Кĕмĕл кĕпер :: Сутăнчăк ĕçĕ


Ылхан, хура ылхан сана,

Тусна эс сутрăн тăшмана.

«Туссемпе тăшмансем» кĕнекерен.

 

Уйăх ытла ĕнтĕ монголсем Пӳлер хули тавра тăраççĕ. Тем те туса пăхрĕç ĕнтĕ вĕсем, анчах хулана сыхлакансем парăнасси пирки шухăшламаççĕ те. Монголсен темиçе таманне ним юлми пĕтерчĕç ĕнтĕ вĕсем. Батый хăйĕн çарпуçĕсене, пăлхарсене тапăннă вăхăтра кирлĕ пек çапăçаймарĕç тесе, пуçĕçене те касма хушрĕ. Анчах та ку та пулăшмарĕ. Тупата, хăй çумĕнче пăлхарсене вилес пек кураймап Супетей пулман пулсан, Батый хăй çарĕсене çак парăнман хула патĕнчен пăрахса каялла кайма та хушатчĕ пулĕ.

— Ним юлми çунтарса яратпăр. Çĕрпе танлаштаратпăр! — вĕçĕмсĕр ылханчĕ те ылханчĕ пӳлерсене Супетей.

Пĕррехинче, хăй юрттинче никама кĕртмесĕр чылайччен ларнă хыççăн, Батый ури çине сиксе тăчĕ те халех шыраса тупса Супетее чĕнсе килме хушрĕ.

Тепĕр темиçе самантрах Супетей аслă хан патне çитрĕ.

— Ватă тилĕ, — йăпăлтатнăн каларĕ Батый çарпуçне, — уçă çапăçура пăлхарсене çĕнтерме йывăр. Атя-ха, пĕр-пĕр чееленмелли япала шыраса тупар мар-и?

— Ун пирки эпĕ те шухăшланă-ха, — терĕ тӳрех Супетей. — Пур-ха унта пĕр шухăшласа хунă япала. Эсĕ ирĕк парсассăн, çак чеелехпе усă куратпăр.

— Атя, кала, — хушрĕ Батый.

 

* * *

Аслă хан патĕнчен тухсанах Супетей хăй патне Парăç-Пăрăнтая тупса пама хушрĕ.

Парăç-Пăрăнтай пĕлет: Супетее кĕттерме юрамасть. Чĕннĕ пулсан, тӳрех, ним тăхтаса тăмасăрах ун патне çитмелле.

Акă, сутăнчак пăлхар мăрси ватă тилĕ умĕнче тăрать.

— Пĕр-пĕр шанчăклă çын пур-и санăн? — тӳрех ыйтрĕ Супетей. Мана пăлхар çынни кирлĕ... Чееленме пĕлекен.

— Ун пеккисем пур-ха. Анчах мĕн тумалла унăн?

— Монголсем патне тыткăна лекнĕ пек, кайран пăлхарсем патне тарса кайнă пек тумалла!

Ку сăмахсене илтсенех Парăç-Пăрăнтай тӳрех Капета аса илчĕ. Унран чеерех те маттуртарах çын урăх тупас та çук. Шывра та путман, çĕрте те çĕрмен çын!... Ылттăнпике хирĕç кавар тунă чухне те хăйне упраса хăварма пултарнă. Парăç-Пăрăнтай монголсем патĕнче тертленсе пурăннă чухне вăл чиперех Шуçăм шывĕ хĕрринчи темле яла тарса кайнă та унта пĕр хĕрарăм патне киле кĕнĕ, унта шăхăрса кăна пурăннă... Кайран, монголсем Пӳлер хулине çавăрса илсессĕн, хăй хуçипе Парăç-Пăрăнтая шыраса кунта килнĕ.

Парăç-Пăрăнтай вара Супетее Капет çинчен каласа пачĕ.

— Маттур! — савăнса кайрĕ Супетей. — Мана шăп та лăп çавăн пек çын кирлĕ! Атя, чĕнсе кил ăна ман пата...

 

* * *

Хăй умĕнче тăракан Капет çине Супетей пĕртен-пĕр куракан куçĕпе чылайччен сăнаса пăхрĕ.

— Сана шанма пулать, — терĕ юлашкинчен. — Эппин, итле... Пӳлерĕн Мальен хапхине пăлхарсен икĕ таманĕ сыхлать. Вĕсене питĕ çамрăк çарпуçĕ Упи-паттăр ертсе пырать. Çарпуçĕ чăнах та паттăр, анчах питĕ çамрăк. Ултав мĕскер иккенне кирлĕ таранах пĕлеймест-ха. Çавăнпа усă курса, эпир ăна улталатпăр та унăн икĕ таманне те ним юлми пĕтеретпĕр.

— Мĕнле улталатпăр? — чăтăмссăррăн ыйтрĕ Капет.

— Çавăн пирки калаçма чĕнтĕм те ĕнтĕ сана, — терĕ Супетей. — Атя, тимлĕ итле эпĕ каланине... Мĕнле чĕнеççĕ терĕн-ха эсĕ хăвна?.. Капет-и?.. Ку ята пăлхарсем илтнĕ пулĕ... Çавăнпа паянтан пуçласа эсĕ Капет мар, эсĕ Чинтăк пулатăн. Ăнлантăн-и?..

Монголсен чаплă çарпуçĕ каланине пĕтĕмпех кирлĕ пек ăнлантам тесе, Капет çĕре çитиех пуçне тайрĕ те:

— Питĕ лайăх ăнлантăм, никам çĕнейми Супетей! — терĕ.

 

* * *

Пӳлерĕн Мальен хапхине питĕ вăйлă çирĕплетнĕ. Монголсем çак хапха витĕр хулана кĕрсе каяс тесе темиçе те тапăнса пăхрĕç. Упи-паттăр таманĕсем вĕсене ним те мар çĕмĕре-çĕмĕре тăкрĕç. Юлашки вăхăтра монголсем тапăнма та пăрахрĕç. Пăлхарсем вара вĕсем пăрахса каймаççĕ-ши тесе те шутлама тытăнчĕç, ĕнтĕ. Çакăн пек кунсенчен пĕринче, каç пулттипе, Мальен хапхи патне монголсем патĕнчен пĕр пăлхар çынни тарса килчĕ. Чинтăк ятлăскер. Çак Чинтăк Упи-паттăра тĕлĕнмелле хыпар пĕлтерчĕ. Монголсем аптранă енпе Пӳлере илессе ĕненме пăрахнă иккен. Вĕсем текĕрчĕ-текĕрчĕпе хула патĕнчен пăрахса каяççĕ. Хула çумне юлнă текĕрчĕсем вара иртен пуçласа каçчен ĕçеççĕ, пĕр-пĕринпе çапăçаççĕ. Вĕсене систермесĕр тапансан çĕмĕрсе тăкма пулать.

Упи-паттăр малтанласа ку сăмахсене ĕненсех те çитмерĕ. Çапах та юлашкинчен Чинтăк каланине тĕрĕслесе пăхас терĕ. Вара çĕр айĕнчи çулсемпе Чинтăкпа пĕрле хула тулашне хăйĕн куç-хăлхисене кăларса ячĕ.

Çĕр айĕпе кайса-килнĕ куç-хăлхасем Чинтăк калани тĕрĕссипе, монголсен виçĕ таманĕ, хулана илеймессине пĕлсе анăçалла кайнине, кунта юлнă текĕрчĕсем ӳсĕррине пĕлтерчĕç. Эппин, систермесĕр тапăнса, монголсен ӳсĕр текĕрчĕсене ним юлми пĕтерме, кайран анăçалла кайнисене те тĕп тума, тăван çĕршыва тискер тăшманран пĕтĕмпех тасатма пулать.

Çак шухăша Упи-паттăр патшана каласа парас терĕ.

— Куç-хăлхусем шанчăклă-и? — тӳрех ыйтрĕ Ылттăнпик.

— Шанчăклă, — çирĕппĕн каларĕ Упи-паттăр. — Вĕсем каланине ĕненетĕп эпĕ.

— Чинтăк текенни мĕнле çын вара?

— Пăлхарах. Шуратăл патĕнчех тыткăна лекнĕ. Эпĕ ăна мар, ытларах хамăн куç-хăлхасем каланине шанатăп.

— Атя, эппин, вĕсемпе те, Чинтăкпа та калаçар, — терĕ патша. — Вара хам шухăша калăп.

 

* * *

Сĕнтĕрте тăракан эккелсем тăшман тапаре майĕпен-майĕпен лăпланнине, кăвайтсене сӳнтернине пĕлтерчĕç. Эппин, çула тухма та юрать.

Тăмана сасси эккелсене ура çине тăратрĕ, ӳхĕ сасси вĕсене ут утланма хушрĕ.

Автан авăтса ярсанах Мальен хапхи икĕ еннелле уçăлса кайрĕ, хăпартнă кĕпер ним сассăр хăй йăвине-калапа анса выртрĕ. Пип-пин ут ури сасси илтĕнсе кайрĕ.

Упи-паттăр ертсе пыракан тамансем паттăрлăх çулĕ çине тухрĕç.

* * *

Хула енчен пин-пин ура сасси илтĕнсенех Супетей хăй ĕмĕтленни, пăлхарсене улталас тени çитнине ăнланчĕ. Антив, кунта, хула çумĕнче тăракан тутарсен ӳсĕр текĕрчĕсем пĕтчĕр. Пĕрре те шел мар. Супетей вара пăлхарсен вунвиçĕ çул каярах кăтартнă инкекшĕн тавăрать.

Аялта, хула айлăмĕнче çапăçу пынине, пин-пин тутар унта пуç хунине Супетей сăрт тӳпинчен сăнаса тăчĕ. Çапăçу шавĕ аякка та аякка кайса пычĕ: ним йĕркесĕр тарма тытăннă тутарсене пăлхарсем хăпартлансах хăвалама тытăнчĕç.

— Вăхăт çитрĕ! — пăшăлтатса илчĕ Супетей. Çапах та аламанĕсем ăна илтрĕç. Çавăнтах пин-пин юланут, сăрт çинчен анса, тутарсене хăвалакан пăлхарсен хыçне, вĕсен таврăнас çулне пӳлсе, пĕрме хушшипе пуçтарăна пуçларĕ.

— Юртăпа, майĕпен! — каллех пăшăлтатса каларĕ Супетей.

Унăн пĕтем çарĕ тутарсене хăваласа хуларан аякка та аякка кайса пыракан пăлхарсен таманĕсем хыççăн ним шăв-шавсăр пычĕ.

 

* * *

Тутарсем тарма тытăннине, пăлхар таманĕсем вĕсене хыçалтан хăвалама тытăнине пĕлсен, Ылттăнпик кăштах лăпланчĕ.

"Улталамарĕ апла Чинтăк, — терĕ. — Анчах мĕшнĕн куçĕсем çапла тĕлсĕр-палсăр-ха унăн, çын çине тӳррĕн пăхаймаççĕ."

Çавăн тупсăмне патша тупаймарĕ.

 

* * *

Тутарсене хăваласа, пăлхарсен таманĕсем вăтăр çухрăма яхăн кайрĕç. Хĕç пек вăрăм, çула пӳлсе тăсăлакан сăрт урлă каçнă хыççăн Уни-паттăр хăй умĕнче пĕр тăшман та юлманнине курчĕ.

— Пысăк ĕç турăмăр, — терĕ вăл хăй хыççăнах пыракан юнташĕсене. — Пӳлер тăрăхне тăшмантан пĕтĕмпех тасатрăмăр. Элтепере пĕлтерес пулать. Хыпарçă ямалла!..

Çав вăхăтра малта, çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ тĕлте, хура вăрман куранса кайрĕ. Анчах та мĕн ку? Хура вăрман вырăнтан вырăна куçать...

— Монгллсем! — терĕ Упи-паттăртан маларах пыракан эккел, утне хыçалалла çавăрса. — Монголсем килеççĕ!..

— Пулма пултараймасть! — утне маларах васкатрĕ Упи-паттăр. Сăнасарах пăхрĕ те тĕлĕнсе кăшкăрса ячĕ: — Чăнах та!.. Ăçтан тупанчĕç пулать-ха вара вĕсем?

Çав вăхăтра тата хула енчен виçĕ юланут сиктерсе килни курăнче.

— Монголсем! — кăшкăрса ячĕ маларах пыраканни. — Питĕ нумăйăн. Икĕ таман. Вĕсене Супетей хăй ертсе пырать.

— Супетей? — тĕлĕнчĕ Упи-паттăр. Тăшман таманĕсем хула енчен те килсе тухнинчен мар, хăрах куçлă çарпуçĕ кунта пулнинчен ытларах телĕнчĕ Упи-паттăр. — Ара, Супетей Атăл еннелле кайнă тесе каларĕ-çке Чинтăк!.. Ăçта вăл хай? Эй, тупăр халех Чинтăка!.. Сывă-и, вилĕ-и — кунта сĕтĕрсе килнĕ пултăр!...

— Чинтăк ниçта та çук, — терĕç теккерсем. — Каçхи çапăçу вăхăтĕнче çухалчĕ вăл!...

— Текĕрчĕ ăçта?.. Çĕр çын ытлаччĕ унăн!..

— Вĕсем те çук!..

Çав хушăра мал енчен хура вăрман пек килекен монголсен шучĕ ӳснĕçемĕн ӳсе пычĕ.

"Сахалтан та виçĕ таман кунта, — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ Упи-паттăр пуçĕнче. — Эппин, Чинтăк — сутăнчăк... Ахальтен монголсем патĕнчен тарса килнĕ пек туман вăл... Монголсемпе калаçса татăлса юри пире çак таппа лектерес тенĕ ĕнтĕ вăл..."

Упи-паттăр пуçĕнче пĕр самантрах тем тĕрлĕ шухăш вĕлтлетсе иртрĕ. Эппин, питĕ чее хăтланчĕç тăшмансем. Юриех ĕçтерсе ӳсĕртнĕ тутарсен таманĕсене çĕмĕрсе тăкма ирĕк пачĕç. Çав хушăра вара пăлхарсене хăйсене икĕ енчен çĕнĕ вăйсемпе хупăрласа илчĕç. Хула енче — икĕ таман, мал енче — виçĕ таман.

Пăлхарсен икĕ таманне хирĕç монголсен пилĕк таманĕ. Чи хăрушши вĕсем пăлхарсене икĕ енчен хупăрласа илни. Ку та хăратмасть Упи-паттăра. Пуринчен ытла хăй те, элтепер те, сутăнчăка итлесе, çак таппа лекни кулянтарать. Çăмăллăн парăнас çук вĕсем тăшмана. Тен, Хаяр пулăшсан, тăшман ункине татса та тухма пулĕ. Элтеперĕн чи маттур нукерĕсене кунта ӳкерсе хăварма юрамасть. Вĕсем хулана хӳтĕленĕ çĕрте кирлĕ. Ку тамансем пĕтсессĕн, хулана хӳтĕлеме пултаракансем питĕ сахалăн юлаççĕ.

"Мал енче виçе таман, кайра — иккĕ, — çиçĕм пек шухăш тепре вĕлтлетсе иртрĕ Упи-паттăр пуçĕнче. — Кунта тапă тупсăмĕ пурах. Эпир каялла тапăнса кĕрессе кĕтеççĕ вĕсем. Эпир те вĕсене улталăпăр, малаллах кайăпăр."

Упи-паттăр кавалçăна чĕнсе илчĕ те пĕтĕм çарне пуçтарма хушрĕ.

Часах уй-уй урлă кавал сасси янăраса кайрĕ:

Ту-тут! Ту-ту-ту-ут! Пуçтарăнăр часрах! Пуçтарăнăр ĕмпӳ тавра!..

 

* * *

Монголсем чăнласах та пăлхар таманĕсем каялла хула еннелле каясса кĕтнĕ пулас. Çавăнпа мал енчи моиголсем, йышпа пысăкрах пулсассăн та, çавраçил пек тапăнса килекен пăлхарсене тытса чараймарĕç. Упи-паттăр çарĕ, хăй умне пулнă тăшмана каса-каса, уçă çеçенхире сиктерсе тухрĕ. Аптраса ӳкнĕ тăшмансем вĕсене хыçалтан хавалама та пултараймарĕç.

Пăлхарсен икĕ таманĕ сăртлă-сăртлă сарлака çеçенхирте шыва путнă пек çухалчĕ.

Тухăçран хĕвел хĕрелсе тухать. Кĕркунне пулнине пăхмасăрах кăнтăр енчен ăшă çил вĕрет. Çутçанталăк та пăлхарсен паттăр таманĕсем тăшман ункинчен тухса хăйсене валли çăлăнăç тупнăшăн савăнать тейĕн çав.