Алтăр çăлтăр шерпечĕ :: 6. Сарă кун çĕршывĕнче


Хăрушă вĕçеве карап, палăртнă пекех, «Сар хĕвел» çывăхĕнче вĕçлерĕ. Хăйсем хăш тĕлтине пĕлнĕ хыççăн космонавтсем карала тĕрĕслеме пуçлареç. Тĕрĕс-тĕкелех иккен, ванман. Регенераци пӳлĕмĕнче нимĕн те улшăнман, пурте хăйсен вырăнĕнчех. «Ăстаçă», тин çеç туса хатĕрленĕ пек, йăлтăртатса ларать. Элим унăн энерги пайĕн клавиатура кнопкисене пусрĕ. Часах кашни каютăна таса та тутлă сывлăш сарăлчĕ. Космонавтсем кăмăллă. Халĕ «Сар хĕвеле» тĕ (урăх çăлтăр системине) тĕпчеме юрать. Анализаторсем кăтартнă тăрăх, спектрĕ те, температури те унăн ӳсентăрансемпе чĕрчунсем валли йăлтах çителĕклĕ пулмалла.

Канашласа илнĕ хыççăн çывăхрах пек туйăнакан сарă çутăллă планета патне веçме шут тытрĕç. Тепĕр кунхинех ун йĕри-тавра çаврăнма тытçăнчĕç. Планета çинче темĕнле çуртсем пур, вĕçекен чĕрчунсем е аппаратсем курăнаççĕ...

Нумай шухăшласа тăмасăрах, туссем экспедицие хатĕрленчĕç. Гравиплан çине кирлĕ приборсем тата пĕчĕк «Ăстаçа» илчĕç. Акă анса ларма вăхăт та çитрĕ. Космонавтсем, «Çăлтăр» карапа автомат хăй тытса пымалла туса, гравиплан çине кĕрсе ларчĕç. Командор старт кнопкине пусрĕ те, вĕсем унпа «ирĕке» вирхĕнсе тухрĕç. Планета калăпăшĕпе хирĕç шăвать тейĕн. Аялта сарă тĕслĕ вăрмансем, юханшывсем. Часах вĕçевçĕсен çулĕ çинче пысăк хула курăнса кайрĕ, Гравиплан çав хула айккинчи хире, пĕр айлăма, анса ларчĕ. Йĕри-тавра нимех те курăнмасть. Пурпĕрех питĕ асăрхануллă пулчĕç пĕрремĕш утăмсем. Гравиплана пытарчĕç. Вĕçевçĕсенчен кашни мĕнле те пулин хĕçпăшалланнă. Элим хăй «чăматанне» çĕкленĕ. Юттăн курăнаççĕ. Тӳпеме хăпарса çитрĕç çеç — пурте тăп чарăнса тăчĕç. Тĕлĕнмелле! Каялла Çĕр çине çаврăнса çитмен пулĕ те? Инçех те мар пĕр çăмăл машина, ун çумĕнче сын (шофер пулас) аппаланать. Каялла çаврăнса та пăхмасть. Космонавтсем кутăн чакрĕç, канашласа илчĕç: пымалла-и ун патне, çук-и?

Çĕнĕ тумтир кирлине ăнкарса илчĕç. Вара вĕсем, каялла çаврăнса, «Ăстаçă» пулăшнипе пурин валли те шо-ферăнни пек тумтир «çĕлетрĕç». Çакăн хыççан тӳпеме хăюллăнах хăпарчĕç. Николай Ильич, асли вырăнне пулса, хайхи çынна, ним калама аптранăн: «Салам, вăй патăр!» — терĕ.

Лешĕ ерипен çеç пуçне çĕклерĕ. Пăх-ха, умра çын-çынах. Хăй чăм шыва ӳкнĕ. Вăл темĕскер каларĕ. «Лирменкират» илтĕнчĕ хăлхана, Çук, пĕртте тĕлĕнтермерĕ ку. Çутçанталăк законĕсем пур çĕрте те пĕрешкел. Уйрăмлăхĕсем вара çителĕклех.

Çакă паллă пулчĕ: двигателĕн пиçиххийĕ татăлса кайнă. Хуçи ăна пралукпа çыхсă лартасшăн тĕрмешет. Элим «чăматанне» уçрĕ те пиçиххине унта чиксе хучĕ. Самантрах вĕр-çĕнни кăларса тыттарчĕ. Аран-аран ăнланса илчĕç шофер мĕнлерех тав тăвасшăн пулнине. Пĕрле пыма чĕнет-мĕн. Вĕсем унăн машини ăшне кĕрсе ларчĕç. Машини электричество вăйĕпе ĕçлет пулас. Çĕр çинчисемпе танлаштарсан, ăна чаплах тееймĕн. Унашкаллисем çирĕммĕш ĕмĕр вĕçнелле пулнă. Пĕр хитре хăна çурчĕ умĕнче чарăнчĕç. Шалта питĕ хăтлă. Апатланмалли те çавăнтах. Çыннисем лăпкăн калаçаççĕ, кăмăллă.

Хулине вара таçта курнă пек туйăнать. Тен, кивĕ киносенче? Çапах пурне те килĕшрĕ ку çĕнĕ тенче. Чи малтан кунти халăхăн чĕлхине вĕренмелле. Ку «чăматан» ĕçĕ. Кашни калаçăвах çырса илсе, вĕсен пĕлтерĕшне шырамалла. Ерипенех тăлмач вырăннех ĕçлеме пуçларĕ «Ăстаçă». Вĕçевçĕсем вăл пулăшнипе хăйсем те ун-кун ăнкараççĕ ĕнтĕ.

Тăван ен пекех килĕшрĕ йĕритавралăх. Ятне куçарсан, Сарă кун çĕршывĕ пулать иккен. Таçта та çитсе курчĕç космонавтсем. Хăйсене ытти çĕртен килнĕ туристсем пек кăтартреç, ыйтусене шӳтлесе ирттерсе ячĕç.

...Юлташĕсем мĕн-мĕн хушса янисене пĕр самант та манмасть-ха Икар: шкул картишне асăнмалăх лартма хунав илсе каймалла, кунти ачасен пурнăçне, вăййине тĕпчемелле. Эдитăна хăюллă арçын ачапа паллаштармалла, Чи кирли вара — çăлтăра çăлмалла. Операци те çавăн ятлах-çке. Анчах кунта никама та нимĕнле пулăшу та кирлĕ мар пек. Паллашакансем те пулмарĕç.

Пӳрни пӳрт умнех пырса выртать, теççĕ. Камшăн мĕкле те — Икаршăн тĕрĕсе килчĕ ку. Вăл уçăлма тесе урама тухнăччĕ. Ăна хиреçех пĕр арçын ача килет. Пĕр-пĕринчен иртнĕ чухне тем каларĕ те, çынна хăратма шутланă тейĕн, икĕ аллине çӳлелле çĕклесе çат тутарчĕ. Хăй йăл кулать. Пĕлет Икар: ку вĕсен, Çĕр çннчипе танлаштарсан, алă тытнине пĕлтерет, пĕрре çеç мар курнă. Акă мĕн ăнланчĕ вĕçевçĕ. Ку вĕсене лартса килнĕ шоферăн ывăлĕ-мĕн. Ийвет тесе чĕнеççĕ. Ашшĕ ăна хăйне мĕнле пулăшни çинчен каласа кăтартнă. Унăн та мотороллер пек машнна пур. Сăнчăрĕ татăлса кайнă пирки халлĕхе ним усăсăр ларать. Çавна, май килсен, туса пама ыйтать те Ийвет.

— Юрать, — килĕшрĕ Икар. Вăл, Элим Петровичран «чăматанне» ыйтса илсе, Ийвет патне кайрĕ. Самантрах хатĕр пулчĕ кирлĕ япала. Савăннипе çĕнĕ юлтăшĕ пуçхĕрлĕ тăчĕ. Хăй питĕ хăюллăскер. Тарăн çырма урлă хунă ансăр каçăпа мотороллерĕпе шăхăрса çеç каçса каять. «Шăп та шай Эдита кăмăлне каймалла ку», — шухăшласа илчĕ ача.

Икар хăйĕн юлташĕсем пирки асăрхануллăн каласа кăтартрĕ. Паллах, Эдита ятлă хитре хĕрача хăюллă арçын ачапа паллашма кăмăл тунине манмарĕ. Ийвет чăн-чăн паттăр пек тытрĕ хăйне çавăн хыççăн.

Тепĕр кунне те Икар ун патне кайрĕ. Усал хыпар кĕтсе илчĕ ăна. Ийвет чирлĕ выртать. Хальхинче вăл тарăн вар урлă пĕр вĕрлĕк хунă та каçма тăнă. Варрине çитсен тытăнса тăрайман, сирпĕнсе аннă, урине хуçнă. Тавçăрчĕ Лавров: Эдитăна юрасшăн тăрăшать иккен çĕнĕ тусĕ.

...Пĕррехинче, курса çӳренĕ чухне, Икар ту урлă çул хывакансем патне пырса тухрĕ. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. Чулсене алă вĕççĕн ватаççĕ. Ара, сирпĕтсе яма пулать-çке. Тонни-тоннипе самантрах ишĕлсе анать.

Икар ырă кăмăллă хуçасем валли парне хатĕрлесшĕн пулчĕ. Динамит илчĕ те пушхире кайса тĕрĕслесе пăхрĕ. Ак тамаша! Çурăлмасть вăл. Тепри те сасă памарĕ. Шухăша кайрĕ арçын ача. Мĕнрен килет? Кунта мĕнле пайăркасем пуррине пĕлес тесе, вăл атмосферăна анализаторпа тепĕр хут тĕрĕслерĕ. Çакă палăрчĕ: Х-хумсем нумай иккен.

— А-а, — аса илчĕ Икар. Кашни шкул ачи пĕлет вĕсем хими реакцин хăвăртлăхне чакараççĕ. Вăл вара çĕнĕ динамита «Ăстаçăпа» усă курса турĕ, Х-хумсемшăн изолятор пулса тăракан пĕчĕк ещĕке вырнаçтарчĕ. Ĕçлекенсем апатра чухне ăна, сăрта сирпĕтмелле туса, шăтăка чиксе хучĕ, хăй тĕмсем хыçне кайса пытанчĕ.

Хăватлă сасă янраса кайрĕ. Куç хупса илнĕ çĕре — сăрт çук та. Сарă кун çĕршывĕн çыннисем пур енчен те чупса пычĕç. Савăнасса кĕтнĕччĕ Икар, анчах вĕсем куçĕсене темшĕн чарса пăрахнă. «Çăлтăр хуçисене усă кӳтĕм», — тесе шутларĕ вăл. Пĕлеймерĕ Икар ку вăл пысăк ĕç мар, пысăк пăтăрмах пуçламăшĕ пулнине. Кайран вăл темиçе хутчен те: «Чавса çывăх та — çыртма çук», — тесе ӳкĕнчĕ. Халлĕхе çеç ним шухăшсăр çӳрерĕ-ха.

 

* * *

— Элим Петровичăн паян çуралнă кунĕ, — чупса кĕчĕ Давидпа ашшĕ патне Икар.

— Епле апла? — тĕлĕнчĕ Николай Ильич. — Вăл хĕлле çуралманччĕ-и çак? Халĕ çулла-çке. — Унтан хăйсем ăçтине аса илчĕ те çапла каларĕ: — Лайăх паллă тăватпăр. Икар, вĕçтер библиотекăна, Савельева пĕлтер ун пирки.

Элим Петровича кунти халăхсен историйĕ илĕртрĕ. Кĕнекесем аллинчен каймарĕç. Çĕр çинчи тĕнче литератури часах çĕнĕ произведенисемпе пуянланĕ, мĕншĕн тесен Савельев пайтах пухрĕ вĕсене, çыра-çыра илчĕ. Çĕнĕлĕх хыççăн çĕнĕлĕх шĕкĕлчерĕ. Тепĕр тĕлĕнтермĕш вуласа пĕлчĕ паян. Сарă кун çĕршывне «тӳнтерьенсем» пĕрмай тапăнасшăн çуннă. Кунта халăхăн ырă пурнăçĕшĕн тăрăшаççĕ пулсан, унта хĕçпăшал тăваççĕ. Вĕсем Сарă кун çĕршывне икĕ çул каяллах вăйлăн тапăнма хатĕрленнĕ иккен. Усал хыпар утпа çӳрене. «Эпир тытни мар-ши?» — шухăш çиçрĕ пуçра. Кайран хăтăлмалли меслет шыраса тупаççех: Х-хумсен станцийĕсем туса лартаççĕ. Мĕнлерех хумсем вĕсем — питĕ пысăк вăрттăнлăх, анчах çакă паллă: хими реакцин хăвăртлăхне чакараççĕ. Çавăнпа ку территорире нимĕнле сирпĕнӳ те пулма пултараймасть. Çĕршыва хăшпĕр енчен сиен те кӳрет ку. Сăмахран, туннель чавнă чухне тăва сирпĕтсе яраймастăн. Пневмомăлатукпа тар тăкма тивет.

Библиотекăра кашнинчех пĕр сăпай та чипер хĕрпе тĕл пулма тиврĕ Элим Петровичăн. Ăна пĕрре курсах питĕ кăмăлларĕ вăл, унпа лайăх паллашса çитрĕ. Хĕре Аюль тесе чĕнеççĕ иккен. Шуçăм ятлă, эппин. Элим ăна хăйĕн çуралнă кунне палăртма кафене чĕнчĕ. Килĕшрĕ хĕр.

Давид — ăста кĕреке пуçĕ. Элимпа Аюль пирки ăшă сăмахсем каларĕ. Пĕр кĕтесре вара темĕнле çынсем ларнă, сиввĕн пăхаççĕ. Хăйсем пĕр вуннăн.

— Эй, эсир хĕвре чул чиксе ан çӳрĕр, пирĕн юлташшăн шерпет ĕçсе парăр, — сĕнчĕ вĕсене Давид. «Чăматан» çав сăмахсене куçарса панă-паман лешсенчен пĕри сиксе тăчĕ.

— Ăçта кунта чул? — хĕвне силлерĕ вăл,

Пирĕн хаваслă туссем ахăлтатса кулса ячĕç. Ура çинче тăраканни темскер каларĕ.

— Эсир чĕрĕ шапа çиетĕр, — куçарса пачĕ «Ăстаçă». Давид, ку сăмахсене илтсен, тарăхса кайрĕ. Пирĕнле каласан, «карма çăварсем» тени пулать ку. Çилленмелли ытлашшиех çук. «Чăмăтан» идиомăсене тĕрĕсех куçарайманни пăтăрмах кăтартать.

Пĕр чĕлхе тупрĕç темеллеччĕ ĕнтĕ. Ахăрса та ирттерчĕç. Акă лешсем хăйсен кĕввине кĕрлеттерчĕç. Пĕри, пуринчен малтан сиксе тăрса, Аюль патне пычĕ.

— Айăп ан тăвăр та, эпĕ сирĕнле ташлама пĕлейместĕп, — каçару ыйтрĕ хĕр.

— Эсĕ юлташсем умĕнче мана намăса яма-и? — хар кăшкăрса тăкрĕ хайхи. Кунта ларакансенчен ыттисем чарнипе çеç лăпланчĕ лару-тăру. Официант çапла ăнлантарса пачĕ: «Вĕсем, Сар кун çĕршывĕнчи çынсемле каласан, «тӳнтерьенсем». Хăйсем мухтанма юратаççĕ, Вĕсен енче пурте çав тери ырлăхра пурăнаççĕ имĕш. Суяççĕ пулас ытларах. Ахальтен мар калаçăвĕсенче те тăтăшах «чура», «тарçă» сăмахсем тĕл пулаççĕ. Темшĕн Сарă кун çĕршывĕпе питĕ кăмăлсăр. Мăнна хураççĕ хăйсене. Пуринчен те ăслă тейĕн. Давид чăтса тăраймарĕ:

— Эсир каппайланатăр-ха, çапах та çынсене ырă туса курнă-и?

— Çук. Эсир? — кăсăкланчĕ пĕр «тӳнтерьенĕ».

— Эпир, сăмахран, тӳрĕрен çул хывма пулăшрăмăр. Пысăк тăва сирпĕтсе ятăмăр, — мухтанать Икар. — Пирĕн «Ăстаçă» теме те пултарать.

Пурте ун çине шăтарасла пăхса илеççĕ. Элим пуринчен ытла хыпăнса ӳкрĕ. Николай Ильич тӳрех асăрхарĕ çавна. Вара вăл, çывăрас килнĕ чухнехи пек, юриех вăрăммăн анасласа илчĕ.

— Юлташсем, паянлăха çитĕ. Канас пулать, — пурне те илхенмелле хыттăн каласа хучĕ вăл.

Элим Аюле ăсатма, ыттисем гостиницăна канма тухса кайрĕç. Тепĕр çур сехетрен пурте пĕр пӳлĕме пухăннă космонавтсем паçăрхи ыйтăва çĕнĕрен хускатрĕç. Командор кунта асăрхануллăрах пулмалли çинчен калаçрĕ, Икара ăс кĕртсе илчĕ. Çав вăхăтра пӳлĕме официант мăнаçлăн пырса кĕчĕ. Аллинче тем пысăкăш торт. Ресторантан çуралнă кун ячĕпе саламласа парса янă иккен. Давид пысăк çĕçĕ ярса тытрĕ те, торт çиес килет текелесе, шап-шур çавракана хăвăрттăн касрĕ. Пăшш туни илтĕнчĕ шалтан.