Пăва çулĕ çинче :: Вăрманта
Пăваран таврăнсан пĕр-икĕ кунтанах атте мана вăрмана утă çулма каясси çинчен пĕлтерчĕ. Эпĕ вăрманта та пуласшăн, кӳршĕ ялти Герăран та уйрăлса каясшăн мар. Атте ман шухăша пĕлнĕ пекех: «Кăмăлĕ пулсан, юлташу та пытăр», — терĕ.
Акă Патăръелĕнчен Гера çитрĕ. Эпир унпа Пăла хĕррине шыва кĕме антăмăр. Ыран вăрманти картуна каясси çинчен каласа кăтартрăм. Юлташăн куçĕсем çиçсе илчĕç. Вăл та пирĕнпе пыма килĕшрĕ.
— Аппаран çеç кайса ыйтам, — тесе, вăл йĕпеннĕ-йĕпенменех шывран тухса, тумланма тытăнчĕ. — Атя, пĕрле каятпăр. Эсĕ те ман хута кĕрĕн.
Патăръелĕнчи çĕнĕ учительница, Елена Максимовна, пире котлет çитерчĕ те вăрмана каяс пирки аттепе хăй калаçса пăхасшăн пулчĕ. Виçсĕмĕр те пирĕн тимĕрçĕ лаççи умне пырса тăтăмăр. Атте шăпах çава туптатчĕ.
— Манăн шăллăм та утă çулса пăхасшăн, — кăштах Герăна тăрăхласа каларĕ вăл. — Эсир, Лука Тимофеевич, мĕнле шутлатăр, ытлашши чăрмантармĕ-ши вăл унта?
— Чăрмантаракан мар, пулăшакан пулать, — терĕ атте.
— Çĕленсем сăхасран хăрушă мар-и унта? — хăравçăн ыйтрĕ Елена Максимовна, — тем курса тăрăн.
Атте, ăна шантарса, пире иксĕмĕре те пĕрмай хăйпе илсе çӳреме пулчĕ. Гера аппăшĕ текех турткаланса тăмарĕ. Пире Патăръелне ертсе кайрĕ те пĕчĕк карçинккапа апат-çимĕç тултарса пачĕ, унтан Герăна чăлт-шурă алшăлли тыттарчĕ:
— Кăна шăлмассерен хĕвел çине çакса типĕт. Кашни çын расна алшăллипе шăлăнмаллине эсĕ пĕлетĕн вĕт?
Лаç умне часах картунти Кавĕрле кукка хăйĕн çӳрен лашипе çитсе тăчĕ. Вăл пире утă çулма кĕтсе те ывăнтăм терĕ.
— Çанталăк уяр чухне васкас пулать.
Атте çавасем хатĕр маррипе тытăнса тăнине астутарчĕ.
Хыпаланса кăнтăрлахи апат тукаласан, эпир лаша кӳлме тытăнтăмăр. Анне ӳрапа çине тутăрпа çыхнă апат-çимĕçсем кăларса хунă-хуманах, Гера хапхана уçрĕ, эпĕ лашана, урама кăларса, кукка лавĕ хыçне тăратрăм. Лаçран йăтса килнĕ авăрсăр çавасене атте пурне те малти лав çине хучĕ. Хăй те куккапа юнашар ларчĕ. Эпир — хыçалти лав çинче. Укăлча хапхи патне çитиччен пире Ванюк шăллăм ăсатса ячĕ. Унăн та вăрмана пырас шухăшĕ пур иккен те — анне ямарĕ.
— Ман валли шăхличĕ тума кăпчанкă илсе килĕр, — терĕ вăл, урапа çинчен анса юлнă май.
Паян вăрманалла каякан çынсем — пĕр эпир çеç мар иккен. Кашни çухрăмрах эпир çуран утакансене хăваласа çитсе иртсе каятпăр. Лашисене хистесе пирĕнтен ирттерсе чуптаракан пушă лавсем те тĕл пулаççĕ. Шăнкăртам кĕперĕ урлă каçсан, малти лав çинче ларса пыракан аттепе кукка та çуран анса утрĕç. Вĕсене курса эпир те, хамăр лашана сăрталла хăпарма çăмăл пултăр тесе, урапа çинчен сике-сике антăмăр, кукка урапи патне чупса кайрăмăр.
— Сире йăпанма манăн икĕ упа çури пур, — терĕ кукка, ман куçран пăхса, — ну, вырăсла пултаратăн-и? Эпĕ мĕн каланине юлташна куçарса пар-ха.
Эпĕ Гера хулĕнчен тĕртсе çапла каларăм:
— Вăрманта упа ачисем («çурисем» теме пĕлмерĕм) пур.
Гера мана ăнлансах пĕтереймерĕ, куккаран вăл вырăсла ыйтрĕ:
— Упасем картуна çĕрле пыраççĕ-и?
Кукка вырăсла пуплĕме ăста мар та, пурпĕрех упа çурисем пирки манран лайăхрах ăнлантарчĕ.
— Хам тытса килтĕм, пӳртре пурăнаççĕ, — терĕ.
Çак хыпар хыççăн Гера та, эпĕ те часрах вăрмана çитесси çинчен çеç ĕмĕтленсе пытăмăр. Иксĕмĕрĕн те лашана вĕçĕмсĕр малалла хăвалас килет. Малта пыракан лаши çав тери мăран пек туйăнать, кукка ăна пушăпа хистеменни те пире тарăхтарать. Эпĕ хамăр лашана кукка урапинчен пĕр шит хăвармастăп (лаша пуçĕ кукка урапи çинех каçса каять). Вăхăт-вăхăтпа эпĕ «но! кайрăмăр!» тесе хытах кăшкăрса илетĕп, кукка лаши те илттĕр тесе хăлаçланатăп, пушă аврипе те юнаса пăхатăп. Çук, кукка лаши ман сăмаха ӳпре çыртни вырăнне те хумасть, хӳрине те пăтратмасть.
Хир тăрăх пыракан çатма пек такăр çултан сылтăма пăрăнса вăрмана кĕрсен, кăмăл лăштах уçăлса кайрĕ. Картуна çитме нумай юлман пек туйăнчĕ. Кукка лаши те кал-кал пыракан пулчĕ, икĕ хăлхине те чанк тăратса, малалла пăхса кĕçенсе ячĕ, тахшине сасă пачĕ. Ун хыççăн пирĕн лаша та картинка çинчи пек пуçне хитрен каçăртса илчĕ. Тăвăр çул икĕ айккипе те парка юмансем сарăлса лараççĕ, вĕсен çăра çулçисем тĕлĕ-тĕлĕпе хĕвел çутине те пытараççĕ. Гера каçса кайсах сарлака йывăçсем çине тăсса кăтартать: «Пăх-ха, тураттисем мĕнле кукăр-макăр».
Часах пире хирĕç килекен икĕ юланут курăнса кайрĕ. Икĕ лаша çинче те çар тумтирлĕ икĕ çын, йĕнер пускăчисем çине тăрса, йăкăлт-йăкăлт сиксе пыраççĕ. Юланутсем пире чарса чăрмантармарĕç. Малта пыраканни çеç; «Хăш ялсем?» — тесе чăвашла ыйтрĕ. Ăна хирĕç кукка аллипе малалла тăсса кăтартрĕ: «Кунтисем, картунтан!»
Çул, юлашки хут кукăрăлса, çырма хĕррине илсе тухрĕ. Пĕчĕк кĕпер урлă каçса, сăрталла хăпартăмăр та чус витнĕ çурт умне çитсе чарăнтăмăр. Акă вăл пирĕн куккапа инке пурăнакан картун.
Пире хирĕç Анюк инке чупса тухрĕ, хăнасем çитрĕç тесе вăл хапхине яри усса пăрахрĕ те пирĕн лашана, йĕвенĕнчен тытса, картишне çавăтса кĕртрĕ. Эпир лашасене тăварма тытăнсан та, атте тытнă тилхепене йĕвен çăварлăхĕнчен вĕçертсе ячĕ, пире часрах пӳрте чĕнчĕ.
Эпир лашасене тăварса лупасайне, сулхăна, кăкарса хутăмăр. Кавĕрле кукка аслăк çинчен кăчăртатса тăракан çĕнĕ утă антарса пачĕ. Тăватă пурана пĕрле тĕртсе лартнă пек пысăк пӳрте кĕтĕмĕр. Анюк инке пире тӳрех малти пӳлĕме иртсе ларма сĕнчĕ, хăй нӳхрепе кайса сĕт чӳлмекĕпе чăкăт турилкки йăтса килсе сăрланă сĕтел çине лартрĕ.
— Эсир çул çинчен çăвăнас тетĕр пулĕ-ха, — тесе, вăл атте хулпуççийĕ çине çӳçе вĕçлĕ алшăлли хучĕ.
Эпир картишĕнчи пусă умнех тухса сивĕ шывпа çăвăнма тытăнтăмăр. Эпĕ те, Гера та йĕри-тавра пăхкаласа илетпĕр: упа çурисене курас килет. Çул çинчи тусантан шывпа чӳхене-чӳхене тасалнă хыççăн эпир Герăпа иккĕн пӳрте кĕтĕмĕр, атте, лаçри сăмавара йăтса кĕме пулса, картишне тăрса юлчĕ, Кавĕрле куккапа инке нӳхрепе пĕрле кайрĕç. Пӳртре пирĕн ума икĕ упа çури сиксе тухрĕç те сĕтел çинчи чăкăта ярса та илчĕç. Тепĕр минутран вĕсем иккĕшĕ те, пирĕн çине пăхса, çуланкаланма тытăнчĕç. Пĕри тата ман патах упаленсе пычĕ. Эпĕ хăранипе çари çухăрса ятăм. Манăн сасса илтсе инке чупса кĕчĕ:
— Ан хăра, тивмеççĕ вĕсем. Ах, мур илесшĕсем, сĕте лĕрккесе те янă. Чăкăта та хыпса çăтман-и?! — терĕ вăл.
Атте чашласа вĕрекен сăмавара йăтса килчĕ. Упа çурисем ăна та тĕлĕнтерчĕç.
— Айвансем, хăрама та пĕлместĕр иккен-ха.
— Ара, Кавĕрле пĕркунне тытса килчĕ те усраса пăхас терĕ. Э, вĕсем мана кашни кун сăтăр тăваççĕ. Калама çук апшур, икĕ чугунпа лартса яшка пĕçерсе паратăп та пĕр тумлам юлмиччен çисе яраççĕ.
— Çын пекех яшка та, сĕт те çиеççĕ-и? — тесе ыйтрăм эпĕ инкерен.
— Ниме те тиркемеççĕ. Тытса килсенех пĕчеккĕ çеçчĕ вĕсем, халĕ пăртак ӳсрĕç ĕнтĕ, кĕркунне пăру пек пулать теççĕ.
Упа çурнсем пирĕн вăрманти пурнăçа пĕтĕмпех тыткăна илчĕç. Аттепе кукка хыççăн çарана утă çулма тухсан та, инкепе çырла пухма кайсан та, ир те, каç та — пĕрмай упа çурисем çинчен шухăшласа çӳретпĕр. Часрах картуна таврăнса упа çурисене апат парас, вылятас, хамăр мĕн каланине ăнланма вĕрентес килет.
Анюк инке вĕсене пĕрмай пӳртрех усрать — вăрмана тухса çухаласран хăрать. Эпир картуна çитнĕ-çитменех упа çурисене апат пама тăрăшатпăр. Пĕррехинче кукка кăмака питлĕхне уçса кăтартрĕ.
— Куратăр-и, кăмакара пĕр чугун туллиех яшка пур, — терĕ вăл. — Халĕ питлĕхе хупăпăр та картишне тухăпăр.
Упа çурисем пӳртрех тăрса юлчĕç. Картишĕнче кукка пире кăмака умĕнчи чӳрече патне илсе пычĕ.
— Упа çурисем мĕн тунине халĕ кунтан пăхса тăрăр.
Эпир, каска çине тăрса, кантăк çумне лăпчăнтăмăр, упа çурисене хăратас мар тесе, вăрттăн çеç пăха-пăха илетпĕр. Пӳртри упа çурисем иккĕшĕ те кăмака умне йăраланса утса пычĕç те пĕри питлĕхе уçса пăрахрĕ, тепри кăмака умĕнчи ухвата ярса тытрĕ. Эпир тĕлĕннипе кăшт çеç çухăрса ямарăмăр. Упа çури кăмакари пысăк чугуна ухватпа йăтса илчĕ те урайне лартрĕ, тепри ăна çиме тытăнчĕ, — ухват тытнин те хырăмĕ выçнă-мĕн, вăл та лапсăркка пуçне чугуна чикрĕ.
Эпир лаçри инке патне чупса кайрăмăр, упа çурисем яшка çиме тытăнни çинчен пĕлтертĕмĕр.
— Тем тумалла ĕнтĕ вĕсемпе, — терĕ инке, — пӳртре апат-тавраш тăратма çук вара.
— Картишне кăлармалла, — тесе сĕнчĕ Гера.
— Кукку тарасран хăрать вĕт.
Эпир сыхлама пултăмăр, вара упа çурисене çав кунах картишне кăлартăмăр. Малтан вĕсем сулхăна лупасайне кайса выртрĕç. Инке лаçра сĕт вĕретет. Йĕри-таврана тутлă шăрш сарăлчĕ, ăна упа çурисем те туйса илчĕç. Лаç умне пырса ларчĕç. Инке лаçри нӳхреп алăкне уçса аяла анчĕ те пире сĕт чӳлмекĕсене парса тăма хушрĕ. Упа çурисем тутлă шăршă саракан чӳлмексене ăçта лартнине шăтарас пек пăхса тăраççĕ, анчах пирĕн умра иртĕнме шутламаççĕ. Ĕç пĕтсен эпир, лаç алăкне хупса, пӳрте кĕтĕмĕр. Унччен те пулмарĕ, упа çурисем лаç алăкне уçса шала кĕрсе кайрĕç. Инке картишне чупса тухрĕ, кăшкăрашма, хăратма тытăнчĕ. Упа çурисем хăнк та тумаççĕ, пĕри нухрепе кĕрсе кайрĕ те сĕт чӳлмекне çӳлелле тăсса пачĕ, çӳлте тăраканни чӳлмеке çын пек икĕ аллипе ярса илчĕ те çавăнтах сĕт лĕрккеме тытăнчĕ.
Инке ятлаçнипе Кавĕрле кукка упа çурисене çав кунах сăнчăрпа лупасайне кăкарса хучĕ. Эпир тинех картунта лăпкă пурнăç пуçланĕ тесе шутларăмăр.
Тепĕр кун ирхине эпир Герăпа иксĕмĕр те вырăн çинчен пĕрле тăрса тухрăмăр та тĕлĕнсе хытсах кайрăмăр. Лупасайĕнчи упа çурисем, ывăçĕсемпе хырса, тислĕк илеççĕ те, икĕ уран тăрса, тĕпретсе сапма тытăнаççĕ. Кĕрпе çиме вĕреннĕ чăх чĕпписем, упа çиме парать тесе, ăмăртмаллах лупасайне чупса пыраççĕ. Упа çурисем айван чĕпсене кап та кап ярса илеççĕ. Чăх чĕпписене тытма вĕреннĕ упа çурисене инке текех тӳссе тăраймарĕ: «Кирек ăçта хурăр, кирлĕ мар мана ун пек сăтăрçăсем!» — терĕ.
Эпир упă çурисене каллех пӳрте хупса хутăмăр. Утă çулса пĕтерсен, вĕсене Кавĕрле кукка иккĕшне те пире парса яратăп тет. Пĕрне Гера Пăвана илсе каять, теприне эпĕ хамăр килте усраса ӳстеретĕп.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...