Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ


— Апла эпĕ те пыратăп!

Саначин арăмне суйса хăварасшăнччĕ, анчах ку шухăша хăвăрт сирчĕ. Тĕрĕссине пĕлтерсе хăварни пархатарлăрах пулассине ăнланчĕ. Вара Атăлкассипе Энĕшкассинче мĕн сиксе тухнине, хăй унта мĕншĕн каяссине те каласа пачĕ. Арăмĕн куçĕнче куççуль юхса аннине асăрхасан, йăпатма васкарĕ:

— Наталле, макăрма кирлĕ мар. Эпĕ ик-виçĕ кунран мала ирттерес çук унта. Казаксене ăсатсанах таврăнатăп. Хăвна тăнăçлă тыткалама тăрăш.

Наталле чĕри ыратма чарăннăран мар, пурпĕр ним тума çуккине чухланăран парăнчĕ. Урăх ним калама аптранă енне:

— Киле кĕрсе пăхма ан ман вара, — терĕ.

— Çитсенех каятăп... — сăмах пачĕ те Саначин арăмне чуптуса уйрăлчĕ.

Перевозра Микулана юри янă паромпа кĕтсе илчĕç. Ваçлипе Микулана иккĕшĕ пĕр-пĕрне ĕмĕр тăршшĕпе курман пекех туйăнчĕ. Халь курнăçнăшăн хавасланса ыталанĕччĕç. Пурнăçри чи пысăк инкек — иккĕшĕ те мăшăрĕсене çухатни — вĕсен кăмăлĕсене пусарчĕ. Вара чĕнес мар тенĕ çĕртен саламлашрĕç те лавсене паром çине васкаса тиерĕç.

— Ăçта вăл? — Атăл урлă каçсан тин аса илнĕн ыйтрĕ Микула.

— Бакенщик патĕнче.

Трубасăр лампа çĕрпӳрт ăшчиккине вăйсăр кăна çутатсан та, Микула сак çинче выртакан Кĕтерука асăрхарĕ те чĕри татăлса ӳкес пек хурланчĕ. Ун куçĕ умĕнче мĕн çамрăкран пĕрле ӳснĕ, пилĕк çул хушши чи йывăр ĕçе пĕрле тунă хаклăран та хаклăрах тус-йышĕ. Вăл, ăс-тăнĕпе çеç ирĕке тухнă чăваш хĕрарăмĕ пулсан та, юлашки икĕ çул хушшинче ытла та пысăк пултарулăхне кăтартрĕ. Кĕтерук çĕрне-кунне, канăçне пĕлмесĕр ĕçленĕрен çĕршер хĕрарăм сехмете хирĕç улăп пек çирĕп тараççĕ. Микула карланкине йӳç кумкка пырса капланчĕ. Анчах тул çутăлса килни йăшăхнă кăмăлĕ хыççăн кайма ирĕк памарĕ. — Кум, тыт хăвăртрах! — терĕ вăл. Ваçлипе иккĕшĕ Кĕтерука утă сарнă урапа çине вырттарчĕç те лашисене малалла хăваларĕç.

Кĕтӳ çулĕ çинчи пылăха ик çĕр-виç çĕр çын пухăннă. Кунта сунара çӳрекен пăшалпа хĕçпăшалланнисем те сахал мар. Ыттисем яланхи майлах пакурпа. Аврисене кăна вăрăмраххине лартнă. Унпала аякранах çапса ӳкерме аван-çке. Халăх Микулана ăшшăн та чĕмсĕрленсе кĕтсе илчĕ. Кунашкал пулма сăлтавĕ те пур çав: вĕсем Кĕтерука тиесе килнине курчĕç.

Микула халăх камăлне çĕклесшĕн шӳтлесе те пăхĕччĕ, çĕр çинче çын выртнине асăрхасан, çуйланса ыйтрĕ:

— Кам ку?

— Аçу... — такам ирĕксĕртен сасă пачĕ.

Микула выртакан çын умне пырса чĕркуçленчĕ.

— Атте.. Атте...

Куçне уçса ывăлне палласан, Çтаппан куçĕнчен куççуль юхса анчĕ.

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр... Сана кураймасăрах чун çĕре куçасран хăранăччĕ... — аран пăшăлтатса каларĕ Çтаппан.

— Кам тиврĕ сана?

— Казаксем...

Микула, унчченех ашшĕн ăраскалĕшĕн çуннăскер, халь пĕтĕмпех хăйне айăплă шутласа ӳкĕнчĕ:

— Атте, каçар, тархасшăн, сана систерме ĕлкĕреймерĕм...

— Маншăн хуйхăрса вăйна ан пĕтер... Çĕршер çын сан сăмахна кĕтеççĕ. Вĕсен шанăçне тӳрре кăлар. Парти кăтартса панă çулран ан пăрăн... — пурнăçĕ кĕскелсе килнипе халсăрланса самантлăха чарăнчĕ Çтаппан. Вара татах калама хăват çитерчĕ: — Тăшман пире шеллес çук... Хăвăр та ан шеллĕр... Сывă пул, ывăлăм... Пил сана... Ачасене... — Микулана пуçран савса хăварма аллине çĕклеме хăтланчĕ, çĕклеймерĕ. Сывлăшĕ татăлчĕ...

Микула ним тума аптранă енне икĕ аллипе пуçне ярса тытрĕ. Арăмĕ, Кĕтерук кумăшĕ тата ашшĕ те ирĕклĕхшĕн кӳнĕ парнесем пулчĕç.

— Тĕрĕс, атте, тăшман шеллемест пире, шеллес те çук. Вăл пире хĕн-хур айĕнче усрас вăхăта тăсасшăн никама та, ниме те шеллемест. Эпир те, эс калашле, шеллесе тăмăпăр. Юншăн юнпа тавăрăпăр!..

 

XXXVI

Тăван ялне Макçăм пуçламăш хут вăрă-хурах пек шикленсе таврăнчĕ. Полици станĕнче çынсене сутнăшăн ытлашши аванмаррине, намăссине те туйманччĕ. Ыран халăх умне курăнасси ăна йăлтах хавшатрĕ. Иккĕленмелли çук, вăл сутăнчăкне пĕлсен, ахаль иртмесси паллах. Çăварни эрни тухнă каç Микула ахаль асăрхаттарчĕ-и. Макçăм, килтисенчен именсе, пӳрте ним сас-чӳ тумасăр кĕчĕ. Вăйсăр тĕлкĕшекен лампине те пысăклатмасăрах выртасшăнччĕ. Упăшкине тытса кайнипе вилесле хăраса ӳкнĕрен кăтăш та пулман Верук сасартăк вырăн çинчен сиксе тăчĕ.

— Макçăм, эсĕ таврăнтăн-и?

— Курмастăн-им?.. — темле салхуллă та калаçас килмесĕр хуравларĕ Макçăм.

— Куратăп та ĕненес килмест. Тытса кайрĕç те пуçна çирĕç тесе чун юлмарĕ.

— Ман пуçа мĕн тесе çиччĕр вĕсем!..

— Шан вĕсене... Ав, сан хыçран станувуй килсе Анук кумапа вĕсен аслă прикащикне илсе кайнă. Прахăр арăмĕпе Кĕтерук ачине саламатпах хĕнесе хăварнă, теççĕ.

— Пирĕн мĕн ĕç унта?

Верук упăшки çине тĕлĕнсе те ăнланмасăр пăхрĕ.

— Мĕн калаçатăн эсĕ, Макçăм?

— Эпĕ çавна калаçатăп, ялти кашни çыншăнах чĕрене хускатса ларма тара кĕрĕшмен эпир!

— Макçăм, кирлĕ мара ан пакăлтат! Е Анук кумасем чи çывăх çынсем иккенне мантăн-и?.. Çитменнине, чĕре хускалмалăхне сăлтав татах пур. Уçка та таврăнмарĕ, Ваçли çинчен те сас-хура çук. Вĕсене те тытса кайсан, мĕн курмалла?

— Хамăр ачасемшĕн пушшех пăлханма кирлĕ мар. Эпĕ вĕсене айăпласран çăлса хăварнă.

Верук Анук кумăшĕн ăраскалĕ пирки пăшăрханнине мансах:

— Чăнах-и? Хăтарма мĕнле май килчĕ? — терĕ хаваслăн.

Арăмĕн кăмăлĕ уçăлнине сиссен, паянхи ĕç-пуç çинчен пытармасăр каласа парса, Макçăмăн чунне лăплантарас килчĕ. Верук ана ăнланса ун хутне кĕрессе те шанать вăл.

— Сехре хăпартса пурăннипе çитет! Эпĕ вĕсене те ырă сунтăм, патшана вырăнтан кăларас, халăха пăлхатас вăйă ырăпа вĕçленес çук терĕм. Вăйăран вăкăр тухман пек чухне ку ĕçе пăрахма, ман ачасене те пулин хăтарма ыйтрăм. Чĕрене хурас вырăнне, вĕсем мана хăратма пикенчĕç. Хама та, ачасене те вилĕм шăтакĕ патнех илсе çитерчĕçю Анчах вĕсен усал вăййишĕн пирĕн ма пĕтсе лармалла-ши вара? Мĕншĕн ачасен пуçне çиме ирĕк памалла?..

Макçăм ячĕсене асăнмасăрах ятлаçсан та, Верук тавçăрчĕ. Ачисем Микуласемпе çыхăнса ĕçленине, вĕсем ăс панине, ертсе пынине лайăх пĕлет вăл. Упăшкин калаçăвĕнче темле киревсĕрлĕх пурри палăрнипе кичемленчĕ.

— Макçăм, тем пакăлтататăн эсĕ?

— Эпĕ çавна пакăлтататăп, — вĕçне çитиех пĕлтерме шутласа, сассине пĕчĕклетрĕ Макçăм, — пирĕн ачасем айăплă марри, вĕсене çынсем аташтарни çинчен станувуя пĕтĕмпех каласа патăм.

Верук ăнланчĕ. Паян вăл Ануксене такам сутнă хыпар сарăлнине илтнĕччĕ. Ял-йышсемпе пĕрле сутăнчăка хăй те çилленнĕ, ылханнă та. Сутăнчăкĕ ун упăшки иккен. Верук вуттăн-хĕмлĕн пулса кайрĕ.

— Ирсĕр ĕçе тума епле хăйрăн эсĕ?!

Ĕнтĕ Макçăм тĕлĕнчĕ:

— Мĕн терĕн эсĕ?!

— Ах, турă, Макçăм... — чунтан кӳренсе хуравларĕ Верук, — Анук кума чухлĕ ырă çынсене сутма мĕнле хăйрăн? Сан ачусене пăявпа çыхса çавăтрĕç-им вĕсем? Халăх куçĕ умне мĕнле курăнмалла ĕнтĕ?

Арăмĕ хута кĕрес вырăнне питлени Макçăма минретсе пăрахрĕ. Усал сăмаха ял çине никам кăлармасан та, арăмĕ кăларассăн туйăнчĕ. Вара чăннипех те ырри пулмĕ. Инкек айккипе иртсе кайтăр тесен, арăмĕн чĕлхине çырттармалла.

— Эсĕ çăварна хупласан, чиперех пурăнăпăр!

— Эпĕ шарламасан та, халăх çăварне хуплаймăн! Халăх çĕр тĕпĕнчине те витĕр курать. Вара эсĕ ачасене çăлма мар, хăвна та, пурне те пĕтерĕн... Санран путсĕр этем тĕнчипе çук...

Макçăман ахаль те тулашакан кăмăлĕ тилĕрсе кайрĕ. Вал арăмне халь çапса ӳкерес пек чупса пычĕ те:

— Çăварна ан уç тенĕ сана, каяннăй пуçĕ! — тесе кăшкăрса пăрахрĕ.

Ашшĕпе амăшĕ мĕн калаçнине, мĕн хăтланнине итлесе-курса выртакан икĕ хĕрĕ тăрса ларчĕç.

— Атте, атте... мĕн тăватăн... Аннене ма тиветĕн! Хĕрĕсем ӳпкелени Макçăма вăтантарчĕ. Вăл урăх пĕр сăмах чĕнмесĕр, хывăнмасăр путмар çине выртрĕ.

Текех чĕнсе патак çиесрен хăранипе Верук лăмпăна сӳнтерчĕ.

Анчах нихăшĕ те çывăраймарĕç. Ку пӳртри пурнăçа пуçламăш хут ниепле сирме çук хуйхăпа тарăху пусарса лартрĕ. Çапла тем вăхăт иртсен, хапхана шаккани илтĕнчĕ те, Макçăмпа арăмĕ харăсах вырăн çинчен сиксе тăчĕç. Верук лампа çутасшăнччĕ, упăшки чарчĕ.

— Тăхта-ха, ан çут... — терĕ вăл. Чĕри ытла та вырăнта маррипе инкекрен тĕттĕм çĕрте пытанса юлма май пур пек туйăнчĕ ăна.

Верук Уçка таврăннă пек сунса:

— Хăмăр ачасем шаккаççĕ-и, тен, ма тухса уçмастăн?! — тесе сĕнчĕ упăшкине.

Çав вăхăтра чӳречене татах шаккарĕç.

— Анне, уç-ха!

— Ара, Ваçли-çке ку! — сассинченех палларĕ те Верук васкаса тухрĕ. Хапха умне пырсан чĕнчĕ: — Ваçли, эсĕ-и?

— Эпĕ, анне... — Ваçли кил хушшине кĕчĕ.

— Ах, ачам... — ывалĕшĕн çунса пурăннăскер, халь вăл сываххине ĕненсен тӳсеймерĕ Верук, макăрса ячĕ. — Сана тытма килнĕ тенине илтрĕм те курассăн сунманччĕ... Уçка та таврăнмарĕ...

— Анне, лăплан... Эпĕ ирĕкре те сывах. Уçка та чиперех. Пирĕншĕн ан хуйхăр. Анчах шел, ман ытлашши калаçса тăма вăхăт çук... Вĕсем пӳрте кĕчĕç.

— Ара, Макçăм, ма лампа çутмастăн! — тĕттĕм çĕртенех ссă пачĕ те Верук хăех лампа çутрĕ.

Ваçлипе ашшĕ, пĕрне-пĕри витĕр ăнланасшăн пек, çиçĕмле пăхса илчĕç. Макçăм тӳсеймерĕ, куçне айккинелле тартрĕ.

— Ара, Ваçли, ма ют çын пек алăк патĕнчех тăратăн? Тĕпелелле ирт-ха. Халех апат хатĕрлетĕп. Çӳренĕ çĕрте выçă та пулĕ, канма та вырăн тупаймастăн-и, тен! — терĕ амăшĕ.

Çенĕкре кĕпĕртетни илтĕнчĕ.

— Çын пур мар-и çавăнта?

— Анне, лăплан... Ман тус-йышсем кĕреççĕ.

— Çĕрле мĕн шыраса çӳреççĕ вĕсем? — юлашкинчен Макçăм та сăмах чĕнчĕ.

— Вĕсем сана хисеп тăвасшăн.

Макçăм ывăлĕн сăмахĕсем мĕне пĕлтерессе тавçăрма ĕлкĕриччен пурте винтовкăпа хĕçпăшалланнă Саначин тата виç-тăватă арçын кĕрсе тăчĕç.

Макçăм сехри хăпрĕ. «Микула кумсене сутнăшăн тавăрма килмерĕç-и?»

Ваçли ашшĕн шухăшне çирĕплетесшĕн пекех хыттăн хушрĕ:

— Илсе кайăр!

Макçăм йăлтах ăнланчĕ. Харрăн та шанчăксăрла çуйхашрĕ:

— Мана пĕтерсе чапа тухас терĕн-и-мĕн?!

— Эпĕ мар, эсĕ хăвна ху пĕтернĕ. Кĕрешĕве хутшăннă чухне тупа тунине мантăн-и? Ун çинчен сана çăварни эрни тухнă каç Микула кум татах астутарнăччĕ. Ĕнтĕ халăх умĕнче явап тытма вăхăт çитрĕ, пыр!

— Ниçта та каймастăп!

— Максим Данилович... Сан пата эпир ача вăййи выляма килмен. Вăхăта ан ирттер! — сӳрĕккĕн каларĕ те Саначин Макçăма хыçран хупăрласа илчĕ.

Ыттиссм те кĕме хатĕрленсе тăчĕç, Макçăма парăнтарчĕç.

Ваçли пӳртех тăрса юлчĕ. Амăшĕ макăра-макăра ăна ӳпкелерĕ:

— Мĕн туса хутăн ĕнтĕ!..

Малтан тăн илеймесĕр ларнă йăмăкĕсем те макăрса ячĕç.

Амăшĕпе йăмăкĕсем хуйха ӳкнине курсан, Ваçли кăмăлĕ те çемеçме хăтланчĕ. Анчах сутăнчăк ашшĕне курайманни хăйне хăй алла илме пулăшрĕ.

— Анне... Йăмăксем... Макăрса куç вăйне ан пĕтерĕр, чĕрене ан хускатăр. Вăл çавна тивĕç. Унран ирсĕр чĕр-чун урăх çук. Вăл, хăй ирĕккĕн тупа тунине пăсса, Анук кумапа вĕсен аслă прикащикне тыттарса янă. Халь ĕнтĕ Микула кумпа Прахăр кума, Натюша шыраççĕ. Çавăнпа вăл ĕççыннисен тăшманĕ пулчĕ... Анне... Йăмăксем... Эпир, Уçкапа иксĕмĕр, сире нихçан та пăрахмастпăр... — Ваçли сасартăк амăшĕ умне чĕркуçленчĕ. — Анне, эпĕ сире ытла та пысăк хуйха кĕртсе ӳкертĕм-и, тен... Анчах кĕрешӳ çивĕчленсе пынă тапхăрта урăхла май çук. Тархасшăн, каçар... Тата пиллĕх пар...

Верук кĕрешӳ мĕнне питех чухламасан та, ывăлĕ мĕншĕн каçару тата пиллĕх ыйтнине ăнланчĕ. Юлашки тăват-пилĕк çул хушши ывăлĕсем мĕнле ĕçе, мĕнле кĕрешĕве хатĕрленнине курмасăр пурăнма тăм ухмах мар вăл. Куç лупашкине тулнă куççульне кĕпе çаннипе шăлса типĕтрĕ те аллине ывăлĕн пуçĕ çине хучĕ.

— Каçаратăп та... Пил паратăп, ачам... Уçкана та... Пихампар инкек-синкекрен упратăр сире. Тăшман кулли пулса ман чĕрене ан çунтарăр... Аçу çунтарни те ĕмĕр сӳнес çук...

Ваçли куçĕнчен савăнăçлă куççулĕ юхса анчĕ. Вăл амăшĕ ăнланасса шанманччĕ. Амăшĕ ăнланчĕ çеç мар, каçарчĕ, пил те пачĕ.

— Анне, пĕтĕм таса чунран тав тăватăп. Ман чĕрене пусса тăракан чула сирсе пăрахнăпа пĕрех пулчĕ. Ĕнен, нихçан та сан ятна çĕртмелле ĕç тумăп! — хавхалануллăн тупа турĕ те Ваçли, чĕркуççи çинчен тăрса, амăшне ыталаса чуптурĕ. Унтан йăмăкĕсем патне пычĕ. — Эсир мĕн çураçнă каччă тăратса хăварнă пекех ларатăр? Куçăрсене шăлăр та хаваслăрах пăхăр... Вăт çапла... Кунашкал маттур!

Верук, ывăлĕ тухса кайма хатĕрленнине сиссе, аса илчĕ:

— Ара, Ваçли... мĕн те пулин çырткала-ха... Эсĕ выçах-и, тен?

— Çук, анне, эпĕ выçă мар. Ман васкамалла. Унта юлташсем кĕтеççĕ...

Якур хăй арăмне сутса пуçне çинĕшĕн мар, Ваçли пĕр стражникне вĕлернĕ тата уретникпе тепĕр стражникĕн куçне сиктерсе кăларнă пирки çирĕм пилĕк тенкине илейменшĕн пăшăрханнăччĕ. Пулштух эрех ĕçнĕ хыççăн тин пурне те манса килне хаваслăн таврăнчĕ. Пӳртре ашшĕпе амăшĕнчен пуçне урăх никам та çуккипе Улянасем патĕнчен ывăлне йăтса килесшĕнччĕ. Паçăр кӳршĕ çыннисем аяк пĕрчине шутлани манăçманнипе ку шухăша сирчĕ. Çенĕк урайне выртса, ыйха путрĕ.

Çĕрле, тем вăхăт çитсен, Якур хăйне çăлкаланине туйрĕ те хыçалалла хирĕлнĕ аллине тăсма хăтланчĕ. Аллисем хăйне итлеменнипе, темле хăрушлăх сиксе тухнине туйса, хыттăн кăшкăрса ячĕ.

— Кăраву-ул! Вĕлереççĕ! Кăраву-ул!

Çăварне тăлавар чиксе сассине татрĕç. Ура çине тăратса тулалла тăнкăртаттарчĕç.

Кил хушшинче Якур хăйне хĕçпăшаллă çынсем хупăрланине, вĕсен хушшинче Ваçли те пуррине асăрхасан, ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайрĕ. Ан тив, вĕсем пĕр сăмах калаçмарĕç те, хăйне ырă енне тытса тухманнине ăнланчĕ. Çăлăнса юлас пек турткаланчĕ. Пусса илсе тухсанах персе пăрахассăн туйăнчĕ. Çук, персе пăрахмарĕç иккен. Услăх çулĕ çине тухса, часовня пулнă çĕрелле уттарчĕç. Кĕтӳ çулĕнчи пылăхра вĕсене хĕçпăшалланнă пысăк ушкăн кĕтсе илчĕ.

Йăлтах хăраса ӳкнипе куçĕ алчăрасан та, Якур çакна асăрхама ĕлкĕрчĕ: кунта Энĕшкассисене çеç мар. Ĕнел общинине кĕрекен кашни ялтанах пур.

— Çăварне чикнĕ тăлавара кăларăр!

Якур сасă еннелле çаврăнса пăхрĕ те Микула тăнине асăрхарĕ. «Ваçли... Микула... Иккĕшĕ те тăшмнсем. Ыррине кĕтмелли çук...» Вăл çăлăнăç шыранăн çуйхашма тытăнчĕ:

— Мĕн тума илсе килтĕр эсир мана кунта? Станувуя евитлесен, хăвăрах аван мар пулĕ!

— Ан хăрат. Эсĕ станувуя ахаль те ытлашшипех каласа панă. Ĕнтĕ ху сутнă парнене курма та тивĕç, — терĕ те ăна Микула айккинерех выртакан хĕрарăм патне çавăтса пычĕ.

— Кĕтерук! — сасартăк палласа илчĕ те Якур вут-кăвартан тарнăн каялла чакрĕ.

— Вĕлернĕ чух хăраманнине халь ма хăратăн тата...

Ĕнтĕ вăл сана кисĕппе ислетме мар, сив сăмахпа та хăртас çук... Ун чĕлхине ĕмĕрлĕхе çыхса хутăн, куçне ĕмĕрлĕхе хупрăн.

— Суя ку... Эп вĕлермен ăна!

— Апла... Эс вĕлермен иккен ăна... Кĕтерук кумапа Ваçли кум патне полицейскисене кам ертсе пычĕ? Забастовка пуçаракансем Ваçлипе Кĕтерук тесе станувуя кам кайса каларĕ?

— Вилĕм ăна!

— Вилĕм!.. — çиллĕ-тăвăллă чухне вăрман кашланă пек илтĕнчĕ халăх шавĕ.

Якурăн ура шăнăрĕсем лĕнчĕрех кайрĕç. Вăл сутнине пурте пĕлнине ăнланчĕ. Анчах вилес килмерĕ. Çĕре персе анчĕ те çĕлен пек авкаланса йăлăнчĕ:

— Халăх, каçарăр, тархасшăн... Станувуй сехрене хăпартса аташтарчĕ. Сутăнчăка кăларчĕ. Урăх нихçан та вĕсем майлă пулмастăп... Сирĕнтен ниçта та уйрăлмастăп...

— Вилĕм! — каллех шавласа илчĕ халăх.

Якура хуллăн-пĕççĕн тытса вăрман ăшнелле илсе кĕчĕç. Пĕччен пăшал сасси янласа илчĕ те, вăрман каллех шăплăха путрĕ.

Ушкăн варрине Макçăма кĕртсе тăратрĕç.

— Кала, Анна Александровнăна сутнăшăн мĕн чухлĕ тӳлерĕç сана?

— Вилĕм ăна!

— Вилĕм!

Макçăм ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайрĕ. Кам çине шанăн кунта? Кам хута кĕрсе сăмах хушĕ? Тăван ывăлĕ чухлĕ тăван ывăлĕ тытса килчĕ те... Уçка хута кĕрĕччĕ-и, тен... Вăл таçта, курăнмасть.

— Акă ĕнтĕ тупа тунине манса сутăнчăка тухнăшăн халăх мĕн каланине хăвах илтрĕн, Макçăм кум... Çапла пуласса эпĕ сана малтанах асăрхаттартăм. Ман сăмаха ӳпсемерĕн. Сан халăхпа пĕрле, йывăрлăх килсен, унăн ăраскалне тӳссе пурăнас килмерĕ. Эсĕ çынсене пĕтерсе ху çеç пурăнма тăрăшрăн. Сехмете, патша йыттисене тус-йышлăха суйларăн. Çавăнпа сан никама та ӳпкелемелли çук. Пуриншĕн те ху айăплă...

Макçăм куçĕ умне çиçĕмрен те хăвăрт пĕтĕм пурнăçĕ тухса тăчĕ. Вăл чухăн та терт курса пурăнатчĕ. Арман хуçи пулчĕ те нимрен аптрамасăр, юрлă-варлă пурăнакан çынсен хисепне кĕчĕ. Ĕнтĕ çакнашкал телейлĕ пурнăç çинчен вилсе выртмалла-и-ха? Нивушлĕ чĕрне хури чухлĕ те шеллемĕç...

— Халăх, тунмастап, эпĕ, чăн та, пысăк айăпа кĕтĕм. Çакна шута илсе чĕрĕ хăварăр: эпĕ станувуй хĕненине тӳсеймерĕм. Каçарăр, чуна хăварсамăр, тархасшăн...

Халăх шеллеме мар, пушшех тăвăлланчĕ:

— Вилĕм ăна!..

Макçăма илсе кайрĕç. Каллех пăшал сасси илтĕнчĕ, икĕ сутăнчăк ятне нуша тӳссе пурăнакан çынсен ретĕнчен ĕмĕрлĕхе кăларса ывăтрĕ. Кĕçех Уçка юланутпа персе çитрĕ.

— Мĕнле кайса килтĕн? — ыйтрĕ Микула.

— Чиперех.

— Мĕн хыпар?

— Кĕтерук аппа пĕтнине... Анук аппана тытса хупнине пĕлсен питĕ хуйхăрчĕç. Сутăнчăксене ним шеллемесĕр пĕтерме хушрĕç. Эсир кĕрешӳре пĕччен мар. Сире хулари рабочисем Миххан тата казак-стражниксен чури пулма памăпăр терĕç. Тата... — Уçка кĕсйинчен хут татăкĕ кăларчĕ. — Çак хута парса ячĕç.

Вулама пуçласанах, Микулана халь çеç çунтаракан хуйхисем сирĕлнĕн туйăннипе чĕри ыррăн вăркăшма тапратрĕ. Пичĕ-куçĕ çине ним инкексĕр те лайăх пурнăç чухнехи сăрсем тапса тухрĕç. Сахал кĕтнĕ-и вăл ку хыпара... Вăхăт вăраха тасăлнипе тепĕр чухне шанăçне çухатнă тĕлсем те пулкаланă. Çук, кĕтни харама каймарĕ. Инçетри çĕршывран, вуншар çын алли витĕр тухсан та çитрĕ-çитрех. Микула хăй ăшĕнче вуласа тухрĕ те халăх çине ăшшăн та хавхалануллăн пăхрĕ:

— Юлташсем! Пире хулари рабочисем пулăшма хатĕрри çинчен Уçка каласа панине хăвăрах илтрĕр ĕнтĕ. Анчах вăл ырă хыпар татах илсе килнĕ. Хĕлле сирĕн хушăран нумайăшĕ, юнлă патша стройне хирĕç кĕрешес ĕçе пулăшса, кам мĕн чул пултарнă таран укçа панăччĕ. Çак укçана Раççейри рабочи класăн çулпуçĕ — Ленин патне янăччĕ. Хулари тус-йышсем эпир янă укçапа пĕчĕк çырăва Ленин илни çинчен пĕлтереççĕ. — Итлесе тăракансем хушшинчен савăнса пăшăлтатни илтĕнчĕ. Микула малалла каларĕ: — Акă мĕн çыраççĕ вĕсем: «Хисепле Николай Стеланович... Çак кунсенче инçетри çĕршывра пурăнакан çулпуçран çыру çитрĕ. Чăваш чухăнĕсем янă çырăва, укçана та илнине пĕлтернĕ вăл. Тата çăпла çырнă: чун-чĕререн тав тăватлăр. Ĕмĕр тăршшĕпех хĕн-хур айĕнче те тĕттĕмре пурăннă чăваш чухăнĕ патша стройне хирĕç кĕрешекен революциллĕ юхăма хутшăнни питех савăнтарать. Çавна шанăр: рабочипе хресчен тĕрĕслĕхĕшĕн çĕкленнĕ кĕрешĕве çĕнтерекен вăй-хăват тĕнчере çук. Вăхăт нумай та иртмĕ, рабочи класс ертсе пыракан революци çĕр улпучĕпе мул хуçин тытăмне çапса аркатĕ те, тĕнче хуçи ĕç пулса тăрĕ!» — Микула вуласа пĕтерчĕ те самантлăха чĕмсĕрленчĕ. Ун карланкине хаваслă кумкка капланчĕ. Юлашкинчен сăмахне халăха чĕнсе каланипе вĕçлерĕ: — Юлташсем, сехмет пире патша йыттисемпе хăратасшăн. Вĕсем пирĕн чи çывăх та паттăр çынсен юнне тăкрĕç. Анчах пире хĕçпăшалпа та, нимпе те парăнтарас çук. Пирĕн вăй-хăват вĕсеннинчен пин хут та пысăкрах! Эпир вĕсене пуриншĕн те тавăрма хатĕр! Юнлă патша самани тĕп пултăр!

— Тĕп пултăр! — шавласа илчĕ халăх.

 

XXXVII

Ахаль чухне пуп: «Калăм çĕр çывăракан райран тăрса юлать», — тесе хăратсан та, çĕр хута ыйхăсăр тӳссе ирттерекен сахал тупăнаканччĕ, çара çĕре выртса та кăтăш пулса илекенччĕ. Кĕçĕр вара пуринчен ытла Ĕнел çĕр общинине кĕрекен ял çыннисем вырăн çине выртсан та çывăрса каяймарĕç. Усала сиснĕн пакурĕсене ал айĕнчех тăратрĕç. Урăхла май çук. Пĕр талăк хушшинче ĕмĕр илтмен сас-хура сиксе тухрĕ. Атăлкассине казаксем килнĕ хыпар питех çуйлантарчĕ. Ырă енне маррине пурте чухлаççĕ. Е выльăх-чĕрлĕхе пухса кайĕç, е хăйсене Михха ĕçне хăвалĕç. Ирхи кĕлле кĕме йыхăрса чан çапнă сасă кĕтнĕ хăрушлăх çитнине систернĕн илтĕнчĕ.

Пуп та, ĕмĕрĕнче пуçламăш хут-и, тен, кĕçĕрхи çĕре çывăрнă-çывăрман ирттерчĕ. Михха тарçисем забастовка пуçарнинчен ытла арăмĕпе манашкăсем аялти кĕпе вĕççĕн килсе кĕни, часовньăна сăваплă иккунĕ-мĕнĕпех çунтарса янă тени пуçран кӳсекпе çапнă пек минретрĕ. Усал хыпарсем çине-çинех çитрĕç. Пăлхавçăсене ертсе пыракансем Макçăм ывăлĕпе Кĕтерук иккен. Пуп халиччен пĕлнĕ-и вĕсене? Юлашки çулсенче Макçăмпа çăкăр-тăварлă пурăннăран Ваçлине лайăх астăвать. Вăл путсĕр çамрăк тени асĕнчех. Качча кайнă хĕре юратса авланман, хусах пуççăн ашшĕнчен уйрăлса тухнă çамрăк прихучĕпе мар, уесĕпе те çук-и, тен. Кĕтерук çинчен шухăшлама хăтлансан, пилĕк çул каярах пулса иртнисене аса илчĕ. Михха хушнипе вăл Анук укçа ăçтан тупнине вăлтса пĕлме пырса кĕчĕ. Такам хĕнесе пит-куçне кăвакартнă хĕрарăм сасартăк пул умне чĕркуçленчĕ те упăшкинчен уйăрма йăлăнчĕ. Пуп, тамăкпа хăратса, чиркӳ пĕрлештернĕ арлă-арăмлăха вилĕм кăна уйăрма пултарать тесе ĕнентерме тăрăшсан та, хĕрарăмăн ирĕке туртăнакан кăмăл-шухăшне путараймарĕ. Сĕмсĕркке чăваш хĕрарăмĕ чиркӳ йăлисем çине тапăнни пупа тилĕртменччĕ-и? Станувуй, Николай Степанович килне ухтарса, арăмĕпе приказчикне тытса кайнă. Вĕсем те турăпа патшана хирĕçле кавара хутшăннă тесе кам шутланă? Çак харушă ĕçсем пĕтĕмпех ăна шанса панă прихутра аталаннă. Чиркĕве пырсан, пуп çакна та асăрхарĕ. Халиччен, ĕççи пулсан та, ирхи кĕлле арçынсем те килекенччĕ. Паян темиçе ватăпа Касмухха çеç куçа курăнчĕç. Пуп килти тумтирне улăштарса тăхăнчĕ те кĕлĕ тума тытăнас вырăнне амвон çине тухрĕ. Чăрсăр куçĕнчен хĕлхем ыткăнтарса:

■ Страницăсем: 1... 13 14 15 16 17 18 19 20 21 22