Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 17 пай
Лешăпа Эртиван амăшĕсем Гаврилов хушаматлă шофер çинчен каласа панине пĕр ĕненсе те хавасланса, пĕр ĕненмесĕр те хурланса итлерĕç. Анчах вăл ачасене панă сăмахне тытрĕ. Малтан Лешăсем валли, унтан Эртивансем валли Тевĕш енчи вăрман улпутĕнчен типĕ юман вутти турттарса килчĕç. Хуçипе Гаврилов вутă хакĕ пирки хăй калаçрĕ. Лешĕ те ачасемпе уйрăммăн пуплерĕ. Яков Николаевич тесе чĕнеççĕ имĕш ăна. Сарлака юман каска çине лартрĕ те вĕсене çавра сухалне пĕтĕркелесе ыйтма тытăнчĕ:
— Мана Гаврилов юлташ эсир улттăмĕш класра вĕренни тата халех Паскаль виçкĕтеслĕхне лайăх пĕлни çинчен каласа тĕлĕнтерчĕ. Тĕрĕсех-и?
— Тĕрĕсех, — терĕç ачасем.
Ку вăрман улпучĕ умĕнче те именме юраманнине тепĕр хут лайăх ăнланчĕç вĕсем.
— Математикăпа çеç мар, физикăпа та ыйтма пултаратăр, — терĕ Эртиван, анчах улттăмĕш класшăн мар, калăпăр — саккăрмĕш класшăн.
— Пултараятăр-и?
— Мĕншĕн пултарас мар? — терĕ Эртиван. Вăрман улпучĕ хул хушшине хĕстернĕ кĕнекесенчен «Физика» туртса кăларчĕ.
— Манăн иртнĕ вăрçăран виçĕ ывăл таврăнаймарĕ. Чи кĕçĕнни физикăна питĕ юрататчĕ, вуннăмĕш класран хăй ирĕкĕпе Мускав патĕнчи çапăçусене тухса кайрĕ... Ак, кĕнекисене упратăп... Ну, этак, — хăш задачине илĕпĕр-ха, — вăл кĕнеке листисене уçкаларĕ те пĕрин çинче чарăнчĕ. Акă вăл! Кĕçĕнни килĕштернĕ задача! Манас мар тесе палăртсах хунă эпĕ ăна! — вăл кĕнеке хуплашкине пăхса илчĕ. — Каçарăр, 9-мĕш класшăн иккен, ку — юрамасть.
— Мĕншĕн юрамасть? Эппин, калăр-ха, — терĕ Эртиван, кĕсйинчен çав самантрах пурă туртса кăларчĕ. — Итлетĕп, Яков Николаевич.
— Задачăсене шутланă чухне Валерий (çапла ятлăччĕ ывăлăм) мĕн кирлине хăех тăватчĕ: хăма, пăрăс татăкĕсем, хими пластинкисем, электричество приборĕсен пайĕсем... Тĕслĕхрен, çак задачăна шутланă чухне пăрăссемпе усă курнине астăватăп, — Яков Николаевич каланине Эртиван хăйсем калаçса ларнă юман тĕмески çинех çырма тытăнчĕ. Тĕмески çумăр шывĕпе, çилпе, юрпа якалса хуралса пĕтнĕ. Унăн диаметрĕ метртан та иртет пулĕ. Юнашарах тепĕр тĕмеске, унтан виççĕмĕшĕ... Юманĕсем касиччен миçе ĕмĕр ӳснĕ-ши?
Задачи çакăн пек: йывăç пăрăс тайлăм çинче выртать. Çав пăрăс шуçса ан антăр тесен ун çине перпендикулярлă F вăйпа мĕнлерех пусмалла? Пăрăс масси m —2 кг; пăрăс тайлăма сĕртĕннин коэфициенчĕ k = 0,4; тайлăм горизонт еннелле чалăшнин кĕтесĕ d = 60°.
Эртиван задачăна икĕ хут питĕ тимлĕн вуласа тухрĕ, унтан ӳкерчĕ (13-мĕш ӳкерчĕк):
13-мĕш ӳкерчĕк |
— Йывăр-и? — ыйтрĕ Яков Николаевич Эртиван кăштах шухăша кайса тăрсан. Тен, мĕнле пуçламаллине каламалла? Кунта, физика страницисем хушшинче, ывăлăм шутлани те пур. Хучĕ сарăхса кайнă, çапах та вулама пулать.
— Йывăршăн мар-ха... Задачăна икĕ меслетпе шутлама май пур. Хăшинпе шутлас-ши тетĕп, — Эртиван иккĕмĕш тĕмеске патне пычĕ те ăнлантара-ăнлантара çапла çырчĕ:
Пăрăса тăватă тĕрлĕ вăй пусать. N — яланхи пусăм, f < — сĕртĕннин пусăмĕ. Шайлашăннă чухне тайлăм тăрăх каякан вăйсемпе перпендикулярлă анакан вăйсен сумми нульпе тан.
f-mg sin a = 0; F+mg cos a-N = 0.
Кунтан: F > mg/k (sin a-k cos a) 32Н
Эртиван шутласа-ăнлантарса пĕтерсен Яков Николаевич куçлăхне хыврĕ те кĕсйинчен кăларнă таса тутăрпа куççульне шăлса типĕтрĕ, унтан Эртивана ыталаса çамкинчен чуптурĕ, пăлханса каларĕ:
— Шăпах ывăлăм çырнă пек, отвечĕ те унăнни пекех! Акă камсем фашистсем тĕп тунă ывăлăмсен ĕçĕсене малалла туса пыраççĕ! — Вăрман улпучĕ тĕмеске çинче Эртиван çырнипе ывăлĕ хут çинче çырса шутланине темиçе те пăхса тухнă хыççăн майĕпен лăпланчĕ, ку таранччен шăп тăнă Леша еннелле çаврăнчĕ:
— Ну, этак, эсĕ мĕн чĕнмесĕр тăратăн?
— Юлташа чăрмантарас мар терĕм... Эпĕ сире, хисеплĕ Яков Николаевич, Константин Васильевич Иванов çырнă «Нарспи« поэмăна вуласа парасшăн. Юрать-и?
— Юра-ать! Манăн чи юратнă поэма вăл! Иван Яковлевич Яковлев та ăна питĕ юрататчĕ... Сăмах майăн калатăп: этак, вăрман институтне вĕренме кĕриччен эпĕ Чĕмпĕрте Иван Яковлевич Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ... Эх, вăхăт!.. Хăш сыпăкне вуласа парасшăн?.. «Çимĕк каçне» мар-и? Ăна, çав сыпăка, Иван Яковлевич та вĕренекенсем каласа панине питĕ юрататчĕ.
— Пĕр сыпăкне çеç мар, пĕтĕм поэмине каласа кăтартасшăн эпĕ.
— Пăхмасăрах-и?
— Паллах, пăхмасăр!
Леша виççĕмĕш юман тĕмеске çине улăхса тăчĕ те хăйне сасартăк Нарспипе Сетнер хушшинче тăнăнах туйрĕ. Унăн сасси вăйланать е лăпланать, хавхаланса çĕкленет е пусăрăнса çемçелет, савăнать е хурланать, çăра йывăçсем хушшине кĕрсе çухалать е тӳпенелле вĕçсе хăпарать те унта илтĕнсе тăрса каялла çĕр çинех, Яков Николаевичпа Эртиван умнех, анса çĕнĕлле илтĕнме тытăнать. Улттăмĕш класра вĕренекен Леша Нарспипе Сетнер туйăмĕсене пĕтĕмпе ăнлансах та çитеймест-и, тен, анчах унăн çамрăк сассине вăрманти чĕр-чунсем те, çулçăсем хушшинчи кайăксем те, пуç тăрринче тенĕ пекех çакăнса тăракан пысăках мар пĕлĕт татăкĕсем те итлеççĕ...
Шăнкăртатса шыв юхать
Çӳллĕ валак пуçĕнче.
Кĕмĕл пекех ялтăрать
Шывĕ хĕвел çутинче.
Кĕмĕл мерчен тухьяпа
Сарă хĕрĕ шыв ăсать.
Сарă каччă калаçса
Хăй лашине шăварать.
Çимĕк каçĕ çинчен каласа пĕтерсен Яков Николаевич каллех куçĕсене шăлма пуçларĕ, аллипе сĕлтсе малалла калама чарчĕ.
— Леша, мăнукăм... Иван Яковлевич итленĕ пулсан та унăн умĕнче хĕрелме тивместчĕ санăн... Халăха çутта кăлараканăн ырă сăмахĕсене кăна илтнĕ пулăттăн. Маттур, çунатлă ача эсĕ!
— Гаврил Сергеевич, çакнашкал ачасене тупса килнĕшĕн сана ватă çынран пысăк тав! — терĕ юлашкинчен вăрман улпучĕ. — Вутă кирлĕ терĕн-и-ха? Паратăп, хаваслансах паратăп. Уроксене хатĕрленнĕ чухне Яков Николаевич ăшшине те туйччăр. Ăçтан тиемелле тетĕн пулĕ-ха? Пăх-ха сылтăмалла, пĕр метрлă типĕ юман купине куратăн-и? Райĕçтăвком кăмакисене хутма хатĕрлерĕç ăна, çавна тие ачасем валли. Район пуçлăхĕсем валли татах хатĕрлĕç-ха.
Гаврил Сергеевич вăрман улпучĕ мĕнле вутă парасса малтанах пĕлнĕ-ши, — пĕрремĕш рейспа Эртиван амăшне лартса та килмерĕ, çĕр улми кассисене кăларса пĕтериччен хĕрарăмсене ниçта яманнине те пĕлет вăл. Тиесе паракансем тупăнаççĕ унта, ан пăшăрханăр, ăна та хам çине илетĕп тесе лăплантарчĕ вăл Таюк инкепе Эртиван амăшне. Чăнах та тупăнчĕç. Яков Николаевич хушнипе ун патĕнче ĕçлекенсем машина кузовне темĕн хушăра вутăпа тултарса та лартрĕç. Леша Эртивана аяккарах чĕнсе илчĕ те:
— Манăн пĕр шухăш пур, — терĕ. — Санпа канашламалла.
— Мĕн çинчен?
— Эсĕ, Эртиван, Натали мĕнле пурăннине лайăхах пĕлместĕн.
— Эпĕ, чăнах та, унпа хутшăнсах кайман...
— Вутăпа Наталисене те пулăшма ыйтасшăн эпĕ... Амăшĕпе иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ. Унăн та ашшĕ вăрçăра вилнĕ.
— Кампа калаçатпăр? Гаврил Сергеевичпа-и?
— Малтан Яков Николаевичпа сăмах татмалла пулĕ?
— Килĕшетĕп.
Арçын ачасем вăрман улпучĕ патне пычĕç. Леша хĕреле-хĕрелех ăна Алмазова Натали çинчен каласа кăтартрĕ.
— Вĕренӳре сирĕнтен те ирттерет тетĕр-и?
— Вăл та Паскаль виçкĕтеслĕхне пĕлет. Пур енĕпе мар, паллах, анчах хăш-пĕр предметсемпе яланах чăн малта. Вăл «виççĕ» мар, «тăваттă» илнине те астумастпăр. Пĕрремĕш класранпах.
Вăрман улпучĕ Лешăна куçлăхĕ айĕнчен кăмăлласа пăхса итлерĕ.
— Унăн та ашшĕ вăрçăран таврăнайман... Ăна пĕрре те курайман вăл — ашшĕ вăрçа тухса кайсан икĕ уйăхран çеç çуралнă... Эпир хăть аттесене мĕлке пек те пулин астăватпăр...
— Иксĕре те пĕрле вĕренекен хĕр ачана пулăшма ыйтнăшăн ырлатăп. Эсир арçынсем, сире пурнăçра, тен, çăмăлтарах та пулĕ. Хĕр ачасене йывăртарах тивет. Иван Яковлевич каланă пек, çитĕнсен те хăвăр хыççăн пыракансене пулăшма ан манăр. Аслă çынсем пуласса шанатăп.
— Манмастпăр, Яков Николаевич.
— Ку хĕр ачине, сирĕнтен те малта пыма тăрăшаканскерне, пулăшатпăр. Вутă патне хăçан килесси çинчен хамах Гаврил Сергеевичпа калаçса татăлатăп, — вăл пуçне сулкаласа мăкăртатрĕ: — Эх, пурнăç!.. Ашшĕне те курма ĕлкĕреймен... Çапах та тăрăшать, малаллах туртăнать... Мĕн чухлĕ çынна нушалантарать ку фашизм!
Килелле таврăннă чухне Гаврил Сергеевич ачасене вутăшăн тӳлеме амăшĕсем парса янă укçана каялла тыттарчĕ.
— Мĕнле ăнланмалла куна? — укçана тытасшăн пулмарĕç ачасем.
— Пĕр пус та илмерĕ Яков Николаевич. Хамăн ывăлăмсен ĕçĕсене малалла туса пыма ӳсекенсенчен укçа илессĕм çуках терĕ. Сывлăхĕ йĕркеллех упрансан çитес çулсенче те пулăшма пулчĕ.
Эртиван вуттине пушатсан Гаврил Сергеевич машинине çĕр улми хăвăрт тиерĕç.
— Ан пăшăрханăр маншăн, ĕлкĕретĕп, — лăплантарчĕ ачасене Гаврилов.
Леша Наталисен ялне каçхине çеç кайма шутларĕ. Кăнтăрла пырсан çын сăмахĕнчен шикленекенскер килне те кĕртмĕ ăна. Çын курмасăр пулмасть, вăл хăш çуртра пурăннине те ыйтса пĕлмелле. Пахча витĕр кĕрес — Микулсен кăмакине купаланă кун Натали хăш тĕлтен кĕрсе кайнине вĕçне çитичченех сăнаймарĕ. Çавăнтанпа йĕркеллĕн калаçса та курман вĕсем. Хĕр ача унран ютшăнать пулсан та пулăшмаллах ăна! Кун пек вутă тупасси хăçан пулĕ урăх? Халех каяс — вăл килте лармасан та пултарать: вĕсен ялĕнче те çĕр улми касси кашнинех валеçеççĕ — Натали те уйра амăшне пулăшмасăр чăтаяс çук.
Яков Николаевичран хĕл каçмалăх типĕ юман вутти турттарса килме калаçса татăлнăскер, тĕттĕмлениччен Леша çапах та чăтса тăраймарĕ, кĕтӳ кĕртсенех тăкăрлăкпа клевер уйне чупса тухрĕ, сукмакпа çав уй урлă пĕрре чупса, пĕрре утса Наталисен ялне хăвăртах çитрĕ. Унта та сукмак яла тăкăрлăкпа ертсе кĕрет иккен. Тĕттĕмленет. Яла кĕрсен ăна тӳрех виçĕ-тăватă ача хупăрларĕ. Виççĕшĕ те çӳллĕ, пĕри кăна хытанкарах лутра кĕлеткеллĕ. Ват çынсенчен пытанса йăмра хӳттинче чикарккă мăкăрлантараççĕ. Камран пĕлмелле? Ирĕксĕрех Натали хăш çуртра пурăннине çаксенчен ыйтма тивет.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...