Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 7 пай


Ирхине хапха алăкĕнчен тухнăччĕ çеç Леша, ун патне анатран хăпаракан Микул çитсе те тăчĕ. Ытти чухнехинчен шухăшлăрах сăнĕ.

— Мĕн, задача шутлаймарăн-им?

— Мĕншĕн апла ыйтатăн?

— Сăну тĕксĕмрех...

— Задача мар-ха, Леша, урăххи пур...

— Мĕн тата ун пекех пăшăрхантарать?

— Эсĕ пĕлетĕн вĕт пирĕн кăмака ишĕлсе анас пек ларнине?

— Пĕлетĕп.

— Çук халĕ вăл. Хĕле хирĕç кăмакасăр тăрса юлтăмăр.

— Мĕнле?

— Анне çĕнĕ тырă çăнăхĕнчен çăкăр пĕçерме хутма пуçланă та, темĕн хушăра хăнкăр-ханкăр йăтăнса аннă. Шăпах пуçне кăмака анинчен шалалла чикесшĕн пулнă — кăмака маччинчен халь-халь тухса ӳкес пек мăкăрăлса тăракан кирпĕче тытса тĕрĕслемешкĕн. Юрать-ха ăсĕ çитнĕ, пуçне чикмен — турчка вĕçĕпе тĕксе пăхма шутланă. Кăшт çеç сĕртĕнет турчкапа çав кирпĕче анне, лешĕ шап! тухса ӳкет хăйĕн вырăнĕнчен. Унтан — пĕтĕм кăмака хăнкăр-ханкăр! Аннесĕр, сĕм тăлăх юлаттăм вĕт çав кирпĕче вăл аллипе сĕртĕннĕ пулсан... Пуçĕ те, кĕлетки те çурри таран кăмака кирпĕчĕ айне пулатчĕ... Халĕ хĕрес хумасăр каласа параймасть: турă пурах, Микул, çав вилĕмрен çăлса хăварчĕ тет. Аçу вăрçăра пуçне хунине те пĕлет турă, сана, çурма тăлăха, пĕччен хăварасшăн пулмарĕ вăл тет.

— Ай-яй, Микул, мĕнле хăрушлăхран çăлăнса юлнă аннӳ! Эсĕ те. Чĕрĕ пулсан кăмака купаланĕ-ха, — юлташне чунтан шеллесе каларĕ Леша, хăй те ун пекех ассăн сывласа илчĕ.

Пĕрремĕш класранпах пĕр парта хушшинче лараççĕ вĕсем. Пĕрремĕш чĕрĕкре урăх парта хушшинче пĕр харсăр ачапа ларма тивнĕ-ха унăн. Пулаççĕ вĕт ачасем: Микула çавă аптăратсах çитернĕ: пĕлмесен кулать, мĕн те пулин тутарать. Сăвă калаймасть — парта айĕн упалентерет. Задача шутлаймасть — кунĕпе доска çутарать. Микул класра чи пĕчĕккисенчен пĕри, çавăнпа хăюсăрри те вăлах. Килте мĕн тумаллине пурнăçлаймасть — умĕнчи парта хушшинче ларакан хĕр ачасене пилĕкĕсенчен чĕпĕттерет... Класра чи асли тесе старостăна суйлаттарчĕç ăна. Шеллерĕ Микула Леша, ăна хӳтĕлеме тытăнчĕ. Пĕрре самаях хытă тавлашма тиврĕ çав старостăпа Лешăн. Аллине те ирĕке яма юратнăран тӳпелешсе илмелле те пулса тухрĕ иккĕшĕн. Вара Леша унтан вăйлăрах, çаврăнăçуллăрах пулни палăрчĕ. Пĕлӳ енĕпе вара староста Микултан ытла малах каяйманни те курăнчĕ. Леша вĕренӳ енĕпе чи пултараканни иккен: «пиллĕксем» çеç илет. Çавăнпа иккĕмĕш чĕрĕкре класс старостине ăна суйларĕç. Иккĕмĕш чĕрĕкрех унпа юнашар вырăн пушанчĕ.

Киле пĕрле таврăннă чухне пĕррехинче Микул çапла ыйтрĕ:

— Леша, эсĕ хăвпа юнашар «5»-пе вĕренекене çеç лартатăн пулĕ-ха?

— Мĕншĕн апла ыйтатăн?

— Санпа юнашар ларас килет ман...

— Лар, эпĕ хирĕç мар. Ыран учительтен ыйтатпăр та — ыранах куç.

Çапла кĕрсе ӳкрĕ Микул класри отличник хӳттине. Леша та ăна, лайăхах вĕренеймест пулин те, хăйĕн çывăх юлташĕ вырăннех хума пуçларĕ. Микулăн кăмăлĕ уçă, ачасене нихçан та çилленмест. Мĕн хушатăн, çавна савăнсах тăвать. Вăл ĕçре ӳркеннине пĕрре те астумасть Леша. Ĕçпе пулăшмалла пулсан нихçан та хирĕçлемест. Ун пек чухне пĕр сăмах çеç унăн: «Юратъ». Хими кăранташĕнчен чернил тумалла-и, ахаль кăранташа питĕ шĕвĕр шĕвĕртмелле-и е çăлтан шыв ăсса кĕртмелле, — пурне те тăвать Микул. Хĕр ачасем те килĕштереççĕ ăна: вĕсемпе пĕрле вăл урай шăлать, кантăксене тасатать, партăсем çăвать. Анчах пĕр çитменлĕ-хе ниепле те пĕтереймест вăл — вăтам вĕренекеннисен шутĕнчен тухаймасть. Урокра шăп ларать вăл, учительсем каланине яланах тимлĕ итлет. Леша та сахал мар ăнлантарнă ăна. Анчах «тăваттă» та сахал илет, «иккĕ» нихçан та илмест, ялан «виççĕ» унăн. Учительсем ятламаççĕ ăна, хушăран шӳтлекелесе çеç илеççĕ: «Патшалăх «виççĕ» паллăна ятарласа пирĕц класри Ерофеев Микул илсе тăтăр тесех йышăннă пулас».

Леша чĕмсĕррĕн утакан Микула мĕнле пулăшма май пур-ши тесе шутларĕ.

— Кăмака купалакан ялтах пур-ха. Аннӳ кайса калаçрĕ-и?

— Калаçнă, анчах лешĕ килĕшмен.

— Мĕн юраман вара ăна? Сирĕн пӳрт кăмакине çур кунра купаласа пĕтерет вăл.

— Çапла пулĕ-ха та... Малтан хирĕçех пулман вăл, анчах кирпĕчĕ эпир иксĕмĕр çапни иккенне пĕлсен калаçма тӳрех чарăннă. Кăçал колхозра пĕрремĕш хут тырă валеçрĕç те, нумай мар пулсан та тырăллах кĕрĕшнĕ малтан... Пирĕн çинчен пăлсен Çĕрпӳ кирпĕчĕпе çеç купалатăп тенĕ... Унтан туянма укçа ăçтан тупас пирĕн?

— Эпир çапнă кирпĕч ниме юрăхсăр пулать-и апла? Юри хăтланать вăл, Семен Андрейч каларĕ-çке, районти кирпĕч завочĕ кăлараканнинчен те пахарах ку терĕ. Вăл пĕлмесĕр каламасть. Ман анне те эпир тунинех кăмăллать. Кăçаллăха кăмака чăтассăн туйăнать ха, çитес çул эсир Микулпа çапнă кирпĕчренех тутаратăп тет. Пирĕн те район центрĕ тăрăх çӳремелле-им? Иксĕмĕр те куртăмăр-çке: Çĕрпӳ кирпĕчĕ Синере турттарса çитериччен çул çинчех ванса пĕтет.

— Пĕтет. Купалаканĕ ку çавнашкал этем, хĕрарăмсенчен кулаканскер. Аннене веç макăртса пĕтернĕ. Пуртăпа хăратсан тин тухса шăвăннă...

— Кăмака ăстисем кӳршĕ ялсенче те пур теççĕ. Микул, аннӳн шырамалла пулать,

— Шыранă вăл.

— Тупнă-и?

— Тупнă çеç мар, калаçса та татăлнă, анчах вырсарни кун кăна килме пултарать имĕш.

— Кирпĕчне курнă-и?

— Хăех тĕрĕсленĕ. Малтан заводран кăларнине мăлатукĕпе çапрĕ тет, унтан — пирĕнне. Çĕрпӳ кирпĕчĕ пĕрре çапсанах чăлпар ванса кайнă, эпир туни иккĕ çапсан та парăнман: катăлман та, çурăлман та! Шупашкар кирпĕчĕ пекех паха тенĕ. Унтан туянса килнĕ тесе калас: завод тăмхи çук. Маçтăра улталаймастăн. Çав ялтан илсе килнĕ пулĕ-ха (ял ятне мантăм), çавсем çакăн пек чаплă кирпĕч çапаççĕ тенĕ. Аннен çаплах калама тивнĕ вара, каллех темĕн сиксе ан тухтăр тесе пире асăнман.

Леша юлташĕн юлашки сăмахĕсене илтсен хаваслансах кайрĕ.

— Микул, пултаратпăр! Вун виççĕрех чаплă кирпĕч çапма вĕрентĕмĕр! — терĕ.

— Вĕрентĕмĕр, — терĕ Микул та.

— Анчах эсĕ мĕншĕн пĕртте хĕпĕртеместĕн? — Микул чĕмсĕрлĕхне çаплах ăнланаймарĕ Леша. — Кирпĕч çапасси тăмран шăхличĕ тăвасси мар. Мĕн чухлĕ çăртăмăр, мĕн чухлĕ типĕтрĕмĕр!

— Çапли çаплах-ха, анчах çаплах пулаять-ши?

— Мĕн çаплахлатса пыратăн? Темĕн каласшăн пулас эсĕ, çапла-и?

— Çапла, — ку сăмах çине-çинех илтĕннĕрен хальхинче иккĕшĕ те харăссăн кулса ячĕç. Микул та çăмăллăн сывласа ячĕ. — Вырсарни кун кăмака купалакана пулăшакансем кирлĕ: кирпĕч парса тăракансем, тăм çăракансем, шыв йăтакансем... Аннепе иксĕмĕр ĕлкĕрейĕпĕр-ши? Тĕрĕссипе, аннен ытларах апат-çимĕç хатĕрлессипе аппаланма тивет-ха. Эпĕ — пĕчченех...

Микул чĕмсĕрлĕхĕн, шухăшлă пулнин сăлтавне тинех ăнланчĕ Леша, юлташне аякĕнчен хаваслăн тĕксе илчĕ.

— Мĕншĕн пĕчченех? Красков Лешăна çын вырăнне те хурасшăн мар-и эсĕ? Эртиван Эртиванов тата кам? Капла та çителĕксĕр пулсан хĕр ачасене те чĕнетпĕр!

— Камсене? — шикленсе ыйтрĕ Микул.

— Тĕслĕхрен, Петрова Улькана, унăн кӳршине!

— Унăн кӳрши Натали-ха... Пирĕн ял хĕр ачи мар...

— Килмест вăл тесшĕн-и?

— Чĕнсен вăл килмесĕр юлмасть. Пулăшу сахал мар ыйтаççĕ унтан хĕр ачасем, пуçне пăркаланине нихçан та асăрхаман. Çапах та ăна чĕнмĕпĕр, пирĕн ялта ачасем пĕтнĕ пек пулса ан тухтăр.

— Апла тăк, Хысайкина Светăна чĕнетпĕр. Мĕн чухлĕ пулăшнă эсĕ ăна шкулта — каласа пĕтереймĕн: урай çунă уншăн, кăранташĕсене шĕвĕртсе панă, доска тасатнă, çӳçĕнчен туртнă... туртнă тетĕп тата, çӳçне концерт умĕн тураса якатнă... Тăм витрине çĕклесе куртăр-ха пĕрре сирĕн пата пырса...

— Эсĕ ан кулха манран, Леша. Ĕнер вăл класра мĕн хăтланнине мантăн та-им, староста? Пирĕн патра вĕсем Эртиванпа иккĕшĕ кил картинчех пĕр-пĕринпе тытăçса ӳкĕç.

— Тен, ӳкмĕç те... Асту-ха, Эртивана Паскаль виçкĕтеслĕхĕ пирки ыйту кам чи нумай пачĕ?

— Килмест вăл, килтерес те килмест! — терĕ Микул.

— Кăмăлу çук пулсан чĕнместпĕр. Ан хăра, тусăм, вырсарни кун сирĕн патра çĕнĕ кăмака купаласа лартатпăрах!

Калаçса утсан вăхăт иртни те сисĕнмест, çул та кĕскелет. Вĕсем ялтан тухса Çĕнĕ Синер еннелле утма пуçланăччĕ çеç, тепĕр ялтан тӳрĕ сукмакпа шкул ялĕ еннелле ушкăн ача утни курăнчĕ. Вĕсем те Лешăпа Микула асăрхарĕç пулмалла, хăвăртрах утма тытăнчĕç. Пĕр хĕр ачи кăна ерипен каярах та каярах юлма тытăнчĕ.

— Ăçталла пăхатăн, Леша? Такăнса ӳкетĕн вĕт?

— Малаллах пăхатăп-çке, — кайра утакан хĕр ача Натали иккенне палларĕ те вăл пуçне хăвăртрах шкул еннелле пăрчĕ.

— Натали-çке ку! — Микул та хĕр ачана палларĕ, ăна аллине çĕклесе саламларĕ.

Хĕр ача Микул аллине çĕклесе саламланине хăйне ыттисенчен юлма ыйтнă пек ăнланчĕ. Утма чарăнса вĕсене кĕтме тытăнчĕ.

— Шутларăн-и? — ыйтрĕ Леша аякранах.

— Пĕрне шутларăм, — терĕ хĕр ача.

— Мĕнле «пĕрне»? Ăнланмалларах калаймастăн-и?

— Мĕн ăнланманни пур унта? Паскаль виçкĕтеслĕхĕн енĕсене шутласа тупрăм эпĕ, Красков. Ай-яй йывăр пулчĕ! Кашни йĕркине Паскаль законĕпе малтанхи йĕркинчен кăлартăм.

— Пĕрне те пулин кăтартатăн-и?

— Мĕншĕн пытарас? Санран, Красков, эпĕ нихçан та нимĕн те пытармастăп, — вăл сумкине уçрĕ те Лешăна вĕр çĕнĕ тетрадь кăларса тыттарчĕ. «Вăл та Паскаль виçкĕтеслĕхне шутлама ман пекех çĕнĕ тетрадь пуçланă, — ырласа шутларĕ Леша. — Пăхар-ха, мĕн хăтланнă?»

Красков пĕрремĕш страницăрах Натали шăрçаласа çырнă йĕркесене курчĕ:

 

S0 = d0

Sk = dk-1 +dk (1 < k < n)

Sn+1 = dn

 

Мĕн ку?! Эртиван Лешăна каласа çыртарнă задачăсене Натали хăех шутланă. Мĕнле майпа? Алгебрăна та вăл ачасемпе пĕрлех вĕреннĕ. Геометри урокĕнче те ĕнер пĕрремĕш хут ларнă.

— Тĕлĕнместĕн-и? — те именсе, те кăштах тутипе кулкаласа ыйтрĕ хĕр ача.

— Тĕлĕнтертĕн, Натали! Суймастăп.

— Çак задачăсене ку этем хĕр ача пуçĕпех епле шутланă-ши тетĕн пулĕ-ха?

— Тĕрĕсех тавçăртăн.

— Эпĕ математикăна юратнине пĕлетĕн вĕт эсĕ. Çавăнпа ĕнер Эртиванов Паскаль виçкĕтеслĕхĕ çинчен каласа кăтартни мана тӳрех хытă интереслентерсе ячĕ. Мария Ивановна каланине те, Эртиван ăнлантарнине те питĕ тимлесе итлерĕм. Кайран, пушар сӳнтерсен, вĕсен сăмахĕсене тата лайăхрах ăнланма киле хыпалантăм. Каçар, Леша, уйрăлнă чухне çавăнпа санпа йĕркеллĕн сывпуллашма та манса кайрăм, — Натали куçне ниçталла тартмасăр тӳрĕ пăхать, унăн умĕнче айăпа кĕнĕ евĕр шăппăн калаçать. Хĕр ача, ăна ытти чухне хушаматпа чĕнекенскер, сасартăк пĕрремĕш хуг Леша тесе ячĕ те, нимĕн çук çĕртенех кĕлеткине ăшă-ăшă пулса кайрĕ. Çак самантра унăн хăйĕн умĕнче тăракан хĕр ачана çинçе пилĕкĕнчен хытă-хытă ыталаса пăчăртас килчĕ, анчах апла тума хăюлăхне çитереймерĕ те:

■ Страницăсем: 1 2