Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай


Анушка аллинче руль çăмăлланчĕ, хĕрачана ĕнтĕ халь трактор çинче пынă пек мар, тикĕс çулла çил пек: вĕçекен автомобиль çинче ларса пынăн туйăнчĕ. Вăл çак хушăра кĕтнĕ телей час çитни çинчен çеç тĕлĕнсе шухăшларĕ. «Ĕнер кăна кайрĕ ĕнтĕ, — терĕ вăл. — Тин çеç юнашар тăрса утă çулнă пек астăватăп, акă вăрçă та пĕтрĕ, ман Карачăм каллех ялта. Ĕçре çапла вĕт вăл вăхăт иртни сисĕнмест те, тĕрĕс турăм эпĕ тракториста кайса кĕрсе».

Тӳрем çĕре тухсан, Карачăм тӳсеймерĕ, сылтăм аллине руль çине хучĕ те Анушкана ларкăч çинчен хĕссе кăларчĕ.

— Госпитальте чухне автомашинăпа çӳресе куртăм! — каялла çаврăнса кăшкăрчĕ вăл. — Унпа ытла йывăрах мар.

— Кунта та хăрах алăпах тытма пулать,— ун хăлхи патне пĕшкĕнчĕ Анушка.

— Тытма пулать, эп кун каçиччен те ĕçлеме пултармалла, анчах мана çӳреме ирĕк памаççĕ-çке-ха!

— Эс директорпа калаçса пăх, тен, вăл ĕçе илме пултарĕ те...

— Çук, Анушка, хăрах алăллă тракторист вăл тракторист мар. Мĕн те пулин юсамалла пулать, йăтмалла пулать, манăн çынна чĕнес-им?

— Мĕнле ĕçе кĕресшĕн эсĕ, апла пулсан? — интересленчĕ хĕрача.

— Кайран калăп.

— Çапах та...

— Çук, халь ан та ыйт.

Каçхине Анушка каччăн юптаруллă сăмахне итлерĕ.

— Пĕлетĕн-и, Анушка, мĕнле ĕмĕтпе таврăнтăм эпĕ хамăр яла? Манăн халĕ сĕм вăрман варрине каясчĕ те унта мунча пек тăпăл-тăпăл пĕчĕк çурт лартасчĕ. Юнашар утар пултăр, кун каçиччен хурт сĕрлетĕр, утар йĕри-тавра панулми йывăççисем ларччăр, улми ташлатăр, çулçи алă çуптăр. Çавăнтах тăрна куçĕ пек тăрă шыв шăнкăртатса юхса вырттăр, вăрманта кайăксем юрлаччăр. Эпĕ тин çеç касса татнă пушăтран алăк умĕнче çăпата хуçса ларам, тем тесен те, хăрах алăпа çăпата хуçма пултаратăп-ха эпĕ. Пуç тăрринче авăрланă пăшал çакăнса тăтăр, упа таврашĕ пырса тухас пулсан, ăна персе ӳкерес. Çавăн пек пурнăç мана халĕ юмахри пек илĕртсе тăрать.

— Мĕншĕн каймастăн? Вĕçтер йăлăма! — темле хăрушлăх та туймарĕ-ха Анушка. — Çурт ларт та, пурăн унта, упасемпе пĕрле!

— Эсĕ пымасран хăратăп, — тавăрчĕ Карачăм. — Пĕччен мĕнле пурăнан-ха вăрманта?

— Эпĕ унта пыма ухмаха ермен-ха.

— Эх, кам ăнланĕ-ши мана халĕ!

— Каласа пăх кама та пулин, тен, тупăнĕ... Вара Нарспипе Сетнер пек тарса каятăр...

— Нарспипе Сетнер мĕн!.. Вĕсем телейсĕр пулнă. Таçта тарсан та, вĕсене шыраса тупнă пулĕччĕç. Халĕ ун пек мар-çке-ха.

— Çавăнпа халĕ тармаççĕ те, — терĕ Анушка.

— Эпĕ тарса мар, ахаль кайăттăм. Пурăнăттăм юрласа çеç. Юлташпа вагонрах калаçса килтĕмĕр. Вăл та ман пек алăсăр юлнăскер. — Пирĕн йĕритавра вăрман, вăрман хуралçине каятăп, — тет. — Унта кичем пулĕ? — тетĕн. — Эй, эс апла вăрман мĕнне пĕлместĕн-ха, çĕр çинчи мĕнпур илемлĕх вăл вăрманта, — тет. Шухăшлатăп та, тĕрĕс калать вăл, вăрçă хыççăн унта çынна сиплĕ пулмалла курортри пек.

— Эс Йăлăма мар, хамăр ял çумĕнчи вĕтлĕхе кай, — кулчĕ хĕр. — Унта çырла нумай. Эпир пыратпăр та, эсĕ пире çырла татма пулăшатăн.

— Ак эс кулатăн, — ӳпкелешнĕ пек пулчĕ Карачăм. — Эпĕ чăнласа калатăп.

— Эпĕ те чăнласа.

— Ну пынă пулăттăн-и эсĕ манпа вăрмана!

— Тен, пынă та пулăттăм. Эсĕ мана пăрахса хăварасшăн-и?

Çапла. Карачăм пĕрре те шӳт туман иккен, тата темиçе кунран вăл Анушкана хăй çирĕм çухрăмри вăрман питомникне ĕçлеме кĕни çинчен пĕлтерчĕ. Малтан хĕр ăна ĕненмерĕ, анчах, леш тĕрĕс каланине туйса илсен аптраса ӳкрĕ, пĕтĕм чун-чĕререн тарăхса кайрĕ.

— Ухмаха ермен-тĕр вĕт эсĕ? — тĕттĕмре ун куçĕсене шырарĕ Анушка. — Мĕнле ăспа кайса кĕтĕн вара вăрман ĕçне?

— Ара, эп сана каларăм вĕт...

— Каларăн! Калама тем те пулать, чĕлхен шăмми çук. Ĕç тунă чух пуçпа шутламалла. Эй, тĕлĕнтермĕш, фронтран таврăннă хыççăн çавăвпа кайса кĕретĕн ĕнтĕ? Намăса туймастăн та-и?

— Вăл ĕç мар-им? — парăнмарĕ Карачăм. — Пирĕн çĕршывра пур ĕç те хисеплĕ!

Ăна такам та пĕлет! — çиллессĕн тавăрчĕ Анушка. — Эс мана пĕчĕк ачана вĕрентнĕ пек вĕрентсе ан лар.— Кашни çын хăй пултарнă ĕçе тумалла, çăмăл ĕç шырамалла мар. Фронтран таврăнакан çынсем халĕ унчченхинчен пысăкрах ĕç илеççĕ. Ĕлĕк рядовой тракторист пулнă çын халĕ — трактор бригадин бригадирĕ, бригадир пулнă çын — МТС директорĕ. Эсĕ вăрçса ывăннă пулать те ĕнтĕ, лăпкă пурнăç шыратăн...

Çук, Анушка Карачăма ӳкĕте кĕртеймерĕ. Каччă «юрĕ, эс каланă пек пултăр, ниçта та каймастăн» тенĕ евĕр пуçне чиксе итлерĕ, çапах та хăй шутласа хунинчен пĕр утăм та чакмарĕ. Тепĕр кунне вăл, Анушкана памашкăн тем вăрăмăш çыру хăварса, вăрман питомникне тухса кайрĕ.

Мĕнле тытмалла ĕнтĕ халĕ Анушкан хăйне бригадăра? Ун Карачăмне пĕлекен хĕрсем кашни утăмра «Ну, ăçта сан каччу? Мĕншĕн пĕрре те килсе курмасть?» тесе тĕпчеççĕ. — Карачăм ĕнтĕ килте те çук. Савни темелле-ши ĕнтĕ ăна е вĕсен çулĕсем яланлăхах уйрăлчĕç-ши? Питĕ кӳренмелле, меншĕн тесен каччă ун сăмахне нимĕн чухлĕ те итлемерĕ, ку çеç мар, йĕркеллĕ калаçса пăхасшăн та пулмарĕ, çыру хăварчĕ те, тек куç умне курăнма хăранă пек, тухса та шурĕ.

Темшĕн Анушкана Карачăм çара каяс умĕн ĕç вăхăтĕнче тракторне чарсах çывăрма выртни аса килчĕ, вара вăл тӳрккес кăмăллă каччăна тата хытăрах вăрçасшăн пулчĕ. «Тӳрленсе, ăслăланса таврăнас вырăнне ытларах пăсăлса таврăнчĕ, — терĕ вăл. — Вăрманта ĕнтĕ вăл упанах тухать, унта çынсем çук. Эх, Карачăм, Карачăм! Эпĕ сана пĕтĕм чунтан кĕтнĕччĕ-çке?»

 

XVI

Людмилăпа амăшĕ Украинăна иртнĕ çулах каймаллаччĕ, анчах правлени хистесе ыйтнине пула Анна Ивановна тата тепĕр çуркунне ĕçлерĕ. Вăл хăйĕн бригадине çырма хĕрринчи тем пысăкăш участока пахча-çимĕç лартса тухрĕ, икĕ эрне хушши шăварнă калча çулçă сарасса кĕтрĕ, вара Левентей патне пычĕ те, ăна хăй ĕçленĕ çĕре илсе кайса, йăрансем аяккинче нумайччен кăтартса çӳрерĕ. Левентей хăйне мĕншĕн чĕнсе килнине çнйĕнчех сисрĕ — йышăн, председатель, бригадир ĕçне, вăл киле кайма васкать.

— Халĕ калча вăл илчĕ ĕнтĕ, хăрамалли çук, — терĕ Анна Ивановна, Левентей çине «Ĕнтĕ ман совеçĕм таса, акнă-акман тухса вĕçтерчĕ тесе ӳпкелешме пултараймастăн» тенĕ пек пăхса.

— Пурăнна-пурăннă — кĕркуннеччен тăхта, ху лартнă япалана хăвах пуçтарса кĕрт, — сĕнме пăхрĕ Левентей.

— Çук, çук, каятпăрах. Ахаль те Людмила ятлаçать вăрçă пĕтнĕ хыççăн виçĕ çултан, унти хуçалăха пĕтĕмпех юсаса çитерсен пырса кĕретпĕр-ши Украинăна? тет.

— Ара, унта сирĕн çурт та çуккă терĕр вĕт-ха?

— Тăватпăр. Влаç хамăрăн, пулăшать...

Левентей Анна Ивановнăпа ĕçкунĕсем пирки калаçса татăласшăнччĕ, лешĕ алă çеç сулчĕ.

— Леонтий Петрович! Мĕнле тырă юлтăр пирĕн? Эпир сирĕнне тăватă çул çисе пурăнтăмăр. Колхоз пире хăнара усранă пек усрарĕ, эсир тырă пирки сăмахлатăр. Кирлĕ мар пире нимĕн те...

— Апла çавăн пек тăвăр, — чарăнмарĕ председатель, — Куçма Иванча хушса хăварăр. Вăл сире мĕн чухлĕ тивĕçнине те илĕ, сутса укçине хăвăра куçарса парĕ. Ĕçкунĕсем ахаль пĕтмелле мар.

— Леонтий Петрович, эсир мана кӳрентерсе кăларса ярасшăн курăнать! — хыттăн каларĕ Анна Иванова. — Укçа куçарас пулсан, каялла яратăп, вăл пире мăшкăллани пулать. Мĕн кирлине эпĕ сиртен хамах пĕр вăтанмасăр ыйтатăп. Мана эсир темиçе килограмм пахча çимĕç вăрлăхĕ парăр. Çитсен шыраса çӳремелле ан пултăр...

— Ăна тархасшăн илĕр, шел мар. Хăвăр туса хатĕрленĕ.

— Ытти пирки ĕнтĕ сире хут çырса хăварăп, пирĕн пур-çук тырă кĕркунне колхоза пултăр.

— Аптрамалла сирĕнпе, — пуçне сулчĕ председатель. — Тепри пулсан, астăвăр, мана тырă сахал ан парăр тесе правленине темиçе хут чупса пымалла, пиртен пĕр пус таран шыраса илмелле, эсир... — Вăл каласа пĕтереймерĕ, Анна Ивановна хăйне итлеме пăрахса вырăнтан хускалнине кура, ун хыççăн утрĕ.

Людмилăпа амăшĕ вырсарникун, çынсем пушă чухне кайма хатĕрленчĕç. Çавăнпа-тăр, вĕсене ăсатма çур ял пуçтарăнчĕ. Картишĕнче кӳлсе тăратнă лав тăрать — Анна Ивановнăпа Людмила ниепле те тухса каяймаççĕ. Аякри çынсем пулин те, темиçе çул хушшинче пĕр-пĕринпе тăвансем пек туслашса çитнĕ, кашнине уйрăмăн сывпуллашмалла, кашнинчен юлашки сăмах илтмелле.

Зейнабпа Укахви хăйсенчен Людмила ĕмĕрлĕхех каяссине ĕненме те пултараймаççĕ, çав-çавах «чăнах та каятăн ĕнтĕ, Людмила, тек пĕр-пĕрне нихçан та кураймастпăр-ха?» тесе ыйтаççĕ. Вĕсене çак хаваслă хĕрача, юрă ăсти, пур йывăрлăхпа инкеке те шӳт туса çеç йрттерсе яракан Людмила ачаранпах пĕрле ӳснĕ пек туйăнать. Ăçта каясшăн вăл тăван ялĕнчен? Кăмăлне кайман-и вара ăна Атăлкасси? Вĕсем хăйсен тантăшне вĕçĕмсĕр вĕрентеççĕ:

— Йывăр пулсан, эсир çырса пĕлтерĕр, мĕн çитмест, пурне те кунтан ярăпăр. Аннӳ вăрлăх та сахал илчĕ пуль-ха...

Куçма пичче пӳртĕнчен паян пĕçернĕ çăкăрпа пысăк шăрттан йăтса тухать — çул çине. Вăл çăкăрпа шăрттанне Анна Ивановнăна чыслăн тыттарать те Людмила патне пырать.

— Ну, хĕрĕм, сывă пул, усал ятпа ан асăн.

— Чипер юл, Куçма Иванч. Хăнана пырăр.

Куçма пичче аллинче турилкке. Ун çинчи çăмартана, чăкăта, йăвана, мăйăра вăл ирĕксĕрлесех Людмила кĕсйисене тултарать.

— Пирĕн йăла тăрăх, çула каякан çыннăн кĕсйи пушă пулмалла мар хĕрĕм.

— Çитĕ ĕнтĕ. Ахаль те пĕр лав çимелли илтĕмĕр.

— Ытлашши пăсмасть.

Хĕр тантăшĕсем те çавнах калаççĕ.

— Ытлашши пăсмасть. Сирĕн инçе каймалла-ха...

Шăп хапхана уçас умĕн чăрмав сиксе тухать: Анна Ивановнăпа Людмилăна нумайăшĕ станцăна çитичченех ăсатасшăн, анчах лав çук. Левентей Ваçука тата икĕ лав кӳлсе килме хушать. Хăй Анна Ивановнăран çине-çине каçару ыйтать.

— Ан ятла, Анна Ивановна, машина килте пулмарĕ, машинăпа ăсатас тенĕччĕ. Питĕ хитре мар пулса тухрĕ...

— Лашашăн та тав, — юлашки хут ал парать ăна Людмила амăшĕ. — Трантаспа тухса каятпăр. Ну, Леонтий Петрович, сывă пул, лайăх пурăнăр, колхозăр çултан-çул тĕрекленсе пытăр. Пĕтĕм чунтан тав сире пурне те... Темле сăмахпа тав тумалла, хам та пĕлместĕп. — Çынсем сисрĕç, ун сасси чĕтререх тухрĕ, куçĕнче куççулĕ палăрчĕ, Анна Ивановна хăйĕн тĕреклĕ аллисемпе Левентее мăйран ыталаса илчĕ те тутинченех чуптурĕ. — Сывă пулсан, хăçан та пулин тĕл пулăпăр».

— Тĕл пулатпăр, — терĕ Левентей. — Тен, хăнана та пыратпăр-ха...

— Тем пекчĕ. Куçма пиччепе Санюка та пулин хăнана илсе каясчĕ.

Кăшт тăхтасан, виçĕ тулли лав ялтан тухса хăйăрлă сăрт çине хăпарса кайрĕ. Кайри лав çинче хĕрсемпе пĕрле ларса пыракан Людмила трантас çинчен сиксе анчĕ те юлашки хут Атăлкасси çине ял пĕр вĕçĕнчен пуçласа тепĕр вĕçне çитиччен пăхса илчĕ. Вăл Куçма Иванчăн тимĕр витнĕ çуртне шырарĕ, анчах вăл курăнмасть, яла пĕтĕмпе тенĕ пекех ем-ешĕл йăмрасем хупăрланă. Хĕр, такампа аякран сывпуллашнă пек, алтутрине сулларĕ, лавсем чылай аякка кайнине курсан çеç çемçе хăйăр çийĕпе вĕсем хыççăн чупрĕ.

 

XVII

Кунсем ытарма çук лайах тăраççĕ. Ытлашши шарăх та, сулхăн та мар. Темиçе кунран пĕрре ăшă çумăр çуса каять, типе пуçланă çĕре çĕнĕрен нӳр парса, курăка ӳсме пулăшать. Июнь — çуллахи чи капăр уйăх, çак вăхăтра пĕтĕм уй-хир, улăх-çаран чечеке ларать, çеçке çурать, пĕтĕм ӳсентăран ешĕрсе çитет. Пахча çумĕнчи кушак чăкăчĕ ĕнтĕ пĕчĕк ачасене выляма хăйĕн шап-шур çимĕçĕсене ӳстерме ĕлкĕрнĕ, вăрманта хурăн çырли курăк айĕнчен хĕп-хĕрлĕн курăнать, садсенче панулми мăйăр пысăкăш чăмăртаннă. Уйри тырпула пăхсан, куç савăнать — ниçта шăтман вырăн çук, çурхи тырăсем халь-халь кĕртыррисене хăваласа çитес пек кашласа ӳсеççĕ.

Хир пăхма тухнă Ятман, Кабир тата Галимджан ял çумĕнчех куçа çисе ларакан тулă участокĕ патĕнче чарăнса тăчĕç. Ку участока халĕ хаклă çипрен тунă сип-симĕс кавирпе çеç танлаштарма пулать. Ун çинче пĕр хура пăнчă курăнмасть, çум курăкĕ кунта мĕн çуркуннеренпех пулман та темелле — калча шыв пек тикĕс.

Кабир правленире çакăнса тăракан кĕлтене аса илчĕ, — çакăн çӳллĕш пулмалла ĕнтĕ тулă каярахпа. Лайăх сорт, мĕн каласси пур! Пĕтĕм хире кун пек тулă аксан, пӳлмесем çитмĕç.

— Зейнаб участокĕ, — терĕ Ятман, çул хĕрринчи хăма татăкĕ çине кăтартса.

— Вăйлă тăрăшнă. Кун пек калча халиччен пирĕн хирте пулман.

— Иккĕмĕш çул акать ĕнтĕ çак тулла. Вăл пирĕн пĕтĕм колхоз мухтавĕ!

Вĕсем калча хĕррипе электростанци патне тухрĕç — ĕнер çеç таврăннă Кабирпа Галимджан электростанцине курман-ха.

— Ку колхоз мухтавĕ мар-и вара? — терĕ Кабир, уйри вĕрçĕнĕ çурт çине куç хывса.

— Вăл пирĕн çеç мар, виçĕ ялăн.

— Çапах та, вăрçă вăхăтĕнче тунă япала.

— Эс паян вĕçĕмсĕр ан ырла-ха. Хăш-пĕришĕн вăрçса та ил.

— Ара, куншăн ниепле те вăрçма пултараймастпăр. Çапла-и, Галимджан?

— Çапла, — терĕ лешĕ, шыв сикки çинчен куçне илеймесĕр. — Эпĕ тĕлĕнсех кайрăм-ха. Кур, мĕн çӳлĕш сикекен тунă. Вăйлă-тăр ку станци питĕ?

— Вăйĕ ун пур, — тата çывăхарах утрĕ Ятман. — Анчах эпир унпа усă курма пĕлместпĕр. Халлĕхе вăл çутă çеç парать-ха. Кĕркунне авăн çапма итем çине лини илсе каятпăр. Урăх тем тумалла — йăлтах аптраса çитнĕ.

— Куртăн-и, Галимджан, çынсем электростанци пур çинче антраса тăраççĕ, — кулчĕ Кабир. — Ăс пар çавна, мĕн-мĕн тума май пур ялта?

— Ăс парсан, тем пекчĕ, — Галимджан чĕнменнине кура сăмах хушрĕ Ятман, — тĕрĕссипе калатăп.— Эпĕ ним тума алă çитерейместĕп. Ларăр-ха, пуçланă япалана калаçар йĕркеллĕ. — Вăл, çерем çине хăяккăн выртса, Кабирпа Галимджана та таса вырăн сĕнчĕ. — Çăм тапакан арман лартас терĕмĕр — мĕнпур укçана чиксе хурас пулать, — радиоузел лартма ĕмĕтлентĕмĕр — каллех вăй нумай кирлĕ. Виçĕ колхоз виçĕ радиоузел туни тата ман шутпа тĕрĕс те мар, пысăкрах радиоузел тăвас та пĕр работник çеç тытас. Манпа килĕшмеççĕ, Левентей хам радиоузел тăватăп, тет. Çамрăксем сасăллă киноустановкăшăн, ăшаланаççĕ — вăл та пысăк япала. Çапла, юлташсем. Темĕн те тăвасшăн эпир.

— Колхоз пĕчĕк, — сăмах хушрĕ Галимджан.

Во-во-во! — хăпартланчĕ Ятман. — Эс ман шухăша пĕлнĕ пекех каларăн: колхоз пĕчĕк, хуçалăха ниепле те сарса ямалла мар. Акă ĕнтĕ пĕр эрне çав шухăшпа сĕмленсе çӳретĕп.

— Кала пире, тен, пулăшăпăр, — терĕ Кабир.

— Каламаллах пулĕ. Акă эсир иксĕр те коммунистсем. Паян сире колхоз председательне лартас пулсан, эсир мĕнле колхоза кайнă пулăттăрччĕ — пĕчĕк колхоза-и е пысăк колхоза-и?

— Паллах, пысăккине. Пысăк колхозра ĕçлемелли майсем те пысăк. Хăшĕнче пурăнма авантарах — мачча кашти пуçа перĕнекен пĕчĕк пӳртре-и е пятистеннăй çуртра? Çавах мар-и вара?

— Ну, çавăн пек тейĕпĕр. Акă сана, Кабир, пĕри виçĕ колхоза пĕрлештерме сĕннĕ пултăр. Эсĕ вăл çын сĕнĕвĕ çине мĕнле пăхмалла?

— Хăш колхозсене? — месерле выртнă çĕртен ялтах сиксе тăрса ларчĕ Кабир.

— «Атăл», «Алга», «Çĕнĕ пурнăç» колхозсене.

— Эпĕ вĕсене паянах пĕрлештернĕ пулăттăм! Ялĕсем пĕрле, уйĕсем юнашар, колхозĕсем уйрăм. Мĕне кирлĕ вăл пире? Тĕрĕс шухăш тытнă эсĕ, Ятман, мухтамалла сана куншăн!

Ятман кăна кĕтменччĕ пулас, вăл юлташĕ çине ку чĕреренех калать-и тенĕ пек сăнаса пăхрĕ, унтан, Кабир пĕр тăрăхламасăр каланине курса, сăмах-юмахне малалла тăсрĕ:

— Пирĕн пуласлăх енчен илсе пăхсан, ман шутпа ку тĕрĕс ĕç пек. Камышинпа калаçса пăхасчĕ-ха. Тем тесен те, пĕчĕк колхозра хуçалăхăн мĕнпур отраçлисене вăйлăн аталантарма май çук, пĕчĕк хутаççа пысăк шăрттан чикеймĕн. Акă халĕ ĕнтĕ пире патшалăх çĕнĕ машинăсем пама тытăнать. Пирĕн колхоз хирне мĕн машинпа ĕçлемелĕх пур? Пĕр саплăк тулă, тепĕр саплăк вир, пăрçа, сĕлĕ... Комбайнпа вырма тытăнсан, пĕр кун ĕçлемелĕх те çук. Тата çакна илсе пăхăр эсир: кашни ялта уйрăм колхоз туса эпир ытлашши штат мĕн чухлĕ тытатпăр, шутласа кăлараймăн!

■ Страницăсем: 1... 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 ... 20