Алтăр çăлтăр шерпечĕ :: 7. Тĕксĕм хĕвел айĕнче


Тĕттĕм шăплăхра чи малтан Икар вăранса кайрĕ. «Ăçта эпĕ? Мĕн пулчĕ пире?» — ниепле те тавçăрса илеймерĕ вăл. Тăна кĕрсе пынăçем Давид торт каснине аса илчĕ. Урăх нимĕн те пуçра юлман. Тĕттĕмре хыпашласа çӳренĕ чух арçын ача темĕскер купи çине пырса тăрăнчĕ. Кунта ашшĕпе Элим Петрович тата Давид пиччĕшĕ выртнине, вĕсем чĕрĕ иккенне чухласа илсен, унăн чунĕ лăштах пулчĕ. Хăрушă çĕрте унпа пĕрле шанчăклă юлташсем тата ашшĕ пурри питех те хаклă. Анчах мĕнле тăрăшсан та, Икар вĕсене вăратаймарă. Темĕнле наркăмăш ĕçнĕ тейĕн, Çĕр çыннисем вилнĕ пек çывăраççĕ! Çавна сиссен, хăйсене хупса хунă пӳлĕмрен хыпашласа та пулин тухма шутларĕ Икар.

Вĕсем темĕнле складра-ши? Пур енчен те тимĕр стена. Ун витĕр нимĕнле сас-чĕвĕ те кĕмест. Урайĕнче сăнчăр татăкĕсем йăваланса выртаççĕ. Тĕрме апла ку. Нумай çынна асаплантарнă пулас çакăнта. Декабристсем сăнчăр сыпăкĕсенчен çĕрĕсем тунине аса илчĕ Икар, пĕрне кĕсйине чиксе хучĕ, Çĕр çинчи тусĕсене кăтартма юрĕ-ха.

Çавăнтах «Ăстаçă» çуккине те ăнланса илчĕ. Кам вăрлама пултарнă-ши?

Нумай та вăхăт иртмерĕ, тимĕр алăк чуна тивмелле хăрăлтатса уçăлчĕ. Алăкран кĕрекен çутă куçа йăмăхтарать.

— Тухăр! — кăшкăрса ячĕ пырса кĕнĕ мăн кĕлеткеллĕ çын. Ун хыçĕнче тата темиçен. Те çутă кĕнипе, те наркăмăш вăйĕ сирĕлнипе Элимпа Давид тата командор ура çине тăчĕç. Мĕн те пулин тавçăрса иличчен вĕсене тĕрте-тĕртех коридора кăларчĕç. Часах пурте пĕр пысăк та çутă пӳлĕме кĕрсе тăчĕç. Варринче пысăк сĕтел, унта çар тумтирĕ тăхăннă çын ларать. Юнашар — хуралçăсем. Сĕтел çинче — «Ăстаçă».

— Хауэр господин, эсир хушнипе пурне те илсе килтĕмĕр, — пĕлтерчĕ мăн кĕлетке.

— Аван, Нарф, аван, — ырларĕ ăна лешĕ. Унтан вĕçевçĕсен пуçлăхне, командора, пĕр йăнăшмасăр уйăрса илсе, савăнăçлăн çиçсе, ун патне пычĕ. — Хапăл тăватпăр, хаклă хăнасем! Пуринчен ытла çак «чăматана» эпир питĕ хапăл, — йĕкĕлтешрĕ вăл.

— Камсем пулатăр эсир? Мĕншĕн кунта пире вăйпа тытса килтĕр? — янăрарĕ Николай Ильич сасси.

— Сарă кун çĕршывĕнче пире «тӳнтерьенсем» теççĕ. Урăхла каласан, эпир вĕсен тăшманĕсем. Эсир вара пирĕн чи çывăх туссем пулма пултаратăр.

— Эпир чурасем те, хăравçăсем те мар. Халех ирĕке кăларăр, унсăрăн хăвăра йывăр килĕ, — хушнă пек каларĕ командор.

Тăшмансем, хăйсем кăмăлсăрланнине палăртасшăн мар пулса, хытă ахăрчĕç.

— Питех ан хăрат-ха, «тусăм». Кушакшăн — вăйă, шăшишĕн — вилĕм, теççĕ — йăпăлтатнăн сăмах хушрĕ Нарф.

— Çав «чăматан» темшĕн ĕçлемест-ха, хута ярса параймăр-ши? — япшаррăн ыйтрĕ Хауэр. — Урăх нимех те кирлĕ мар. Вара сире пирĕн патăмăрта çăтмах пулĕ.

Хауэр Элим патне пырса тăчĕ.

— Çамрăк çын, ан кутăнлаш.

— Ĕçлетчĕ вăл, хăвăр пăснă ĕнтĕ, — пăшăрханнă пек пулчĕ Савельев. Хăй питĕ савăнчĕ. Ара, тăшмансем пĕр сăмах калама пĕлмен-çке, «Туслăх пултăр яланăх» тесен çеç автомат ĕçлеме тытăнать, ятарласах çавăн пек тунă. «Тӳнтерьенсен» çăварĕнчен ырă сăмахсем ăçтан тухчăр. Вĕсем хăратаççĕ çеç.

— Мĕн тăвасшăн эсир унпа? — тарăхнине пытарма хал çитереймерĕ Давид.

Хауэр калас-и, калас мар-и тенĕ пек турткаланса тăчĕ.

— Сире нимĕн чухлĕ те сиен тумастпăр, усă çеç пулĕ, ырлăха лекĕр. Кирек ăçта та хăватлăн çурăлакан бомбăсем тума пулăшăр çеç.

Çак сăмахсене илтсен, хăй мĕн туса хунине тинех ăнкарса илчĕ Икар. Сăрта сирпĕтсе Сарă кун çĕршывĕнчи çынсене пулăшнине пулах тăшмансен аллине çакланчĕç, тата вĕсене Сарă кун çĕршывĕнчи çынсене вĕлерме хутшăнтарасшăн. Çапма пĕлмен пушă хăйсене пырса çапрĕ мар-и?

— Нихăçан та килĕшместпĕр, — çирĕппĕн хирĕçлере командор,

— Апла иккен, шухăшласа пăхма сĕнетĕп. Эпир ача вăййи вылямастпăр. Нарф! Хăлха чикки пар-ха ăна!

Мăн кĕлеткелли, мала тухса, командор патне çывхарчĕ. Аллине çĕклерĕ çеç, никам сиссе ĕлкĕриччен урайне ывтăнса кайрĕ. Хуралçăсем харăссăн туссем çине сикее ӳкрĕç.

Хаяр тытăçу пуçланса кайрĕ. Пурте пăтрашăнчĕç, Давид пĕрин хыççăн теприне çапа-çапа антарать. Командорпа Нарф кăлтăрмач пек çаврăнаççĕ. Элим хăйне ярса тытиччен Николай Ильича çăлма васкарĕ. Пĕтĕм вăйĕпе Нарфа пуçĕнчен çапрĕ, лĕнчĕр пулчĕ усал çын. Икаршăн вара чĕр мăшкăл. Никама та тапăнса ĕлкĕреймерĕ. Хĕвĕшӳ тапрансанах, ураран ӳкерчĕç ăна, халĕ ун çинче тăпăртатаççĕ. Командор, сиксе тăрса, тепĕр хуралçăна тапăнчĕ. Пурте урайĕнче йăваланнине асăрханă Давид Хауэр патне чупса пычĕ. Çав вăхăтра пăшал сасси кĕрлесе кайрĕ. Давид алли лăштăр усăнчĕ. Çавăнпа ăна тӳрех урайне çапса антарчĕç. Урассмпе тапма тытăнчĕç.

— Çитет, — чарчĕ хĕнекенсене, кăшт вăхăт иртсен, Хауэр. — Кайса пăрахăр камерăна. Тепĕр чух ăслăрах пулĕç. Пулăшу парăр, апат çитерĕр. Вĕсем — пире кирлĕ çынсем!

Веçевçĕсене ярса илчĕç те тепĕр пӳлĕме сĕтĕрсе кĕчĕç. Икара хĕрхененçи пулчĕ Хауэр.

— Ачана урăх пӳлĕме вырнаçтарăр, — янăрарĕ ун сасси.

— Юлташсенчен ан уйăрăр мана! — йăлăнчĕ Икар.

— «Ырă сунакансем» итлеççĕ-и?

Кашни кун хистерĕç виçĕ паттăра «тӳнтерьенсем». Хăйсен енне çавăраймарĕç. Тискерленни усă паманнине тинех ăнланса илчĕç вĕсем. Вара Хауэр чееленме шут тытрĕ. «Чи лайăх вариант» пырса кĕнĕ-мĕн ун пуçне.

— Итле-ха, Нарф, — хушрĕ вăл хăйĕн чи çывăх «мăйпăранне», — тытса кил-ха Элимăн чиперккине.

Тепĕр кунне, кăнтăрла иртсен, тыткăнрисене каллех Хауэр патне «хăнана» чĕнчĕç. Хуçа пӳлĕмне кĕрсенех, чи малтан асăрхани тенкел çинче ларакан Аюль пулчĕ. Унăн илемлĕ пичĕ-куçĕ вараланса пĕтнĕ, кĕпи те пылчăклă. Çапах та хăйне паттăррăн тыткалать, хăюллăн пăхать. Çавăнтах кĕрр çавăрса илчĕç ăна туссем. Аюль хăйне мĕнле вăрлани çинчен ĕсĕклесе каласа пачĕ. Тăшмансем вăл вăхăтра шăл йĕрсе ларчĕç. Çиллине шăнарайманнипе Элим вĕсене тем туса пăрахĕччĕ, вăйсем пĕр тан пулманни пĕтерет.

— Калаçса тăранчĕç пулĕ, илсе кайăр хĕре, — хаярланать туссен савăнăçне курса тăракан Хауэр. Хуралçăсем хăйсен ĕçне пĕлеççĕ. Пĕр самантран, арçынсем çеç тăрса юлсан, хайхи каллех хăй юррине пуçларĕ. Хальхинче, паллах, урăхлараххине:

— «Туссем», пирĕн кăмăл çапла: эпир ыйтнине тивеçтерсен — эсир пурте ирекре. Малашне те кутăнлашсан, калама та хăрушă... Чи малтан Аюльпе ачана леш тĕнчене ăсататăп, сире тата хăрушăрах нуша кăтартатнăр. Пире итлетĕр пулсан — сирĕн кунçулăр йăлтах урăхла çаврăнĕ.

— Çапах та шутласа пăхма ирĕк парăр-ха, — чĕнчĕ ăна хирĕç Николай Ильич. Ку Хауэра савăнтарчĕ, Элимпа Давида вара тĕлĕнтерсех пăрахрĕ.

Камерăна таврăнсан, туссем питĕ шăппăн нумайччен калаçса ларчĕç. Тепĕр кун ир-ирех ертсе кайрĕç вĕсене хуçа патне. Аюльпе Икара тата малтанрах илсе пынă иккен. Ăнланчĕ Николай Ильич: мĕн те пулин хирĕçлесе калаçсан, ачасене асаплантарма тытăнаççĕ.

— Мĕнле çĕр каçрăр, шухăшсем мĕнле? — ура çине тăрсах кĕтсе илчĕ мăн кăмăллă хуçа.

— Чиперех, эпир хатĕр, — пуриншĕн те хуравларĕ командор.

Çакна кĕтменччĕ Хауэр.

— Епле час? — тĕлĕнчĕ вăл.

— Мĕн тăвас тетĕн, пурăнас килет. Килте арăм, тăвансем кĕтеççĕ. Ывăлăм пуçне те хам айăпа пула çийĕп. Аюле те шел. Чĕрĕ юлсан, пурте лайăхах пурăнăпăр. Шантаратăр-çке, — пӳрнисемпе выляткаларĕ командор.

— Çапла. Кирек ăçта та сирĕншĕн çул уçăлĕ. Аюль, сăмахран, кунта çĕр хут телейлĕрех пулĕ. Ун çĕршывĕнче пирĕи патăрти пек ырлăх çук, — каппайланчĕ Хауэр. — Эппин, Сар кун çĕршывĕ Пĕртанлăх уявĕнче пирен бомбăсене тутанĕ. Ха-ха-ха!

Аюльпе Икар пĕрре хĕрелсе, тепре кăвакарса кайрĕç.

— Мĕн тăватăн, атте? — кăшкăрса ячĕ арçын ача.

— Çавăн пек тумалла, ачам. Пире çухатсан, аннӳ ĕмĕрех хуйхăрĕ.

— Эпĕ нихăçан та сутăнчăк пулмастăп! — ялт çĕклерĕ пуçне чăваш ачи. Унăн куçĕнче хаярлăх, кӳренӳ. Ниçта кайса кĕреймен пирки вăл тухса тарасшăнччĕ. Мăн хуралçăсем çине пырса тăрăнчĕ. Унтан çавăнтах, вĕсен аллинчен вĕçерĕнсе, Аюльпе юнашар пырса тăчĕ. Иккĕшĕн те хусканăвĕсенче никама парăнманлăх палăрать.

 

* * *

Эрне ытла ентĕ вĕçевçĕсем ирĕке кăларнă пекех пурăнаççĕ. Вĕсем «тӳнтерьенсен» тĕп хулинче иккен.

Пĕррехинче çаплă, урамсемпе паллашса çӳренĕ чух, йĕр пăтăрмах сиксе тухрĕ. Ватă çын çул çинчех ниçта тапранаймасăр ларать. Пурте ăна таптанă пек çапăна-çапăна иртсе каяççĕ. Анчах никам та чарăнса тăмасть, пулăшмасть. Асăрхамаççĕ те тейĕн. Туссем чăтса тăраймарĕç, ватăна хӳтĕрех вырăна çĕклесе кайса лартрĕç. Паллашрĕç. Командор унран хула мĕншĕн ытла та кичем курăнни çинчен ыйтса пĕлес тесе тăрăшрĕ. Мучи ют çынсене шанмасăртарах тинкерчĕ. Сăмахне пĕр вăхăт чĕнмесĕр ларнă хыççăн вăраххăн ӳсĕре-ӳсĕре пуçларĕ:

— Хуçасем тасалăхшăн çунмаççĕ, вĕсемшĕн чи хакли — мул. Заводсенче вăрçă хатĕрĕсене çеç кăларма тăрăшаççĕ. Кашни тепринчен хăраса сыхланса пурăнать. Тĕксĕм, кичем пурăнăç. Хура хĕвел айĕнче пурăнатпăр тейĕн.

Вĕçевçĕсем кунти лару-тăру çинчен темиçе хут та пĕрле пухăнса канашларĕç. Хăйсене те, пусмăрти халăха ирĕке кăларма та тĕрлĕ сĕнӳсем çуралчĕç. Хуçасем хĕç-пăшалпа тĕрекленеççĕ. Пăшал таврашне пеми тусан? Командор сĕнĕвĕ çапла пулчĕ: Х-хумсен станцине туса хатĕрлемелле.

Çавна илтсен, Хауэр кĕрлесех кайрĕ:

— Кăтартăп сире Х-хумсем! Çав станци пулман пулсан, эпир тĕнче хуçиччĕ!

— Урăхла май килмест, — хăйсен вăрттăн шухăшне пытарма тăрăшрĕ Элим. — Бомбăсем çурăлассипе çурăлмассине епле пĕлĕпĕр-ха унсăрăн. Х-станци пире кирлех пулать.

— Юрать. Эпĕ килĕшетĕп, анчах та вăл станци ĕçлеттернĕ чух юнашар яланах Нарф пулать.

Кĕтменччĕ çакна. Нарф ытла та тискер. Вĕçевçĕсен пурнăçĕ йывăрланчĕ. «Пулăшмах» тивет çав «мăйпăрансене». Унтан темиçе сăнав туса ирттерчĕç. Анăçлă килсе тухрĕç вĕсем.

— Çĕнтерӳ, çĕнтерӳ, пĕтĕм тĕнче пирĕн алăра пулĕ! — кăшкăрашрĕç усал хуçасем. Савăннипе ырă кăмăлланса кайрĕç. «Чаплă çитĕнӳшĕн» хăна пухма шутларĕ Хауэр.

Вĕçевçĕсене те «чыслă тĕпеле» лартрĕç.

— Мĕнле тав тумалла сире ку ĕçшĕн? — ыйтрĕ хаяр хуçа.

— Ывăлăмпа Аюле курас килет, — терĕ Николай Ильич. — Мĕншĕн пĕрле мар эпир?

— Иртерех-ха. Сарă кун çĕршывне çĕнтернĕ хыççăн пурте пĕрле çак сĕтел хушшинче ларăпăр.

Часах ĕçкĕ-çикĕ пуçланса кайрĕ. Пуçпулса тăракансене мухтаççĕ, каппайланаççĕ. Хауэр вĕçсе кайманни çеç. Самаях хĕрсе çитсен, вăл ура çине сиксе тăчĕ:

— Чаплă çыннăмсем, васкамалла пирĕн. Сарă кун çĕршывĕнчи Пĕртанлăх уявĕччен тепĕр икĕ уйăх çеç. Тăшмансене пĕтерме вара пире бомбăçем кирлĕ. Нумай бомба!..