Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ


Хапха умне тăрантас кӳлнĕ сарă урхамах пырса чарăнни Миххан шухăшне татрĕ. Вăл васкаса чӳречерен пăхрĕ те тăрантас çинчен хуньăшпе Лукарье аннине курчĕ. Ку мĕне пĕлтернине чухлама та Миххана нумай вăхăт кирлĕ пулмарĕ. «Вăт сăрнай... Вăт сăрнай... Ĕнер мĕн пулса иртни çинчен ашшĕне кайса систерчĕ пулать...» Михха никама хисеплемен, никама шеллемен, никамран хăраман этем пулсан та, хуньстарике ашшĕ вырăнне хисеплет, унран хăрать те. Çавăнпа вăл, унăн куçĕ умне тирпейсĕрле курăнас мар тесе, урайĕнче япса выртакан çурăк кĕпипе турчкана пуçтарса хума васкарĕ. Урăх кĕпе шырарĕ, халиччен нихçан та кĕпе-йĕм тыткаламан пирки тупаймарĕ. Ним тума аптранă енне, тепĕр сăран аттине тăхăнма хăтланчĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ ― хунĕ килсе кĕчĕ. Ун хыçĕнчен арăмĕ те кĕрсе тăчĕ.

Лукарье ашшĕ Çемен, аллă çултан иртнĕскер, вăтам пӳллĕ те ырхантарах этем. Мул тĕлĕшĕнчен вăл Михха çывăхне те пыраймасть, çавах таврари пуянсем хушшинче хисеплĕ çын шутланать, Вăл хăмлапа суту-илӳ тăвать.

Кĕрӳшĕ ӳсĕррине, унăн чурăсла йăлисене Çемен халиччен те куркаланă, кунашкаллине пуçласа курать.

Упăшки çав тери тирпейсĕрри Лукарьене тарăхтарма мар, савăнтарчĕ. Халь ĕнтĕ ку килте пурăнма мĕн тери хĕннине ашшĕ те ĕненĕ. Ахаллĕн, Миххан ирсĕр ĕçĕсем çинчен каласа парсан, хута кĕрес вырăнне, ашшĕ кăштах çеç çапса пăрахмарĕ.

Хуньăш ним шарламасăр куçĕпе çини Миххана пушшех тарăхтарчĕ: «Пĕрех хутчен хăвăртрах ятлаçса ирттертĕрччĕ те мирлешесчĕ», ― тесе шухăшларĕ.

Самай вăхăт сăмах чĕнмесĕр тăнă хыççăн Çемен калаçа пуçларĕ:

— Акă мĕнле кĕрӳ иккен эсĕ ман! Упăтене хупнă пек, читлĕх ăшне тытса хуп та ярмаркăна илсе кай. Пĕтĕм халăх култăр!.. Çук, Янаш Петĕрĕн ывăлĕ евĕрлĕ мар эсĕ! Чаплă хуçа пек мар! Шуйттан пĕлет-и сана, кам евĕрлĕ эсĕ?! ― йĕрĕнсе кăшкăрса пăрахрĕ Çемен.

— Пытармастăп, хуньăм, айăплă эпĕ... ― ун çине пăх-ма хăймасăр мăкăртатрĕ Михха.

— Айăплă тетĕн эппин?! ― вĕчĕрхенсе кăшкăрчĕ Çемен. ― Айăплă ачана йĕмне антарса хулăпа çунтараççĕ! Сана вăт никам та çунтаракан çук. Çавăпа эсĕ картран тухса кайнă. Ăçта сан намăс? Ытти пуянсем пĕлсен мĕн калĕç? Эсĕ мăшăрун чысне такам кĕлмĕçĕпе улăштарнă! ― Çемен сывлăшне çавăрса илчĕ, салхурах сасăпа калаçма тытăнчĕ: ― Сирĕн çине пăхатăп та, ачасем, чун ыратать... Мăшăрланни икĕ çул иртрĕ ĕнтĕ, халĕ те ача çук. Хĕсĕр выльăх пек пурăнатăр. Ку пĕтĕмпех сан пирки, кĕрӳ. Эсĕ аскăнланса пурăннăран ача ашшĕ пулас тивĕçе маннă.

Михха çăмăлраххăн сывласа ячĕ. Çил-тăвăл иртсе кайнине туйрĕ вăл. Çавăнтах хунĕ каланисем тĕрессине те туйса илчĕ. «Чăнах, мĕншĕн пысăк çемье çук-ха манăн? Ывăл ача пулсан — начарччĕ-и вара?»

— Хуньăм, каçар... Ĕнер ыр-усал аташтарчĕ мана... Урăх нихçан та унашкал ĕçпе айкашассăм çук...

— Темĕн-çке...

— Ман сăмах — хуçа сăмахĕ, нихçан та çĕре ӳкмен! ― Михха сăхсăхса кăтартрĕ.

Кĕрӳшĕ парăнни Çеменĕн кăмăлне йăлтах çемçетрĕ.

— Курăп, сăмах çине тăрайăн-и, сăмах çине тăмасан, ан ӳпкеле вара. Пуçăнта пĕр çӳç пĕрчи хăвармăп!

— Уншăн ним те ан иккĕлен, хуньăм. Хам сăмах çине тăманни пулман-ха манăн. Ху калашле, эпĕ чăн та хуçа! ― хунĕн кăмăлĕ çаврăннипе хавасланчĕ Михха. — Лукарье, эрехпе пыл-сăра кăларса ларт-ха сĕтел çине! — терĕ вăл юлашкинчен, арăмĕ çине ачашшăн пăхса.

 

XXVI

Татьяна сывлăхĕ йывăрланнăçемĕн йывăрланса пынипе Çтаппана халиччен хумхантарнă пурнăç шухăшĕсем йăлтах тухса ӳкрĕç. Халĕ вăл кунне-çĕрне арăмĕ патĕнче ирттерет. Ăна мĕнле те пулин сыватса ура çине тăратас тесе юмăç патне те кайса килчĕ. Юмăç канаш панипе тĕрлĕ курăксенчен имçам шывĕ вĕретсе ĕçтерчĕ. Анчах арăмĕн сывлăхĕ самайланни сисĕнмерĕ.

Татьяна, хăйĕн чирĕпе çырлахнă пек, шăппăн та тӳлеккĕн выртать. Ним ыратнине те шарламасть, нимĕн те ыйтмасть. Имçамсене те упăшки сĕннĕрен çеç ĕçкелет. Çтаппан ыйтнисене хирĕç ялан пĕр майлă калать:

— Аслă турă, эпир ĕненнине пĕлес тесе, пирĕн çине йывăрлăхсем ячĕ... унăн ирĕкĕ пек пултăр ĕнтĕ... ― ялпа пĕрле тырă вырма тухайманни çеç ăна канăç памасть. ― Айтурах, Çтаппан, пĕччен мĕнле ĕлкĕрĕн-ши? ― тет вăл ассăн сывласа.

— Уншăн ан пăшăрхан, Татьяна. Мĕнле те пулин ĕлкĕрĕп. Ытах, хамăн ал çитмесен, пĕр-икĕ хĕрарăм тара тытма та пулать. Ху çеç сывал. Ытти пурте пулĕ... ― арăмне йăпатма тăрăшрĕ Çтаппан.

Пĕррехинче вĕсем патне Миххан çĕнĕ тарçи Трифун пырса кĕчĕ. Вăл ахальтен килменнине вĕсем çав самантрах туйса илчĕç. Анчах тӳррĕн ыйтса пĕлме аван маррипе хăй каласа парасса кĕтрĕç.

Трифун йăла хушнă йĕркепе саламланă хыççăнах:

— Çтаппан пичче, сана Михха хăй патне пыма хушрĕ, ― терĕ.

— Мĕн ĕçпе-ши?

— Мĕн ĕçпине пĕлместĕп. Ăна каламарĕ. ― Тухса каяс умĕн: ― Уретникпе стражник пурччĕ унта, ― тесе хушса хучĕ.

Михха патĕнче уретникпе стражник пурри çинчен Трифун ырă сунса, Çтаппана хăрушлăхран асăрхаттарас кăмăлпа каларĕ пулсан та, ку хыпар Татьянана пушшех çапса хуçрĕ:

— Айтурах, Çтаппан... Ырă енне хăй патне чĕнмест вăл сана. Тата мĕн курмалли пур-ши пирĕн?

Арăмĕ умĕнче ытлашши сăмах персе ярасран Трифуна астутарайманшăн Çтаппан чунтан тарăхрĕ: «Мĕншĕн çенĕке чĕнсе тухмарăм-ха ăна. Унта тем калаçсан та чирлĕ çын хăлхине кĕмĕччĕ, чĕрине çак териех хускатмĕччĕ». Халь ним тума çуккине ăнланса, арăмне йăпатасшăн хăйне кăмăллăн тытма тăрăшрĕ:

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Татьяна. Çав териех пăшăрханма нимле сăлтав та çук. Парăм çинчен калаçма чĕнтерчĕ пулĕ-ха. Мĕнех вара, калаçăпăр... Эпĕ ăна хăйĕн сăмахĕçене астутарăп та, иртсе те кайĕ. Ывăл ĕçрен таврансан, тӳлесе те татăпăр.

— Уретник мĕн тума килнĕ-ши унта?

— Хăнана пуль, ара. Михха патне яланах килсе çӳрет вăл. Пирĕн унта ним ĕç те çук. Акă, кайса килетĕп те ыраш вырма тухатăп. Кăçал тырпул ытла та аван. Сывă пулсан, парăма та тӳлесе татăпăр, лаша та илĕпĕр...

— Ах, Çтаппан... Унта пырсан, тархасшăн, хăвна тӳлек тытма тăрăш. Ан хирĕç вĕсемпе...

— Юрĕ, Татьяна, ― сăмах пачĕ Çтаппан. Çтаппан пырса кĕнĕ çĕре Огуречниковпа Мошкова Михха пыл сăрапа та эрехпе хăна тăватчĕ. Вĕсем урмăшнă сассисемпе тем çинчен шавлăн калаçаççĕ, хушăран ахăрашса илеççĕ. Çтаппаншăн ку уретникпе Кармăш пасарĕнчи трактирте тĕл пулнă пекех туйăнчĕ. Ун чухнехи пекех йĕрĕнчĕ вăл. Анчах хăйне хăй ирĕксĕрлесех, камăллă курăнма тăрăшса, вĕсене пуç тайрĕ.

— Аван пурнаççĕ-и?

Никам та хирĕç саламламарĕ. Михха сĕтел хушшинчен тухса ун еннелле ик-виçĕ утăм турĕ те урисене тармакласа тăчĕ. Аллисене кĕсйине чиксе, Çтаппан çине мăнаçлăн та мăнкăмăллăн пăхрĕ.

— Мĕнле пурнатăн, Степан Иванович?

Çтаппан хăйне ырă ĕçпе чĕнменнине килте чухнех туйнăччĕ, халь ăна йăлтах ĕненсе çитрĕ. «Мĕн ĕçпе-ши? Кивçен илнĕ укçана тӳлемеллишĕн çеç пулсан, уретникпе стражникĕн мĕн ĕç унта? Тунас çук вĕт эпĕ. Тата Михха хăй те ку тарана çитсе пĕрре ыйтман. Укçине кивçен панă чухне ырă кăмăллă пек курăнатчĕ. Хăçан тавăрса памаллине те каламарĕ. Мĕншĕн-ха халь çав тери сиввĕн пăхкалать? Тен, кивçен панă укçашăн мар? Апла тесен, мĕншĕн-ши?» Темиçе майлă шухăшласа та тупсăмне тупаймарĕ Çтаппан. Вăл арăмĕ мĕн хушса янине аса илчĕ те, темĕнле ĕç пирки чĕннĕ пулсан та, парăнса, кирлĕ пулсан, йăпăлтатса калаçса, Михха кăмăлне çырлахтарма шухăшларĕ. Анчах мĕн пĕчĕкрен никам умĕнче те тивĕçсĕр пуç тайма юратманни шухăшланă пек тутармарĕ:

— Пӳлĕхçĕ хушнă пек пурăнкалатăп-ха, ― терĕ вара вăл ирĕксĕртен тенĕ пек.

— Çапла эппин? ― сассине чĕтретерех ыйтрĕ те Михха кулса ячĕ. ― Григорий Петрович, илтетĕн-и, пӳлĕхçĕ хушнă пек пурăнатăп тет!

Огуречниковпа Мошков кулас килнипе мар, Михха кăмăлне юрасшăн кулса ячĕç.

— Пӳлĕхçĕ сана кивçен илнĕ укçана та тавăрса пама хушмасть пулĕ? ― терĕ Михха.

Çтаппан çăмăлрах сывласа ячĕ. Кивçен илнĕ укçа çинчен калаçасси уншăн йывăр сăмахах мар пек-ха.

— Пӳлĕхçĕ парăма тавăрса пама хушать.

— Пӳлĕхçĕ хушать те. шыври тытса чарать-и? ― тăрăхласа илчĕ Михха.

— Шыври мĕн тăвасса пĕлместĕп эпĕ. Укçа тупсанах курсĕ парăп. Ху та çаплах каларăн.

Самантлăха пӳртре шăп пулчĕ. Çак вăхăтра Михха парăнма шутламан çын чĕрине мĕн каласа çурма пулать-ши, унăн асапне курса савăнма тата мĕнле майсем пур-ши тесе шухăшласа тăчĕ. Ыттине тарçисем тăвасса шанчĕ вăл. Юлашкинчен ахăрса кулса ячĕ.

— Эсĕ, сăрнай, çавна ĕнентĕн-и?

Михха йăнăшмарĕ. Унăн йĕплĕ сăмахĕсем Çтаппан чĕрине çĕçĕ пек пырса тăрăнчĕç, çамки çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Халĕ ăна Михха вăрă-хурахне пĕлсе тăнă çĕртенех унăн усал чеелĕхне сисменни икĕ хутчен лаша çухалнипе ĕне вилнинчен те ытларах тарăхмалла пек туйăнчĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, мĕнле сисмен эпĕ ăна? Мĕн тесе ĕненнĕ? Манран ухмах кам пултăр!..» ― шухăшларĕ Çтаппан. Аптраса тăни е парăнни — тăшмана çеç савăнтарма пултарать. Вăл хăйне хăй алла илчĕ:

— Ĕнентĕм çав. Тĕне кĕнĕ çын тесе, турăш умĕнче чĕререн тупа турăн пулĕ тесе ĕнентĕм.

— Турăш ятне ан асăн! Санăн çăвару турăш ятне асăнма тивĕç мар! Эсĕ хурах! ― кăшкăрса пăрахрĕ уретник.

— Григорий Петрович, тăхта-ха! ― калаçăва вăхăтсăр хутшăннăшăн кăмăлсăрланса, хыттăн татса хучĕ Михха. Вара Çтаппан енне çаврăнчĕ: ― Эсĕ, эппин, мана тĕне кĕнĕ çын тесе ĕненнĕ? Апла тесен йăнăшман. Эпĕ чăнах та тĕне кĕнĕ чăваш. Эсĕ камне те халех пĕлĕпĕр. Кала-ха, тархасшăн, сан мана миçе тенкĕ памалла?

— Çирĕм пиллĕк, ― шухăшласа тăмасăрах хуравларĕ Çтаппан.

— Çирĕм пилĕк тенкĕ тетĕн эппин?

— Çапла, ― тепĕр хут çирĕплетрĕ Çтаппан.

— Ак хайхине, эсĕ камне пĕлтĕмĕр те. Эсĕ тĕне кĕмен чăваш иккен. Ахальтен мар мана миçе тенкĕ парăм пуррине тунасшăн. Сан шутпа, ху вĕлернĕ урхамахпа йытă, çапса çĕмĕрнĕ хапха, шăтăрнак, çенĕк тата чӳречесем ним хака та тăмаççĕ-и?

Михха сăмахĕсем Çтаппан чĕрине çĕнĕрен те çĕнĕ суран кӳчĕç. Вăл ĕнтĕ уретникпе стражник мĕн пирки килнине те ăнланнă пек пулчĕ.

Çыннăн кăмăлĕ улшăннине Михха çав сăмантрах асăрхарĕ те, унăн хура чунĕ хаваслăхпа тулчĕ. Вăл Çтаппана тата ытларах тарăхтарма шут тытрĕ.

— Эпĕ вăйлă та, Михха манран хăрарĕ, çимĕк чух пĕтĕм ялйыш умĕнче намăса кĕртнине те, килти çуртсене çĕмĕрнине те каçарчĕ тесе шухăшларăн-и? Упа та вăйлă, унтан вăйли арăсланпа тигр пур, вĕсене те тытаççĕ. Эсĕ тислĕк кăмпи çеç! Ман ăрура хамăра хур кӳме хăтланакансене каçаракан пулман. Эпĕ те çавах: хам çине тапăнма хăтланакана, вăл кирек кам пулсан та, ним шеллемесĕр таптаса иретĕп! Акă ĕнтĕ сана тавăрас самант çитрĕ. Эсĕ мана парăмлă укçана паянах кӳрсе паратăн. Анчах çирĕм пилĕк тенĕ мар, икçĕр аллă икĕ тенкĕ!

«Икçĕр аллă икĕ тенкĕ!»

Михха хăйĕн сăмахне малалла каларĕ:

— Урхамахшăн çĕр аллă тенкĕ. Йытăшăн — çирĕм пиллĕк... Çенĕкпе хапхашăн — çирĕм çиччĕ... Чӳрече кантăкĕшĕн — çирĕм пиллĕк. Çирĕм пилĕк тенкине укçан кивçен панă!

Çтаппанăн çилли тилĕрсе кайрĕ, пӳрнисем чăмăртанчĕç. «Пăвса пăрахас та — вĕçĕ пĕттĕр!»

Çтаппан çине тимлĕн пăхса ларакан Огуречниковпа Мошков, вăл тарăхса çитнине курса, аллисене кобура çине хучĕç.

Çтаппан полицейскисем хирĕç тăма хатĕрленнннчен хăрамарĕ. Ăссăрла утăм тăвасран ăна чĕри тытса чарчĕ: «арăмна вĕлеретĕн вĕт, айван!» Хăйне алла илчĕ те Çтаппан, тăшманĕ çине сиксе ларас вырăнне:

— Санăн киревсĕр ĕçӳсене пӳлĕхçĕ тиркештерĕ! Вăл пурне те курать, пурне те пĕлет! ― тесе хучĕ.

— Эсĕ пӳлĕхçĕпе ан хăрат мана. Эпĕ çамрăк-ха, çылăхсене каçарттарма ĕлкĕрĕп. Луччă çакна каласа пар: парăмна хăçан тататăн?

— Укçа хăçан пулать, çавăн чухне парса тататăп...

— Суятăн, паянах парса тататăн! Çĕр, тырру-пуллу, сурăхусем, çурту-йĕрӳ — пурте манăн пулаççĕ!

Юлашкинчен Çтаппан тӳссе тăраймарĕ, Миххана пăвса пăрахасран хăраса, пӳртрен тухса кайрĕ.

Урамра ун пуçне каллех ӳкĕнĕçлĕ шухăшсем пырса кĕчĕç. «Пӳлĕхçĕ çырлахтăр, ма ухмах тес мар мана. Çав сехмете мĕнле ĕненме пултарнă эпĕ. Халь ĕнте йăлтах тĕп тăвасшăн мана. Кун çинчен Татьянана мĕнле каласа парас? Пĕлсен, çавăнтах чĕри çурăлса кайĕ. Çук, çук. Тем пулсан та, тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлтерме юрамасть... Тен, мана хăратасшăн çеç каларĕç вĕсем? Тĕп тумах шутлаççĕ пулсан, ан тив, пырса пăхчăр! Вара хăйсемех çынран кулма юраманнине чухласа илĕç!»

Килне çитсен вăл арăмне: «Иксĕмĕр шухăшланă пекех, кивçен илнĕ укçа пирки калаçма чĕннĕ, ― тесе ăнлантарчĕ. ― Эпĕ ăна хăйĕн сăмаххисене астутартăм. Мĕн-пурĕ те çавă çеç».

Татьяна, ĕненнĕ пек пулса, самай вăхăт ним шарламасăр выртнă хыççăн:

— Айтурах, ĕçлесе тупичченех укçине çаратаççĕ, — терĕ.

— Ан тив, çаратчăр. Пӳлĕхçĕ пурне те курать... Хамăр çеç сывă пуласчĕ. Пуç сывă пулсан — йӳнеçтерĕпĕр.

Çтаппан тырă вырма тухса кайма ĕлкĕреймерĕ ― Платун пырса кĕчĕ. Староста нихçан ырăпа çӳременнине пĕлсе, кирлĕ-кирлĕ мар сăмах персе ярасран астутарасшăн, Çтаппан ун патнелле утрĕ. Платун хăраса кайрĕ. Çтаппан тытса силлесшĕн пек туйăнчĕ ăна. Унччен шухăшне каласа пĕтерме васкаса:

— Çтаппан, старшина кантура пыма хушрĕ сана. Халех каймалла. Ху ирĕкпе пымасан, стражниксем тытса каяççĕ тата штрав хураççĕ! ― терĕ.

Çтаппан аллисене чăмăртаса Платун çинелле ыткăнчĕ. Лешĕ пӳртрен тухса ӳкме ĕлкĕрчĕ. Çтаппан, вăйран сулăннă пек пулса, чăмăрне пушатрĕ.

Арăмĕ йынăшса ячĕ те вырăн çинче хускалма хăтланчĕ.

— Айтурах, Çтаппан, мĕн пулчĕ тата? Старшина мĕн ĕçпе чĕнет-ши сана?

Хăй те нимĕн пĕлменнипе Çтаппан пĕр самант сăмах чĕнмесĕр тăчĕ. «Мĕн ĕçпе чĕнтереççĕ-ши? Хыснана тӳлемелли пĕр пус парăм çук. Кантур хушнă ĕçсене те вăхăтра туса пынă. Нивушлĕ Михха кивçен панă укçашăн? Çук, уншăн пулма пултараймасть. Старшина суд та, стражник те мар». Çтаппан çапла шухăшланăçемĕн, хăйне старшина йăнăшпа чĕнтернĕ пек ĕнене пуçласа, ун патне каяс мар тесе тĕвтурĕ.

— Платун каласа хăварнисене юплеме те кирлĕ мар, Татьяна. Хăвах пĕлетĕн, хыснана эпир пĕр пус та парăмлă мар, Урăх ним ĕçпе те чĕнтермелли çук. Старшина патне хыснана парăм пуррисем кайччăр. Е мана питех курасшăн пулсан, акă, тырă вырса пĕтерсен кайса килĕп. Халь унта çӳресе вăхăт ирттерес мар.

Упăшкин сăмахĕсем Татьянана тата ытларах хăратса пăрахрĕç.

— Çук, çук, Çтаппан, каймасан юрамĕ. Ырă пуçлă чухне кайсах кил. Платун ахаль каларĕ тесе ан шутла. Штрав хурсан, мĕнле тӳлĕпĕр? Сана тытма Стражниксем килнине курсан, ман чĕре тӳсеймĕ.

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Татьяна... Ытлашши пурне те йывăра ан ил, тархасшăн. Курăн акă, нимен те пулмасть.

— Эсĕ калашле пултăрччĕ, Çтаппан. Анчах кайса киленех пуль, унсăрăн ман чунăм лăпланас çук. Пĕлсе тăран инкек ― пĕр хуйхă, пĕлмен инкек ― çĕр хуйхă.

— Мĕн тăвас тетĕн, ― юлашкинчен килĕшрĕ Çтап-пан, ― кайса килем эппин. Эсĕ, тархасшăн, лăплан. Ним çинчен те ан шухăшла. Эпĕ кĕçех килĕп.

Çтаппана çула пуçтарăнма нимĕн чухлĕ те вăхăт кирлĕ пулмарĕ. Вăл Михха патне кайса килнĕ тумĕпех тухса утрĕ.

Атăлкасси — пысăках мар вырăс ялĕ. Вăл Энĕшкассинчен çичĕ çухрăма, Атăл хĕррине вырнаçнă. Ялтан тăварах пăрахутсем чарăнакан пристаньсем лараççĕ. Ялăн анат вĕçĕнче — эрнере пĕрре пухăнакан пасар вырăнĕ. Хĕвеланăç енчи сăртанкăра француз баронĕн Жеменин аслă кил-çурчĕ, аслă пахчи курăнса ларать. Улпут кил-çурчĕн хыçĕнче вулăс кантурĕпе фельдшерсен çурчĕ вырнаçнă. Чи куçа курăнакан вырăнта станувуй валли çĕнĕ çурт тăваççĕ.

■ Страницăсем: 1... 17 18 19 20 21 22 23 24