Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ


Михха, тус-йышлăн курăнма тăрăшса, аллине Микулан хулпуççийĕ çине хучĕ те:

— Ельпох та килĕшетĕн эсĕ мана, Микула... Санпала эпĕ çĕр çинчен, пурин çинчен те сӳтсе явма хатĕр. Анчах ура çинче калаçни ăша кĕмест. Сĕтел хушшинче, пыл сăра умĕнче чĕлхе çаврăнарах парать, — терĕ. Лукарьене тухма чĕнчĕ.

Лукарье упăшки чĕннине çеç мар, Микулапа иккĕшĕ мĕн çинчен калаçнине те пĕтĕмпех илтрĕ. Упăшки кайри пӳрт алăкне хупсан, пăл, хăлхине алăк çумне тытса, савакан ыр çыннăн сассине симпыл пек çăтрĕ. Миххана пăхăнмасăр калаçнипе Микула ун умĕнче тата маттуртарах арçын пулса тăчĕ. Кайри пӳртре Микула пĕр-пĕчченех пулсан, Лукарье ним шухăшламасăр чупса тухса ăна ыталаса илĕччĕ. «Кайран хĕвел ан тухтăр!» Анчах упăшки те унпа пĕрли ăна сăнчăрпа кăкарнă пекех тытса чарчĕ. Çак самантра Михха килте пулнăшăн та çилленчĕ вăл. «Турăçăм, нивушлĕ урăх кураймастăп эпĕ ăна... Нивушлĕ манпала сăмах хушмасăрах тухса кайĕ? Пулăшсам, турăçăм. Çитес вырсарникун тата хаклăрах çурта лартăп», — хăй тĕллĕн пăшăлтатрĕ Лукарье. Çĕр çинчен сăмах таппатсан, унăн чĕри шартах сикрĕ. Ман упăшка выççине пĕлмест-ши вăл? Ун çинчен ма сăмах тапратрĕ-ши? Иккĕшĕ ятлаçса каяççĕ пулĕ тенĕччĕ. Ун вырăнне упăшки мирлешнĕ сасăпа сĕтел хушшине ларма сĕннине илтсен, Лукарье чĕри лаштах пулчĕ. Хăйне тухма чĕннине илтсен, тĕкĕр умне пырса васкавлăн тирпейленчĕ те ури çĕре тивнине туймасăр кайри пӳрте тухрĕ. Хавхаланăвне палăртасшăн мар никам çине те пăхмасăр:

— Мĕн тăвас? — тесе çепĕççĕн ыйтрĕ.

— Ку каччăиа палламастăп терĕн-и-ха эсĕ? Лукарье сисчĕвленчĕ: «Е кăмăлăмра мĕн пуррине пĕлчĕ пулсан? Вăлтмалла çеç ыйтмарĕ-шй?»

— Курсах кайман та — палламастăп!

— Палламастăн эппин?... — Михха йăхлатса кулçа ячĕ. — Ялти чи маттур каччăна палламастăн-и?

Лукарье юнлăн-хĕмлĕн пулса кайрĕ. Упăшки те ырласа калаçни хĕрарăм аскăнлăхне пушшех хускатрĕ. Çавăнтах упăшки умĕнче шанчăклă арăм пек курăнма майлă самант çитнине тавçăрса, ун çине хăюллăн пăхрĕ те:

— Маттур каччăсене паллама та кирлĕ мар. Эпĕ качча тухма хатĕрленекен хĕр мар! — терĕ.

— Юрĕ, юрĕ... — кулма чарăнса, арăмне лăплантарма тăрăшрĕ Михха. — Эпĕ сана кӳрентересшĕн каламастăп. Паллашăр, ку каччăн ячĕ Микула. Ĕлĕк эпир унпа пĕрле вĕреннĕ. Пĕрле улаха çӳренĕ. Çапла-и, Микула?

— Çапла пулас...

— Ун чухнехи пурнăç ытла та хаваслăччĕ çав!

— Хальхи пекех.

Юратнă каччă пырса аллине чăмăртасса кĕтнипе Лукарье чĕри ăшшăн та ыррăн вăркăшма тытăнчĕ. Анчах Микула çав-çавах вырăнтан хускалмарĕ. Вара Лукарье хăй именнине çĕнтерсе, Микулана хăюллăн алă пачĕ те çулăмлă куçĕсемпе ыталарĕ.

— Микула, салам!

— Салам...

Микула хисеплĕн те çепĕççĕн хуравлани Лукарье хăлхине кĕмерĕ. Вăл арçыннăн çирĕп алли, сыхланарах пулсан та, хыттăн чăмăртанине сисрĕ. Çав самантрах унăн юратакан каччă ытамĕнче ним юлмиччен ирĕлесси килчĕ. Микула туй чухне хăйне хур кӳнĕрен йăлтах улшăннă пек те туйăнчĕ. «Ман чĕрери кăмăл-шухăш ун чĕрине те тиврĕ пулмалла. Ахальтен-и куçĕсем çепĕççĕн пăхаççĕ?»

Микула, чăн та, Лукарье çине кăмăллăн пăхрĕ. Кунта вăл харкашӳран урах нимĕн те кĕтменччĕ. Вашаватлă йышăннине курсан, ашшĕн ĕмĕтне пурнăçлас шанăç çирĕпленнипе кăмăлĕ самантлăха улшăнчĕ.

— Вăт паллашрăр та... Ĕнтĕ ĕçме-çиме хатĕрле! Каччă чухнехи пурнăçа сума суса ĕçер-ха Микулапа, — терĕ арăмне Михха.

Такамран та хаклă хăнине кайри пӳлĕмре сăйламалла тени Лукарьене кӳрентерчĕ. Качча тухнăран пуçламăш хут упăшки каланă пек мар, хăйĕн кăмăлне кайнă пек тăвас шухăш пырса кĕчĕ.

— Михха, ытла култаратăн эсĕ! — терĕ вăл, сар çу пек ирĕлсе.

— Култаратăп? Мĕн туса? — тĕлĕнсе пăхрĕ Михха.

— Ара, хăвах шухăшла... Ку каччă эсĕ çамрăк чухнехи тус-йышу тесе паллаштартăн. Халь кайри пӳртре хăна ту-ма сĕнетĕн. Хаклă хăна валли пирĕн малти пӳртре те алăк каснă. Ун валли малти пӳртре сĕтел хушшинче те вырăн тупăнĕ.

Арăмĕ хăйне ирĕкрех тыткалани Михха кăмăлне каймарĕ пулсан та хирĕçлемерĕ. «Чăн та, хаклă хăна пек паллаштарнă хыççăн кайри пӳртре пăхма шутлани вырăнсăр тата ют çын умĕнче арăмпа харкашни пушшех аван мар».

— Тĕрĕс каларăн, Лукарье. Хаклă хăнашăн пирĕн малти пурт алăкĕ яланах уçă.

Лукарье нихçанхинчен те ытларах савăнчĕ. Хăйĕн кăмăлне килнĕ пек тума пултарнипе Микулана юратакан еркĕнĕ тăвас самант та çывхарнă пек туйăнчĕ. Вăл, ури çĕре тивнине туймасăр, сĕтел çине ĕçме-çиме хатĕрле пуçларĕ. Акă, ашпа тунă хуплу, панулми кукăлĕ, шăрттан, сӳтĕн, сушка, клентĕр, премĕк пырса хучĕ. Пулштух эрех, кăкшăмпа сăра пырса лартрĕ. Пурпĕрех сахал пек туйăнчĕ ăна. Çак самантра вал, май пулсан, мĕнпур пуянлăхне кăларса хурĕччĕ. Урăх ним хума вырăн юлманни тăна кĕртрĕ ăна.

— Сĕтел хушшине ларăр-ха ĕнтĕ! — вашаватлăн чĕнчĕ вăл.

Арăмĕ чаплă ĕçме-çиме хатĕрлени Михха кăмăлне те тивĕçтерчĕ. Анчах Микулана хăна тăвасшăннипе мар, хăй пуянлăхне кăтартса, Микула чунне пăшăрхантарма май килнĕрен.

— Ну, Микула, кил-ха, сĕтел хушшине ларар! — арăмĕ хутне кĕрсе сĕнчĕ Михха.

Хăйне вашаватлăн йышăнни Микулана йăлтах тĕлĕнтерчĕ. Тем тесен те куна курассăн сунманччĕ вăл. Килĕнчи лару-тăру ĕлĕкхи пекех тикĕс пулсан, Михха тус-йышлă этемне ĕненсе, çав самантрах сĕтел хушшине ларĕччĕ. Кил-çуртне тĕп туни, ашшĕ каласа панисем чĕрине вут çинчи пек çунтарни çухалма памарĕç. Хура чунлă этемпе пĕр куркаран сăра ĕçни амăшĕн ятне яни, ашшĕне хур кӳни пек туйăнчĕ.

Микула ним те шарламарĕ, çакă Лукарьене çуйлантарчĕ. Хĕрарăмăн туйăмлă чĕри каччă кăмăллă маррине сисрĕ. Çав вăхăтрах упăшки хăйне парăнман çынна тӳсейменнипе тилĕресрен те хăрарĕ. Тем пулсан та хирĕçсе кайма парас мар шутпа упăшкине куçран пăхса илчĕ те Микула енне çаврăнчĕ.

— Ара, ма лармастăн? Кунашкал хăяймасан, авланнă чухне мĕн курăн. Хăтана кайсан хĕр памĕç. Хăюллă пулас пулать. Хăюллă качча хĕрсем те юратаççĕ! — ачашшăн кулса каларĕ вăл.

Арăмĕн сăмахĕсем Миххана килĕшрĕç. Вăл кулни ăна та хаваслантарчĕ.

— Ельпох та ман арăм тĕрĕс каларĕ. Кунашкал хăюсăрлансан никам та хĕр парас çук сана! Ман патăмра именни пушшех килĕшӳсĕр. Кил, лар!

Çамрăк хĕрарăм тăрăхласарах калаçни Микулан мăнаçлăхне тиврĕ. Вăл, хăюлăхне кăтартасшăн сĕтел хушшине ларма та шут тытрĕ. Миххана çав-çавах курайманни чарчĕ. Çакăнпа пĕрлех, шарламасăр тăни те аван маррине пĕлсе:

— Сĕтел хушшине чĕннĕшĕн тавтапуç, анчах хăна пул-ма вăхăт çук., Хам та каç çеç таврăннă та, аттепе те тăраниччен калаçман. Вăл кĕтет мана! — терĕ.

Упăшки хута кĕрсе калаçни Лукарьене татах хăюлан-тарчĕ. Вăл Микула кăмăлне йăлтах хăй майлă çавăрас-шăн хушса хучĕ:

— И-и... Сăлтав çукран сăлтав тупса тăратăн! Аçу тармĕ-ха! Унпа калаçма ĕлкĕрĕн!

— Паянах баржа çине каймастăн пулĕ те?.. — арăмĕ хутне кĕрсе шӳтлерĕ Михха.

— Паянах мар-ха...

— Апла тесен мĕн çĕнĕ çын пек турткаланса тăратăн? Лар тенĕ-тĕк лар эсĕ! — Ĕнтĕ сĕнсе çеç мар, сассине хăпартсарах хушрĕ Михха.

Миххан кăмăлĕ улшăннине сисрĕ Микула. Ун куçĕнче хура мĕлкесем ялкăшма пуçласан мĕн пуласса чухлать вăл. Кун пек чухне Михха кампа та пулин çапăçмасăр ирттермест. Микула кунта тухса килнĕ чухне ашшĕ астутарса янисене тата мĕн ĕçпе килнине аса илчĕ те кăмăлне улăш-тарчĕ.

— Юрĕ эппин, — килĕшсе сăмах хушрĕ вăл. — Çăкăр-тăвартан аслă пулма хушман ваттисем...

— Ку питех те тĕрĕс! Паçăрах çапла каламалла, ― мирлешнĕ пек пулчĕ Михха.

Микула, алса тулĕсене пиçиххи хушшине хĕстерсе, сĕтел пуçĕнчи сак çине пырса ларчĕ. Çĕлĕкне хăйпе юнашар сак çине хывса хучĕ.

Лукарье çав самантрах Микула çĕлĕкне илсе йăрхаха çакрĕ те Миххапа юнашар пырса ларчĕ.

Михха эрех тултарнă май куçне-пуçне выляткаласа илчĕ:

— Ну, Микула, ку черккене каччă чухнехине, улахсенче пĕрле пулнисене аса илсе ĕçĕпĕр!

Лукарье кăмăлсăрланчĕ. Михха каччă чухнехи çинчен сăмах тапратни хăйне шутламан пек туйăнчĕ ăна.

— Кай, ― вечĕрхеннĕрех сасăпа сăмах хушрĕ вăл, — ун чухнехипе лăпăртатса ларма каччă-и-мĕн эсĕ? Е арлă-арăмлă пурнăç йăлăхтарса çитерчĕ-и?

Михха хаваслăн кулса ячĕ.

— Кӳрентĕн мар-и? Мĕншĕн? Эсĕ те хĕр чухнехине аса илме пултаратăн!

— Ман хĕр чухнехи çинчен сăмах хускатма кай юлашкисем çук.

— Калаç, калаç! Хĕрпе каччă чухнехине аса илмелле марах этемсем мар эпир. Çапла-и, Микула? — куçне хĕсерех кулса илчĕ Михха.

Упăшкипе арăмĕ хушшинче пыракан халап Микулашăн кулăшла туйăнчĕ. Анчах пĕрин хутне кĕрсе теприне çиллентересшĕн пулмарĕ:

— Тем каламалла çав...

— Ельпох та, Микула, — хăйĕн шухăшне ĕнентерме тăрăшрĕ Михха. — Авлансан ман сăмахсене хăвах аса илĕн. Каччă чухнехи пурнăçа нихçан та манас çук. Тав сана!

Михха черккери эрехе янк! çеç тутарчĕ. Арăмĕ тултарса хатĕрленĕ сăрана ĕçсе сывлăшне çавăрсан, эрех тултарса Микулана пачĕ:

— Ман арăма тав туса ĕç!

Лукарье кăмăлĕ халь вĕçсе каяс пек çунатланчĕ. Чĕри хаваслăн та хăвăрттăн тапма тытăнчĕ. Савнă каччипе тав курки ĕçме тивессе тĕлĕкре те курман вĕт.

— Тав сана!

Лукарьен чĕри кĕрхи çулçă пек чĕтренсе илчĕ. Самантлăха вăл, хăй мĕн тăвасса та асăрхаймасăр, йăлтăркка куçĕсене Микула çине тĕллерĕ. Ана пĕр кашăкпа çăтса ярас пек ăмсанса:

— Сав мана! — терĕ. Çав вăхăтрах тăна та кĕчĕ. Арăмĕн кăмăлĕнче мĕн пуррине курма май килсен, Михха ухмаха ерĕччĕ. Кашкăр пулса арăмĕ çине сиксе ларĕччĕ те пуç тирне сĕвсе антарĕччĕ. Анчах этемĕн кăмăлĕ сĕм вăрман тесе ахальтен каламан. Çав сăмах аскăн хĕрарăмăн кăмăлĕ пирки пушшех те тĕрĕс. Аскăн хĕрарăмăн кăмăлĕ сĕм вăрман çеç мар, тĕпсĕр çыр та. Вăл упăшкине улталанăçемĕн йăпăлккарах, хăйĕнчен тӳрĕ хĕрарăм тĕнчере те çук пек курăнма тăрăшать.

Лукарье те çавах. Хăйне алла илсе кăштах лăпланма ĕлкĕрсен, вăл упăшки çине хăйма вăрлас кушак пек пăхса илчĕ. Ачашланса çумарах çыпçăнчĕ. Хăйĕн мĕнпур шухăшĕ Микула çинче. Качча тухнă чух туй пынă хушăра, сăра пама пырсан, Микула йĕлпĕрсе кулнине аса илчĕ те çуй-ланчĕ: «Е каллех ман алăри сăрана ĕçмесен? Çук, çук! Халь ĕçмесĕр тăма пултараймĕ. Халь йăлтах урăх шут!» — Хăйне хăй йăпатса тепĕр шухăш çине куçрĕ: «Паянхи кун тĕл пуласса ма малтанах пĕлмен-ши эпĕ? Ваçухха аппа патне кайса пуç çавăрттарăттăм та ĕмĕр хама пăхăнса пурăнмалла тăвăттăм».

Микула, Лукарье кăмăлне асăрхамасăр, эрехе иккĕ-виççĕ сыпсан, черккине каялла пама тăчĕ.

— Мĕн айкашатăн эсĕ? — черккине тытмарĕ Михха.

— Кăмăл пур таран ĕçрĕм. Урăх сĕнмесен те пырĕ. Лукарье пĕр вĕриленсе, пĕр сивĕнсе кайрĕ. Микула каллех йĕлпĕрнĕн туйăнчĕ ăна. Тӳсеймерĕ вăл, ӳпкелешсе илчĕ:

— Мана хисеплемест. Çавăнпа/ тав куркине тиркет.

— Ельпох та, Микула! — Арăмĕ мĕн шухăшланине сисмесĕр ахăлтатрĕ Михха. — Хăвна вунçичĕ çулхи хĕр пекех тыткалатăн. Пĕр черкке эрех ĕçейместĕн. Арăм та кӳренме пултарать.

— Паллах, кӳренетĕп, — сăмах хушма васкарĕ Лукарье. Упăшки хăй хутне кĕнипе усă курса; — Мана хисеплетĕн пулсан, ĕçсе пар-ха тĕппипе! — терĕ.

Микула, юлашкинчен килĕшсе, тĕппипе ĕçсе ячĕ.

— Кунашкал вăт, бурлакла! Ельпох калатăп, тĕппипе ĕçекене чунтан юрататăп. Мĕншĕн тесен ― хам бурлак. Эрех ĕçмен бурлак — бурлак мар, çӳрме!

Лукарье сăра тултарнă куркине Микула енне кăнтарчĕ те, сăлтава пула упăшки сăнасран хăрамасăр, Микулана куçран пăхрĕ.

— Кил-ха, сăра ĕç! Микула сăра куркине тытса:

— Тавсье! — терĕ.

— Тавах та, курман! — хаваслăн хуравларĕ Лукарье. Микула малтанах эрех çунтарнине сӳнтермеллĕхне хăвăрттăн сыпрĕ. Эрех çунтарни иртсен, пыл-сăра пылакне тутанса ĕçрĕ.

Лукарье, сăра куркине Микула аллинчен илсе лартсан, çимĕçĕсене ун умнелле купаларĕ:

— Ĕнтĕ çи-ха!

— Çиес тесен, пурте умра, — нихăш çимĕçне тытма хăяймасăр каларĕ Микула. Пуянсем мĕнле пурăнни çинчен калаçнине нумай илтнĕ вăл, сĕтел çинче пĕр труках кунашкал апат-çимĕç пулма пултарассине тĕлĕкре те кур ман.

Михха эрех тултарса арăмне пачĕ.

Лукарье, хушпу çинчи кĕмĕлĕсене чăнкăртаттарса, ура çине тăчĕ. Хăйне сăваплăн тыткаласа, турăш енне çаврăнса сăхсăхрĕ. Унтан, упăшкине парăннăн курăнма тăрăшса, куç айĕн Микула çине ăмсанса пăхрĕ те:

— Эсир каччă чухнехине аса илсе ĕçрĕр, манăн мĕне аса илсе ĕçес-ши? — терĕ.

— Эсĕ те хĕр чухнехине аса илсе ĕç! — сĕнчĕ Михха.

— Çук, — упăшкипе килĕшмен пек пулчĕ Лукарье. ― Хĕр чухнехи пурнăçа аса илесшĕн мар эпĕ. Ман ăраскалăм мăшăрăмпа тăп-тулли телейлĕ.

Михха рехетлĕн сывласа илчĕ. Арăмĕ ырлани ун кăмăлне килĕшрĕ.

— Пĕлетĕр-и эпĕ мĕншĕн ĕçнине? — Икĕ арçынĕ те тавçăрса илейменнине сиссе, Лукарье малалла каларĕ: — Эпĕ Микулана, кăçал авланса, пирĕн пекех телейлĕ пурнăçпа пурăнма сĕнсе ĕçетĕп! — Хăй çавăнтах: — «Турăçăм, ку каччă чĕрине ман майлă çавăрсамччĕ», ― тесе шухăшласа сăхсăхрĕ.

Арăмĕн сăмахĕсем Михха кăмăлне татах çĕклерĕç.

— Лукарье тĕрĕсех каларĕ вĕт, э? Кăçал авланасах пулать сан. Мăшăрпа пурăнма çав тери аван! Акă, пăх! — пуçне сĕлтсе илчĕ те Лукарьепе вылякалама хăтланчĕ Михха.

— Кай, ан ашкăн-ха эсĕ... Çын умĕнче май пултăр! —

Михха ытамĕнчен вĕçерĕнесшĕн хиркеленчĕ Лукарье. Çавăнтах Микула пурнăçĕ çинчен вăлтса пĕлес шухăш пырса кĕчĕ ăна: — Авланасса авланĕ те-ха... Хĕрĕн тĕлĕ пур-ши?

Микула чĕри ыррăн вăркăшса тапма тытăнчĕ. Вăл савнине аса илчĕ. Анчах кăмăлĕнче мĕн пуррине пĕлтересшĕн мар:

— Тĕлĕ çук çав, — терĕ.

Микула ыхлаçлă каланине питех ĕненмерĕ пулсан та, Лукарье хавасланчĕ: «Хĕрĕ çук каччăна çавăрма çăмăлрах!»

Михха арăмĕн кăмăлне пăсрĕ:

— Ман умра суйса ан лар! Сан тĕллесе хунă хĕр пуррипе çуккине лайăх пĕлетĕп! — терĕ вăл Микулана.

Лукарье чĕри картах турĕ. Çавăнтах, хăй кĕвĕçнине туйса, тăшманĕ камне пĕлме шут тытрĕ:

— Хĕрĕ кам-ши? Мана каласа пама кăмăл тумăр-ши?

— Мĕн каламалла марри пултăр унта! Анаткасри Сантăра пĕлетĕн-и?

Лукарье кăштах шухăшласа ларсан аса илчĕ:

— Пĕлетĕп. Вара?

— Вара Микулан чун савнийĕ çав Сантăрăн хĕрĕ — Анук ĕнтĕ.

Савни ятне илтсен, Микула чĕри çемçелчĕ. Ун çинчен каласа парас шухăш та пырса кĕчĕ. Анчах ăстăнĕ тытса чарчĕ.

— Хĕрĕн хĕрĕх тус теççĕ!

Лукарьен ăшне пăр кĕрсе ӳкрĕ. Микулан чун савнă хĕрĕ пуррине йăлтах ĕненчĕ. «Ак мĕншĕн ман çине пăхасшăн мар вăл! Анчах хĕрĕ кам терĕ çав? Анук терĕ мар-и? Паллатăп-ши эп ăна?.. Çапла... Вăйăра ташă пуçарса панине курнăччĕ». — Кĕвĕçсе те тарăхса шухăшланăçемĕн Лукарье палланă-палламан хĕре курайми пулчĕ.

— Хĕрĕн хĕрĕх тус текелесе тӳр сăмахран пăрăнса ан лар. Анукăн хĕрĕх тус çуккине лайăх пĕлетĕп. Чăн та, авланас тесен, хăтана иксĕмĕр кайăпăр. Ельпох калатăп, эпĕ хăтана кайсан, качча пыман хĕр пулас çук. Туйнĕ арăмпа иксĕмĕр те пырăпăр, Четвĕрт эрехне, витре пыл сăрапа! — терĕ Михха.

Ун сăмахĕсем Микулана кӳрентерчĕç. Хăйне шутламан пек туйăнчĕ ăна. «Авланас тесен, сансăр пуçне те хĕр парĕç-ха», — тесе шухăшларĕ хăй ăшĕнче.

— Ырă суннăшăн тавтапуç, Михха. Авланасси патне çитсен, хаваслансах сан ырă кăмăлупа усă курма тăрăшăп... Халех авланас теместĕп-ха эпĕ...

Ют çынсем унăн чĕринчи ырă туйăмĕ çинчен калаçни Микулана йăлăхтарса çитерчĕ. Вăл ку сăмаха пĕтересшĕн пит-куçне пĕркелерĕ те:

— Мĕншĕн авланмастăп-и?.. Ĕмĕр тăршшĕпе пĕрре кăна авланмалла. Ма пуçа çыхма васкас? Пĕр çыхăнсан — сӳтме çук. Эп халь хурт-хăмăр пек! Ăçта пыл ытларах, çав чечеке суйлама пултаратăп. Авлансан çук вара... Çунатсене çыхса яраççĕ, — терĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 ... 15