Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай


— Çын пуçне тăватă пине яхăн! Пулма пултараймасть! Эсир тĕрĕс мар шутланă, — терĕ амăшĕ. — Ун чухлĕ пирĕн ялта никам та çыхман.

— Кайса тĕрĕсле, — кулчĕ Укахви.

— Нумай, нумăй, — сухалне шăлкаларĕ ашшĕ. — Хамăн та иккĕленес килет. Ыран пырса пăхас-ха...

Укахви вĕсене «Курăр акă, ыран тата ытларах çыхатпăр!» тесе хурасшăнччĕ, анчах шарламарĕ, ун пек мухтанни пулать тесе шутларĕ. Хăй вăл ыран ытларах çыхасса çав тери çирĕп шанса тăчĕ. Паян ĕçе хĕрсем самай кая юлса тухрĕç тата Укахви ытти ĕçпе унта-кунта сахал мар чупкаласа çӳрерĕ. Ыран вĕсем иртерех тухаççĕ, ĕçлессе те тăрăшарах ĕçлеççĕ. Вара курччăр пурте — çĕнĕ меслетпе мĕн чухлĕ кĕлте çыхма пулать.

— Мана хăвăр ушкăна илетĕр-ши эсир? — терĕ Алексей Укахвие çывăрма выртас умĕн. — Сирĕн патăрта çын хӳттипе стахановец ятне илтсе пулмĕ-ши тетĕп.

— Пырсам, ара. Пирĕн ушкăнра çын çитет. Ху тепĕр ушкăн ту.

Çавăнтах Укахви шăллĕне ытарлăн асăрхаттарса та илчĕ:

— Анчах пирĕн пек ĕçлесен, эсĕ хулсăр юлатăн. Малтан хăнăхас пулать.

— Хăнăхатăп, — терĕ Алексей. — Вара сирĕнпе ăмăртма тытăнатăп.

 

XXIV

Усал хыпар утпа çӳрет, ырă хыпар çуран çӳрет, теççĕ. Çук, вăл тĕрĕс мар. Укахви тăваттăн вунпилĕк пин кĕлте çыхни çинчен тепĕр кунах таврари пур ялсем те пĕлчĕç. Атăлкассисем хирте ирхине ирех пур çĕрте те комсомолецсем кăларнă «Боевой листоксене» вуларĕç. Унта хĕрсене тем те пĕр каласа мухтаса пĕтернĕ. Кăнтăрла тĕлне кун пек хаçата колхоз правленийĕ умне те кăларса çакрĕç. Çĕрле пулас умĕн яла çĕнĕ хыпар сарăлчĕ: Укахви ушкăнĕ вунултă пин кĕлте çыхнă. Виççĕмĕш кунĕнче хĕрсем вăтанакан та пулчĕç: мĕнпур çын вĕсем патне пырать, кӳршĕ ялсенчен колхоз председателĕсемпе бригадирсем юланутпа вĕçтере-вĕçтере килеççĕ.

Ятман Укахви рекорчĕ çинчен пĕрремĕш кунĕнчех илтрĕ, иккĕмĕш кунĕнче вара чăтаймасăр Галимджан патне тимĕрçĕ лаççине пычĕ.

— Эсĕ илтнĕ-и? — терĕ вăл. — Санăн Агаю çĕнĕ меслетпе кĕлте çыхма пуçланă.

— Ăçтан çыхать вара вăл кĕлтене? — шăл йĕрчĕ Галимджан. — Кĕлте тĕпĕнчен мар, пуçĕнчен-им?

— Кам пĕлет. Айда, кайса курар.

— Кĕлте çыхнине мĕн курмалли пур. Эпĕ сана хам та çыхса кăтартма пултаратăп.

— Э-э, çук, — терĕ Ятман. — Вăл çĕнĕ меслет шутласа кăларнă. Çын пуçне тăватшар пин кĕлте çыхнă.

— Тĕрĕс мар пуль. Пĕрер пин çыхнă пулсан та...

— Айда, айда, — ăна хулĕнченех тытрĕ Ятман. — Уçăлмалла кайса килетпĕр. Тутар япалана куçпа курмасăр ĕненмест, тет.

— Чăваш хыпашласа пăхмасăр ĕненмест, теççĕ, — çийĕнчи таса мар кипкине хывса çакрĕ Галимджан. — Ну, çитсе курар, эппин. Эп командир приказанине пурнăçлама вĕреннĕ.

Ĕç вăхăчĕ пулнă май Галимджан Укахвие темиçе кун курман ĕнтĕ, çавăвпа вăл ун патне çитсе курма сăлтав тупăннăшăн савăнсах кайрĕ. Аван мар теме çук, мĕншĕн тесен пĕччен пыман, Ятманпа тата ахаль те килмен, пурне те тĕлĕнтерсе пăрахнă çĕнĕ меслете курма килнĕ.

Вĕсем çитнĕ çĕре Укахви бригадинче никамах та çукчĕ, Укахвипе Санюк тата икĕ хĕрача никам çине пăхмасăр хыпăнса ĕçлетчĕç. Тутаркас хăнисене курсан, Укахвин пĕр самантлăха чарăнса тăмалла пулчĕ. Вăл пичĕ çине усăнса аннă çӳç пайăркине илемлĕн айккине ывăтрĕ те Ятманпа Галимджанран именнине пытараймасăр вĕсен енне темиçе утăм турĕ.

— Комсорг, хăвăн çĕнĕ меслетне кăтарт-ха, — терĕ ăна Ятман.

— Курăр, ав ĕçлеççĕ, — хĕрсем еннелле алă сĕлтрĕ Укахви. — Кĕлте çыхнинче çĕнни мĕн пултăр? Асаттесемпе асаннесем çыхнă пекех çыхатпăр, ĕçе çеç урăхла валеçсе тухнă.

Пĕр минута яхăн сăнаса тăрсанах Ятманпа Галимджан çĕнĕ меслете ăнкарса илчĕç. Ун меслечĕ çавăн пек иккен: Укахви машинапа вырнă ыраша кĕлте пысăкăш купасем туса пырать, иккĕмĕш хĕрĕ кĕлте çыххи тăвать, ăна çыхмалли купа айне хурать, тепри ăна çыхать, тата тепри йăтса каять. Ĕç питĕ хăвăрт пырать, хĕрсем пĕрре куç хупса илнĕ çĕре тĕм туса лартаççĕ.

Ятман Укахвирен ку çĕнĕ меслетпе ĕçлесси ун пуçне мĕнле пырса кĕнине ыйтса пĕлесшĕнччĕ. Галимджан та тем каласшăн пулса хĕр çине ăшшăн-ăшшăн пăхкаларĕ, анчах Укахви «Ну, эсир мана тытса ан тăрăр!» — терĕ те часрах хĕрсем патнелле чупрĕ. «Хаçатра вуланă пуль, Кубань таврашĕнче çакăн пек ĕçлени çинчен çырнине астăватăп, — шутларĕ Ятман. — Унта пилĕк çынтан кĕлте çыхакан звеносем тăваççĕ. Укахви тăватă çынтан тума шутланă. Маттур хĕрача. Эп тавçăрса илеймен, вăл тӳрех усă курма пĕлнĕ».

Ытти çынсемпе пĕрле кĕлте çыхнă çĕре Липăпа Левентей те, Кăтра Михалапа Сахрун пичче те пырса кайрĕç. Укахви хăйĕнпе ăмăртакан Марине килессе кĕтрĕ, анчах вăл пымарĕ. Марине паян хăйĕн бригадипе тӳрем мар çĕрти ыраша çурлапа вырать иккен.

Виççĕмĕш кун Укахви хăйĕн хĕрĕсемпе вунпилĕк пин ытларах кĕлте çыхрĕ. Çакăнпа ун рекорд тăвасси те пĕтрĕ: жнейкăна тепĕр бригадăна илсе кайрĕç.

Хиртен таврăнса каллех киле пуçтарăнсан, Кăтра Михала ачисене халиччен каламаннине каласа хучĕ.

— Итле-ха, карчăк, — терĕ вăл, арăмĕ çине чеен пăхкаласа. — Пĕчĕк чухне ачана ытла мухтама юрамасть, теççĕ, ун пек вĕсем пăсăлма пултараççĕ. Ӳссе çитсен мĕнле? Юрать-и?

— Пĕлместĕп, ара, — ун умне нӳхрепрен тин ăсса тухнă квас пырса лартрĕ арăмĕ. — Чĕлхӳ вĕçне ырă сăмахсем нумай пуçтарăнса çитрĕç-им?

— Çапла пулмасăр. Куратăн вĕт, Укахви мĕнле чаплăланса кайрĕ пирĕн! Ун çинчен район хаçатне çырса кăларнă. Апла та капла, акăш-макăш. Пултарать вĕт хĕрача, э? Фермăра ĕçлекенсене очко парать, çапла-и?

— Çамрăк чухне эпир те пултараттăмăрччĕ те, халь ватăлтăмăр...

— Тем пултарнă эс, — виртлешрĕ упăшки. — Мĕн чухлех вырнă пулĕ вара пĕччен?

— Кун каçиччен иккĕн пĕр çурпилĕк вырнă ĕнтĕ.

— Э-э, пĕр çурпилĕк. Çурпилĕкре тухсан виçĕ çĕмел тухнă, самай нумаййи тăваттă. Çĕмелте çирĕм тĕм. Шутла, кунне эсĕ хĕрĕх тĕм вырнă. Çук, ун чухлĕ вырайман та.

— Марине паян тăхăрвунă тĕм вырнă! — сăмах хушрĕ Укахви.

— Ан тĕлĕнтер? — ун енне çаврăнчĕ амăшĕ. — Тăхăрвуннах мар пуль те...

— Чăнах, чăнах, ара. Сехре Иванĕ каларĕ. «Вăт ман арăм ĕçлерĕ паян!» — тесе мухтанса пырать. Хиртен пĕрле таврăнтăмăр.

— Пулĕ те, Маринерен кĕтме пулать, — терĕ ашшĕ. — Вăл хĕрсенчен ӳксех юлас çук. Анчах, карчăк, эпĕ хамăн ачасене те хурламастăп. Лайăх ĕçлеççĕ. Анушки те, Алексей те... Маттур, ачасем, çавăн пек кирлĕ! Яла тухсан — ят аслă, киле кĕрсен — чыс аслă, тенĕ. Ят вăл чи малтан — ĕçре, çавна ан манăр.

— Кур-ха, епле ăс парса ларать, — чарам пекки турĕ арăмĕ. — Пĕлмеççĕ пулĕ ăна сансăр. Эпĕ мĕн те пулин путлĕ сăмах калать тесе.

Михала, арăмĕ хайне ачисем умĕнче хăтăрма юратнине тахçанах вĕренсе çитнĕскер, сухал айĕн кулса çеç илчĕ.

— Ăслăраххине эсĕ кала, ман чĕлхе пуклакрах ĕнтĕ, пĕлетĕн, — терĕ.

— Мĕн кирлĕ мара калаçса ларатăн?

— Кирлĕ мара тет. Ара, паян райком секретарьне Камышина куртăм, — сассине хăпартарах каларĕ Михала пичче. — Вăл Анушка ман хĕрача иккенне пĕлнĕ те: — Михал Михалч, ара, сан тепĕр хĕр те пур-çке, трактористка, — тет. — Пур, — тетĕп, — манан ывăл та пур, — тетĕп. — Ун пирки мана Петров каласа кăтартрĕ-ха, ăна пĕлетĕп, — тет, — лайăх ачасем ӳстернĕ эс, — тет. — Ӳпкелешме пултараймастăп, — терĕм.

Çапла хыпарланă хыççăн Михала ачисем çине куç хыврĕ. Вĕсем нимĕн те чĕнмеççĕ, тытасса та хăйсене ашшĕ мĕн те пулин хурласа каланă чухнехи евĕр вăтанчăклăн тытаççĕ. Анушка, хăйне усал сăмах пуринчен ытларах çакланнă пек, хĕрелсех кайнă, ашшĕ çине пăхма та именет.

 

XXV

Ятманăн колхозра канашлусем ирттермелĕх бригадирсем çук. Колхоз мĕн пурĕ те икĕ бригадăран кăна тăрать, вĕсем те пулин, Атăлкассинчи бригадăсемпе танлаштарсан, ытла пĕчĕккĕ. Председатель кӳршĕсем патĕнчен таврăнчĕ те тӳрех Назибпа Зейнаб ĕçленĕ çĕре васкарĕ. Вăл бригадирсене иккĕшне те атăлкассем машинă хыççăн кĕлте çыхас ĕçе мĕнле хăвăртлатни çинчен каласа кăтартрĕ. Назибпа Зейнаб ун — сăмахĕсене илтсен савăнсах кайрĕç, вĕсем вырса пăрахнă тырă çумăр айне пуласран хăранăччĕ-ха. Капла, тен, ĕçе чылай хăвăрт тума пулать.

Тепĕр кунне тутаркассем те кĕлтене Укахви меслечĕпе çыхрĕç. Киле таврăнас умĕн шутласа пăхрĕç те, чăнах ку кун нумай ытларах çыхни курăнчĕ, Зейнаб, ыраша çыхса пĕтерсе, хăйĕн бригадипе тулă пуссине куçрĕ. Анчах тулла машинăпа мар, алăпах вырас терĕç. Машинăна Ятман вăхăтлăха «Çĕнĕ пурнăç» колхоза пама шут тытрĕ — унта ĕçсем питех те вăраххăн пыраççĕ.

Тем сăлтава пула, турикассем ыраш вырма икĕ колхозĕнчен те каярах тухрĕç, çавăнпа халĕ çурри те вырман-ха. Ĕнер Липа Ятман патне чупса килчĕ те ӳкĕтлесех Катрам Иванне пулăшма ыйтрĕ. Паян парторг «Çĕнĕ пурнăçа» хăй те кайса килчĕ, тĕрĕс, унта ĕçсем питĕ начар. Катрам Иванĕ ăна ан хăра, ыраша чиперех вырса пуçтаратпăр тесе шантарать, анчах Ятман ăна ĕненсех каймарĕ. Ыраш тăкăнакан пула пуçланă ĕнтĕ, тепĕр виçĕ кун уйра лартсан, вăл темĕн чухлĕ сапăнса юласси паллах.

Парторг хăйĕн кабинетне çитсенех телефонпа Левентее чĕнсе илчĕ.

— Итле-ха, кӳршĕ, — терĕ вăл: — «Çĕнĕ пурнăçа» пулăшар пулĕ, ун ыраш уй тулли кашласа ларать. Пар пĕр машинуна икĕ кунлăха.

Левентей сăмаха кулă çине çеç пăрса яма пăхрĕ:

— Вĕсене пулăшма пĕтĕм колхоза илсе каяс мар-и? Турикассем кăмака çинче ларччăр, эпир вырар. Кала Катрам Иванне, ыран воскресник туса ирттеретпĕр, хăйсем ан та тухчăр.

— Кунта шӳт тумалли çук, Петрович, — ăнлантарчĕ ăна Ятман. — Вĕсен чăнах та тырă тăкăнать. Сана машина халĕ ун пекех кирлĕ мар.

— Çук, Ятман, машинăна парса пулмасть. Пĕр сехет ĕçлĕç те пăсса пăрахĕç. Катрам Иванĕн унăн чипер машинист та çук!

— Ара, эс пĕр-ик кунлăха машинистна та пар.

— Катрам Иванне уя тухса çӳреме выездной лаша парас мар-и тата? — йĕкĕлтерĕ Левентей. — Тавах ыр сăмахушăн. Эс пĕр машина панă, çитет. Вĕсен икĕ машинăпа вырмалăх ырашĕ те çук.

Ятман ăна вăрçса та пăхрĕ.

— Мĕнле ялан хăвăншăн кăна тăрăшма юрататăн эсĕ, Левентей? Килĕшмест ку малта пыракан колхоз председательне! Май пур вĕт-ха сан пулăшма, эсĕ юри кутăнланатăн.

Телефон трубкинче Левентейĕн хивреленсе каланă сăмахĕсем илтĕнчĕç.

— Çук, çук, Ятман. Кутăнланатăп-и, кутăнланмастăп-и, эпир хамăр та тырă выратпăр, пире машина хамăра кирлĕ. Пирĕн çĕршывра правило çакăн пек, кашни хăйĕн ĕçĕшĕн ответ тытать. Çапла-и? Вот, эпĕ те чи малтан Катрам Иванĕшĕн мар, хамшăн ответ тытатăп.

— Тĕрĕсех мар вăл сан правилу, — пӳлчĕ ăна Ятман тарăхарах. — Пĕри пуриншĕн те ответ тытать, пурте пĕриншĕн ответ тытаççĕ. Пирĕн правило çавăн пек, Левентей. «Çĕнĕ пурнăçа» пулăшмасан, пире пушшех намăс: вăл хамăр ял Советне кĕрекен колхоз... Эппин, сан пирки парти пухăвĕнче калаçса пăхмалла пулать...

Левентей тата темскер тавăрса каларĕ те трубкине хучĕ, вара Ятман та, хăй пĕтĕм çан-çурăмран вĕриленсе кайнине туйса, трубкăна вырăнне çакрĕ.

Çав вăхăтра ун патне Липа васкаса кĕчĕ, чарăннă-чарăнманах каласа тăкрĕ:

— Сан машинуна Катрам Иванĕ йышăнмасть унта. — Кирлĕ мар, хамăрах вырса пĕтеретпĕр, кунĕн-çĕрĕн ĕçлетпĕр те пĕтеретпĕр, — тет. — Мĕншĕн? — тетĕп те, мана вăрттăн: — Колхозниксем ман мĕн калĕç вара? Çын пулăшмасăр тырă та выртараймасть, тейĕç, председатель вырăнне хума та пăрахĕç, — тесе хучĕ. — Кайса ăс пар, парторг, эп итлеттереймерĕм.

— Ак инкек, — ал сулчĕ Ятман. — Пĕри пулăшасшăн мар, тепри пулăшăва йышăнасшăн мар. Кайрăмăр эппин. — Вăл хăвăрттăн ура çине тăчĕ.

— Кам пулăшасшăн мар? — терĕ Липа.

— Левентей. Кам пултăр? — ӳркенсе тавăрчĕ Ятман, хăй, алăка шăлтăр-шалтăр питĕрсе, пысăк утăмсемпе тулалла утрĕ.

Липа паллашнăранпа Ятман кăмăлне пĕтĕмпех вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ. Мĕн каласси пур, вĕри вăл, Ятман, тепĕр чухне хăйне хĕрхенме те пĕлмест, вут пек хыпса çунать. Çапах та чунĕ таса та йăваш. Пĕр-пĕр ырă ĕçе курсанах вара пĕчĕк ача евĕр хĕпĕртесе ӳкет, ун çилли çӳхе хут çурнă пекех час сӳнсе ларать.

Халĕ те каччă тарăхăвĕ нумайлăха пымарĕ. Ятман хĕре хулхушшинчен тытрĕ те çак кунсенче курнă-илтнĕ пули-пулми çинчен хаваслăн каласа кăтартма пикенчĕ. Вăл каланинче кулăшли те, хурланмалли те, халиччен илтни те, илтменни те нумай. Липа пурне те итлет, мĕншĕн тесен Ятман вăл пĕлекен япаланах хăйне евĕр каласа парать, пулса иртнĕ ĕç пирки хăйĕн шухăшне хушса хурать. Ятманпа юнашар утма çăмăл та савăк. Липăн унпа Турикаса çитиччен çеç мар, аякка-аякка утас килет, пĕр чарăнмасăр, пурнăç тăршшĕпе! Ятман çапла хулхушшинчен çирĕп тытса пытăр, калаçтăр, утнăçемĕн çаврăна-çаврăна хальхи пек ăшшăн куçран пăхтăр.

 

XXVI

Кабир хăйне ферма заведующийĕ пулма лартсанах асăрхарĕ, Хаята ĕнесем патĕнче ĕçлеме йывăр. Ватăскерĕн куçĕ начар курать, вăйĕ пĕтсе çитнĕ, ăна-кăна, йăтмалла чухне ялан çынна чĕнет. Тем пек палăртасшăн мар пулсан та, карчăк хăй вăйран тайăлнине пытараймасть, — кăшт çӳресенех ларса канать. Пĕррехинче ăна Галимджан Кабир умĕнчех: — Килте кăна лармалла сан, анне, асап вĕт сана кунта? — тесе хучĕ. — Пĕр хăнăхнă ĕçе пăрахас килмест-çке, ывăлам, — ытарлăн каларĕ ăна амăшĕ. Паян ак хăех ĕçрен кăларма тархасласа ыйтрĕ.

— Шултăркаса çитнĕ эпĕ, лартăр ман вырăна урăх çынна, эпĕ пурпĕрех нумай ĕçлеес çук, — терĕ.

Ятманпа Кабир фермăна Хаят вырăнне кама илесси пирки нумайччен шухăшларĕç, юлашкинчен унта ĕçлеме Миннигелрен хастар хĕрарам тупаймăпăр, терĕç. Миннигел хăй те вĕсен сĕнĕвне хаваслансах йышăнчĕ».

— Шанса паратăр пулсан, эпĕ килĕшетĕп, унта пĕтĕм чуна парса ĕçленĕ пулăттăм. Анчах шухăшласа пăхăр, тен, манран лайăх çын тупăнать» — пулчĕç ун сăмахĕсем.

Килте унăн ку хыпар пирки асар-писер тавлашу пуçланса кайрĕ. Мĕн юрамарĕ-тĕр упăшкине — арăмĕ йĕркеллĕ калама пĕлмерĕ-и е Гарифăн тарăхнă вăхăт пулчĕ, вăл ферма çинчен илтсен савăнмарĕ çеç мар, йăлăнтармăш ача пек тутине çеç усрĕ.

— Пĕлместĕп, пĕлместĕп, — мăкăртатрĕ хăй.

— Мĕн пĕлместĕн? — ыйтрĕ арăмĕ.

— Мĕнле ĕçе лартаççĕ сана, çавна пĕлместĕп. Мана каламан.

— Ха, ăна каламан! — сăмах тĕртрĕ тин çеç ĕçрен таврăннă Фатима. — Санран ыйтмалла пулнă иккен, ав мĕн çитмен тата...

Ашшĕ ун çине хаяр куçĕсемпе пăхса илчĕ, унтан сăмаха пăчăртаса кăларнă пек каларĕ:

— Сан шутпа мĕнле, манпа калаçмалла та пулман-им?

— Мĕн тума санпа калаçмалла вара? Фермăна сана илмеççĕ вĕт, аннене илеççĕ! — парăнмарĕ хĕрĕ.

— Эп кил хуçи-и, кил хуçи мар-и? Эс мана кам вырăнне хуратăн?

— Тупăннă кил хуçи! — Фатима сассинче темле тăрăхлани илтĕнчĕ. — Сăмахĕ епле тата — хуçа. Эпир кам, тарçă-им?

Кун хыççăн Гариф чăтса тăраймарĕ, хĕрне тепре куç шурри кăтартрĕ те ал чăмăрĕпе сĕтеле пĕтĕм вăйран шанлаттарчĕ.

— Чарăн!

Тавлашу шала каяссине сиссе, амăшĕ те Фатимана чарăнма хушрĕ.

— Çитĕ, Фатима. Мĕн вăрçтаратăн эсĕ ăна?

— Ара, мĕн вăл кунта кил хуçи тесе ларать. Ниçта та ĕçлемест, кăçал çĕр ĕçкунĕ туман. Тырă вырнă çĕре те виçĕ кун тухрĕ те наяна печĕ. Кам вара вăл раснах?

— Ăна санран ыйтмаççĕ, — сассине кăшт çемçетрĕ ашшĕ. — Халиччен эс ĕçлесе илнипе пурăнман. Чĕлхӳне чарнă пул. Пăхатăп та, эсĕ ытла маттурланса кайнă, асту...

Фатима, чĕрере капланса тăнине каласа тăкас тесе пулас, ашшĕне çав-çавах илтме йывăр сăмахсемпе питлерĕ.

— Çынсенчен намăс пула пуçларĕ — нимле ĕçе тухмасть. Чирлĕ тесен, чирлĕ мар, ватă тесен, ватă мар.

■ Страницăсем: 1... 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20