Кĕмĕл кĕпер :: Поэтпа патша
Çитмĕл те çичĕ хайлавăм пур,
Тăхăрвунă тăххăр сăввăм пур...
Хура Эльмук калани.
— Эпĕ сана Чулман леш енне кайма каламанччĕ-и вара? — терĕ сиввĕн Ылттăнпик Кул Алие. — Вăйă мар кунта: вăрçă пырать...
— Эпĕ те çапла шутлатăп, элтепер! — терĕ çирĕппĕн поэт. — Çавăнпа ниçта та каймарăм ĕнтĕ. Хулана хӳтĕлеме юлтăм. Хула çыннисен шăпи — ман шăпа.
— Пит нумай мĕн кĕтмелле-ха вара санран? Хĕç тытса çапăçма тухатăп тетĕн-и? — тĕлĕнчĕ патша. — Эсĕ эккел мар. Эсĕ — поэт.
— Кирлĕ пулсан, хĕç тытса та... Анчах халлĕхе — юрăпа. Хам поэт иккенне эпĕ манман. Халлĕхе юррăмпа тăшмана хирĕç тухрăм эпĕ.
— Юрăпа? — тĕлĕнчĕ патша. — Мĕн калаçăтăн эсĕ, Кул Али?
— Атя, элтепер, хула мĕн калаçнине итлер, — чĕнчĕ Кул Али патшана.
— Сана ăсатса ярам, — килĕшрĕ патша. — Çапах та эсĕ, пирĕн юратнă поэт, ыранах Чулман леш енне тухса кай. Хĕç тытакансем сансăрах пур. Ытла нумайăнах мар пулсан та.
Кермен хапхинчен тухса, поэтпа патша Кĕмĕл кĕпер еннелле утрĕç.
— Тăхта, — чарчĕ поэт патшана. — Акă, итле. Кĕмĕл кĕпер енчен юрă сасси илтĕнет:
Ăсатса яр, савни, ăсатса яр,
Кĕмĕл кĕпер урлă каçарса яр...
— Çĕнĕ юрă ку, — терĕ патша. — Тăхта, сан юрру-и? Çакăн пирки калатăн-и вара эсĕ?
— Ман юрă, — терĕ поэт. — Итлесе пĕтер, патша. Хулана сыхлама чĕнсе çыртăм ку юрра. Паян ирхине кăна. Акă, пĕр кун кăна иртрĕ. Пĕтĕм хула юрлать.
Патшапа юрăçă пĕр самант хушши хула енчен илтĕнекен юрра итлесе тăчĕç. Темле паллă мар юрăçă çынсен умĕнче юрлать пулас:
Тăванах хулана сыхлас тесе,
Пĕтĕм халăх паян çĕкленет.
Тискер тăшмансене çĕнес тесе,
Урхамах-ут пăлхар йĕнерлет.
Малалла вара юрра ушкăн халăх ярса илсе юрлама тытăнчĕ:
Ăсатса яр, савни, ăсатса яр,
Кĕмел кĕпер урлă каçарса яр.
Кĕмĕл кĕпер урла каçнĕ чухне
Çĕнтерӳ сун, савни, пехил пар.
Каллех пĕчен юрăçă юрлать. Сасси яиăравлă, кĕмĕл сасă, тӳпене çĕклене-çĕклене каять:
Урхамах-ут ирех пит кĕçенет,
Хаяр вăрçă килет пулмалла.
Ман хĕç айне пулса тăшман пĕтет
Çĕнтерӳçĕ эпир пулмалла.
Каллех ушкăн сасă хушса юрламаллине ярса илет:
Ăсатса яр, савни, ăсатса яр,
Кĕмĕл кĕпер урлă каçарса яр.
Кĕмĕл кĕпер урлă каçнă чухне
Кĕмĕл питлĕх мана парса яр.
Ытарайми юрă, ытарайми юрăçă сасси, патша киленсех, ним хускалми итлесе тăчĕ. "Кам-ши пĕччен юрăçи?" — шухăшларĕ вăл.
Тăванах хулана сыхлас тесе,
Алтаспан-хĕç паян туптарăм.
Тискер тăшмансене çĕнес тесе,
Урхамах-утăма утлантăм.
Ушкăнпа юрлама тытăнчĕç каллех хушса юрламаллине:
Ăсатса яр, савни, ăсатса яр,
Кĕмĕл кĕпер урлă каçарса яр.
Кĕмĕл кĕпер урлă каçнă чухне
Мана кĕтме, савни, сăмах пар.
Сисмерĕ те патша, юрă кевви ун пуçне кĕчĕ, вăл хăй тĕллĕн, сăмахĕсене чухламасăр ăна ĕнерлеме тытăнчĕ.
Тискер тăшман пире çĕнеес çук,
Пĕтĕм халăх паян çĕкленет.
Сана, савни, нихçан манаяс çук.
Эс юратни мана вăй кӳрет.
Халь ĕнтĕ — хушса юрламалли. Патша ун сăмахĕсене пĕлет. Пĕтĕм халахпа пĕрле юрларĕ вăл:
Ăсатса яр, савни, ăсатса яр,
Кĕмĕл кĕпер урлă каçарса яр.
Пурçăн тутăрупа, ай, сулса юл,
Кĕмĕл çĕрĕ витĕр пăхса юл.
Юрă вĕçленчĕ. Аякра-аякра ут ури сассисем илтĕнчĕç. Ахăртнех, пăлхар текĕрчĕсем пĕр çĕре пуçтарăнаççĕ, çарпуçĕсен элемĕсен айĕпе çапăçăва кĕме хатĕрленеççĕ пулас.
— Вăйлă юрă! — терĕ патша. — Тавтапуç сана, Кул Али. Пĕтĕм халăха çĕклекен юрă çуратрăн эсĕ. Тĕрĕс калатăн, юрăпа та тăшмана хирĕç кĕрешме пулать иккен.
— Каймалла-и манăн тăван хулана пăрахса, Чулман леш енне? — кăшт куларах ыйтрĕ Кул Али.
— Хăвăн кăмăлу, — ăшшăн кулса ячĕ патша. — Эпĕ сана кай тесе каламан. Каланă пулсассăн та эсĕ ăна илтмен. Поэта патша хушма пултараймасть. Поэт вăл аслă Танкăр панă çын. Ана Çӳлти Турă хăй кăна хушма пултарать...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...