Пăва çулĕ çинче :: Савик хуттарĕнче
Пӳртре тахшисем шавланине илтсе вăранса кайрăм. Куçа уçса пăхрăм та сак çинче асаттепе Ярхун ларнине куртăм. Урам енчи чӳрече умĕнче Ухик тăрать. Акă вăл алăк енне ярса пусрĕ, кутник çинчи Ваçлей салтакпа юнашар ларчĕ. Вăрçăран хăрах куçлă пулса таврăннă Ваçлей паян кантăр вăрри тĕслĕ шинельне те каптăрмаласа лартнă (ахаль чух вăл йӳле ярса çӳретчĕ), винтовка та тытнă. Вăт-вăт сиксе тăрса çапăçăва чăмассăн туйăнать. Унăн хаяр сăнĕ алăкăн-тĕпелĕн уткаласа çӳрекен анне сехрине хăпартнă, вăл, Ваçлей салтак çине хăравçăн пăхкаласа, пĕрмай «эй, турă, тем курса тăрăн» тесе мăкăртатса илет.
Хире мĕншĕн хĕçпăшал йăтса тухнине тавçăрса илсен, анне пушшех хăраса ӳкет, Ухик куçĕнчен пăхса, вăл ман пирки сăмах хушать.
— Тен, Сантăрăн паянлăха килтех юлмалла, ача вĕт-ха вăл.
Ухик, ялкăшса, ура çине тăчĕ, шăлĕсене кăтартрĕ:
— Мĕн эсĕ, инке, çав Савикрен хăратăн? Чăнахах вăл халăха хирĕç тăрĕ тетĕн-и-мĕн? Асту! Пăкки шаннă ĕнтĕ ун. Пире курсанах тĕпсакайне кĕрсе ларĕ.
Анне пурпĕрех лăпланмарĕ.
— Пуян çĕрне туртса илесси ача вăййи мар-çке, — тесе, вăл вăрăммăн сывласа ячĕ.
Ухик хĕвĕнчен тăрăхла кавăн евĕрлĕ граната туртса кăларчĕ те аннене кăтартрĕ:
— Ача вăййи маррипе çакнашкал теттесем илсе каятпăр ĕнтĕ!
Анне каллех, шикленсе, Ухик куçĕнчен пăхрĕ, темскер каласшăн пулчĕ вăл — пӳлĕнчĕ, сăмахĕ тухмарĕ. Ухик юриех, сассине хулăнлатса:
— Кайрăмăр, юлташсем! — терĕ.
Эпĕ ура сырса ларнă çĕртен хăпăл-хапăл сиксе тăтăм та Ухик хыççăн урама чупса тухрăм. Анне мана чӳрече витĕр кăшкăрса чарчĕ те тутăрпа çыхнă çăкăр чĕлли тыттарчĕ:
— Хырăму выçсан чĕре сури тумалăх та пулин илсе кай ĕнтĕ... Яшка пиçнĕ те, кĕрсе çимĕн-и?
Яшка çиессишĕн ушкăнтан тăрса юлатăп-и-ха? Ăçта унта!..
...Пушар каланчи умне пухăнса тăнă лавçăсем патне çитсен, Ухик, Шаккаман урапи çине тăрса, йĕри-тавра çаврăнса пăхрĕ:
— Пурте пухăннă-и?!
— Пурте! — терĕç ушкăнти сасăсем. — Паян камăн килте хупăнса ларас килĕ?!
— Ильпăраспа Керим çеç тухман! — тесе кăшкăрчĕ тахăшĕ.
Ухик аллипе сулчĕ:
— Вĕсене кĕтмĕпĕр... Кайрăмăр!
Ушкăн çил çинчи йăмра пек кашласа хумханчĕ, лавсем урам тăрăх тăсăлса утелне çулĕ çине ӳкрĕç.
Малти лав тилхепине Шаккаман старик тытнă. Лав умĕнчен Ухикпе хăрах куçлă Ваçлей пыраççĕ. Эпĕ иккĕмĕш лав çине асаттепе юнашар хăпарса лартăм. Эпир ялтан тухнă çере хĕвелтухăçĕ кăштах шуралса палăрчĕ те каллех хура пĕлĕтсемпе хупăрланчĕ. Çав пĕлĕтсен пĕр пайăрки çĕр çине татăлса аннăн пĕтĕм уй-хире тĕтре пусрĕ. Пирĕн хыçран пыракан лавсен вĕçĕ сасартăк курăнми пулса тăчĕ. Тăвалла хăпаракан çулпа эшкер куçнă пек туйăнса кайрĕ. Эпĕ, асатте лавĕ çинче çеç ларса пыратăп пулин те, хама хам çар çынни вырăнне хурса, йĕри-тавра пăхкаласа илетĕп. Таврара мĕн курнине манăн хамăн аслă командира, Ухике, пĕлтермелле. Тĕтреллĕ çанталăк тăшман çарне асăрхама кансĕрлет. Çул салтак çырăвĕсенче сăнарлакан Карпат тăвесем тавра явăнса çӳлелле хăпарать пек... Пырсан-пырсан, çăра тĕтре сирĕлессĕн туйăнать. Вара тимĕр çĕлĕк тăхăннă ют салтаксем пире курса чăлпар саланаççĕ... Эх, ĕмĕт! Ман пуçри çапăçу, тен, малалла пушшех те хăватлăланса каятчĕ — Ухик сасси чарса лартрĕ.
— Çитрĕмĕр! — терĕ вăл.
Малти лав тăп чарăнчĕ. Эпĕ ăшă ĕмĕтри Карпат тăвĕсем çинчен Савик çĕрĕ çине сиксе антăм. Таврари тĕтре шĕвелсе сирĕле пуçларĕ. Тупере пĕлĕтсем вĕçĕмсĕр куçни те курăнакан пулчĕ. Тухăç та, шурă алшăлли çакнă тĕпел евĕрлĕ ярăм-ярăм шуралса, хире тухнă çынсен кăмăлне çĕклентерчĕ.
— Кашни кил валли вуншар хăлаç шутласа илĕр те ĕçе пикенĕр! — каларĕ Ухик, лавçăсем енне çаврăнса.
Ушкăнти ялйышсем, çийĕнчех Савик улăхĕ тăрăх саланса, икшерĕн-виçшерĕн çурхи çĕре утăмласа пайлама, васкаса сухалама, акма тытăнчĕç.
Çутăлса çитнĕ çĕре Савик улăхĕ пĕтĕмпех ула-чăпарланчĕ.
Тухăçри тăвайкки тăрринчен ирхи хĕвел куçне тавăрса пăхнăн пĕрре шуралса илчĕ, унтан кăвакарчăн пĕсехи тĕслĕ пулса кайрĕ тата пăртак тăрсан хĕп-хĕресленсе тӳпене кармашрĕ. Тăвайккинчи ешĕл хăвалăхпа ватă хурăнсем пĕр самантра хĕрелсе кайрĕç. Ваттисем каланă тăрăх, хĕвел юн пек хĕрелни ырра мар. Хуп пăтавкка йăтнă стариксем акма чарăнсах тухăç енне çаврăнса сăхсăхкаласа илчĕç. Куçа Савик хуттăрĕ курăнать (вăл тухăçра-çке-ха!). Унта — кăнтăр енне пăхса ларакан пĕр килĕллĕ хуттăрта пĕр чĕрчун та курăнмасть. Лăпкă. Шурăпа сăрланă чӳрече хупписем уçă тăни çеç чаплă çуртăн хуçисем те пулмаллине асăрхаттарать. Эпир хамăр тĕллĕн туртса илнĕ çĕре сухаласса сухалатпăр та, Савик хуттăрĕ енне те пăхкаласах илетпĕр. Акă хир енне тухакан чăвашла хапха яриех уçăлса кайрĕ. Картишĕнчен лӳппер ĕнесемпе мăнтăр сурăхсен кĕтĕвĕ йăшăлтатса тухрĕ. Хуçа тарçи Ваçик чăвашла хапхине хупрĕ те васкаса кăнтăр енчи вырăсла хапха умне чупса пычĕ. Унтан тăрантас кӳлнĕ лав сиксе тухрĕ. Пĕр пек икĕ хура лаша пуçĕсене каçăртса вĕттĕн-вĕттĕн пусаççĕ. Пĕр-пĕччен ларса тухнă Савик аллинчи чĕн тилхепе лашисене малалла ыткăнма памасть. Уттарса çеç пырать. Эпир ăна пирĕн иата килет пулĕ, «эсир акаканни, эпĕ вырса илекенни пулăп» тесе хăратма пикенессе кĕтнĕччĕ. Çук иккен. Пĕр ана сыппи тăршшĕ килсен, вăл лавне Пăва çулĕ çине лăрчĕ те ши! шăхăрчĕ. Каçăр пуçлă лашасем сасартăк çилçунатлăн малалла ыткăнчĕç.
— Пăвана каять вĕт вăл!
— Пире хĕсĕрлеттересшĕн пуль!
— Тытса чарас ăна!
— Чарас!!!
Çапла кăшкăрашса, ялйышсем Савик çулне татма шут тытрĕç, телефон юписем патнелле чупрĕç, Савик лашисене тем пек хăваласан та пирĕнтен маларах иртсе кайма ĕлкĕреймерĕ. Чи малтан тĕпри лашине çăварлăхĕнчен тытса чараканни Ухик пулчĕ. Хаяр Савик тăваткал явнă саламачĕпе пĕр-икĕ хутчен лашисене купарчинчен çунтарса илчĕ те, Ухик ярса тытнă янаварсем тем пек турткаланса ташласан та хускалса каяймарĕç. Савик, хăравçăллăн йĕри-тавра пăхкаласа, çĕлĕкне пусарах лартрĕ. Ваçлей салтак аллинчи винтовкине Савик сăмси патнех тăсрĕ. Лешин сехри хăпрĕ: кăн-кăвак кăвакарса кайрĕ. «Кусем, эсрелсем, персе те пăрахĕç», — терĕ пулас вăл.
— Хăратăн-и-мĕн?! — тăрантас патне пырса кăшкăрчĕ Ухик. — Эпир Ярмуш шайккинчисем мар. Эсĕ мана вĕлерме вĕсене тахçанах тĕтхĕртетĕн вĕт?.. Ан хăра. Эпир вăрă-хураха тухман. Лавне каялла çавăр та килне кайса лар. Чĕнми шăрчăк пул. Вара эпир сана пӳрнепе те тĕртмĕпĕр... Хăв пĕлен: вăхăт çук пирĕн санпа муталанма — акана тухрăмăр!
— Эсрелĕ! — хура çĕлен пек чашкăрса каларĕ Савик. — Асту! Лекетĕн пĕрре. Пуççапсах йăлăнăн!
— Эпĕ халăхпа революци умĕнче çеç пуçа тайма пултаратăп. Сан пек сăхă улпутсене сума сумастăп! — терĕ те Ухик аллине сулчĕ.
Темиçе çын Савик аллинчи тилхепине ярса тытрĕç, лашасен йĕвенĕпе çăварлăхĕнчен çакăнакансем те пур. Пăвана кайма тухнă лав пĕр минут хушшинче каялла çаврăнса тăчĕ. Ялйышсем нумай калаçса тăрасшăн мар — акари хĕрӳ вăхăта камăн сая ярас килтĕр? Савикĕ те текех шарламарĕ.
Эпир лава хуттăра çавăтса кайрăмăр. Çул тăршшĕпе чĕнмесĕр пытăмăр. Вырăсла хапха уçăлсан тин хăшĕ-пĕрисем Савик хыççăн муклашкасемпе ывăтса перкелерĕç. Пар ут кӳлнĕ тăрантас хапхине перĕнсе шанлаттарчĕ те шала вĕçтерсе кĕчĕ. Эпир тул енне тăрса юлтăмăр. Хапхи çийĕнчех хупăнчĕ вара...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...