Хĕн-хур айĕнче :: Кĕр сăри


Виç тĕслĕ тыррăма-пуллăма

Акма тиесе кайсассăн,

Усал-тĕселтен, синкек-сехметрен

Сыхласамччĕ, упрасамччĕ, турă!

Ку сăмаха эпĕ мар, — Ериле калать.

Ана çине çитсе утне-тумне кӳлсен,

Шăрт касса тĕрен хăпартма пулин те

Парăсăнччĕ, турă!

Ку сăмаха эпĕ мар, — Ериле калать...

 

Кĕлтурĕ нумай Тевенеш старик,

Ĕçес килнипе типет ун ăш-чик.

— Ну, çитĕ, ачасем, ларăр вырăна, —

Терĕ вăл хуллен, кĕлле пĕтерсен.

— Çитет-çке, — терĕ Ериле ăна.

Лараççĕ пурте йĕркен, тӳрлешсе.

Кашни хăнана тыттарчĕç курка,

Пылак шерпетпе тултарнă курка.

Шăрши ун çапать сăмсана, куçа...

— Чӳклеме курки! — пĕлтерчĕ хуçа.

Ватти, çамрăкки кунта пурте — тан.

Каллех Тевенеш тăмашкăн чĕнет,

Чӳклев ячĕпе тулли кăмăлтан

«Çĕрĕç юррине» юрлама сĕнет.

Тăраççĕ çынсем пурте шакăрах,

Тăсаççĕ вăрах авалхи юрра:

 

Аки те сухи тивлечĕпе

Ĕçер-и кăна, çиер-и,

Ĕçер-и кăна, çиер-и,

Выляр-и халĕ, кулар-и...

 

Хурăнлă ката хыçĕнче

Ахăрса ака тăваç тет,

Хура та вăрман çумĕнче

Шăхăрса сӳре сӳреç тет...

 

Ултă лаши акара,

Çичĕ кĕсри — сӳрере...

Аки те сухи тивлечĕпе

Ĕçер-и халĕ, çиер-и...

 

Акнă пек тырри ăнăçсан,

Уй-хирсем тăрăх хум чупать;

Çăкăр та тăвар пур пулсан,

Кĕреке çинче чун вылять.

 

Аки те сухи тивлечĕпе

Ĕçер-и халĕ, çиер-и;

Пĕлĕш те тантăш йышĕпе

Пуплер-и ларсах, юрлар-и...

 

Çĕрĕçĕ юррин хĕрӳллĕ кĕвви

Уç тĕнĕ1 витĕр юхать тулалла;

Пĕрлешнĕ сассен сӳтĕлми тĕвви

Тăп ял хушшинчен вĕçет уялла.

Ак юрă пĕтет. Хăнасем каллех

Лараççĕ йĕркен харкам вырăнне.

Чӳк кĕлĕ-чăрмавĕ иртсессĕн тинех

Шăв-шав, юрă-ташă тулать пӳрт ăшне.

 

Чакка Тевенеш çумне вырнаçать.

— Кĕлле эс чаплă тăватăн, мучей, —

Йăлкăшрĕ Чакка.— Ĕненсех пулать?

Капла кĕтмеллех ырăлăх, телей!..

— Кулас тетĕн-им? — ыйтрĕ Тевенеш,

Чакка çинелле сулхăмкăн пăхса.

— Çук, эп кулса мар...

— Ну, Чакка, эс леш

Шехви Турхан пек, турра та манса,

Усал хармасун2 пулас тетĕн-им?..

Йăла йĕрки-çке кĕлтума хушать!

Ан кул! — тет старик.

 

— Итле-ха эс, чим...

Кĕлтунă нумай... Çапах та нуша,

Пур мăшкăл, асап пусаççĕ пире, —

Тавăрчĕ Чакка. — Атте-аннесем

Турра кĕлтусах кайнă хĕн-чире...

Кĕлтунă ĕмĕр ват асаттесем,

Анчах ыр кун çук!.. Ăçта вăл ырри?..

Эп хам та кĕлтунă... Телейне курман...

Мĕнле хыт чĕре çав чăвашсен туррин?!.

Илтмест чухăна вăл, пулăшмасть нихçан!

 

— Ну, шăллăм, хуллен... чипер эс калаç!

Мана калани — ку нимех те мар.

Тепри кун пекне илтме юратмасть...

Йăли çапла-çке... Мĕскер-ха тăвар?

Ĕçки майĕпе — кĕлли пур, юрри...

— Юрри вăл аван. Ырлатăп ăна.

Çак юрăпа çех чаплă кĕр сăри!..

 

Вĕсем калаçса ларнă хушăра,

Сисмен те — пырать-тăрать Ериле.

— Шур пуçлă старик, мĕн пирки вара

Хăвартăн эсĕ тулли сĕтеле?

 

Атя-ха лерех. Сан вырăн унта, —

Тесе кил хуçи ват Тевенеше

Туртать те лартать малти вырăна.

Чакка çамрăксем çумне пĕрлешет.

 

Кунта ак Юксар сĕрме купăспа

Юрă кĕввисем каласа ларать.

Чакка ун патне пырса хаваспа

Хăй хывнă юрра юрлама пуçлать:

 

Чулхулапа Хусан, ай, хушишнче

Çип çапнă пек выртать аслă çул;

Аслăях та çулĕ, ай, такăр çул, —

Икĕ айккипе шакăр шурă хурăн...

 

Юксар шăп пулать, çĕн юрра тăнлать.

Ăна ăнкарсан, сĕркĕче туртса,

Пĕччен вăйлă сас çумне хутшăнать,

Илемлĕ юрă тухать шăранса:

 

Иртет хурăн çулпа улпут тавраш, —

Янрать шăнкрав сасси-çке ян та ян!

Иртет çулпа мĕскĕн, çурран чăваш, —

Хăйăлтатса сывлать тип кăкăртан.

 

Вĕри хĕвел хĕртсе çунтарнă чух

Шур хурăнтан юхать хура сĕткен;

Çĕр ĕççыннин нуша çунтарнă чух

Хура куççуль юхать куçсенчен.

 

Хурăнсенчен юхан сĕткен-куççуль —

Çумăр килсе çусан вăл тасалать;

 
1 Тĕнĕ — тĕпел кĕтессинчи тĕтĕм тухма тунă пĕчĕк чӳрече. Пӳртре пăчă пулсан та çак чӳречене уçса хураççĕ.
2 Турра ĕненмен, ирĕклĕ шухăшлакан çынна халăх хушшинче хармасун тенĕ
■ Страницăсем: 1 2 3 4 5