Шурă акăш çулĕ :: Хӳтлĕх шыраса


«Турă» сăмаха илтсен ку таранччен йĕркеллех калаçакан Пайпулат пуçĕнче каллех шухăш çиçсе илчĕ: «Пире православи тĕнне йышăнтарасшăнах-ши вара кусем?» Тӳсеймарĕ, кун çинчен митрополитран хăйĕнчен ыйтрĕ:

— Таса атте, каçар та, эпир хамăр ирĕкпе Раççее кĕрсен эсир пиртен те христиансем тус хумăр-и?

— Чăвашсем хăйсем кăмăл тусан — тархасшăн, — терĕ Макарий. — Анчах эпĕ пĕлнĕ тăрăх эсир Тĕнкрепе хăвăрăн ытти туррăрсенех пăхăнса пурăнасшăн. Эпир сирĕн кăмăлăра хирĕç каймăпăр.

— Эсĕ тутарсем тĕлĕшпе апла калаçмастăн-çке. Апла пирĕн сан сăмахна ĕненмелле-ши? — иккĕленме пăрахмарĕ Пайпулат.

— Ку вăл, тусăм, пач урăх япала, — сассине хытарчĕ Макарий. — Мăсăльмансем — чăн Турра хирĕç пыракан йышлă халăх. Вĕсем пирки те православин тĕп хули Константинополь иккĕмĕш Рим пулма пăрахрĕ. Халĕ эпир, тунмастăп, Мускавран виççĕмĕш Рим туса хурасшăн. Ку ĕçре пуринчен ытларах чăрмав кӳрекенни — ислам тĕнĕ. Сирĕн Тĕнкре вара пире нихăш енчен те чăрмантармасть. Эпĕ çакна пĕлетĕп: Аслă Турă пулăшнипе çĕр çинчи халăхсем хăçан та пулин пурте чăн тĕрĕс тĕн — правоспави христианстви патне çитĕç. Анчах пирĕн ку тĕлĕшпе сире хĕсĕрлес шухăш çук. Пурăна киле пирĕн Турă хăех пурне те ăс парса çитерĕ. Ислам тесен, вĕсен тĕрĕс мар ĕненĕвĕ, шел те, çав тери вăйлă тымар янă, ăна сăмахпа ăнлантарнипе çеç кăкласа тăкаймăн. Эпир Хусан ханлăхне ытти сăлтавсемпе пĕрлех çавăншăн та парăнтарасшăн. Çакна никамран та пытармастпăр.

Митропапит сăмахĕ Пайпулатпа юлташĕсене кăшт лăплантарчĕ. Чăн та митрополит хăçан та пулин пурте православи христианствине йышăнас пек пуплешет те-ха, вăл çакă халăх ирĕкĕпе пулса иртĕ тесе ĕнентерет. Анчах чăвашсем хăйсен туррисем пуринчен вăйлăраххине ĕненеççĕ, вĕсем çынсене йăнăш шухăш патне çитме памаççех.

— Крепоçсене эсир ăçта лартасшăн вара? Тен вĕсем пиртен аякра пулнăран эпир сире питех пулăшаймасан? — кăсăкланчĕ Пайпулат.

— Сана ку вăрттăнлăха уçса париччен пирĕн тĕп япала пирки татăлмалла. Халĕ пире тӳртен калăр: эсир пире пулăшма сăмах паратăр-и? Вара ыттине сутсе явăпăр. Сăмах памасан калаçăва вĕçлетпĕр.

Пайпулат юлташĕсене кашнине уйрăммăн тĕсесе тухрĕ. Пурте килĕшсе пуç сулчĕç.

— Мухтавлă государь, хисеплĕ митрополит, эпир Хусана хирĕç пыракан кĕрешӳре сирĕн майлă пулма, сире пултарнă таран пулăшма килĕшсе алă çапатпăр, — ура çине тăрсах сăмах пачĕ те Пайпулат пирвай патшана, унтан митрополита алă парса тухрĕ.

— Вăт халĕ пайăрлăн калаçма та пулать, — хавхаланчĕ Иван патша. — Сăмах татнине вара çакăнтах килĕшӳ çырса çирĕплетер. — Çавăнтах алăк еннелле хыттăн кашкăрчĕ: — Эй, дьяксем! Кĕрĕр кунта, ĕçлеме тытăнăр!

— Ара, эпир алă çапнипех килĕшме хăнăхнă, — аптрарĕ Пайпулат хăй хутла пĕлменнине кăтартма именсе.

— Эпир ку килĕшĕве сире шанманран мар, хамăр сире çăмăллăхсем парас тĕлĕшпе панă сăмах саккун вăйĕ илтĕр тесе çыратпăр, — ăнлантарчĕ ăна Макарий.

Дьяксем килĕшӳ хучĕсем хатĕрленĕ хушăра хуçасемпе чăваш элчисем лайăх кăна апатланма та, тĕплĕнрех калаçса илме те ĕлкĕрчĕç. Тăваттăмĕш Иван пĕр крепоçне Улатар юхан шывĕ Сăра юхса тухнă тĕлте, ирçесен Сянглей тата мăкшăсен Алатур ялĕсем вырăнĕнче лартасшăн-мĕн. Тепри вара Хусанпа юнашарах, Сĕве Атăла юхса тухакан шыв вăрринчи пĕр утрав çинче ӳссе лармалла. Вырăссем Сĕвене Свияга тенĕрен патша ку крепоçе Свияжск ят хума хушнă. Икĕ карман та Чăваш улусĕн хĕррисенчех, çавăнпа вĕсене туса лартма чăвашсем чăнах та пулăшма пултараççĕ.

— Государь, митрополит, эсир çапах таман ыйтăва хуравламарăр, — апатланнă хушăра хăйĕнне те аса илтерчĕ Чакăр.

— Чăнах та-çке, — килĕшрĕ Макарий. — Иван патша, эс паçăр чăваш çарăçĕ ыйтни пирки мĕн шухăшлан? Тутарсем пирĕн туссене тапăнсан вĕсен еплерех хӳтĕленмелле? Вĕсем чăвашсене пач тĕкĕнмĕç тесе эпир хальлĕхе чăнах та шантараймастпăр.

— Таса атте, ку тĕлĕшпе эпĕ сан шухăшупа питĕ килĕшетĕп. Тутарсем пайăрласа ниçта та ан кайччăр тесен, эс калашле, таçта та пĕр пăлхав çĕклесех тĕмалла, — терĕ Иван патша — Çапах хан çарĕ тапăнсан паллах хирĕç тăмах тивет. Сирĕн йыш сахаллине шута илсе эпĕ сире ку чухнехи чи хăватлă çар хатĕрĕ пама пултаратăп. Ăна пищаль теççĕ. Эпир пĕлнĕ тăрăх пищальсем тутарсен те сайра тĕл пулаççĕ. Вĕсем хăйсем ăна тума пĕлмеççĕ. Эпĕ вара сире тӳрех аллă... çук, çĕр пищаль тата кирлĕ чухлĕ тарпа пуля парăп. Анчах сирĕн вĕсемпе усă курма пĕлмелле. Эсир паян-ыран каялла каймасан эпир сирĕн çар çыннине çак ĕçе вĕрентнĕ пулăттăмăр. Тата кăмăл тăвакансене крепоçсенче мĕн йышши çурт-йĕр лартма палăртнине те кăтартăтăмăр.

Ку сĕнӳпе чăвашсем хаваслах килĕшрĕç, киле виçмине кăна çула тухăпăр терĕç.

Хатĕр килĕшӳ хутне чăвашсене памашкăн патша темшĕн-çке пурне те хăйĕн палатине ертсе кайрĕ. Кунта боярсемпе священниксем туллиех пухăннă ĕнтĕ. Тумĕсем йăлтăр та ялтăр, кашнин çинче ылтăн та кĕмĕл. Пирвай Тăваттăмĕш Иван хĕрӳллĕ сăмах каларĕ.

— Хаклă боярсем, хаклă митрополитпа православи çыннисем, ытти халăх! Паян пирĕн аслă патшалăхăмăр пурнăçĕнчи паллă кун, — терĕ вăл. — Эпир вăрçăсăр-мĕнсĕрех Хусан ханлăхĕн пысăк пайне çĕнсе илтĕмĕр. Ку ĕçре пире хамăрăн çĕнĕ туссем чăвашсем вăйлă пулăшрĕç. Вĕсем хăйсен ирĕкĕпе пирĕн патшалăхăмăра кĕме кăмăл турĕç. Çапла вара пирĕн Хусана каяс çул пĕтĕмпех уçăлать. Халĕ эпир хамăр туслăха çирĕплетекен килĕшӳ çине алă пусатпăр.

Çавăнтах йĕкĕрлĕ алăк яри уçăлчĕ те зала патша пулăшуçисем кĕчĕç, патша умĕнчи сĕтел çине икĕ тĕле илемлĕн шăрçаласа çырнă хут листисем пырса хучĕç. Пĕр тĕрки умне Тăваттăмĕш Иван пырса ларчĕ. Чăваш элчисем нимĕн тума пĕлмесĕр аптраса тăнине курса вăл тепĕр хут тĕрки енне алă тăсса Пайпулата чĕнчĕ:

— Эс çавăнта лар.

Тăваттăмĕш Иван хыçне хур тĕкки тытнă пулăшуçи пырса тăчĕ. Патша хур тĕккине чернил савăтне чиксе илчĕ те пĕр хут листи çине сарлакан алă пусрĕ. Çав хушăрах патшан тепĕр пулăшуçи чăвашсем патне пырса хур тĕкки сĕнчĕ:

— Кам сирĕн элчĕ пулăшуçи? Кайса парăр ăна çакна.

Çырулăх мĕн иккенне пĕлекен Питтăпай хур тĕкки тытса ашшĕ хыçне пырса тăчĕ.

— Ман мĕн тумалла? — ыйтрĕ унран Пайпулат.

— Санăн та патша пекех килĕшу хучĕ çине алă пусмалла, — шăппăн ăнлантарчĕ Питтăпай.

— Эпĕ хутла пĕлместĕп-çке, тен, хăвах алă пусăн? — сĕнчĕ Пайпулат.

— Çук ĕнтĕ, эсĕ асли, санăннах пусмалла, — килĕшмерĕ Питтăпай. Эсĕ хĕрес ларт. Ак çакăнта. Çырма пĕлмен вырăссем сăмах панине хут çинче çапла палăртаççĕ.

Нимĕн тума çук. Хальхи чăвашсен патшалăх пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш килĕшĕвĕ çине Пайпулат хыттăн пусса тачка хĕрес лартса хучĕ. Залра тăракансем пурте хĕрӳллĕн алă çупса ячĕç. Патша та ура çине тăчĕ, хăй алă пуснă хута Пайпулата тыттарчĕ. Лешĕ малалла мĕн тумаллине пĕлменрен хăех вăл хĕрес лартнă килĕшĕве ярса тытрĕ. Ăна-кăна тинех ăнкарнă Пайпулат хулăн яка хута кăмăлтанах вĕçертрĕ. Вара Тăваттăмĕш Иван Пайпулата алă пачĕ. Пăлханнăран тимĕрçĕ ăна хытăрах та чăмăртарĕ пулмалла, Иван патша ыратнипе питне пĕркелентерсе илчĕ, анчах нимĕн те шарламарĕ, Макарий митрополит пырса пил паричченех туссе тăчĕ.

— Çӳлти Турă ячĕпе çак туслăха ĕмĕр-ĕмĕр тытса пыма пиллетĕп! — хулăн сасăпа пĕлтерчĕ митрополит пĕр-пĕрне чăмăртанă алăсем çийĕн хĕрес хывса. Патша аллине çакăн хыççăн тин Пайпулат аллинчен вĕçертрĕ те хыттăн кăшкăрса каларĕ:

— Сывă пултăр мухтавлă вырăс тата чăваш халăхĕсен туслăхĕ! Çавăнтах вуншар çын хăватлăн янратса ячĕç:

— Ура! Ура! Ура-а!

Хавхалану кунпах вĕçленмерĕ-ха.

— Патшана мухтав!

— Турă пире пулăшĕ!

— Раççей ĕмĕр-ĕмĕр хăватлă пултăр! — янăраса тăчĕ чылайччен пысăк залра.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ хутсене алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн патша çыннисем Чакăрпа турхансене стрелецсен полкне, Пайпулатпа Питтăпая крепоçсем валли пура касакансем патне илсе кайрĕç, теттĕмленичченех пĕрисене пăшал пеме вĕрентрĕç, теприсене пулас крепоçсен тытăмне ăнлантарчĕç. Каçпа вара килĕшӳ хучĕсене алă пуснă çĕрте пулнă çынсем каллех патша керменне пухăнчĕç. Кунта çак ятпа вăйлă кăна ĕçкĕ ирттерчĕç. Тем вăрăмăш лартса тухнă сĕтел çинче мĕн кăна çук-ши? Çакăн чухлĕ апат-çимĕçпе сăра-эрех, тупата, кун чухлĕ çынна эрне ĕçсе-çиме çитмелле пек. Анчах çур çĕр тĕлнелле пĕр тулли савăт юлмарĕ. Чăнах та тĕпсĕр иккен этем хырăмĕ!

Тем те пĕлес килнĕрен чăвашсем тепĕр кунне те пĕрисем çараçсем, теприсем çурт-йĕр тăвакансем патĕнче ирттерчĕç. Пăшал пеме çăмăлах вĕренсе çитнĕ Чакăр хальхинче пушкарьсем патне кайрĕ. Вĕсен ĕçне те вăл çăмăллăнах ăнкарса çитрĕ, хăй те пысăках мар тупăран темиçе хут персе пăхрĕ.

— Эх, пиреччĕ çак тупăсем! — ăмсанса ассăн сывларĕ вăл хăйне кăтартса çӳрекен дворянин умĕнче.

Лешĕ пирвай нимех те шарламарĕ, Чакар тупăран пеме тин çеç вĕреннине пăхмасар самаях тĕл лектернине курсан вара калаçса кайрĕ.

— Эсир юлан утпа-и е лавсемпе килнĕ? — ыйтрĕ вăл. .

— Юлан утпа тата вунă лавпа, — пĕлтерчĕ Чакăр.

— Мĕнех, патша хирĕç пулмасан эпир сире çак пĕчĕкрех тупăсене тăваттă таранах парса яма пултаратпăр, — пĕлтерчĕ дворянин. — Вĕсем валли тăватă лав кирлĕ пулать. Тата тарпа йĕтресем валли тепĕр виçĕ лав.

— Ара, каларăм-иç, эпир вунă лавпа килнĕ. Эппин ытларах та хурса кайма пултаратпăр, — хавасланчĕ Чакăр.

— Урăх май килмест. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх государь сирĕн валли парне чылай хатĕрленĕ, вĕсем валли вырăн кирлĕ пулать, — пĕлтерчĕ дворянин.

Тепĕр кун ирпе ирех чăвашсем çула тухма хатĕрленчĕç. Унччен те пулмарĕ, хăна çурчĕ умне çуна çине лартнă каретăпа темиçе лав тата хĕç-пăшаллă казаксен сотни пырса çитрĕç. Каретăран Тăваттăмĕш Иван патша тухрĕ.

— Сире асăнмалăх парнесем кунта, — пĕлтерчĕ вăл Пайпулата. — Кашни элчĕ мăшăрĕ валли пĕрер сăсар кĕрĕкĕпе мăшăр сахьян атă, хăвăра — пĕрер кафтанпа кĕсье сехечĕ, ытти тем те пĕр. Лавçăсене те манман, кашнин валли пĕрер тăлăп пур. Тата сăмах панă пекех çĕр пищаль, тăватă тупă. Çул çинче çимелĕх апат-çимĕç. — Çавăнтах хăйĕн çыннисене кăшкăрса хушрĕ: — Эй, хăвăртрах тиесе ларăр! Кун кĕске, çул çӳрене кашни сехет хаклă. Тата акă мĕн. Сотник, çавăттарса килтĕр янаварсене!

Çавăнтах казаксем чăвашсем патне таçтан ултă ăйăр çавăтса пычĕç. Учĕсем вăрам ураллă, лайăх пăхнăран çап-çутă йăлтăртатаççĕ, тăрасса та тапăртатса кăна тăраççĕ. Чăн-чăн урхамахсем!

— Ку сире, элчĕсене, асăнмалăх, — камăллăн пĕлтерчĕ патша.

Пайпулатпа килнĕ кашни çынна ыталасах сыв пуллашрĕ чăвашсемпе Тăваттăмĕш Иван, çакна пула хăйĕн çыннисене те шалт тĕлĕнтерчĕ. Ара, вăл Европăран килсе çӳренсене те капла ăсатман. Ку çеç-и, чăвашсене казаксен сотни хуларан тухичченех ăсатса чыс турĕ. Ăт тĕлĕнтермĕш тĕк тĕлĕнтермĕш!

 

3

Сĕве Атăла юхса тухнă çĕрти пысăках мар утрав çинче çу уйăхĕнче ку таврара халиччен курман хăватпа ĕç кĕрлесе кайнă. Кунта Атăл тăрăх Чулхула енчен кунсерен вуншар карап килсе тăнă. Вĕсем хатĕр пурасем, çурса наструкланă хăмасем, çурт лартнă чухне кирлĕ тимĕр-тăмăр турттарнă. Вырăссем стройка текен çак утрав çинче çĕнĕ крепость лартма тытăннă. Пин ытла çын кунне-çĕрне пĕлмесĕр тенĕ пек çĕр чавнă, пура хăпартнă, çурт тăррисене витнĕ. Крепость кунсерен мар, сехетсерен ӳссе-çĕкленсе пынă. Çакă хăйĕн куçĕ умĕнчех пулса иртнĕ пулин те Хусан правительстви вырăссене чарма мар, чăрмантарма та пултарайман. Ма тесессĕн Тăваттăмĕш Иван çарĕсем Сĕвене никама кĕртмен, ку кăна мар, пĕтĕм ханлăха хупăрласа хунă.

Аптранă Хусан правительстви ытти тутар çĕршывĕсенчен пулăшу ыйтма шутлать, çак тăллевпе правительство пуçлăхĕ Кучак оглан виçĕ çĕр çарăçран тăракан ушкăнпа çула пуçтарăнать. Анчах чи хастар нукерсенчен тăракан çак ушкăн та блокадăран тухайман, Шурă Атăл урлă каçнă чухне засадăна лекнĕ. Вырăссем вĕсенчен ытларахăшне вĕлерсе пĕтернĕ, хĕрĕх ултă çынна, çав шутра Кучак оглана хăйне те тыткăна илсе Мускава ăсатнă.

Свияжск вара ӳснĕ те ӳснĕ. Тепĕр икĕ-виçĕ уйăхранах вăл чăн-чăн крепость пулса танă. Халĕ ĕнтĕ ку хутĕнче вырăссем Хусана çĕнсе илес пирки иккĕленекенсен шучĕ кунсерен чакса пынă. Хусан правительстви вырăссемпе мирлĕ калаçусем пуçланă.

Мускавра калаçса килĕшнĕ пекех Свияжск крепоçне тунă çĕрте чăвашсем йышлăн ĕçленĕ. Вĕсене ертсе килнĕ Питтăпай стройка ĕçне лайăх чухланине пĕлсен вырăссем ăна хăйсен çыннисене те шанса панă. Крепость тунă çĕрте ют çĕршыв архитекторĕсемпе инженерĕсем те пулнăран Питтăпай ĕçленĕ хушăрах вĕсенчен нумай çĕннине вĕренме тăрăшрĕ.

Вырăссене чăвашсемпе çармăссем те нумай пулăшни Хусан правительствине уйрăмах хытă тарăхтарнă. Вара пиллĕкри ывăлĕ Утямăш вырăнне ханлăха чăннипе ертсе пыракан Çуйăм-Пике вĕсене пусарма шут тытать. Малтан вăл Кĕтнепе Пăла юхан шывĕсем хушшинчи чăвашсене тăн кĕртме йышăнать. Ма тесессĕн, тутар çарăçĕсен шучĕпе, чăвашсемпе килĕшӳ тунă хыççăн вырăс çарĕсен пысăк пайĕ Хусана илмешкĕн шăпах ĕнтĕ çак тăрăхпа иртмелле. Çавăнпа вырăнти халăха хавшатни тата ăна сехĕрлентерни питĕ вырăнлă пулмалла. Çинех шăпах кунти чăвашсем темиçе çул каялла тутарсен пин çынлă çарне çапса аркатнă. Çакăншăн вĕсене ку таранччен те тавăрайман-ха.

Тавăру тухăмне тем тери вăрттăн хатĕрленсен те Пичуран Хусанти тусĕсем ун çинчен илтнĕ-илтнех. Ара, Хусанта тутарсем кăна пурăнман. Тата лару-тăру улшăннине курса нумайăшĕ ханлăхăн хальхи хуçисене килĕштермен. Вĕсен шучĕпе çак нушаллă пурнăç пĕтĕмпех влаçа ярса илнĕ çынсен ĕмĕтсĕрлĕхне пула капланса çитнĕ. Çавсем ĕнтĕ хăйсем пуяссишĕн çар валли ку чухнехи вутлă кăрал туянман, çавăнпа Хусан çарĕн пищальсем те, тупăсем те çав тери сахал. Ханлăха ертсе пыракансем патшалăхра пурăнакан тĕрлĕ халăха ытларах та ытларах хĕсĕрлесе влаçа хирĕç тăратнă. Ку та çĕршыв çирĕплĕхне самаях йăштарнă. Ханлăхри ятлă-сумлă çынсен пĕр пайĕ çак пулăмсем ырри патне илсе çитермессе лайăх ăнланнă, çавăнпа вырăссемпе килĕшӳ туса патшалăха упраса хăварма ĕмĕтленнĕ. Вĕсем çакнашкал йывăр тапхăрта тавăру тухăмĕсем ирттерни сиен çеç кӳрĕ, ахаль те камăлсăр чăвашсене пушшех пăлхатса ярĕ тесе шутланă. Пĕр сăмахпа, Пичура тусĕсене ханлăх çарăçĕсен хатĕрленĕвĕ çинчен пĕлесси йывăр пулман ĕнтĕ.

Хӳтĕленĕве хатĕрлекен Чакăр хальхинче тутарсене Чăваш улусĕн çĕрĕ çине шалах кĕртесшĕн пулмарĕ. Ара, кам пĕлет вĕсене, унчченхишĕн тавăрас тесе, тен, çул хĕрринчи ялсене çунтарса та ярĕç. Тутарсем Сĕве урлă Пăва тĕлĕнче каçасса Чакăр пĕлнĕ ĕнтĕ. Вĕсем çакăнтан тӳрех Лащ-Таяпана çитсе аркатма, унтан иртнинче тутарсен çарне çĕмĕрсе тăкнă тăрăхри ялсене тĕп тума, малалла вара Камай уйне çитсе унти пур яла та кĕлпе вĕçтерсе ямашкăн, унтан Сиккассинчен пуçласа Арапуç — Ухман — Вăрмар — Шăхаль тăрăхне тустарса тухмашкăн, çапла тавăру çаврăмĕ тунă хыççăн çеç каялла таврăнмашкăн ĕмĕтленнĕ.

Паллах, тутар çарне Пăварах, шăп та лăп Сĕве урлă каçнă чухне кĕтсе илни пуринчен аванрах пулмаллаччĕ, анчах ку ялта ислам тĕнне йышăнса тутара тухнă чăвашсем пурăннă. Çавăнпа Чакăр тăшмана Патирек ялĕнчен хĕвел тухăçнерехре кĕтсе илме шут тытрĕ. Шыв урлă Пăвара каçакан тутарсем унта çитичченех темиçе тăсăма пайланса каймалла мар пек. Çакна шута хурса вăл çул хĕрринчи çӳллех мар тӳлем çине вырăс патши парса янă тăватă тупăран тăракан нарядпа пăшаллă сакăр вун çынна — пĕтĕмпе шăпах пĕр çĕрпӳ пытантарса вырнаçтарчĕ. Пурне те пеме те, авăрлама та лайăхах вĕрентнĕ. Тепĕр çирĕм пăшала сых енне юлан утçăсене пачĕ, вĕсене ухăллă ытти юлан утçăсемпе пĕрле сулахай-маларахри усрав вăрманĕнче пытанса тăма хушрĕ. Кам пĕлет, тен, тутарсем Чакăр шутланă пек çулпа кăна мар, Сĕве хĕрринчех пайланса ытти çĕртен те кайма шут тытĕç. Умри пĕртен-пĕр çулпах килсен те вăрманта пытаннă юлан утçăсем кирлĕ самантра тăшмана айккинчен пырса тапăнма пултараççĕ, паллă мар кăна. Ытти çынсен тăшманпа хĕçсемпе те сăнăсемпе, чукмарсемпе те кистенсемпе алă вĕççĕн çапăçма хатĕр тăмалла. Чакăрпа Пичура çак тытăçăва хатĕрленсе пĕтĕмпе виç çĕре яхăн çын пухма ĕлкĕрнĕ. Сахал паллах, анчах нимĕн тума çук» таврари вăй питти арçынсем халĕ Питтăпай ертсе пынипе Свияжск карманне тунă çĕрте ĕçлеççĕ. Тутарсем вара каллех пĕр пинлĕ çар пухса тухнă теççĕ. Апла-и, капла-и те, тăшмана малалла тем тусан та ирттерсе яма юрамасть, ма тесессĕн унта ăна тек никам та хирĕç тăраймĕ. Вара пĕтрĕç чăваш ялĕсем...

■ Страницăсем: 1 2 3 4