Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ


— Эпĕ-и? ― терĕ те Кĕтерук шухăшласа тăмасăрах пат татса хучĕ: ― Çук, эпĕ манмастăп! Ан тив, вăл мана пăрахса урăх хĕрпе туслаштăр, эпĕ пурпĕрех ăна манассăм çук, урăх никама та юратассăм çук.

— Куртăн-и ĕнтĕ, мĕнле хĕрсем эпир?.. ― Кĕтерукпа килĕшрĕ Анук. ― Вĕсем те пирĕн пекех, тусăм. Вĕсем те пире манмĕç.

— Тепле-çке... Инçетри çĕршывра, ют çынсем хушшинче-çке вĕсем. Унта темĕн тĕрлĕ хĕрпе те тĕл пулĕç.

— Нимĕн те ан шухăшла, тусăм. Атя, кайрăмăр. Сан çири кĕпе те никамăннинчен начар мар. Ху эсĕ мăкăнь чечекĕ пекех.

— Тем калаçан эс, тусăм... Тивĕçсĕр мухтатăн, ― именсерех каларĕ Кĕтерук.

— Çук, пĕрре те тивĕçсĕр мар, тусăм. Тивĕçлипе калатăп. Атя, кайрăмăр!

Юлашкинчен Кĕтерук килĕшрĕ. Вĕсем алăран алла тытăнчĕç те вăйă карти еннелле чупрĕç. Аякра юрă сасси илтĕнет.

 

Алăкăн-тĕпелĕн утмасан,

Манăн куна мĕнле ирттерес!

Виç çавра юрă юрламасан,

Манăн çĕре мĕнле ирттерес!

 

Якур хĕрсем хыççăн шăппăн утрĕ. Кĕтерук çине антăхса кайса пăхса пынипе вăл ури айĕнчи лакăм-тĕкĕмсене те курмасть. «Мĕнле хальччен асăрхаман-ха эпĕ ăна? Иксĕмĕр çулталăк ытла пĕр хуçа патĕнче ĕçлетпĕр, уй çине çаврăнсă та пăхман, ухмах». Уçă та янăравлă юрлакан çамрăксем хушшинче Якур Кĕтерук сассине çеç илтет. Унăнни пек илемлĕ сасă урăх никамăн та çук пек туйăнать ăна. Вăл куçсăр ашшĕпе амăшĕ авланма сĕннине аса илет те вĕсен кăмăлĕсене тивĕçтересси çинчен шухăшлать. «Кĕтерукран лайăх хĕр тупаймăн çав. Вăл чухăнни чухăн та, пырĕ мана. Михха тарçине муллă хĕр такамах пырĕ тата. Кĕтерук та манран юравлăрах каччă тупаймĕ. Хулăм хаклă тӳлеме пултаракан çын Михха хĕртарçине качча илмĕ».

Тĕмшер çаранĕ енчен хуткупăс калани тата параппан çапнă сасă илтĕнсе кайрĕ:

— Вăйă пуçланчĕ! ― шартах сикрĕ Анук.

— Кая юлтăмăр-иç! ― терĕ Кĕтерук.

— Хĕрупраçсем, чупрăмăр! ― йыхăрчĕ вĕсене хăваласа çитнĕ Пăвăл.

Ĕнел общинине кĕрекен ытти çичĕ ялăн çамрăкĕсем пурте вырăнта. Элекçей икĕ урапа çине хăма хурса тунă тенкел пекки çинче хуткупăспа хаваслă ташă кĕвви каласа ларать. Унпа юнашарах тепĕр çамрăкĕ параппан çапать. Вăйă варринче икĕ хĕр ташлаççĕ. Пĕр каччи хулпуççийĕ çине вăрăм хулă хунă та хĕрупраçсем хушшинче кама ташлама кăлармаллине сăнаса çаврăнать.

Энĕшкасси çамрăкĕсем ытти ял çамрăкĕсемпе хутшăнса кайрĕç. Анукпа Кĕтерук малти рете тухса тăчĕç. Çав вăхăтра икĕ хĕр ташлама чарăнчĕç те, хулă йăтнă каччă Анук тĕлне персе çитрĕ. Анук юлташĕсен хыçне кĕрсе пытанма хăтланчĕ — ĕлкĕреймерĕ. Хулă йăтнă каччă, хурчăка чăх чĕппине çаклатнă пек, Анука тутăрĕ-çӳçĕпе ярса тытрĕ те вăйă варринелле сĕтĕре пуçларĕ.

— Ан турт, ан турт, тархасшăн! Эпĕ ташла пĕлместĕп! — каччă аллинчен вĕçерĕнме хăтланса çуйхашрĕ Анук.

Хулă тытнă каччă Анука вăйă варрине туртса кăларчĕ те хуллипе çапма хатĕрленсе:

— Ну, ташла! ― терĕ хыттăн.

— Ташла пĕлместĕп тесе каларăм-иç сана? Тархасшăн, ан тыт мана! ― татах йăлăнчĕ Анук.

— Ташламастăн-и? ― терĕ те каччă Анука çурăмĕнчен хулăпа ăшаласа илчĕ.

— Ай-уй! ― ыратнине тӳсеймесĕр авкаланчĕ Анук. Каччă Анука аллинчен ячĕ, анчах куçне ун çинчен илмерĕ.

Ташлама хатĕрленнĕ пек туса, Анук тутăрне тирпейлесе çыхрĕ, тухса кайнă çӳç пĕрчисене аллипе сăтăрса кĕртрĕ. Вара, ташланă пек вĕттĕн-вĕттĕн утса, айккинелле сулăнчĕ те вырăнтанах мĕн вăй çитнĕ таран чупса кайрĕ. Хулă тытнă каччă ăна хăваласа çитсе çаклатрĕ те каллех вăйă варрине туртса кăларчĕ.

— Асту, тарма ан шухăшла, пурĕпĕр хуса çитетĕп. Вара хăвна ху ӳпкеле! ― астутарчĕ каччă.

Анук каллех тирпейленчĕ, кĕпи çаннисене туртса юсарĕ те икĕ аллине вĕçме хатĕр икĕ çунат пек çĕклерĕ. Çук, ташламарĕ вăл, вăйă тавра акăш пек юхрĕ. Унăн илемлĕ пит-куçĕ, çӳллĕ кăкăрĕсем, пилĕк таран икĕ сарă çивĕт, çинçе пилĕкĕ каччăсен куçĕсене илĕртсе хăй çине пăхтарчĕ. Пуринчен ытла Анук купăсçă куçĕпе чĕрине тыткăна илчĕ. Элекçей купăсне хаваслăрах та янăравлăрах калама тăрăшрĕ — хăй хуткупăс сассине илтмерĕ. Унăн хăлхине çамрăксем шавласа алă çупни те кĕмерĕ. Вăл нихçанхинчен хытăрах тăпăртатрĕ, ури айĕнчи çĕре туймарĕ.

Анук ташлама чарăнчĕ те, вĕттĕн-вĕттĕн утса пырса, купăсçа пуç тайрĕ. Унтан, вăр-вар çаврăнса, çамрăксем хушшине кĕрсе çухалчĕ.

Элекçей чĕри пушшех вĕшкерĕ. Анук пырса пуç тай-нн ăна хыççăн пыма чĕннĕ пекех туйăнчĕ, Тата йăлăмри вăйăра туслашмасан, кунашкал лайăх вырăн ăçта тупăн!

Анукпа Кĕтерук вăйă тулашне тухса тăчĕç.

— Савнă тусăм, эсĕ çав тери маттур ташларăн! ― ырларĕ Кĕтерук.

— Ытлашши ан мухта, тусăм, ― именерех каларĕ Анук.

— Мана ĕненмесен, ытти хĕрсенчен ыйт. Вĕсем те ман самахах калĕç.

Кĕтмен çĕртен Элекçей пырса тухни хĕрсен калаçăвне татрĕ. Ун çийĕнче сукна костюм, пуçĕнче ялккас, уринче йăлтăртатса тăракан çăран атă.

Анукпа Кĕтерук пĕр-пĕрин çине тĕпчевлĕн пăхса илчĕç. Анчах пăрахса каймарĕç. Каччă мĕн шухăшлине пĕлмесĕрех тарсан, аван мар пек туйăнчĕ вĕсене.

Анук пĕчченех марришĕн Элекçей кăштах тарăхса та илчĕ. Чĕрчĕлĕх умĕнче кăмăлра мĕн пуррине уççăн калама май çуккине кам пĕлмест! Ирĕксĕрех килĕшме тиврĕ. Юлташне хăваласан, Анукĕ те писесрен хăрарĕ.

— Энĕшкасси хĕрĕсем мĕнле пурăнаççĕ? ― кăштах ялккасне çĕклесе чĕнчĕ Элекçей.

— Тĕмшер каччи пекех! ― терĕ Анук. Икĕ хĕрĕ те кăлтăр кулса ячĕç.

Хĕрсем кăмăллăн йышăнни Элекçее килĕшрĕ. «Кунта ĕç тухĕ-ха», ― лĕр иккĕленмесĕрех тĕвтурĕ вăл.

— Пирĕн вăйă мĕнле пек туйăнать сире?

— Çав тери чаплă! ― ыхлаçлан хуравларĕ Кĕтерук.

— Эпĕ вăйă сирĕн кăмăла каймарĕ пулĕ тесе пăшăрханнăччĕ. Пуринчен ытла сире купăс калани килĕшмен пек туйăнчĕ. Ахаллĕн мĕн сăлтавпа вăйă тулашне тухса кайрĕç кусем тетĕп хам ăшăмра.

— Апла мар, апла мар! Кунашкал чаплă вăйă нихçан та курман эпир. Купăсçи те ытармалла мар аван каларĕ! ― терĕ Анук.

Хĕр мухтани Элекçей кăмăлне татах вĕçтерчĕ. Хире-хирĕç мухтас шухăш пырса кĕчĕ ăна.

— Эпĕ те, Анук, ку тарана çитсе, санашкал маттур ташлакан хĕре тĕл пулманччĕ.

— Куçкĕретех кулмасан юрамĕ-ши? ― кăштах именерех те кулкаласа каларĕ Анук.

— Çук, Анук, пĕрре те кулса мар, чăннине çеç калатăп. Санран лайăх ташлакан хĕр курман эпĕ. Уншăнсана хăна тума та юрать! ― хĕрсем ним калама ĕлкĕриччен Элекçей кĕсйинчен пĕр ывăç кăнахвет кăларчĕ те Анук еннелле тăсрĕ. ― Тыт!

— Мĕн, ара, эсĕ? Мĕн тума? Кирлĕ мар, кирлĕ мар!

— Анук, турткалашса ан тăр. Тыт! Эпĕ кашнинех памастăп! ― çине тăрсах сĕнчĕ Элекçей, кăнахветне Анукăн йĕкĕр ывăçĕ çине хурса. Юлташне те тӳпесĕр хăварсан аван мар тесе, Кĕтерука та хăналарĕ.

«Хĕр ман алăран кăнахвет илчĕ, туслашнин пуçламă-шĕ çакă пулчĕ», ― хавасланса ӳкрĕ Элекçей. Урăхла пуласса кĕтмерĕ те вăл. Пуп хыççăн прихутра чи хисеплĕ çын чиркӳ старости. Вăл Енел общининчи аслă уполномоченнăй, Михха патне те кĕркелесе тухать. Элекçей — унăн ывăлĕ!

Ялти пурнăçсем тата паллакан каччăсемпе хĕрсем çинчен халапласа тăнă хыççăн Элекçей хĕрсене ăсатма пырас кăмăлĕ пуррине пĕлтерчĕ. Анукпа Кĕтерук вăл сĕннине йышăннă пек турĕç. Анчах хăйсем вăйă саланасса кĕтмесĕрех çаранĕ çине таврăнчĕç, Ануксен хӳшшине кĕрсе выртрĕç. Унта ăса мĕн килнине ывăниччен пăшăлтатрĕç те, икĕ тăван пек ыталанса, шăпчăк ыйхипе çывăрса кайрĕç...

 

XX

Каçхине Çтаппанран маларах выртнă Татьяна ыйхинчен вăранса куçне уçрĕ те, шурăмпуç çути палăрнине курса, вырăн çинчен тăчĕ. Кĕтесри витрине сас тумасăр илсе, хӳшĕрен тухрĕ. Вучахсем патĕнче никам та çук-мĕн-ха. «Анук паян çывăрса юлнă курăнать. Ывăнчĕ пулĕ апăрша хĕрĕ», ― кăмăллăн шухăшларĕ ватă хĕрарăм. Шыв ăсма кайма хӳшĕ хыçнелле тухсан, урапа еннелле сăнаса пăхрĕ те лаши çуккипе ирĕксĕрех чарăнса тăчĕ.

«Мĕнле, ара, Çтаппан ăна ирĕке ячĕ-и-мĕн? Эп хӳшше кĕрсе выртнă чухне вăл урапа патĕнчехчĕ-çке?» Чĕри, усала сиснĕ пек, хăвăрттăн кăртлатса тапма тытăнчĕ. Вăл шыв ăсма каяс вырăнне каялла хӳшше таврăнчĕ те упăшки пуçĕ вĕçне лăпчăнса ларчĕ:

— Çтаппан, вăран-ха!

Арăмĕ хуллен çеç чĕнчĕ пулсан та, Çтаппан çав самантрах вăранса куçне уçрĕ.

— Мĕн пулнă?

— Айтурах, Çтаппан, эсĕ лашана ирĕке янă-и-мĕн кĕçĕр? ― чĕтревлĕрех сасăпа ыйтрĕ Татьяна.

Çтаппан чавси çине тайăнса пуçне çĕклерĕ.

— Çук-çке, ма?

— Тĕлĕнмелле. Лаша çук пирĕн.

— Мĕнле çук? Выртас умĕн çеç утă парса хăвар-тăм-çке?

— Халь çук вăл унта...

Çтаппан ыйхи таçта вĕçсе кайрĕ. Вăл, хӳшĕрен сирпĕнсе тухса, урапа патне чупса пычĕ те, лаши чăнах та çуккине курсан; «Мĕнрен те пулин хăраса, вĕрене татса кайрĕ пуль», ― тесе шухăшларĕ. Çакна ĕненес шутпа, урала çинче тăсăлса выртакан вĕрене тытрĕ те, хăш тĕлтен татса кайнине шыранă май, вĕренĕ салтăнса юлнине пĕлчĕ. «Кам та пулин ашкăнмалла салтса ячĕ-ши? Кама кирлĕ пуль ун пек ашкăнма? Е каллех?..» Çак шу-хăш Çтаппан чĕрине вут пек пырса çапрĕ.

— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр! ― сасăпах тарăхса илчĕ вăл. Татьяна пырса çитрĕ. Упăшки ним шарламасăр тăнипе унăн хавшак чĕри тата ытларах хускалчĕ.

— Мĕнле?

— Кăкарни салтăннă. Лайăх кăкараймарăм пулмалла.

— Халиччен салтăнса каякан марччĕ-çке? Кĕçĕр мĕн пулнă вара?

— Кашнинчех пĕр пек килмест вăл. Начартарах кăкартăм пулĕ. Ытти лашасемпе çӳрет пуль-ха. Халех кайса тытатăп. ― Çтаппан, хӳшше таврăнса, йĕвенне пăхрĕ. Каç хунă вырăнта тупайман пирки утă айĕнче шырама тапратрĕ.

— Мĕн шыратăн эс? ― ыйтрĕ Татьяна.

— Йĕвен. Çакăнта хунă пек астăваттăм, çук темшĕн. Эсĕ курман-и?

— Каçхине çакăнтах выртатчĕ-çке?

— Утăпа хутăшса кайнипе тупаймарăм пулĕ-ха... Кумăшĕ хӳшшинчи сас-чӳпе Макçăм та вăранчĕ. Шурăмпуç çути те лайăхах палăрманнипе:

— Кум, ма çав тери ир тăнă эсĕ? ― тесе чĕнчĕ.

— Йĕвене çухатрăм, ара, ― илтĕнчĕ çурма тĕттĕмрен Çтаппанăн пăшăрханчăк сасси.

Макçăм кумĕш хӳшши умне пырса тăчĕ.

— Ăçта кайма пуçтарăнатăп тетĕн çак эсĕ, ăнланаймарăм?

Çтаппан кумĕш мĕн çинчен ыйтнине тăна хывмасăр:

— Йĕвен шыратăп. Йĕвене таçта çухатрăм-ха, ― терĕ. Темиçе хут тустарнă вырăна татах хуската-хуската пăхрĕ: ― Çакăнтах хунăччĕ, ниепле те тупаймастăп.

Кумăшĕн сассинченех Макçăм тем аван мар ĕç пулнине сисрĕ. Анчах тӳрех ун çинчен ыйтма хăяймасăр:

— Ирех мĕн тăван йĕвенпе? ― терĕ.

— Лашана шырама каяс тенĕччĕ.

— Лаша шырама? Сан лашу урапа çумĕнчех кăкарăнса тăратчĕ мар-и? ― аса илсе тĕлĕнчĕ Макçăм.

— Тăратчĕ те... халь çук-çке... ― Темле шыраса та йĕвенне тупайман пирки ним тума аптраса ларчĕ Çтаппан.

Татьянан хавшак чĕри юлашкинчен тӳсеймерĕ:

— Айтурах, мĕн айăпшăн çак териех инкек куратпăр-ши эпир? — тесе, хурлăхлă сассипе эрленчĕ, чĕрçитти вĕçĕпе питне хупласа, макăрса ячĕ.

Макçăм хӳшĕ анинчен урапа ларакан çĕре пычĕ. Лашана кăкарнă вĕрене тĕпчеме тытăнчĕ. Пĕшкĕнсе урапа йĕри-таврашне пăхса çаврăнчĕ те курăк хăмăлĕ çине ӳкнĕ ирхи сывлăм çинче лаша йĕрĕ кайнине курчĕ. Ку йĕрпе вăл çул çине тухрĕ. Çĕнĕ йĕр çулпа кайнине курса: «Иккĕленмелли çук, кумăн лаши йĕрĕ ку, урăх пĕр лаша та çӳреме пултарайман кунта», ― тесе шухăшларĕ.

— Эй, кум! Кил-ха кунта!

Çтаппансен çуй-шавĕпе вăранса ура çине тăма ĕлкĕрнĕ хресченсем, Макçăм сассине илтсе, ун патне чупса пычĕç.

— Кум, кил-ха, кил! — аллипе сулса васкатрĕ Макçăм. Çтаппан çитсен: ― Акă, кур! ― çул çинчи йĕр çине тĕллесе кăтартрĕ. ― Марисен еннелле кайнă. Сантăр, эсир кампа та пулин лаша çине утланăр та хамăр перевоза чуптарăр-ха! Трапхим! Эсир Атăлкасси перевозне кайăр! Ăнсăртран унта пырса тухман-и вăл! Эпир, Çтаппан кумсемпе, çак çулпа йĕрлесе каятпăр!

Сантăрпа темиçе хресчен çав самантрах лашисене тытса утланчĕç те перевозалла чуптарчĕç. Çтаппансем çулпа йĕрлесе кайрĕç.

Тул çутăлса килнĕçемĕн çул çинчи лаша йĕрĕ тата лайăхрах курăна пуçларĕ. Çтаппансем васкарах утрĕç. Виçĕ çухрăм ытла кайсан, вĕсем Элнет юханшывĕ урлă каçрĕç, марисен ращине кĕчĕç. Анчах раща çулĕ çинче, тата темиçе йĕр пуррипе, хăйсем йĕрлесе килнĕ йĕре çухатрĕç.

— Мĕн тăватпăр ĕнтĕ? ― ним калама аптраса сăмах чĕнчĕ Макçăм.

— Мĕн тăватпăр-и? Каялла утма тивет. Йĕр çухалчĕ, ― хурланса хуравларĕ Çтаппан.

— Çапла-а... ― ассăн сывларĕ Макçăм та.

— Çывăхри яла çитиччен кайса пăхас мар-и? Тен, унти çынсем курнă? ― кăштах та пулин Çтаппан кăмăлне йăпатас тесе сăмах хушрĕ пĕр хресченĕ.

Çтаппан аллине лашт сулчĕ.

— Вăрă хыçран шыраса тупмалла илсе каймасть... ― Хăйне хăй ывăннă пек туйса, вăл çул хĕрринчи тунката çине ларчĕ. «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ма çав териех пысăк инкек яратăн эсĕ ман çине? Мĕн тунă эпĕ çав териех?»

Çутçанталăкшăн пулсан, çын хуйхи-суйхи нимĕн те мар. Вăл ĕмĕр-ĕмĕрех ĕçлĕ, вăйă-кулăллă, савăнăçлă. Халь те акă каçхи ыйхăран вăраннă раща чун-чĕрĕлчĕ. Çтаппансенчен инçех те мар вĕтлĕхре кайăксем юрласа ячĕç. Асан сасси янăраса кайрĕ. Пуç тӳпинчех, ватă хыр тăрринче, улатакка тип турата шаккама тытăнчĕ.

Лайăх пурăннă вăхăтра пулсан, вăрман пурнăçне, кайăк-кĕшĕксем юрланине юратакан Çтаппан пĕтĕм чунтан савăнса итленĕ пулĕччĕ. Халĕ ун хăлхине нимле сас-чӳ те кĕмерĕ. «Нивушлĕ каллех Хĕлип турĕ? Апла тесен, мĕншĕн Михха хăйĕн кăмăлĕпе пырса пулăшрĕ-ха? Кам-ши вăл — вăрри? Мĕншĕн çав териех кураймасть мана?..» Вăрлакан çыннăн пĕр çылăх, çухатаканăн пин çылăх тенĕ пекех, Çтаппан темиçе май шухăшласа та тупсăмне тупаймасăр тунката çинчен тăчĕ.

— Пĕтрĕ... ― хăй тĕллĕн калаçса илчĕ те, юлташĕсем çине çаврăнса пăхмасăр, каялла утрĕ.

Çав кунах Энĕшкасси ялĕн çыннисем, утта капана хывса, килĕсене таврăнчĕç. Çтаппансен пушă урапине Макçăм турттарса килсе пачĕ.

Татьяна, йăлăмрах аптранăскер, пӳрте кĕрсенех вырăн çине выртрĕ те ӳлесе макăрса ячĕ.

 

XXI

Йăлăмра Якур Кĕтерукпа темиçе хут та калаçса пăхрĕ. Кĕтерук та каччăран ютшăнмарĕ.

Якура хĕр качча тухма килĕшнĕ пек, именнипе çеç уççăн та тӳррĕн каламан пек туйăнчĕ. Çавăнпа вăл йăлăмран тырă вырма тухичченех авланма шут тытса таврăнчĕ. Анчах малтанхи каçах Кĕтерук иккĕленмелли май туса пачĕ. Якур ăна килне ăсатса яма пулчĕ. Кĕтерук килĕшмерĕ.

— Çук, çук, мана ăсатма кирлĕ мар. Çынсем курсан тем калĕç! ― терĕ.

— Йăлтах тĕлĕнтеретĕн, Кĕтерук, ― хăпмарĕ Якур, ― йăлăмра чухне çынсен куçĕ умĕнче юнашар ларма именместĕнччĕ. Халь юнашар утма та хăратăн.

— Йăлăмра урăх шутчĕ, Якур. Унта эпир ирĕклĕ вĕçен кайăксемччĕ. Кампа юнашар ларма шухăшланă — çавăнпа лараттăмăр. Кампа калаçас килнĕ — çавăнпа калаçаттăмăр. Халь урăх шут... ― кăмăллăн каларĕ Кĕтерук. Хăй, ют каччă ăсатнине пĕлсен, юратакан каччи çилленме пултарасси çинчен шухăшларĕ.

Çав каçа Якур çывăраймасăрах ирттерчĕ. Пĕр шухăшласан, хĕр. ăсатма илсе кайманнине ырларĕ вăл. Сипетне çухатман мĕнле хĕр каччăна ăсаттарма килĕштĕр? Вара ыранхи кун телейлĕ те ăнăçлă пуласса шанчĕ. Тепĕр майлă шухăшласан, хĕр ăсаттарасшăн мар пулни качча пырасшăн маррине пĕлтернĕ пек те туйăнчĕ. Якур шĕл-кăвар çине пăрахнă пек çунса выртрĕ. Хăйне хăй йăпатас шутпа: «Мăна тиркесе мар-ха вăл. Хĕрупраçсен йăли çапла. Акă ыранах калаçса татăлатăп» — тесе шухăшларĕ.

■ Страницăсем: 1... 14 15 16 17 18 19 20 21 22 23 24