. — Эппин, каласах парам. Хăйсен тăванĕсем патне Элпуçне кайнă та Сӳс Иванĕ киле таврăнма тухнă. Лерен те тăххăрта, те вуннăра тухнă-ха вăл. Çакăнта, Çичçырма пуçĕ тĕлне, шăп кăнтăрла тĕлĕнче çывхарнă. Усал-тĕсел тени, хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ, талăкра тăватă хутчен: çур çĕр тĕлĕнче, хĕвел тухнă тĕлте, хĕвел аннă тĕлте тата лăп та шай кăнтăрла тĕлĕнче вылять. Вăт, Сӳс Иванĕ хайхи Путакан кĕпер урлă каçать те Эртемен çырми еннелле тап-такăр шоссе çулĕпе утать. Унччен те пулмасть — хыçалтан тăрантаслă лав чарлаттарса килнĕ сасă илтĕнсе каять. Акăш-макăш вирлĕ килет. Сӳс Иванĕ çул хĕррине пăрăнма та лайăххăн ĕлкĕреймест — хыçри лав чарлаттарса та çитет. Çитсенех лашине тăр-р-р! тесе чарчĕç тет те тăрантас çинчен иккĕн-виççĕн сиксе анчĕç тет. Ну, хĕненĕ вара ăна тăп-тăр кăнтăрлах. Сӳс Иванĕ çавăн хыççăн ураланаймарĕ — вилчĕ. Виличчен хăех каласа хăварнă. Турра асăнсан кăна çав усалсем хĕнеме чарăнчĕç тенĕ тет вăл. «Тен, кусем çынсемех мар-ши?» — тесе куçне уçса пăхнă тет те, çул çинче никам та çук тет. Урапа-тăрантас йĕрĕ те палăрман. Вăт çапла вăл турă çук тесен. Ара...
— Ну, юптаруçă та эсĕ, — кулчĕ Хритун.
Анчах Хреççи куна илтмен пекех пулчĕ те Нанилпа калаçма тытăнчĕ:
— Ара... — куçне хĕскелесе илчĕ Хреççи, вара: — Сирĕн утар пӳртĕнче турăш пур-и çав, Нанил тăхлачă? — терĕ.
— Эй-эй! — пӳрнипе юнарĕ Хритун. — Эп пурăнакан пӳртре турăш ан пултăр. Эпĕ унсăрах... — арăмне калама памарĕ Хритун...
Нанил упăшкине хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ.
— Çак вăрманта епле турăшсăр пурăнан. Эй, турă каçарах, — терĕ вара Хреççи сăхсăхса.
Калаçу пĕр самантлăха чарăнчĕ. Ĕшнере шăп. Хутран-ситрен каçа юлнă кайăксем чăтлăхалла чив-чив! чив-чив! туса кĕни илтĕнкелет. Çывăхри çырма шывĕ шăнкăртатса юхать, пĕр тĕлте, кукăрта, çав шыв темле тытăнчăклăн тăкăр-тăкăр тукаласа илет, аяларахра чылай тарăна сикет пулас: вĕçĕмсĕр шапăр-шапăр! шапăр-шапăр! тăвать. Вĕтлĕх леш енче, хирте, хĕрлĕ уйăх хăпарать. Тĕнче, пĕр шухăшласан, тĕлĕкри пек те, юмахри пек те туйăнать.
— Сăмакунне, чăнах та, туса пачĕ-и вара Пракка? — юриех татах ыйтрĕ Хритун.
— Тупата туршăн, туса пачĕ.
— Чылай юхтарнă-и?
— Ара, ача-пăча хăтланакан япала мĕн латти пултăр. Кăштах юхтаркаланă вăл. Юхтарнине-пĕрне, мĕн калăн, ĕçсех пынă. Ара... Хăй ĕçесшĕн çеç хăтланман-и вăл? Пĕр каçра пĕр четвĕрте ĕçсе янă.
— Мĕн чухлĕ тетĕн? — шалт тĕлĕнчĕ Нанил.
— Ара, пĕр четвĕрт пулать çав. Ĕçтĕрех. Уншăн кулянмастăп. Пĕтнĕ, çĕтнĕ — каялла таврăнас çук. Юпа шăтăкне янă пекех пулчĕ çав... Хальхи çамрăксем сип-симĕслех эрехе вĕренеççĕ. Каярахпа мĕн пулĕ-ши вĕсенчен...
Хритун алне сулчĕ те пӳрте кĕчĕ. Нанилпа Хреççи калаçкаласа юлчĕç.
— Пракки тата сирĕн Лисук çумне çыпçăнать темеççĕ-и? Эп пĕлместĕп те-ха. Çын сăмаххи. Ара...
Нанил хăй ăна-кăна пĕлнине палăртасшăн пулмарĕ.
— Эп илтмен-ха. Такампа çӳреççĕ вĕсем. Хĕр чухне хĕрĕх тус теççĕ. Пулĕ те... — терĕ вăл.
— Эс, амăшĕ, мĕн, çаплах ним шухăшламасăр пурăнатăн вара? Хĕрне ак ху сисичченех çаклатса каяççĕ. Кайран ĕçкĕллĕ-çикĕллĕ упăшкапа чун тухĕ унта. Карактĕр лайăхрах пултăр çыннăн. Лайăхрах карактерли тупас пулать. Праккан карактерĕ ниме те тăмасть. Унпа пурăна пуçласан виç кунтанах выртса йĕрĕн. Ара...
— Эсĕ, мĕн, утара ĕçпе-мĕнпе килменччĕ-и?
— Эпĕ-и? Эпĕ... — Ним калама та аптрарĕ Хреççи, вара васкавлăн: — Ара, мансах кайнă. Типĕтнĕ йыт çĕмĕрчĕ çук-ши тесе килнĕччĕ. Çавăнпа чей вĕретсе пилĕке сĕрсен çан-çурăм лăштах каяканччĕ.
Хритун вĕсем калаçнине илтсех ларнă пулас, алкумĕнчен:
— Нимĕнле йыт çĕмĕрчĕ те çук манăн. Хăрах ывăç та, — терĕ.
— Юрĕ эппин. Каçар. Чăрмантарса çӳретпĕр çынсене. Ара... — пакăлтатрĕ Хреççи.
— Эпир кайрăмăр, Хритун, — тесе хăварчĕ арăмĕ. Хреççипе Нанил ĕшнери сукмак тăрăх ял еннелле утрĕç. Уйăх чылаях çӳле хăпарнă. Таврара тĕтреллĕ кĕмĕл çутă. Çăлтăрсем йăвашшăн кула-кула пăхаççĕ.
Хритун кăштах вăхăт иртсен каллех алкум вĕçне тухрĕ.
Хăй саваласа якатнă тенкел çине ларчĕ те каçхи ĕшне çине киленсе тинкерчĕ. Ăвăс вуллисем уйăх çутинче асамлăн йăлтăртатаççĕ, çулçисем халĕ те шĕпĕл-шĕпĕл, шĕпĕл-шĕпĕл тăваççĕ. Йĕлмесем, çăкасем, хурамасем темле ытла та тĕттĕммĕн, хуран курăнаççĕ. Хритун тавралăха савăнса итлет. Вăл йывăçсем пĕр-пĕринпе хуллен калаçнине те, курăксем тем шухăша кайса ассăн сывланине те, çăлтăрсем шăппăн юрланине те — пурне те, пурне те итлет. Çавăн пек чухне Хритунăн кăмăлĕ тепле хавасланса каять, вăй-хал тата ытларах кĕнĕн туйăнать. Вара унăн хăйĕн утарĕнчен чи тутлă та, чи сипетлĕ пыл ытларах та ытларах илес килсе каять; пыл виçине çултан-çул центнертан центнера ӳстерсе пĕтĕм ял-йыша тĕлĕнтерес килет; ку таврари, районти, республикăри, Тăван çĕршыври, пĕтĕм тĕнчери чи чаплă утарçă пулас шухăш çуралать. Анчах хальлĕхе утарта хăш-пĕр çулсенче сăкăлтăк-макăлтăксем пулкалаççĕ-ха. Е çăка çеçкине çумăр çуса антарать, е вĕлле хурчĕсем самай хĕрсе вĕçмелле вăхăтра йĕпе-сапа тăрать. Кайран вара пыл илмелли чечексем те юлмаççĕ.
«Эх-хе-хе, — терĕ мучи, — кашни çул рамăсем хăвăрт тулччăр тесен нумай чăрмава, нумай пралук-вĕрене касса татмалла. Хуртсем валли чечек ытларах кирлĕ çав». Вара колхоз çитес çул хура тул ытларах акма йышăннине аса илет те кăштах лăпланать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...