Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ


I

Ыран Михаил Архангел кунĕ тенĕ чухне, вăхăт каç енне сулăнсан, Энĕшкасси ялĕн пус хапхи патне икĕ çамрăк çын пырса çитрĕç. Тумĕсенчен пăхсан, вĕсен хушшинче уйрăмлăхах çук. Çийĕсенче иккĕшин те килте тĕртсе тунă кивĕрех пустав пиншак, пуçĕсенче çыхса тунă шӳреке тӳпеллĕ кивĕ çĕлĕк. Шурă пиртен çĕленĕ йĕмĕсем сăмалапа вараланнă та хура шăлавар тĕслех курăнаççĕ. Урисенче — çăм тăлапа çăпата. Çурăмĕсем хыçĕнче тулли кутамккасем.

Пĕвĕ-сийĕсене, сăн-сăпачĕсене пăхсан çеç иккĕшин хушшинче пысăк уйрăмлăх пурри курăнать. Сылтăм енче утса пыраканĕ çамрăк, яштака пӳллĕ. Пичĕ-куçĕ çаврака, сăмси кăштах шĕвĕркке, хура куçĕсем çивĕч те ăшшăн пăхаççĕ. Кăчăл тапса тухнă мăйăхĕ унăн илемлĕ сăн-сăпатне тата маттуртарах кăтартать.

Тепĕр çамрăкĕ лутрарах та сарлака хул-çурăмлă, тăрăхларах сăн-питлĕ, сăмси пуклакрах, куçĕсем çутă та чее пăхаççĕ.

Пус хапхинчен кĕрсен, малтанах шут туса хунă пек, иккĕшĕ те пĕр харăс чарăнса тăчĕç. Пуçласа ӳкнĕ çемçе юрпа капăрланнă ял вĕсене çитĕннĕ хĕр пĕркенчĕкпе юсанса, савнă каччине кĕтнĕ пек, кĕтсе илчĕ.

Çуралнă çĕршывăм! Тăван ял! Санăн лапсака туратлă йăмрусем, кăтра пуçлă хурăнусен сулхăнĕнче, çу вăхăтĕнче кавир пек çемçе сарăлса выртакан курăк çинче çара уран çӳресе, хĕл кунĕсенче пĕчĕк çунашкапа е конькипе çил-тăман кăларса сăртран çырма хĕрнелле вĕçсе ӳснĕ этемшĕн ытла та хаклă эсĕ! Кирек ăçта кайсан та ху еннеллех илĕртетĕн!

Кам кĕтмен пуль кунта икĕ çамрăк çынна! Ашшĕ-амăшĕсем, тăванĕсем, тус-йышĕсем, тен, чун савнисем те...

Икĕ çамрăк çуралнă ялне çитнĕ май, савăнăçлă аса-илӳсене путса самай вăхăт хушши ним шарламасăр утрĕç.

— Аранах çитрĕмĕр! ―хумханса саса пачĕ юлашкинчен яштака çамрăкĕ, Микулай.

— Аранах çитрĕмĕр! ― юлташĕ пекех хумханса каларĕ тепĕр çамрăкĕ, Ваçли.

Микулайпа Ваçлие ―Çтаппанпа Макçăм ывăлĕсене ― юлашки рейс ытла та йывăр килчĕ. Баржине вăйсăр пăрахут туртнипе Царицынран Рыбинск хулине вĕсем уйăх çурă кайнă. Кĕр йĕпе-сапа килнипе вĕсене час-часах чĕреслетсе çăвакан çумăр айĕнче хӳре тытса пыма лекнĕ. Пĕр хут шӳнĕ тумтирĕсене типĕтме ĕлкĕреймен, каллех çумăр айне тухма тивнĕ. Çитменнине, баржа çинче мунча кĕме, тумтирĕсене çакса ăшалама май та пулмарĕ. Хуласен тĕлĕнче те, апат-çимĕç тухса илме ĕлкĕрмелĕх çеç чарăнса тăчĕç.

— Ыран Михаил Архангел кунĕ тесе, паян икĕ килĕнчен пĕринче мунча хутнах ĕнтĕ. Хамăр калашле, сирĕн хутнă пулсан, эсĕ килсе калатăн. Пирĕн хутнă пулсан, эпĕ пырса систерĕп е Уçкана ярса чĕнтерĕп, ―терĕ Ваçли.

— Юрĕ, çапла тăвăпăр! ―килĕшрĕ Микула.

Вăл малалла утрĕ. Акă ватă йăмра та курăна пуçларĕ. Микула чĕри сиксе тухас пек тапма тытăнчĕ. Вăл хăвăртрах çитсе ашшĕ-амăшĕпе чĕререн калаçасшăн. Ав картиш алăкĕ. Тăван пӳрт те курăнса кайрĕ. Анчах лаç ăçта?.. Мĕншĕн сарай çук?.. Кĕлет те курăнмасть?.. Микулан куçĕ умне мĕн ачаранпа курма вĕреннĕ хуралтăсем вырăнне çара вырăн тухса тăчĕ те, вăл ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайрĕ. «Мĕн пулса иртнĕ кунта? Нивушлĕ вут-кăвар... Çунса пĕтеймен пĕренесем е кăмрăк купи те пулин юлмалла-çке? Юр тарăнах мар-çке, пытарма ĕлкĕреймен. Вăрăсем çаратса кайман пуль те? Çук, вăрăсем пушă стенасене тивмелле мар. Апла тесен, мĕн пулса иртнĕ-ха кунта?» Микула пуçне сасартăк тата хăрушăрах шухăш пырса кĕчĕ. «Турă çырлахтăр, аттепе анне вилмен-и? Ахаль мĕнле майпа çак териех çаралнă вĕсем? Пӳрте кĕрсе, ашшĕ-амăшĕнчен мĕн юлнине пĕлес тесе вăл картиш алăкĕ урлă каçрĕ те çенĕк патне тайкаланса пычĕ. Алăк чĕриклетсе уçăлчĕ. Ку сасса манайман пулин те, Микулай чĕри шартах сикрĕ. Вăл йывăррăн утăмласа çенĕке кĕчĕ, пир тĕртекен станпа сӳреке ларнине курчĕ. Лара çинче ала, савуксем, валашка тата кĕтесре катка-пичке выртнине асăрхарĕ. Микулана тинех чун кĕчĕ пек пулчĕ... Пурăнакан килте çеç япаласем çакăн пек тирпейлĕ тăма пултараççĕ. Вăл пӳрт алăкне хуллен уçрĕ те ăна хирĕç ăшă сывлăш тапса тухрĕ. Микулан тата ытларах чун чĕрĕлчĕ. «Кунашкал ăшă сывлăш та пурăнакан пӳрт-ре çеç пулма пултарать!» Микула пӳрте кĕрсе тăчĕ. Тĕпелти сарлака сак умĕнчи каска пуканĕ çинче, çурăмне алăк еннелле туса, арçын çăпата тирсе ларать.

Пӳрте çын кĕнине Çтаппан та илтрĕ. Вăл çаврăнса пăхрĕ. Çавăнтах ывăлне палласа илсе, ура çине сиксе тăчĕ. Тирме пуçланă çăпати аллинчен тухса ӳкрĕ.

Ку тĕлпулу чипер вăхăтра пулнă пулсан, ашшĕпе ывăлĕ савăнсах ыталанĕччĕç. Халь вĕсене çак савăнăçран хуйхă уйăрса тăчĕ.

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ― ассăн сывласа ячĕ Çтаппан. ― Мĕншĕн алăк патĕнчех тăратăн, ывăлăм? Хывăн та тĕпелелле ирт...

Тăван ашшĕн сассине илтсен, Микулан чĕлхи те уçăлчĕ. Вăл пуçĕпе кил хушши еннелле сулса кăтартрĕ:

— Атте, мĕн пулнă унта?

— Ун çинчен кайран калаçăпăр. Халь хывăн та тĕпелелле ирт...

Микула, мĕн пĕчĕкрен ашшĕ хушнине пăхăнса пурăнма хăнăхнăскер, тепĕр хут тĕпчеме хăймарĕ. Кутамккине хывса тенкел çине хучĕ. Пиншакĕпе çĕлĕкне путмар çинелле пăрахрĕ. Кастарнă çӳçне ывăç тупанĕпе сăтăрса, ашшĕ патнелле утрĕ. Çтаппан ывăлне темĕнле кăнттамăн ыталаса илчĕ, пĕчĕк чухнехи пек пуçĕнчен саврĕ:

— Хаклă ывăлăм... Манăн пĕртен-пĕр савăнăçăм... Ашшĕн вĕри куççуль тумламĕсем питçăмартине пĕçертнине туйсан, Микула хăй те аран макăрмасăр чăтрĕ.

— Атте, мĕн пулчĕ сана? Ма макăратăн?

— Ку куççуль — савăнăç куççулĕ, ачам, эпĕ сана çав тери кĕтнĕ вĕт. Кĕтсе илтĕм те — чĕре тӳсеймерĕ... Ура çинче ан тăр, ачам... Çул çинче ывăннă та пулĕ. Пыр, сĕтел хушшине лар. Эпĕ халех чей вĕретĕп...

Микула сĕтел пуçне пырса ларчĕ. Ашшĕн çипуçĕнче, пӳрт ăшчиккинче вăл хăй ĕçе кайнă чухнехинчен улшăнусем пулнинех туймарĕ. Тирпейлĕ çӳреме хăнăхнă ашшĕ, яланхи пекех, тап-таса. Кăшăлласа каснă çӳçĕ те яка выртать. Сĕтел, путмар хăмисем, саксем, урай сарă сăрпа сăрланăн туйăнаççĕ. Вĕсене халĕ те кашни кунах хыраççĕ пулмалла. Кун пек тирпейлĕхпе тасалăха амăшĕ çеç тытма пултарать çав.

— Атте, чей вĕретме ма çав териех васкатăн? Ĕлкĕрĕпĕр-ха. Анне таврăнсан вĕретсе парĕ.

Ывăлĕ çапла каласса Çтаппан кĕтсех тăнăччĕ. Арăмĕ вилнĕренпе самай вăхăт иртнĕ пулин те, унăн чĕри пĕр самантлăха та ыратма чарăнман. Вăл хăйĕн суранĕсене хăнăхнипе çеç асапне туйми пулнă. Халь ак, ывăлĕ аса илтерсен, çав сурансем çĕнĕрен ыратма тытăнчĕç. Пыра темле кумкка пырса капланчĕ.

— Аннӳ... текех таврăнас çук ĕнтĕ, пирĕнпе пурăнасшăн пулмарĕ вăл — терĕ Çтаппан аран тухакан сассипе, пуçне тата ытларах усрĕ.

Микула çанçурăмĕ çине сивĕ тар тапса тухрĕ.

— Мĕн?.. Анне?!

— Çапла, аннӳ... вилчĕ.

— Пулма пултараймасть! Мĕнле майпа? Хăçан?..

— Çĕре кĕни тăватă уйăх çитрĕ ĕнтĕ. Сана... пил парса хăварчĕ... ― Малалла калаймарĕ Çтаппан, тăвăлса тухнă куççулĕ сапăнтарса ячĕ.

Пӳрт пуçхĕрлĕ çаврăна пуçларĕ. Çанçурăмне вут-кăвар пек çунтарма тытăннă хуйăхне тӳсеймесĕр Микула çенĕке чупса тухрĕ. Кунта, алăк янахĕ çине таянса, пĕчĕк чухнехи пек ĕсĕклесе макăрчĕ. «Анне... ăçта эсĕ?.. Анне...» ― çунса тухакан сассипе пăшăлтатрĕ вăл. Çав самантрах унăн куçĕ умне иртнĕ пурнăçĕ, вăл малтанхи хут астума пуçланăран, ĕçе ăсатнă кун таранчченех, тухса тăчĕ. Ăшпиллĕ амăшĕ ăна нихçан сив сăмах каласа курман. Ĕçе тухса кайнă чухне ăна турăш кĕтесĕ енне пăхтарса чĕркуçлентерчĕ. Кĕтесри тураша илсе Микулан пуçĕ çине хучĕ те: «Çӳренĕ çĕрте сиплĕх пултăр сана, ачам... Тур папай упратăр... сывлăх патăр», ― тесе пиллерĕ. Унтан турăша вырăнне хурса: «Çул çӳренĕ çĕрте чипер пурăнма тăрăш. Усал çынсемпе ан явăç. Çын мулне хапсăнакансемпе тус-йышлă ан пул. Хăвăнтан ваттисемпе ан хураллаш. Тантăшсем умĕнче сăмсуна ан каçăрт. Картла ан выля. Эрех ан ĕç. Тумтир тума, апат-çимĕç валли укçана ан шелле. Пĕр пусран икĕ пус тума тăрăш», ―тесе ăсатрĕ. Микула тăван ялĕнчен, тăван килĕнчен инçетре çичĕ уйăх хушши амăшĕ вĕрентнисене чĕрере тытса пурăнчĕ. Таврăнсан ăна савăнтарма ĕмĕтленчĕ. Анчах амăшĕ вăхăтсăр вилни унăн ырă та таса ĕмĕчĕсене касса пăрахрĕ. «Анне... анне...»

Микула çенĕкре хăй мĕн вăхăт тăнине сисмерĕ, сивĕпе алли-урисем кӳпчеме пуçланине те туймарĕ. Анчах куççуль çăл шывĕ мар, хăçан та пулин типетех. Микула та куççулĕ юхса пĕтсен ыратни кăштах лăпланнине туйрĕ те ашшĕ çинчен аса илчĕ. Куççульне кĕпе çаннипе шăлса, пӳрте кĕчĕ.

Çтаппан та кăмăлне хытарма ĕлкĕрнĕ, ывăлне лăпкăн кĕтсе илчĕ, ăна йăпатма тăрăшрĕ.

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ачам... Ытла та пысăк инкек килсе çапрĕ пире. Эпир иксĕмĕр хамăрăн пурнăçра чи хаклине — сан аннӳне ―çухатрăмăр. Пӳлĕхçеме çавнашкал кирлĕ пулчĕ-и тен. Çапах пуçа çухатар мар. Вилнĕ çынпа юнашар тупăка кĕрсе выртма çук. Пирĕн пурăнасси çинчен шухăшламалла.

— Анне сывмарри çинчен те пулин пĕлтермеллеччĕ мана. Каçарттарма та пулин килнĕ пулăттăм.

— Ун çинчен тем чул та шухăшларăм та, эсĕ ăçтарах çӳренине пĕлеймерĕмĕр-çке...

Микула тутине татса илес пек çыртрĕ. Вăл, хут пĕлекенскер, çу каçиччен те киле пĕр çыру ямарĕ. Тĕрĕсех, ялта хут пĕлекен тата Михха çеç. Микула хăйĕн çырăвĕсене ют çынна вулаттарасшăн пулмарĕ. Анчах халь ытла та пысăк хуйхă-суйхă пусарса ӳкернипе çыру ярса пĕлтерменшĕн хăйне хăй тарăхса ӳпкелерĕ Микула.

— ...тата сывалĕ те, сан чĕрӳне хускатни ахаль пулĕ тесе шутларăм. Тен, çаплах та пулĕччĕ...

— Вара?.. ― васкатрĕ Микула. ―Атте, эсĕ манран темĕн пытарасшăн. Ан хăра, пĕтĕмпех каласа пар. Эпĕ пурне те итлеме хатĕр... Мĕн пулса иртнĕ килте? Мĕншĕн анне çав тери хăвăрт вилчĕ?

Çтаппан каска пукан çине ларчĕ те калама пуçларĕ. Васкамасăр, шухăшласа калаçрĕ.

Микула пĕр сăмахне çĕре ӳкермесĕр итлерĕ. Куççулĕ типнипе амăшĕ мĕнле вилни тĕлне çитсен те макăрмарĕ. Çтаппан каласа пĕтерчĕ. Микула çав-çавах хускалмасăр ларчĕ. Шухăшĕсем инçете-инçете вĕçрĕç. Вăл çулта çӳренĕ чухне курни-илтнисене аса илчĕ. «Пурнăç пур çĕрте те Энĕшкассинчи пекех-мĕн. Пуянсен аллинче пăрахутсем, баржăсем, заводсем, хапрăксем, пысăк çурт-йĕрсем. Вĕсем пылпа çу çинче ишеççĕ. Ыттисем хĕн-хур айĕнче, выçлăн-тутлăн пурăнаççĕ. Пуянсем пурте, Михха пекех, чухăнсенчен мăшкăлласа кулаççĕ. Ма çакнашкал-ши вăл пурнăç?»

— Атте, мĕншĕн пĕрисем пуян пурăнаççĕ, теприсем чухăн? Мĕншĕн пĕрисем телейлĕ, теприсем телейсĕр?

— Пӳлĕхçĕн ирĕкĕ çавнашкал пуль, ачам. Вăл кашнинех хăйне тивĕçлине парать.

— Апла тесен, мĕншĕн-ха Миххана нимле инкек те тивмест? Вăл туман усал ĕç çĕр çинче мĕн пур-ши? Çав Сехмете пула пирĕн хуçалăх саланнă, анне вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Турă ăçта пулнă çав вăхăтра? Мĕншĕн çав ирсĕрĕн вараланчăк аллине тытса чарман?

Ывăлĕн сăмахĕсем тĕрĕссине туйрĕ Çтаппан, туйрĕ те... анчах тура çинчен ытла хăюллăн калаçни кăмăлне килмерĕ.

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Микула. Вăл пурне те курать, пурне те пĕлет те — вăхăт çитмесĕр каламасть. Миххан ашшĕ те ывăлĕ пекех сехметчĕ. Каскăн йытă пек хăйне валли ют çĕршывра вилĕм тупрĕ. Ĕмĕр сакки сарлака, ачам, Михха та пуçне ăçта çухатасси паллă мар-ха, Микула парăнасшăн пулмарĕ:

— Эпĕ нимĕн те ытлашши каламарăм, атте. Хĕн-хур айĕнче асапланса пурăнакансем эпир çеç мар. Çу каçиччен эпĕ нумай хуласенче пулса куртăм, тĕрлĕ халăхпа тĕл пултăм. Пур çĕрте те çавах! Пĕрисем тӳсмелле мар йывăр ĕçпе суха хăми пек авăннă. Теприсем ырлăхпа савăнса каçăрăлнă. Пурнăçра мĕншĕн çавнашкал-ши, атте?

Ун пирки Çтаппан та нумай шухăшланă, тупсăмне çеç ниепле те тупайман. Халĕ те, урăх ним калама аптраса, турă çине ячĕ.

— Пӳлĕхçĕ ĕçне никам та пĕлме пултараймасть. Çĕр çинче тĕрĕсмарлăх пур пулсан, пӳлĕхçĕме çавнашкал кирлĕ пулĕ. Унăн ĕçне тишкерме эпир тивĕçлĕ мар,

Кун çинчен ашшĕпе калаçни халь ним усă та парас çуккине сисрĕ Микула. Пăлханса кайнă чĕри çеç килĕшесшĕн пулмарĕ, çапăçăва чĕнчĕ. Анчах мĕнле çапăçăва? Мĕн туса тавăрмалла Миххана? Микула Атăл таврашĕнчи халăхсене асăнчĕ, вĕсен юррисенче пурăнакан паттăра аса илчĕ те, унăн хăйĕн те çав паттăр пек пулас килчĕ. Вара Миххана, уретнике, земски начальнике тавăрма май пулĕччĕ...

— Ку çапла пулĕ те, атте... Вăл ĕлĕк... Атăл çинче пĕр паттăр пулни çинчен калаçаççĕ. Вăл чухăнсене хисепленĕ, çĕр улпучĕсемпе хуçасене пĕтернĕ, тет.

— Кирлĕ мара калаçатăн, ачам, ― ывăлĕн ăраскалне те инкек çапса хуçасран хăраса пăшăлтатрĕ Çтаппан.

Микула ăнланмарĕ ăна. Ку шухăшсем ун пуçĕнче ытла та çирĕп-мĕн.

— Кирлĕ марри çук унта, атте. Эпĕ чăн пулса иртни çинчен каларăм. Вăл та сан ятлах пулнă теççĕ.

— Çтаппан ятлă-и?

— Ийя. Çтаппан Разин ятлă пулнă. Ун çинчен Атăл тăршшĕпе калаçаççĕ. Таçта анатра йăлăм енче пĕр сăрт пур, тет. Çав сăрт çине çав паттăрсăр пуçне никам та хăпарса курман, тет. Çав сăрта Разин сăрчĕ теççĕ, тет. Ун çинчен те юрă пур. Ăна эпĕ хам та юрласа курнă...

Çтаппан тарăннăн сывласа ячĕ. Ывăлĕ каласа панисем ун чĕрине те ăшăта пуçларĕç.

— Халĕ ăçта вăл, çав паттăр?

— Халĕ çук вăл, атте. Патша хушнипе унăн пуçне касса татнă, тет...

Çакна илтсен, Çтаппан чĕри çумĕнчи тăванне çухатнă пекех туя пуçларĕ.

— Шел... Пӳлĕхçĕм çырлахтар, асатте каласа панăччĕ... Ĕлĕк пирĕн çĕршыв урлă та Пăкач паттăр каçса кайнă, тет. Вăл та пуянсене пĕтернĕ, чухăнсемпе тус-йышлă пулнă, тет. Унăн пуçне те... ― «патша хушнипе каснă» теме тытăннă Çтаппан сасартăк шăп пулчĕ... Пурлăхне те патша ячĕпе туртса илчĕç-çке. Пур çĕрте те патша!.. Хăйĕнчен хăй хăраса, Çтаппан сăмахне вĕçлемесĕрех чарăнчĕ..

Микула шухăша кайрĕ. Баржа çинче те лайăххи сахал. Водоливĕ ырă кăмăллă этем пулнăран кăна вĕсем ытлашши йывăрринех курмарĕç. Хуçин Атăл тăрăх вуншар пăрахут, баржа çӳреççĕ пулсан та, Микуласем ăна курма мар, вăл камне, мĕнле этемне, ăçта пурăннине те пĕлеймерĕç. Кунта, Энĕшкассинче, кашни утăмрах Михха ирĕкĕ. Кил-çурт таврашĕ те пĕртен-пĕр пӳрт кăна. Çĕрсĕр, пĕр выльăх чунĕсĕр мĕнле пурнăç пултăр?

— Атте, ман шутпа, пирĕн иксĕмĕрĕн те Атăл çине çеç каймалла. Çынсем Атăл çинче ĕçлесех пурăнаççĕ.

Çтаппан, йывăр ыйхăран вăраннă пек, ывăлĕ çине хăраса пăхрĕ:

— Мĕн тетĕн? Ăçта кайма чĕнетĕн мана?

— Çуркунне çитсен, Атăл çине атя. Ялта пурпĕрех нимĕн те çук пирĕн...

Çтаппан çанçурăме сивĕ тытнă чухнехи пек сăрлатса илчĕ. Тăван ялне, ĕмĕр тăршшĕпе чаваласа пурăннă çĕре пăрахса хăварма-и... Кунашкал этемсенчен, ытти хресченсемпе пĕрле Çтаппан та «ылтăн кут», «кимĕ айĕнчисем» тесе кулнă. Ывăлĕн сăмахне итлесе килтен тухса кайсан, ăна та çын тесе шутламĕç. Ватăлмалăх кунсенче йăваран пистернĕ чурăс кайăк пек пулас-и вара? Е ашшĕпе амăшĕ çĕр ĕçлесе пурăнма пехиллемен-и ăна?

— Çук, яла пăрахса кайма пултараймастăп эпĕ, — татса каларĕ Çтаппан. ― Хамăр çĕр çинче çуралса ӳснĕ, хам çĕр çинчех вилсе, аннӳпе юнашар кĕрсе выртам. Сана чармастăп...

— Çĕрĕ ăçта? Çĕр çук терĕн-çке эсĕ?! Çтаппан пуçне усрĕ.

Микула кирлĕ мар сăмах персе янине сисрĕ.

— Атте, ытлашши каларăм пулĕ. Сана кӳрентересшĕн марччĕ эпĕ...

— Нимех те мар, ачам. Эсĕ тĕрĕссине каларăн.

— Килте пурăнас тесен, çĕре каялла илме тăрăшмалла, атте!

Çтаппан пуçне çĕклесе ывăлĕ çине пăхрĕ. Çĕре каялла илес тени хавхалантарчĕ ăна.

— Мĕнле майпа илĕпĕр?

— Укçа тӳлесе.

Çтаппан куçĕнче савăнăç çиçсе илчĕ те çав рамантрах сӳнсе ларчĕ.

— Ун чухлĕ укçа ăçтан тупăпăр эпир?

— Ан çиллен, атте. Ытла та пысăк хуйхă кансĕрленипе эпĕ сана хам мĕнле ĕçлесе килни çинчен те каласа параймарăм. Эпĕ çичĕ уйăх ĕçлесе çӳрерĕм. Уйăхне вун-виçшер тенкĕ тӳлерĕç. Апат çисе виçшер тенкĕ пĕтертĕмĕр. Алла вуншар тенкĕ юлса пычĕ. ― Микула шалти кĕсйинчен пилĕк хĕрлĕ хут укçа кăларчĕ те ашшĕне тыттарчĕ. ― Ан çиллен, атте, укçипе тĕрлĕ япаласем илкеленĕччĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 15