Хĕрес хывнă хĕвел :: Тăваттăмĕш сыпăк


16

Малтан Аврука, унтан Силантьева килĕсене леçсе ячĕ Роберт, чăрмантарнăшăн каçару ыйтма манмарĕ. Аврук анса юличчен ун еннелле çаврăнчĕ.

— Лариса ăçта халь?

— Ăна амăшĕ пĕлмелле, — терĕ Аврук. Кирлĕшĕнех ыйтнине ăнланчĕ Аврук, çавăнпа анса юличченех каласа хучĕ:

— Эпĕ хваттере кĕрсе тухиччен кĕтсе тăр вара, Кирăран ыйтса пĕлетĕп те сана калатăп.

Лариса пульницара пулма пултарнине пĕлсен Роберт унтах кайма шутларĕ.

Тӳрех хыпăнса ӳкекен çын мар вăл. Амăшне хывнă. Усал хыпар ăша çунтарса илсен те çийĕнчех пит çине тухмасть. Ним тума пĕлмесĕр аптраса ӳксе çынсене пăлхатма тытăнмасть. Хальхинче апла пулмарĕ. Усал хыпар ăшра вырăн тупаймарĕ, тупайманнинчен те ытла унта шăнăçаймарĕ те тула тапса тухрĕ. Чи малтан алă-ура шăнăрĕсене сĕлпĕрлентерчĕ, чĕрене хăвăрттăн-хăвăрттăн таптарчĕ. Ытти чухне хĕрлĕ тĕсне улăштарман пичĕ мĕн сăнлă пулса кайнине вăл хăй курмарĕ. Тĕсне кăна мар, тараватне те улăштарнине туйсах тăчĕ. Машинăна хăнăхнă хăвăртлăхпа мар, хуллен чуптарчĕ. Çул ирĕкрех пек туйăнсан та хăвăртлăхне улăштармарĕ. Хуçин кăмăлне пĕлсех машина та сасă кăлармасăрах пычĕ.

Ăçта чарам-ха, ăçта лартам-ха тесе шухăшламалăх хевте пулмарĕ унра. Васкавлă пулăшу машинисем валли уçă тăратакан хапхаран кĕчĕ, çавсен çулĕпе пырса чирлисене йышăнакан алăк патнех çитсе чарăнчĕ. Анчах ăна наçилккаллă шурă халатсем кĕтсе тăмарĕç. Чарнă машинине çĕнĕрен хускатрĕ те тин кăна килсе кĕнĕ хапха еннеллех кайрĕ. Унтан тухсан çуран çынсем валли хывнă тротуар хĕрринчи пушăрах вырăна чарăнчĕ те тарăннăн-тарăннăн сывласа илчĕ. Çитес çĕре çитрĕм-и-ха тесе-ши унăн-кунăн пăхкаларĕ. Тротуар хĕрринчи хурăн айĕнче Лариса сĕнксе тăнине курсан хăйĕн куç не хăй ĕненмерĕ. Çавах-и ку тесе пулĕ темччен-темччен пăхса ларчĕ. Пуç чиксе тăракан Лариса ăна асăрхамарĕ. Ăна шухăш пуссах лартнă та, пуçне те çĕклеймест.

Машина алăкне хупма та манса кайрĕ Роберт, Лариса патнелле васкарĕ. Те сывлăх сунчĕ, те чухлаймарĕ те, умнех пырса тăчĕ те куç сиктерми пăхма тытăнчĕ. Лариса çаплах пуçне çĕклемерĕ. Хăй тĕллĕн пек калаçрĕ:

— Чунсăр çынсем иккен вĕсем. Шур халатсем. Ни каламаççĕ, ни калаçмаççĕ. Сăмах сарса çӳреме ыйтмастăп эпĕ. Мĕнпе пулăшма пултаратăп тесе пĕлесшĕн Верона мĕнлине.

— Çаплах кĕртмеççĕ-и?

Чыхăнса кайнă чухнехи пек ăхăклатса илчĕ те Лариса сăмахне сывлăшпа пĕрле çăтса ячĕ. Унтан тăрса йăлăхнă вырăнне улăштарчĕ. Робертран тарнă пек тепĕр хурăн айне куçса тăчĕ.

— Пĕр-пĕр пит çывăх пĕлнĕ врач çук-и сан?— пач ĕтмен ыйту пачĕ Лариса. — Вĕсене кĕртеççĕ. Веронăн сывлăхне пĕлтĕр те пире каласа патăр...

Тӳрех никам та пуçа пырса кĕмерĕ.

— Çукрах-ха çав, — терĕ Роберт, пуçне пăркала-пăркала илчĕ.

— Кĕтмелле ĕнтĕ...

Шăпланчĕç. Мĕн тумаллине пĕри те йĕркен-картан пĕлмерĕ. Ыранччен кĕтме шутларĕç.

Робертăн ĕç йĕрки улшăнчĕ. Ир-ирех вăл телефонпа Лариса патне шăнкăравлать. Мĕнле çĕнĕ хыпар пур тесе ыйтать те хăçан пульницана кайма шутланине пĕлет. Ларисăн вара университетри занятисене те сиктерме юрамасть. Вероникăн экзаменсене урăх çула куçармах тиврĕ пулсан, Ларисăна амăшĕ кăçалах татăлмалла тесе хистет. Тантăшĕпе пĕр шухăшлă пулас та пĕр шăпаллă пурăнас тени пĕр вăхăтра çиеле тухнăччĕ, анчах чăнлăх ăна çĕнтереймерĕ. Вероникăпа хăйĕнпе калаçас килни вара мĕнпур канăçа пуçтарса кайрĕ. Ирхине Роберт шăнкăравличчен чылай малтан вăранакан пулчĕ. Амăшĕпе Аврукран та маларах. Ирхи вăхăт час иртет тенине вăл халĕ çынран илтсе мар, хăй курса пĕлет. Тем те тытса тăвас пек туйăнать малтан, анчах шухăшласа хунин çуррине те пурнăçлаймасть. Алă ĕçне тахçанах куç курмалла мар пуçтарса хунă ĕнтĕ. Унта та кунта хулăн кĕнекесемпе конспектсем сапаланса выртаççĕ. Шăп çак самантра кирлине шырама тытăнсан кашни кĕнекене вырăнтан хускатма тивет. Мĕнпур вăхăчĕ çавсене суйласа иртсе кайнăн туйăнать. Пусăрăнса ларса вулайми пулчĕ. Роберт шăнкăравĕ вара ахаль те сапаланчăк кăмăла пăтраштарсах ярать. Лешĕн пĕр ыйту — хăш вăхăтра пульницана кайăпăр. Алă айĕнче пултăр тесе курăнмалла çĕре хуракан блокночĕ çак вăхăтра таçта кайса çĕтет тата.

— Расписани пăхса илем-ха, — тет те Лариса телефон трубкине хурса блокнотне шырама тытăнать.

Каллех кĕнекесемпе тетрадьсене айăн-çийĕн пăтратать. Блокночĕ вара е халат кĕсйинче, е хăйĕнчен пĕр самант хăварми çĕклесе çӳрекен сумкăра иккен.

Калаçса татăлаççĕ вара. Вăхăтне палăртаççĕ. Ăçта тĕл пулмаллине те. Роберт пĕр минут юлми шăп çав вырăна, çав вăхăта çитет. Ларисăн, темле ĕштеленсен те, калаçса татăлнă пекех пулса тухаймасть.

Эрне вĕçĕнче Вероникăна урăх палатăна куçарчĕç. Çав кун та, тепринче те Ларисăпа Роберта ун патне кĕртмерĕç. Милици тумĕллĕ çынсем хускалми выртакан патĕнчен хăпма пĕлмерĕç. Хăйсене мĕн кирлине ыйтса тĕпчесе пĕтерсен тин вĕсен черечĕ çитрĕ.

— Малтан пĕчченех кĕрсе тухам-ха, — терĕ Лариса. Килĕшрĕ унпа Роберт. Вăл хăрах ураллă çаврака сĕтелсем тавра ларакансем çине пăхса илчĕ те вăхăт ирттерме меллĕрех вырăн шырарĕ. Хăйăклатса уçăлакан, шаплатса хупăнакан алăк çывăхĕнче ун валли пушă пукан тупăнчĕ. Пусăрăнса ларчĕ те ун çине шухăш тĕвĕлеме шутларĕ. Ку таранччен ун пуçĕнче пĕртен-пĕр шухăш кăначчĕ. «Авто тĕнчи» тумалла. Ун валли укçа-тенкĕ пуçтарса çитернĕччĕ. Малтанхи утăм тума çитмелĕхех пур. Вероника инкекне пĕлчĕ те, чун сисĕмĕ çав тĕвĕленсех çитнĕ шухăша арăш-пирĕш хăваласа салатрĕ. «Авто тĕнчи» валли çурт пăхма кайнă чухне вăл ăна тăлласах лартрĕ. Çул çинчех тытса чарчĕ, мастерскойĕ тармĕ-ха, укçа урăххи валли кирлĕ пулма пултарать тесе калаттарчĕ. Ун чухне вăл Вероникăн инкекĕ мĕн капашлă иккенне те ыррăн пĕлмен. Халĕ те пĕлмест-ха, анчах реанимацире вырттарнă пулсан ку алă сулмалли ĕç маррине чун сисĕмĕ астутарсах тăрать.

Шухăш тĕвĕлеме алăк сасси те чăрмантарать. Ăна хирĕçех сĕтел хушшинче ларакан шур халатлă вахтер та тимлĕхе сире-сире ярать. Хăйĕн патне çынсем пырах тăраççĕ те, пĕрре сиксе тăрать, тепре пуканне куçарса урăх вырăна ларать. Кунта та пусăрăнса çитеймест. Анас-лама тăрать кăна, ун патне тепри пырать, çав çын хăш палатăра тесе ыйтать пулас та, вахтер сĕтелĕпе юнашар стена çумне çакса янă рама еннелле алă тăсать. Çын хăйне кирлĕ хушамата тупаймасан вахтерăн каллех ура çине тăма тивет. Ку хĕвĕшӳ Роберта йăлăхтарса çитерчĕ. Вара хаçат киоскĕ çумĕнчи чӳрече умне кайса тăчĕ. Халь ĕнтĕ тĕвĕленме тытăннă шухăшĕсем те сапалансах кайрĕç. Ларисăна кĕтме пуçларĕ.

Ĕмĕр кĕтнĕнех туйăнма тытăнчĕ Роберта. Ним туса та вăхăт иртми пулчĕ. Вăл пăхса тăракан чӳрече умĕнчи асфальт çинче миçе машина тăнине шутлама тытăннăччĕ аптăранă енне. Сисмен те, ун хыçне Лариса пырса тăнă. Тем каласшăн хăй. Сасси ăша кайнă та, калаймасть. Роберта çурăмран тĕксе илчĕ. Кăлт çаврăнчĕ ун еннелле Роберт. Мĕнле унта тесе ыйтасах килет хăйĕн. Анчах унăн та сасси ăша кайнă, чĕлхи хытса ларнă. Лариса çаврăнчĕ те алăк еннелле сулăнчĕ. Роберт та унран юлмарĕ. Машинăна кĕрсе ларсан кăна Ларисăн чĕлхи уçăлчĕ.

— Сăлтавсăр пăлхатас мар тесе никама та кĕртесшĕн мар, — ют сасăпа калаçма пуçларĕ Лариса. — Тархаслама тиврĕ. Тĕп врачĕ ман хута кĕчĕ. Пулнăччĕ ун патĕнче пĕрре. Астуса юлнă та, ирĕк пачĕ. Ним те ыйтса пĕлеймерĕм. Сылтăм куçĕ, тути тата сăмса тăрри кăна курăнать. Пуçне йăлтах бинтпа чĕркесе лартнă.

Лариса шăпланчĕ. Калас тенĕ сăмахĕ вăрăм пулмарĕ унăн. Роберт хăйĕнпе юнашар ларакан Лариса çинчен куç илмерĕ. Тата тем пĕлтермелли пурах унăн тесе шут ларĕ. Лешĕ çаплах çăвар уçмарĕ, ларнăçемĕн сĕнксе те сĕнксе пычĕ. Шухăшĕ тинех тĕвĕленсе çитнине туйса илчĕ Роберт.

— Итле-ха, Лариса, — терĕ вăл сассине йăвашлатса. — Ыран та палатăна сан пĕчченех кĕмелле пулать. Кала Вероникăна. Эпĕ ăна качча илетĕп. Ним пирки теӳпкелеместĕп. Миçе пульницана çитмелле — иле-иле каятăп, мĕн чухлĕ укçа тăккаламалла — ним те шеллесе тăмастăп. Мастерской туянма тесе пуçтарнă укçана юри тăккаламарăм, мастерскойĕ те тупăннăччĕ, тăхтама шутларăм. Сывататăп, ура çине тăрататăп.

Пыр тĕпне тем кăтăкласа илчĕ те, Роберт çăварне ал лаппипе хупларĕ, кăххăмлата-кăххăмлата илнĕ хыççăн шухăшне вĕçлеме шутларĕ. Анчах Лариса ун сăмахне татрĕ.

— Роберт, тусăм, ку хыпара хăвах кала. Çын урлă çитермеллискер мар вăл.

— Хам та калăп-ха, анчах эсĕ уншăн çывăхрах. Çавăнпа кăна... Кравачĕ умĕнче лармалла пулсан — килĕшетĕп.

— Сан ĕçӳ мар-ха вăл, — татса хучĕ Лариса. Робертăн аранах пуçланнă калаçăва ним туса та вăхăтсăр татас килмерĕ. Лариса ăна пит хапăлах пулман пек туйăнни ăна хĕрӳлентерсе ячĕ.

— Çапла пулса тухасса малтанах пĕлнĕ пулсан-и? — Ал чăмăрĕсене пĕр-пĕрин çумне çапса илчĕ. — Ах! — те хăйне, те такама тарăхса кăшкăрса ячĕ. — Ах, ыран мĕн пулассине пĕлмесĕр пурăнатпăр-çке. Пĕлмелле пулнă. Вероникăна та çине тăрса ăнлантармаллаччĕ. Халĕ ĕнтĕ шăпа çапларах темелли кăна юлнă. Пире шкулта çын хăйĕн шăпипе хăй хуçа тесе вĕрентетчĕç. Тен, чăнах та, çаплах пулмалла. Тимоха камне эп малтанах пĕлнĕ. Никамран та лайăхрах. Эпĕ пĕлнине Вероника та пĕлнĕ пулсан ним туса та ун усал серепине çакланмĕччĕ. Çапла-и?

Лариса еннелле тинкерсе пăхрĕ Роберт. Вăл хăйне халь нихçанхинчен те хăюллăрах та теветкеллĕрех пек туйрĕ. Анчах пĕрре пулса тухнине тӳрлетме çуккине ăнланчĕ те шăпланчĕ.

Пусăрăнса лараймарĕ. Машинăна хускатма та хăрарĕ. Аллисем ăна итлемĕç, куçĕсем курмаллине курмĕç. Иăркаланса илнĕ хыççăн каллех Лариса еннелле çаврăнчĕ.

— Инкек пуснă чух кам камĕ лайăх курăнать теççĕ. Çаплах пултăр. Тавлашса тăмăп.

— Ман киле часрах çитмелле. Верона валли тум суйламалла. Кунта тепре килмелле пулать.

Ку ĕнтĕ хускат машинуна тениех пулчĕ те, Роберт итлерĕ.

Вăл хăйне хăй хушма та, итлеттерме те пултараймасса лайăх ăнланчĕ. Çавăнпа алăсен хăнăхăвне шанчĕ. Лариса васкатнине те хăлхана чикмерĕ.

Студент çулĕсенче лайăх пĕлнĕ шофер аса килех тăчĕ. Шупашкартан районсене лавкка таварĕ турттаратчĕ вăл. Алăсем тĕнме тытăнсан, анас пусма хăтлансан никам каланине итлеместчĕ, машинине çул хĕррине пăрса тăрататчĕ те пуçне руль çине хурса канатчĕ. Вунă-вун икĕ минут пек. Унтан кабинăран тухатчĕ те машина тавра утса çаврăнатчĕ. «Капла шанчăклă», — тетчĕ те руль умне çĕнĕрен кĕрсе ларатчĕ.

Çавăн йăлине ӳкерсе илме хăтланать-çке Роберт та.

Майĕпен машинине хускатрĕ. Мотор сассăр кăна ĕçлерĕ. Магистраль çул çине тухрĕç.

— Атя-ха çитсе килер Святослав Федоров клиникине.

— Куç микрохирургине калатна-ха?

— Çавна-çке. Вероникăн ĕнтĕ выляман куçпа çӳремелле пулать. Лартаççĕ-и кĕленче куç? Лартаççĕ пулсан пирĕн мĕн тумалла, укçалла-и, ахаль-и? Çавсене йăлтах пĕлер-ха.

Хаш сывласа илчĕ Роберт, ним те шарламарĕ.

Кашнинчех çапла. Лариса Вероника çывăхнех пырса ларать. Роберт кравать пуçĕнче тăрать. Ни калаçни çук хăйсен, Ларисăпа Вероникăн. Вĕсен сăмахĕсем Роберт патне çитмеççĕ. Тутасем сикнĕ тăрăхах пĕр-пĕрне ăнланма хăнăхнă ĕнтĕ. Пульницаран тухсан Лариса пуçлать вара хăй тĕллĕн мăкăртатса калаçма. Укĕте кĕми карчăк пекех.

Кĕтменччĕ, шутламанччĕ те — Роберта та милици уйрăмне чĕнтерчĕç. Вара Ларисăпа темиçе кун курнă-ма тӳр килмерĕ.

Малтан пăлхансах ӳкменччĕ. Чĕнтернĕ тĕк чĕнтернĕ, ыйтсан-тĕпчесен те нимех те калаяс çын мар тесе шутланăччĕ. Пакунлă тум пурне те хăратать мар-и? Милици уйрăмне кайма тухсан хыпăнса ӳкрĕ. Пăлханма сăлтав та çук темелле ĕнтĕ. Мĕн ыйтĕç-ши тени хăех ăс-пуçа çавăрса ячĕ тейĕн. Тимоха çинчен каламалла пулать ĕнтĕ тесе тĕшмĕртрĕ те, йăнăшмарĕ. Пĕрле вĕреннĕ теме пуçларĕ кăна Роберт, пакунлă çын ăна алă сулса чарчĕ те. Пĕрре офис текеннине калаçма чĕннĕччĕ. Кун пирки тесен, пакунлă çын çăвар карса итлет тесе шутланăччĕ. Каллех сӳрĕккĕн кăна ларчĕ.

— Шевницынăн алиби пур. Пире урăххисем интереслентереççĕ, — терĕ пакунлă çын Роберт çаплах Тимохăпа тĕл пулни çинчен каланине итлесшĕн пулмасăр.

Ку вара Роберта шалтах тĕлĕнтерсе ячĕ.

— Мĕнле алиби? — кăшкăрнă пекех каласа хучĕ вăл.

— Пурне те пĕлмесен те юрать сире, — терĕ те пакунлă çын ун-кун пăхкаланă, апла-капла турткаланнă хыççăн хушса хучĕ: — Пур çав алиби. Эпир ĕненмесĕр тăма пултараймастпăр. Пирĕн ыйтăва тивĕçтерсе Мускав милиционерĕсем тытнă ăна, тĕпченĕ. «Центральная» хăна çурчĕн администрацийĕ Шевницын уйăх ытла хăна çуртĕнчех пурăннине çирĕплетнĕ те, çынна кăларса яма тивнĕ. Пирĕн ун çумне çыпçăнма урăх нимле сăлтав та çук...

Халĕ вара Роберт апла-капла турткаланма тытăнчĕ. «Ах, йăпăлтан пулă, йăпăлтан пулă», — пуçне пăркала-пăркала илчĕ шухăшланă май. Тĕпчевçĕсене урăхран нимпе те пулăшаймасса туйса илчĕ те çине-çинех Жорăпа Аврук ячĕсене калама пуçларĕ. Пакунлă çын тĕплĕн çыра-çыра пычĕ. Унтан Роберт умне çамрăк çынсен сăн ӳкерчĕкĕсене сарса хучĕ.

— Хăшне паллатăр çаксенчен?

Роберт пуçне сулласа илчĕ те сăмах та кăлармарĕ, çакăнпа калаçу вĕçленчĕ. Аврукăн вара икĕ сехете яхăнах ларма тиврĕ çак пӳлĕмре.

Робертпа калаçнă аслă лейтенантах тĕпчерĕ ăна. Анчах хальхинче çамрăксен сăн ӳкерчĕкĕсене калаçу пуçламăшĕнчех Аврук умне сарса хучĕ.

— Хăшне паллатăр?

Шăнтса пăрлатнă пекех хытса ларчĕç алăсем. Чĕлхе çăвар маччи çумне çыпçăнса ларчĕ те нимпе те вырăнтан хускаласшăн пулмарĕ. Аслă лейтенант ăнланчĕ. Вырăнтан сиксе тăчĕ те Аврук çумне пырса тĕршĕнчĕ.

— Хăшне палларăн-ха? — йăвашраххăн ыйтрĕ вăл.

— Ак ку ман ывăл, — аран-аран тута сиктеркелерĕ Аврук. — Олег...

— Хăйсен хушшинче Скинхед ятлă вăл, — терĕ те пакунлă çын сăн ӳкерчĕке хăй умне илсе хучĕ. — Ак ку иккĕшĕ...

Те хăйĕн ывăлĕ çинчен урăх калаçтарас килменнипе, Аврук ăна куç кĕрет чухлаймарĕ, ку икĕ çамрăк çинчен шакăртаттарса каласа пама тытăнчĕ. Малтан эрех сĕнчĕç вĕсем, унтан сăлтав шыраса уни-куни çинчен перкелешрĕç. Вара тин хăйсем мĕн тесе Аврук ĕçлекен гаража пынине пĕлтерчĕç. Çак икĕ çамрăк кӳрсе паракан машинăсене Аврукăн салата-салата тăмаллаччĕ.

— Хальхаççăн пымарĕç-и?

— Çук, — пуç сулласа илчĕ Аврук, — ăнланчĕç вĕсем. Укĕтлесе ӳкĕте кĕрекенскер мар эп.

Çакăнпа тĕпчев пĕтет тесе шутланăччĕ Аврук. Ывăлĕ пирки урăх ним те ыйтманнишĕн савăнма та пуçланăчче. Пакунлă çын унпа пĕр шухăшлă пулмарĕ.

— Юлашки хут хăçан курнă ывăлăра? — пач кĕтмен ыйту пачĕ вăл.

Тытăнчĕ Аврук мăк та мак перкелешме. Вăл хăй те тăван ывăлне юлашки хут хăçан курнине ыррăн астумасть. Арăмĕ урам варринче тăр пĕччен тăратса хăварнă куна ывăлне юлашки хут курнă кун темелле-ши?

—Йошкар-Олара мар-и вара Олег? — хальхинче пакунлă çынна хăйне пач кĕтмен ыйту пачĕ Аврук.

Кускер Аврук пек аптăраса ӳкмерĕ.

— Паспорчĕ çинче Йошкар-Ола штампĕ тăрать. Хăй ăçта пурăннине эпĕ те пĕлместĕп.

— Эсир мана пăлхатса ятăр, — терĕ Аврук лăпланнă пек пулнă хыççăн. — Эпĕ Олег ывăлăма арăмпа уйрăлнă хыççăн пĕрре те курман. Халь палласа та илес çук пуль. Ун чухне вăл яш ача кăна пулнă та, паян мăн çын. Ача-пăча кирек хăçан та амăшĕ майлă пулать. Эпир хирĕçнĕ-тунă чухне Олег амăшне хӳтĕлетчĕ. Амăшĕ вара ăна ятарласа манран сивĕтетчĕ. Атте тесе чĕннине те темшĕн астумастăп. Арефий Якимович тесе чĕнетчĕ.

— Апла иккен. Халь пурте паллă. Чăрмав кӳнĕшĕн каçарăр. Енчен ку Шевницын çинчен мĕн те пулсан, хăçан та пулсан илтсе-туса пĕлес пур, хыпарлăр пире. Таса мар ĕçе çулăхнă çынсем хăйсем тĕллĕн унран хăпаймаççĕ. Пирĕн пулăшма тивет. Олег ывăлăрпа курнăçма май тупăр-ха вара. Унра та хăвăр юнăр çӳрет пулсан вăл сире итлемелле. Амăшĕн сăмахĕнчен тухма ун тахçанах вăхăт çитнĕ...

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6