Юманлăхра çапла пулнă :: 38-мĕш сыпăк
Киле таврăннăранпа вăл Наталипе темиçе хут та тĕл пулчĕ, анчах вĕсем пĕрре те лайăххăн калаçаймарĕç. Пĕрне-пĕри ăнсăртран курса пăт-пат сăмах хушкаласа илеççĕ те — часах уйрăлса каяççĕ. Илюк ытларах та калаçнă пулĕччĕ, анчах Натали яланах васкать.
«Леш Ухваниç Микулипе хытах туслашса кайнă курăнать ку, çавăнпа ютшăнать, манпа тăнине курсан намăс пуласран хăрать пулмалла, — шухăшларĕ Илюк. — Хăйĕн ирĕкĕ ĕнтĕ, мĕн тăвассу пур...»
Анчах чăн сăлтавĕ унта урăх пулнă.
Пĕррехинче Шупашкартан пынă артистсем лартнă спектакле курнă хыççăн вĕсем клубран пĕрле тухрĕç.
Çанталăкĕ вăл каçхине питĕ ырăччĕ, ăшă, лăпкă, — пĕртте кĕре кĕрес умĕнхи пек мар. Вĕсем урам хĕррипе, лаштра йăмрасем айĕпе, хуллен кăна утса кайрĕç. Малтан сăмах спектакль çинчен пулчĕ — ĕмĕртен пыракан йăла ĕнтĕ ку, спектакль курса тухнă хыççăн ун пирки калаçасси, унтан майĕпе сисмесĕрех калаçу урăххисем çине куçрĕ.
— Акă ĕнтĕ каникул та иртсе кайрĕ, тепĕр эрнерен каллех парта хушшине ларас пулать... — терĕ Натали кичеммĕн.
— Мĕн, питех вĕренес килмест-им? — кулнă пекрех ыйтрĕ Илюк.
— Санăн хăвăн мĕнле?
— Эп вĕренес тетĕп-ха.
— Эсĕ... лере тăххăрмĕш класс пĕтерсе килнĕ теççĕ. Чăнах-и вăл?
— Чăнах-çке.
— Пит аван апла пулсан... Мухтамалла. Анчах мĕнле-ха унта... килти пекех вĕрентеççĕ-и?
— Ма ун пек ыйтатăн? Шкул тени — пур çĕрте те шкулах ĕнтĕ, программи те пĕр пекех.
— Çапах та... — Натали пĕр хушă тытăнса тăчĕ, унтан Илюка куçран пăхрĕ. — Тĕрме те-ха вăл...
Илюк ассăн сывласа илчĕ.
— Тĕрĕс мар эс калани. Тĕрме мар вăл, ачасене воспитани паракан, вĕрентсе ӳстерекен колони. Макаренкăн «Педагогическая поэма» кĕнекине пĕлетĕн пуль?
— Кĕнекине те вуланă, ун çинчен кино та курнă.
— Хальхи колонисем те çавăн майлах, анчах та ун чухнехинчен нумай лайăхрах. Эсĕ ĕнтĕ унти шкулта учительсем вырăнне ĕлĕкхи жандармсем, тĕрлĕ надзирательсем вĕрентеççĕ, класс алăкĕ умĕнче винтовкăллă хурал тăрать тесе шутлатăн пуль...
— Ăçтан пĕлем-ха эпĕ? Çавăнпа ыйтатăп пуль. Унта пĕтĕмпех урăхла пулассăн туйăнать мана...
Илюк вара ăна колонири пурнăç çинчен каласа пама тытăнчĕ. Вĕсем çырма урлă каçса хăйсен тĕлнелле хăпарчĕç. Наталисен хапхи умне çитсе тăчĕç, анчах Илюк калавĕ хĕрачана çав тери интереслентерсе ячĕ те, вăл киле кĕресси çинчен шухăшламарĕ те.
— Атя, çав пĕренесем çинче ларар пăртак...
Вăхăт чылая кайрĕ, Мускав юлашки хыпарсем пĕлтерме пуçларĕ, кĕçех акă Кремль сехечĕ вун иккĕ çапать те клуб умĕнчи мăн репродуктор шарлами пулать. Çапах та Наталипе Илюк пĕр хускалмасăр ларчĕç-ха. Натали халĕ Илюка хăйĕн тĕрмене мĕнле майпа лекмелле пулни çинчен калаттарчĕ.
— Эпĕ ун çинчен санран тахçанах ыйтса пĕлесшĕн пурăнатăп... Эс манран ан вăтанса тăр, тĕп-тĕрĕссипе, ним пытармасăр кала, юрать-и?
— Йывăр мана ун çинчен асаилме, — терĕ Илюк.
— Апла пулсан та маншăн каласа пар ĕнтĕ! — Натали ăна аллинчен тытса ик-виçĕ хут пăчăртаса илчĕ. — Эпир санпа туссем вĕт-ха, мĕн пĕчĕкренпех пĕрле... Ахальлĕн пулсан эп сан патна çырусем те çырассăм çукчĕ. Эс ман çырусене пурне те илнĕ вĕт?
— Илнĕ. Тавтапуç сана уншăн. Мана вĕсем питĕ пулăшрĕç...
— Хăш енчен? Ăнланмастăп, — терĕ Натали.
— Кăмăла çĕклерĕç. Вăй хушса пачĕç. Чуна тасатрĕç. Халь ăнлантăн-и?
Натали чĕнмерĕ. Паллах, вăл пĕтĕмпех ăнланчĕ, анчах ун çинчен каласси килмерĕ унăн. Кăшт ларсан сăмаха Илюк пуçларĕ.
— Анчах чăн малтан ярса панă сăвви кăштах тĕлĕнтерчĕ: хăш-пĕр сăмахсем вырăнне пăнчăсем лартса тухнă. Мĕнле сăмахсем пулнă унта? Кала-ха?
— Хăçан та пулин хăвах пĕлĕн.
— Çапах та эп кăштах тавçăрса илтĕм. «Савни» сăмаха чĕрсе пăрахнă эсĕ...
— Тавçăрса илтĕн пулсан — ан та ыйт эппин. Эс луччă хăв çинчен каласа пар.
Çакăн хыççăн Илюкăн ирĕксĕрех парăнма тиврĕ. Анчах вăл пĕр вунă-вун пилĕк минут пек каласанах Наталисен урам енчи чӳречи уçăлчĕ те, амăшĕ кăшкăрни илтĕнчĕ:
— Натали! Натали!..
— Мĕскер, анне? — хирĕç сас пачĕ Натали.
— Кĕр киле, мĕн ухмаха супса ларатăн çак таранччен?
— Юрĕ, юрĕ, анне. Халех... — кĕме килĕшенçи пулса хуравларĕ Натали, анчах хăй вырăнтан та хускалмарĕ, сивĕрех пулнипе Илюк çумнерех куçса ларчĕ çеç. — Кала малалла, Илюк... Унтан мĕн пулчĕ?
Кĕçех амăшĕ Наталие тепĕр хут чĕнчĕ.
— Халех кĕнĕ пултăр! Асту эп сана!. Эс те килнелле танкка, Микула, неччу хĕре шăнтса ларма!
— Вăл сана Ухваниç Микулипе ларать тесе шутлать пулмалла, — терĕ Илюк кăштах кӳреннĕ пек сасăпа.
— Теме кирлĕ пуль мана çав кăтра така, — ал сулчĕ Натали. — Тупăннă каччă... Чăн-чăн хулиган вăл, хăйне ним чухлĕ те тытма пĕлмест, урăх калаçмастăп та эп унпа.
Вĕсем пĕрене çинчен тăрса хапха патнелле пычĕç, анчах кунта та чылайччен чарăнса тăчĕç-ха. Темшĕн-çке вĕсен пĕр-пĕринчен пит уйрăласах килмерĕ курăнать.
— Ыран каç татах тĕл пулăпăр-ха, юлашкине каласа парăн вара, — терĕ Натали Илюка хулĕнчен пăчăртаса илсе. — Халь кайса çывăр ĕнтĕ...
— Эсĕ те лайăх тĕлĕксем кур, — пăшăлтатрĕ Илюк. Натали хапха шашулкки çине пусрĕ, анчах çав вăхăтра пĕчĕк хапхи хăех яр-р! уçăлса кайрĕ те, урама тăпăрт! унăн амăшĕ тухса тăчĕ. Çара пуçăн, çара уран, кĕпине йӳле янăскер, пахчари йывăç тăррисем хушшипе ӳкекен тĕтреллĕрех уйăх çутинче вăл хăрушла юмахсенчи усал тухатмăш пекех курăнса кайрĕ.
— Эсĕ мĕншĕн каланине итлеместĕн, эсремет хĕрĕ? Кампа йĕпĕлтетсе тăратăн çĕр каçипе? — тӳрех кăшкăрса ячĕ вăл.
— Ара, халь те кĕретĕп-çке, — терĕ Натали.
— Ку таранччен ма кĕмерĕн? Миçе хут чĕнмелле сана?
— Арçури пек ан çухăр ĕнтĕ, çынсем илтеççĕ, — сассине хытарчĕ Натали.
— Э, эс тата хирĕç калатăн-и-ха? Ак эп сана, чупкăна!.. — Амăшĕ хĕрĕ çинелле сикрĕ те ăна пĕррех чант! çупса ячĕ.
— Эсĕ, мĕн, тĕлĕкре шуйттан курса тухрăн-и? — çав тери çилленсе кайрĕ Натали. — Е каллех, шăматкунхи пек, ханша персе лартрăн?
— Эсрел куртăм, вун ик мăйракаллине! Хирĕç калаттарăп эп сана! Çамрăк-ха эс мана вĕрентме!.. — Вăл каллех хĕрне унтан та кунтан çапма тытăнчĕ. — Кĕр киле, чупкăн!
Амăшĕ чăнах та ӳсĕр пулнă иккен. Вăл паян та сăмакун юхтарнă-мĕн те ăна пĕчĕкшерĕн тутана-тутанах виçерен иртсе кайнă...
— Кун пек хăтланатăн пулсан эпĕ вуçех киле кĕместĕп! Кӳршĕсем патне каятăп та атте таврăниччен выртатăп! — кăшкăрчĕ Натали.
— Мĕн-мĕн-мĕн? Ăçта каятăп тетĕн? — тата хытăрах çухăрма тытăнчĕ амăшĕ.
— Ак Илюксем патнех кайма пултаратăп! — Натали пĕррех аллипе сулса пӳрт умĕнчи решетке çумĕнче тĕттĕм çĕрте тăракан Илюк çине кăтартрĕ. Амăшĕ ăна ку таранччен асăрхаманччĕ, анчах халĕ тăрук курса палласа илчĕ те пушшех урса кайрĕ.
— Ай тур-тур-тур!.. Ку мĕне пĕлтерет тата?! Эс, эппин, кĕçĕр çак вăрăран, çак шăпанаран уйрăлаймасăр лартăн пулать? Аçа çаптăрах, çын мĕн калĕ, намăса ăçта чикес? Ăсу пур-и санăн кăшт та пулин, ача-ам? Урамра вăрă-хурахпа ыталанса ларатăн пулать!..
— Чар чĕлхӳне, анне! — тӳсеймесĕр кăшкăрчĕ Натали те тарăхнипе ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр. — Ан кӳрентер çынна!
— Мĕнле çынна? — куçĕсене чарса пăрахрĕ амăшĕ. — Хăш енчен ăна çын теме май пур? Вăрă вĕт вăл, шăпана, урăх ним те калаймастăн ăна! Ун çывăхне те пыма хăрамалла, эс пур — çĕрĕпе унпа...
— Чарăн теççĕ, анне!.. — макăрса ярас пек кăшкăрчĕ Натали.
Анчах амăшĕ ун сăмахĕсене хăлхана та чикмерĕ, халь вăл Илюк çине сиксе ӳкрĕ.
— Эсĕ! Эс мĕн питпе ман хĕр çумне çыпăçатăн, эсрелĕ? Мĕн кирлĕ сана? Кулатник вĕт эсĕ, ристан, каттăршни, пĕçелянни! Тепри сан вырăнта пулсан çын куçĕ умне курăнма та вăтанмалла, тĕпсакайĕнче пытанса пурăнмалла, эсĕ пур, кĕççе пит, хĕрсем хыççăн çӳресшĕн-ха, йытă!.. Тьху сана, тьху, тьху!..
Ку таранччен чунне хытарса ниçта кайса кĕреймесĕр тăнă Илюк текех тӳсеймерĕ, пĕр утăм малалла ярса пусрĕ те:
— Праски инке, ахалех çĕтĕлетĕн, эп ним чухлĕ те айăплă мар сан умăнта! — терĕ хаш та хаш сывласа илсе.
— Ан каланă пултăр мана ун пе-ек!.. — татах çухăрса ячĕ Натали амăшĕ. — Вăрманти кашкăр ами инке пултăр саншăн! Шăпана, вăрă! Ма килтĕн, ма таврăнтăн пуль эсĕ, тĕрмерех пĕтмеллеччĕ санăн, шуйттан шăтăкне кутăн чăммаллаччĕ! Çухал ман куç умĕнчен, сăттана!.. Ак эп сана... — Вăл Илюка çапмалли тупма пĕшкĕнсе çĕре хыпашлама тытăнчĕ, анчах çав вăхăтра Натали хыçалтан чупса пырса ун аллисене каялла пăрса лартрĕ.
— Эс ухмаха ернĕ пуль, анне! Асту, çыхса пăрахап акă!..
— А-а!.. Хура-ах! Вĕлереççĕ-ĕ!.. — хăйне чăнах та такам çапса пăрахма тăнă пек кăшкăрса ячĕ вăл.
Натали амăшĕ кăшкăрнине илтсе таврари кӳршĕсем чылайăшĕ вăранчĕç, анчах та вĕсен килĕнче кун пекки час-часах пулнине хăнăхнă пирки никам та хускалмарĕ, хурах кăшкăрма пуçласан тин вара урама харăсах темиçен сиксе тухрĕç. Илюк амăшĕ те чупса пычĕ.
— Мĕн пулнă? Кама пусаççĕ?
— Ăçта хурахĕсем?..
— Акă! Ак çак вăрă ман хĕре çулăхнă! — кăшкăрчĕ Натали амăшĕ Илюк çине кăтартса. — Кам пĕлет ăна, тем шухăш тытнă вăл, те унпа пĕрле пирĕн пата кĕрсе çаратма ĕмĕтленнĕ! Эп чарма чупса тухрăм та, мана хĕнеме тапратрĕ!
— Суя! Суять вăл, ан ĕненĕр ăна, — амăшне каялла тĕртсе кăшкăрчĕ Натали. — Илюк пире ним те туман, эпир унпа калаçса лараттăмăр çеç, анне хăй ăна нимсĕрех тем те пĕр каласа пĕтерчĕ, хăй айăплă!
— Санран ыйтмаççĕ, çăварна хуп эсĕ! — хĕрĕ çине хăмсарса ячĕ амăшĕ. — Халех аçу-аннӳне итлеми пулас терĕн-и? Ристансемпе явăçса çӳреме çуратса ӳстермен эп сана!
— Эх, анне, чĕлхӳ мĕнле çаврăнать пуль санăн, çынсем умĕнче кăшт та пулин намăса пĕлесчĕ хуть... — Натали тăрук макăрса ярса питне саппун аркипе хупларĕ те кил хушшинелле чупса кĕрсе кайрĕ.
Амăшĕ çаплах çĕтĕлчĕ, тем те пĕр лапăртатрĕ. Унпа çыхлансан вĕçне-пуçне тупас çуккине пĕлсе кӳршĕсенчен нихăшĕ те пĕр сăмах та чĕнмерĕ, вĕсем пĕрерĕн-пĕрерĕн килĕсене саланма пуçларĕç. Илюк амăшĕ те ывăлне çаннинчен тытса туртрĕ:
— Атя киле, ывăлăм... Ăсран тайăлнă çынна итлесе пĕтереймĕн, каларăм-çке, чĕлхи чараксăр унăн...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...