Пулас кинсем :: Пĕрремĕш пайĕ
— Эпĕ тăлăх хĕрача, — калама тытăнчĕ вăл йăваш сассипе, ассăн сывласа. — йăпатнине, ачашланине курман та... Аппăшĕ ытла ăшшăн пуплет те...
— Каччине юрататăн-и хуть?
— Пĕлместĕп. Темле юратмалла...
— Çук, Анюк, юратмастăн ăна. Юратсан çапла калаçмăттăн. Юрату тени вăл çынна хытă пăркăчлать.
Анюк пуçне усса итлесе ларать. Куçĕсем сĕлкĕш.
— Юрĕ. Кайма вăхăт, — терĕм ура çине тăрса. Анюк шартах сикрĕ. Ача хăйĕн амăшне çатăрланăн ярса тытрĕ те мана:
— Сантан юлмастăп, Талюна! — тет, йĕрсе ярасла.
— Ăçта пырасшăн манпа? — ыйтатăп.
— Пĕлместĕп.
— Вĕренме-и?
— Аппăшĕ вĕренме ямастăп тет.
Читлĕхе лекнĕ кайăкла шуйханать Анюк. Хĕрхенетĕп. Анчах хам та хĕр пуçăмпа ним тума та ăс çитерейместĕп. Çапах та сĕнетĕп:
— Мĕн çавна пăхса тăран, каятпăр вĕренме, ĕçĕ те пĕтрĕ.
— Хăратăп, — тет каллех мĕскĕннĕн Анюк.
— Мĕнрен? Эсĕ çапах та качча тухман вĕт-ха ун шăллĕне. Çураçнă çеç.
— Аппăшĕ ăна пĕлет-и? Шупашкара пырĕ те намăслантарса пĕтерĕ.
Шанма та çук вăл хĕрарăма. Уй-й, кураймастăп хăйне «тăхлачă» теме хушнăскере.
Мĕн тумалла? Мĕнле çăлмалла юлташа? Пуçа минрететĕп.
Çакăн пек йывăр вăхăтра çĕнĕ шухăш çунатлантарсах ячĕ мана.
— Атя таратпăр, Анюк, — терĕм..
— Ăçта?
— Саратов хулине.
— Ăçта вара çав хула?
— Атăл хĕрринчех. Чăнах, Шупашкартан питĕ аякра ĕнтĕ.
— Мĕншĕн унта çитиех каясшăн эсĕ?
— Мĕншĕн тесен аякри хулара Лексей аппăшĕ пире шыраса тупаймасть. Тата унта çынсем шурă çăкăр кăна çиеççĕ.
— Ăçтан пĕлетĕн?
— Вăрмара поездпа килнĕ чух, вакунра, икĕ çын калаçнине хам хăлхапах илтрĕм.
Чун кĕчĕ Анюка. Пичĕ хĕрелчĕ. Вăл манпа пĕр сăмахсăр килĕшрĕ.
— Таратпăр Саратов хулине, ĕçĕ те пĕтет, — тет вăл татăклăн.
Вăрмара хăçан пымаллине тĕплĕн калаçса татăлтăмăр. Унччен манăн киле кайса килмелле, атте-аннерен укçа анратма.
Малалла сана мĕн кĕтнине пĕлместĕн çав. Пĕлнĕ пулсан, практикăшăн панă укçана кĕпе çĕлетсе пĕтерессĕм çукчĕ.
3
Енчĕкрен укçа кăларса тыттарма хресчене питĕ йывăр, хăйĕн ачи-пăчине пулсан та.
— Хĕрачуна вĕрентсе çынна кăларма ĕмĕтленетĕн пулсан, тупмаллах, — тавăрать анне.
— Ăçтан тупас? — тет атте шăл витĕр.
Вĕсен чăнахах та укçа çук. Мĕн сутас? Патшалăха сĕт, какай, çăмарта, налук укçи памалла.
Колхоз пуçланичченех, аттепе анне çапла хуравлашатчĕç, çитмен пурнăç хирĕçтерет тетчĕç. Колхоза кĕрсен пĕр хушă лайăхах пурăнчĕç. Халĕ каллех пурнăç йывăрланчĕ.
Эпир колхоза кĕнине нихăçан та манмастăп. Аттен Михаля ятлă шăллĕ пурччĕ, районта ĕçлекенскер. Ăна коммунист тетчĕç çынсем. Уксах вăл. Революци вăхăтĕнче, ялта Совет влаçĕ тунă вăхăтра, тăшмансем пăшалпа персе амантнă. Пĕррехинче вăл, ĕçрен таврăнсан, пирĕн пата пычĕ. Çемье пурте килте, эпир те, ача-пăча, урамран кĕнĕ. Эпĕ пысăккисем калаçнине итлесе ларма питĕ юрататăп, уншăн çупкă та леккеленĕ мана.
— Тете, эпир ялта колхоз пуçарасшăн, сана çемьепех кĕрессе шанатăп, — сăмах пуçларĕ Михаля пичче.
— Кай, ача вăййиллĕ ĕç çумне ан çыпăçтар-ха! — çапла пулчĕ атте халапĕ.
— Эпĕ кĕретĕп.
Кăна анне каларĕ.
— Ан аташ-ха хĕрарăм пуçупа.
Пирĕн анне темле çын вăл. Йăпăлтатнине, ӳкĕтленине тӳсме пултараймасть. Çемçешке çынсене юратмасть. Чĕлхерен такам туртнăн, çынна хирĕç пат! каласа хурать. Тарăхнă чух мана çапла вăрçать: «Кĕнчеле арламастăн, хут çакса ярас тетĕн-и?» Атте тепĕр чух мана вĕренме чарасшăн пупленĕ самантсенче анне хута кĕрет: «...Ухмаха ан ер-ха, вĕренекен ачана кам пăрахтартăр?»
Ман анне сахал вĕреннĕ. Анчах та ăна тĕттĕм хĕрарăм теме çук. Таса тăхăнса çӳрет. Питĕ патвар, ĕçчен. Те çавăншăнах ял хĕрарăмĕсем районти пухусене кайма ăна суйлатчĕç. Хĕрарăм делегат. Хĕрлĕ косынка çыхатчĕ. Хĕрарăм делегатсен йĕрки çапла пулнă.
Районтан таврăнсан, анне ял хĕрарăмĕсен пухăвĕнче туха-туха калатчĕ. Сăмах-юмах — хĕрарăмсен прави çинчен.
Атте колхоза мĕншĕн кĕресшĕн пулманнине те чухлатăп. Лашине колхоза парас килмест унăн. Мĕн тесе хĕрхенет-ши лашине? Пирĕнни пек чуман лаша ялĕпе те никамăн çук. Аяк пĕрчисем тухса тăратчĕç вара. Çуркуннесенче тилхепепе кăна çĕклесе тăрататчĕç. Аннен ятласа пултăр:
— Çитерме ӳркенен, сĕлĕ памастăн лашана!
— Мантăн-и, — тетчĕ атте хирĕç, куçне хĕскелесе, — сĕллине ачасем валли кĕселлĕх явăртрăмăр-çке.
Кĕселĕ чăннипех тутлăччĕ. Кантăр вăрри шывĕпе сыпса çиеттĕмĕр, çăкăрĕ çук, нихăçан.та çитмен.
Лашине ыраш улăмĕсĕр пуçне сĕткенлĕ апат тивменех ĕнтĕ, çавăнпа чуман. Нумай нуша кăтартнă вăл пире аппапа иксĕмĕре. Усал çын мăшкăлланăнах тертлентеретчĕ.
Çуна кӳлсе лартатчĕ те атте аппана калатчĕ вара:
— Шкула ăсатса яр Талюнана.
Хапхаран çăмăллăнах тухатпăр. Вăрмана çитиччен лĕпсĕртетет. Вăрмантан малалла тем тусан та иртмест. Хуть сĕтĕр, хуть хăвăн çурăму çине хурса ут. Вăрманĕ ялтан çывăхах, нумай-нумай — виçĕ çухрăм. Кĕтен-кĕтен, пĕр-пĕр лав хуса çитсе иртессе. Лав хыçне ӳксен лĕслетет вара. Тепĕр чух çанталăкĕ те путсĕр: асар-писер тăман, çавра-çил юр пĕрчине вĕçтерет. Çакнашкал кун ырă хуçа йыттине те килтен кăлармасть, теççĕ. Эпĕ çуна çинчен анатăп та, хутаçри çавра çăкăра çурăм хыçне çакса, утатăп малалла, кĕрт ишсе. Умри çулăм вăрăм. Шкула çитиччен çăкăрĕ шăнса хытать, вара ирĕлсе типсе кĕлленет. Сĕткен юлман типĕ çăкăр çисех çуркуннесенче чĕпкуç пулса хăшкăлтаратчĕ. Лаши киле май аванах чупать тетчĕ аппа.
Колхозăн çут пуласлăхĕ çинчен пире шкулта та учительсем каласа паратчĕç. Çавăнпа та эпĕ:
— Анне, эпĕ те санпа колхоза кĕретĕп, — терĕм.
— У-у-ухмах! — хăтăрса пăрахрĕ атте, — шкула хăвна лашасăр мĕнпе ăсатĕç?
— Пирĕн лашана хăйне лав çине хурса турттармалла.
Ман сăмахран пурте пĕр харăс кулса ячĕç.
— Çемьерен уйăрăлса, пĕччен юлтăн, эппин, пичче, — тет шăллĕ аттене. — Килĕшӳсĕр ку.
Атте сăнран улшăнчĕ. Халĕ ĕнтĕ кĕт, мĕн те пулин пулатех.
— Э-э, апла-и, мана пĕччен уйăрса хăварасшăн-и? Пĕлессӳ килсен, эпĕ тахçанах шухăш тытса хунă колхоза кĕме. Уйрăм хуçалăхпа пурăнса юп курман. Çăкăрĕ çити-çитми. Выçăллă-тутăллă пурăнатпăр, ӳкиччен ĕçлесе те. Виличчен çĕнĕлле пурăнса курас, тен, ырри килĕ.
Атте сĕтел хушшине хут илсе ларчĕ. Ручкине, юман çăпанĕнчен тунă чернила шкул сумкинчен кăларса патăм.
Çырать. Шăллĕ ăна кирлĕ сăмахсем тупса парать. Акă ĕнтĕ колхоза илме ыйтса çырнă хут хатĕр. Аттепе анне алă пусаççĕ. Вара питĕ кирлĕ ĕç тунăн, хаваслăн, çĕкленӳллĕн тухса каяççĕ килтен аттепе шăллĕ.
Колхозра ĕç килĕшрĕ пире. Атте — платник. Артельте ун валли ĕç мăй таран. Лаша вити тăвать, арман пĕви свайне çапать юлташĕсемпе. Эпир те ĕçлетпĕр. Ĕçкунĕ нумай пухăнать. Пĕр çул ĕçлесех пӳлме тулчĕ тырăпа. «Нихçан та кун пеккине курман», — калаçаççĕ хресченсем. Пирĕн килтисем ĕмĕртен ĕмĕтленнĕ çутă сăмавар туянчĕç. Стена çумне пысăк тĕкĕр илсе çакрĕç. Сĕтел çине çĕвĕ машини ларчĕ, çĕле кăна. Грамофон илсе лартасшăнччĕ те — пулмарĕ.
Анчах ку савăнăç нумая пымарĕ. Атте йывăр чирлесе ӳкрĕ, ниепле те ураланаймасть. Самани те пăсăлса кайрĕ йăлт. Колхозсене çĕнĕрен йĕркелеме тытăнчĕç. Налуксем ӳсрĕç, пурнăç йывăрланчĕ. Пирĕн каллех çăкăр çитми пулчĕ.
Çакнашкал йывăр вăхăтра эпĕ килтен укçа ыйтатăп. Кирек ăçтан тупчăр, çавăншăн — атте-анне. Эпĕ укçасăр кайма килмен. Юрамасть. Манăн тантăш хĕре, çывăх туса, пулăшмалла. Уншăн эпĕ техникума пăрахса каятăп. Тусшăн çапла тумалла та. Эпир усал этемсенчен таратпăр.
Икĕ кун, икĕ каç тавлашрĕç, ятлаçрĕç аттепе анне. Айăпĕ — манра. Юлашкинчен пĕр пурак çăмарта тыттарчĕç. Ăна Вăрмар станцинче сутса укçа тумалла.
4
Тухрăм тинĕс евĕр таçтанах сарăлса выртакан аслă хире. Ура айĕнче урапа кустăрмипе лаша ури такăрлатнă çул. Вăл пиçсе çитнĕ сарă ыраш пусси хушшипе аякка-аякка каять, пĕр-пĕччен ашкăрса ларакан ешĕл юман патне çитет те, ун хыçĕнче пытанмалла вылянăн, çип пек çинçелсе куçран çухалать.
Пăхатăп йĕри-тавра. Таçти-таçти курăнать. Ыраш пусси лере вăрманпа çыпăçать. Çук, вăрманĕ темшĕн симĕс мар, ăна кăвакрах тĕс витнĕ.
Пуçа çӳлелле каçăртатăп. Шупка чакăр тӳпере — хĕвĕл!
Чупса кĕтĕм ыраш хушшине. Ылтăн тухъя тăхăннă сарă ыраш мана пуç таять. Калăр-ха, миçе шултра шăрçа санăн тухъюн? Йышлăнрах ретленĕр, сĕткенлĕ пĕрчĕ-шăрçасем. Тулăх пĕрчĕ йыщлă пулсан, кĕлет пӳлми тулать.
Хăлхана шăнкăрав пек илемлĕ юрă пырса кĕчĕ. Тахăшĕ юрлать. Хĕрарăм сасси. Тупата, уйăртăм сассине. Чупса тухрăм ыраш хушшинчен. Çулпа, чылай инçетре Анюк утать васкаса. Хĕпĕртенипе эпĕ ачалла йăлт! йăлт! сиксе илтĕм. Килет! Çăлăннă! Кĕтме тухни сая каймарĕ. Тӳсеймен енне кăшкăрса ятăм:
— А-а-ан-ю-юк!
Илтрĕ. Тытăнчĕ аллипе сулла-сулла чупма! Кăшкăрать: «Талюна!»
Анюка хирĕç вĕçтертĕм. Тĕл пултăмăр та ыталаса илтĕмĕр пĕр-пĕрне.
Лăпкă çилĕ те пирĕн майлă, çамка çинчи тара типĕтесшĕн, ачашшăн, ачашшăн сĕртĕнет.
Станцине пуçтарăнса пырсан, билет илме çеç ĕлкĕртĕмĕр, эпир каяс поезд хашкаса та çитрĕ. Нумай чарăнса тăмасть вăл. Çавăншăн юратмастăп поезда: çынсемшĕн ăшхыппи. Ах, чупкалаççĕ вара этеммисем, пĕр-пĕринпе перĕнеççĕ, кăшкăрашаççĕ. Хăшĕ вакуна кĕрет, тепри тухать. Лараймасăр юлнисем те тупăнаççĕ.
Пире панă билет çине «10» тесе çырнă. Вакун номерĕ ĕнтĕ. Шыратпăр, чупатпăр, такăнса ӳкесле. Самай хыçалта иккен. Хыпаланса хăпартăмăр. Васкани юрарĕ те: поезд тапранчĕ. Вырăн шыраса малалла иртмеллех-ши? Аякка каймалла мар. Чи малтанхи чӳрече умĕнчех чарăнтăмăр. Пыратпăр кантăкран пăхса.
Лаша мар çав поезд, хăвăрт чупать.
— Тĕрлемес!
— Тĕрлемес! — терĕç çынсем.
Поезд чарăнчĕ. Хамăрăн çатан арчана çĕклесе вакунтан тухрăмăр. Арчи чăрмантармасть. Унта пирĕн пĕрер çитсă кĕпе те çимелли — панулми тата çĕрулми куклисем, пиçнĕ çăмарта.
— Тĕрлемес станцине çитрĕмĕр пулсан, аттепе пичче вилтăпри патне кĕрсе тухмалла, — тет Анюк. Эпĕ ним ăнланмасăр ун куçĕнчен пăхрăм. — Станци çывăхĕнчех. Пыратна?
— Мĕншĕн кунта пытарнă вĕсене? — ыйтатăп.
— Шкулта учитель каласа панине маннă-и вара эсĕ? Пин те тăхăрçĕр вунсаккăрмĕш çулта шуррисем Хусантан тухса Тĕрлемес станцинех çитнĕ вĕт. Чугун çул тăрăх Мускава кайма ĕмĕтленнĕ вĕсем. Ку таврара мăкăрланнă хăватлă тытăçусем. Аттепе пичче тăшмана хирĕç çапăçса пуçесене хунă. Нумай çын пĕтнĕ ун чух.
Палăк патне çитсе тăтăмăр. Хăма çийе çырнине вулатăп: «Совет влаçĕшĕн пуçне хунă тăвансен вилтăпри. Ĕмĕр-ĕмĕр мухтав паттăрсене!»
— Çакăнта çывраççĕ манăн аттепе вунвиçĕ çулхи пичче, — тет Анюк, ассăн сывласа.
— Вунвиççĕре? — тĕлĕнетĕп. — Мĕнле апла?
— Кайран каласа парăп. Ларар сак çине. Кукăль кăлар-ха, асăнар вĕсене.
Арчана уçса, панулми кукли илтĕм.
— Атте, пичче, умăрта пултăр тутлă апат, — мăкăртаткаласа çĕре кукăль вакласа пăрахать Анюк.
— Тăпрăр çăмăл пултăр, — тетĕп эпĕ те.
Анюкăн питçăмарти тăрăх куççулĕ йăпăрр, йăпăрр юхса анать. Манăн та пыра темле мăкăль капланчĕ, чăмлака ниепле те çăтаймастăп.
Пит-куçа тутăр вĕçĕпе шăлкала-шăлкала аслă çул çине тухрăмăр.
Каяс çул пирĕн вăрăм, ура тупанĕсем хăпарса тухмалăх пур. Атăл хĕрне тухса Куславкка пристанне анмалла.
Ним чĕнмесĕр утатпăр. Иксĕмĕр те тарăн шухăша путнă.
— Эх, Талюна, — терĕ Анюк тинех, — вĕсем калама çук тăвăллă пурнăçпа пурăннă. «Пĕр саншăн кăна эпир хамăр пурнăçа шеллемерĕмĕр, патшине те, тăшманне те çапса чикелентертĕмĕр, ӳс!» — тенĕн, мана пурнăç сăпкине лартнă та хăварнă.
Иртни çинчен каласа панисене çаплах аса илсе пычĕ Анюк. Эпĕ ăна ыйтусем парса аптратмарăм.
— Пĕчченех хăварнă вĕсем мана, — тет юлашкинчен Анюк. — Эпĕ пурпĕрех ӳсрĕм. Ӳсессе ӳсрĕм те, чăн-чăн çын пулаймарăм.
— Çамрăк-ха. Пирĕн пурăнăç малалла, — тетĕп Анюка, куçĕнчен ăшшăн пăхса. Паянтан пуçласа эпĕ тусăма тата ытларах хисеплеме тытăнатăп, ĕмĕрне те пăрахмăп.
Атăл хĕрне çитрĕмĕр. Эпĕ юрласа ятăм:
Анатран хапарать шурă пăрахут,
Анатран хăпарать шурă пăрахут.
Шупашкар тĕлне çитсессен,
Тӳсеймерĕ, чăтаймарĕ,
Кăшкăртса ячĕ: «А-у, а-у!»
— Пире, Талюна, пăрахучĕ анатран хăпараканни кирлĕ мар, — тет Анюк, юрăри сăмахсене хирĕçлесе.
— Шупашкар тĕлĕнче мар, Куславккара чарăнать, ятарласа пире лартма, вара каллех анаталла кайĕ.
Çӳлтен анни халлĕхе курăнмасть-ха. Санталисене хывса çарран утнипе пирĕн урасем тусанланнă, пушмак тăхăннăн курăнаççĕ. Арчана çыран хĕррине лартрăмăр та Атăла чăпăлтатса кĕрсе кайрăмăр. Шывĕ лĕп, чуна уçăлтарсах ячĕ.
5
Аякка кайма тухнă иккен эпир. Пăрахут çине ларнăранпа çĕр иртрĕ, хĕвел тухса тӳпене хăпарчĕ, ĕнтĕ анăçалла шăвать, çаплах ним чухлĕ те каяйман. Хусан хули те тин çех куçран çухалчĕ. Тата миçе талăк çаплах пăрахут хыçĕнче хăмăр теслĕ шыв явăнса пынине пăхмалла-ши?
— Тимĕршапа пекех шăвать, — тет Анюк, хамăр пăрахута хурласа. — Пристань çумĕнчен уйрăлаймасăр шалт хăшкăлать, темиçе сехет ирттерет.
— Тавар пушатса тиеççĕ, — сăмах хушатăп. Урăх эпĕ ним те шарламастăп. Ăçта васкас? Кам кĕтет? Кирек хăçан çитсен те çавах мар-и? Шухăшласан, кăшт шиклентерет те, анчах тусăма систерместĕп. Ку вăхăтлăха çеç. Тунсăх нимĕн чухлĕ те пусăрăнтараймĕ. Çĕкленӳллĕн туятпăр, тӳпери хамăр çăлтăр патне çула тухнă-çке. Анюк ялан юрă ĕнĕрет.
Тепĕр кунне, темле пристань пулчĕ, çынсем пĕтĕмпех тухса пĕтрĕç, каюта пушанса юлчĕ. Унччен урайĕнче выртса-тăрса пынăскерсем, çав тери хĕпĕртерĕмĕр. Сывлăш уçăлсах кайрĕ. Унччен те пулмарĕ, тăна кĕтĕмĕр: вырăн тупас. Çаврака чӳрече умĕнче саксем пушах, йышăнтăмăр вара икĕ енчине те.
— Сĕтел те пур! — асăрхать Анюк.
— Поезд çинчи пекех, — тетĕп хуçлатнă пĕчĕк сĕтеле тăсса ярсă. — Этемле апат çиме те, çырма та пулать.
— Çырма? — тĕлĕнчĕ Анюк, тем аса илнĕн. — Хутпа кăранташ çук. Питĕ шел.
— Калав çыраттăнччĕ-и?
Кăна эпĕ сăмах вакласшăн каламарăм. Шкултă вĕреннĕ чух Анюкăн çыру ĕçĕсене ялан ырлатчĕç, пĕр выставкăран хăварман унăн тетрадьне. Литература кружокĕ алпа çырса кăларакан журналта та пĕчĕк калавсем тухатчĕç. Чăваш чĕлхи учителĕ çапла мухтатчĕ: «Анюк курма пĕлет. Халлĕхе калавĕсем пиçсе çитнĕ теме çук, çырсан-çырсан, хăнăхĕ те. Шанас килет».
— Тупса паратăп, — терĕм те арчана сак çине çĕклесе лартрăм, уçрăм. Япаласене тирпейле сире-сире чи тĕпĕнчен таса тетрадьпе кăранташ илсе сĕтел çине хутăм.
— Калав шухăшĕ мар-ха, — тет Анюк, кăранташпа сăмса тăррине шаккакаласа. — Мĕнле шутлатăн эсĕ, Талюна, Лексей патне çыру çырса ярас мар-ши? Çухатрĕç пулĕ, милици урлă шыраттарĕç.
Килтен тухнăранпа темиçе кун иртрĕ, Анюк хăй мĕнле тарни çинчен аса илменччĕ. Мĕнле уйрăлнă-ха вĕсем? Тапратса хам та ыйтман. Тĕрĕссипе, меллĕ вăхăчĕ тĕ пулман.
— Тытса чармарĕç-и сана? — тетĕп.
— Пĕлнĕ пулсан, кăкарсах лартатчĕç.
Тĕрĕсех калать. Çураçнă хĕр хурласа пăрахăçлани каччăшăн вилĕмпе пĕрех. Çав тери намăс.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...