Хĕн-хур айĕнче :: Пуçлăхсем пăваççĕ


Текей, Алапит, сутник те пĕрлех,

Тухаççĕ часрах хурал пӳртĕнчен.

Кăшт тăчĕç вĕсем пăлтăр умĕнче.

Пурмиспа тиек лавĕ çывхарсан,

Чупсах пек васкарĕç туссем ун патне;

Пуç тайрĕç те пилĕк таран авăнса,

«Салам сире!» терĕç çак пуçлăхсене.

Унтан вĕсене çуна çийĕнчен

Анма пулăшаççĕ виççĕш те пĕрле...

Пурмис хусканать... Ун хыççăн йĕркен —

Вунпилĕк сутник утать пӳртелле.

 

Яри! уçăлать алăк шалалла.

Пӳрте чи малтан тиекĕ кĕрет.

Хывать тăлăпне вăл, пăхать тавралла,

Курать — çын сахал... Сутнике чĕнет:

— Ăçта халăху сан?! Епле эс хăлин!

Е пуху пухма тытăнан-ха тин?!.

— Хутартăм виç хут, хосподин тиек!..

Ах, ку халăха!.. Чупăр, теçетник!

Çирĕм çын килмен... ну, çитрĕ инкек!

Пата-ак çав кирлĕ! — çуйхашать сутник,

Тултан кĕрекен тачка Алапит

Хавас пит-куçпа вăшт-вашт çаврăнса:

— Та, та, та! Çапла... килмеççĕ-ха пит...

Чакка, хăямат, тарчĕ вĕт тухса...

Ватти хуть алрах...— тет вăл тиеке.

— Ма тартрăн?! Чăваш! Усал сĕлехе! —

Хаяррăн вăрçать тиек тарăхпа.

Ак çак самантрах, пысăк ушкăнпа,

Капан пек пурмис пӳрте хăй кĕрет.

Кĕнĕ-кĕменех çакскер мĕкĕрет:

— Сутник! Ăçта сан пуху çыннисем?

Е эс юриех пухмастăн капла?

Асту, сан тирне чĕрĕлле сĕвем!..

Чуп!.. Пĕр сехетре пуçтар халăха! —

Тесе вăл унтах чышать сутнике.

Сутник, шăшилле, тулалла сикет.

 

Шăп çак вăхăтра йĕркен, майĕпен

Вунпилĕк сутник кĕрет ак пӳрте.

Вунпилĕк ялпуç — хирти ялсенчен,

Кантуршăн — тĕрек вĕсем çак тĕлте.

Хаяр пуçлăхсем пăртак лăплансан,

Алапит шăппăн малалла иртет.

Таять вăл пуçне пилĕкĕ таран,

Пур пуçлăхсене хăнана чĕнет:

— Пухха пур халăх килсе çитиччен,

Паха хăнасем, атьăр ман пата.

Пăртакçă ĕçĕр-çийĕр çул çинчен;

Канар, — тесе вăл пуç таять татах.

Кантур çыннисем пурте хаваспах

Алапит патне каяççĕ часах.

Хурал пӳртĕнчи çынсем шăпăртах...

Пуян патĕнче ĕçсе сарăлсан,

Пурмис-сутниксем пыраççĕ пухха.

Анчах пухура ялти халăхран

Паçăрхи некех нумайăш çук-ха.

Çын сахал пирки шăртланнă пурмис

Хĕрĕнкĕ пуçпа пушшех те урать:

— Чупмастăр эсир, усал ӳпре-вис! —

Çĕмрет вăл, янрать, туйине çаврать;

Хирет сутнике — пĕлме çук ним шут!

Ик теçетнике çапать виçшер хут.

Сутник чĕркуççи çиие хуçланса,

Хăй чупии çинчен калать йăлăнса:

— Хосподин пурмис! Ку пухха килме

Килтен кил кĕрсех хурăмăр виç хут;

Мĕскер-ха тăвас? Тараççĕ темме!..

Ун пек çынсене кирлех хаяр суд!..

 

Пур ĕçлĕ çынсем чупса супрĕç шалт.

Пурмис аранах ĕçне пуçăнать:

Ялта миçе çын, миçе çĕрлĕ ят —

Пурне те ыйтать, тиекĕ çырать.

Ĕçе пĕтерсен, кантур таврашсем

Сасартăк куçрĕç Тевенеш çине.

Пуху шăнк хытать. Чĕнмеççĕ çынсем.

Тухать Тевенеш ак сĕтел умне.

— Эс-и вăл путсĕр, пăлхавçă старик?

Ăçта сан Чакка — усал юлташу? —

Ыйтать хай пурмис. — Тарчĕ, — тет сутник,

Кĕтмест Тевенеш нимле каçару,

Тăрать вăл паттăр, хăюллăн пăхать,

Пурмис ыйтăвне шиксĕр тавăрать.

 

Пурмис

Туслах-и, чăнах, эсĕ Пахомпа?

Мĕскершĕн тата саван Чаккана?

 

Тевенеш

Пахом ман тус мар. Чакка тӳрĕ чун,

Анчах элекпех пĕтме килчĕ ун.

 

Пурмис

Çаплах-и усал таркăна мухтан?

 

Тевенеш

Мĕн-ма вăл таркăн? Тискер пурнăçран!

 

Тиек

А... эс... апла-и? Патшана хурлан?!

Ку сăмахсемшĕн пуçна эс хуран!..

 

Пурмис

Кала-ха тата: эс мĕншĕн ялан

Алапит çине тăма пăлхатан?

 

Тевенеш

Çук, эп пăлхатман. Апла мĕн усси?

Кун пек элеке чăн та чăтасси!

 

Пурмис

Ăçта сан Чакка? Ма ăна мухтан?

 

Тевенеш

Таçта... Вăл тӳр çын. Анчах Алапит

Тĕп турĕ ăна. Пĕтерчĕ вăл, пит...

 

Тиек

Тӳр çын Пахома хăй патне кĕртмест.

Ыр çын вăл турра хирĕç ĕçлемест:

Хĕненĕ пупа, кулать иконран...

Çавна-и эсĕ, ватсупнă, мухтан?!

 

Тевенеш

Турра хирĕç мар, — анчах чăвашла.

Пахома чĕнмен. Ку элек апла!

Выç куçлă пупа тӳсме питĕ хĕн.

Çампа лектерме кирлех пулнă-мĕн.

 

Пурмис

■ Страницăсем: 1 2 3