Хĕрес хывнă хĕвел :: Тăваттăмĕш сыпăк
Чăваш ĕмĕтленнĕ пурнăç Аврукпа Кира тĕллĕн те çитрĕ. Пӳрт тулли ача та картиш тулли выльăх — çакă кирлĕ-çке çынна. Ача çуратсан çулталăкран Лариса Анютăна кукамăшĕ патне леçсе ячĕ те, пӳрт ача сассипе тулса ларчĕ. Катăк телей те çук телейрен самайрах теççĕ те, Аврукпа Кирăн никама ăмсанма та кирлĕ мар. Çитесси çитнĕ вĕсен. Тен, çавăнпах пулĕ, çулĕсем хушăнсах пыраççĕ пулин те Аврук ывăннине, хевтесĕрленнине пачах туймасть. Пурне те вăхăтра тума алли çитет унăн.
Кирек камăн та пурнăçра сисĕни-сисĕнми иртсе кайнă тапхăр пулать. Аврукшăн Арлаççинчи пурнăç çав сисĕни-сисĕнми тапхăр пулчĕ пулас. Антон вунна, Анюта шкул çулне çитнине сиссе те юлаймарĕç. Кира та чĕпписене ӳстерсе салатнă кăлăк чăххи пекех туйрĕ хăйне. Лариса туянса панă кĕсье телефонне саппун умĕнчен кăларах тăрать. Ыйхăран вăратса ыйтсан та тĕп-тĕрĕсех калама пултаракан номере алăсем те хăнăхса çитрĕç. Пăхмасăр тенĕ пекех Лариса номерне пусаять. Пĕр сăмах кăна тата хăйĕн.
— Ура утнă чухне тепĕр ачуна та ӳстерсе парам-ха. Ача вăл никамшăн та ытлашши пулмалла мар...
Лариса кашнинчех мăртлатма пăхать.
— Çитет ĕнтĕ, анне, пĕр сăмаха чăмлама...
— Çитмест, çитмест, — хивреленме пăхать Кира та. — Вĕсене те вăхăтра çуратмалла.
Антон унран хăпнине те вăл туйсах тăрать. Лешĕн компьютер вăййинчен те ытларах Аврук мастерскойĕ пур. Пĕчĕклех мăлатук тытма хăнăхтарчĕ те Аврук, шаккать, хăйрать, шăтарать, касать, çыпăçтарать. Хăйĕн ачине ӳстернĕ чухне Аврук ĕçсе пушанайман. Вăл мĕнле ӳснине пĕрре те астумасть. Антошăн кашни хусканăвне пĕлет, вĕсене унран, Аврукран, ӳкерсе юлнă.
Лавкка сутуçи çĕнĕ çурт лартнă чухне хăйне ача чухне çырăнса панă «Юный техник» журналăн кивĕ номересене урама ланкашкана тухса пăрахнă. Çавсене Антон курнă та, юлташĕпе пĕрле çĕклемпех йăтса килчĕç. Аврук канашĕ халь ăна кирлех те пулмарĕ. Ача-пăчан пурин те тенĕ пекех пĕр йăла пур. Алла ĕç тытнă-тытман йăлăхаççĕ. Антоша унашкал мар. Шăл çыртса ĕçлет. Асаппа пулсан та унăн пурне те хăйĕн тумалла.
Çăва тухсан Арлаççине кӳршĕ ялтан сĕт пуçтаракансем килме тытăнаççĕ. Ытлашшине Кира та вуншар литр кĕрекен икĕ витрепе хапха умне туха-туха лартать. Сĕт пуçтаракансем укçине çийĕнчех пара-пара хăвараççĕ. Питрав хыççăн вĕсем темшĕн курăнми пулчĕç. Вара Кирăн ирĕксĕрех ытлашши сĕте хулана турттармалла пулса тухрĕ. Пĕринче Ларисăна парса хăварать, тепринче вĕсен кӳршисем илсе юлаççĕ. Каялла та пушă таврăнмасть. Хула лавккисенче пылак çимĕç туянать, пушаннă сеткисене хĕрĕ пластик савăтсем тултарать.
Çав кун тем такăнтаракан кун пулчĕ. Килтен тухнă чухне калинкке умĕнче сылтăм ура тахăшĕ пăрахнă патакран çакланчĕ те, Кира сулăнса кайрĕ. Лариса хваттерĕнчен тухсан та подъезд алăкĕпе урине хĕстерчĕ. Хулаçум автовокзалĕнче автобус кĕтсе ларнă чухне пĕр палламан-туман çын тем-тем каласа кӳрентерчĕ. Кайран çынни пырса каçару ыйтрĕ, йăнăшпа такам вырăнне йышăннă иккен ăна. Унтан вара, тепĕр вунă минутран, автобус каймалла тенĕ чухне ун çумне палламан хĕрарăм пырса ларчĕ те ĕçлĕн калаçма пуçларĕ. Усрава илнĕ ача сывлăхĕ çинчен ыйта-ыйта пĕлет, миçемĕш класс пĕтернине те ыйтмасăр хăвармарĕ. Арçын ачан кĕпе-йĕмпе атă-пушмак размерĕсене пĕлесшĕн пулсан тем ырă мара сиснĕ Кира яшт кăна сиксе тăчĕ те вокзал еннелле утса кайрĕ.
— Пырса куратăп-ха пĕрре мăнукăн ачине, — тени хăлхана кĕрсе кайрĕ.
Те çав хĕрарăм, те урăххи каларĕ ку сăмахсене, Кира чухласа юлаймарĕ.
Киле таврăнсан çакна Аврука хыпарларĕ те, лешĕ тăруках пăлханса кайрĕ.
— Римма пулнă ку, санпа калаçнă çын. Ах, юратать те шăршласа çӳреме, ах, юратать те шăтарса çӳреме...
Римма камне Кирăна ăнлантарса-туса тăрас теменччĕ, кам-ха вăл эс пĕлекен Римма тесе çине-çинех ыйтсан Аврук каласа хучĕ:
— Вероникăна мăшкăлланă çыннăн кукамăшĕ.
Ку вара Кирăна уртарса ячĕ.
— Халь те утса çӳрет-и çав çын çĕр çинче? Халь те çĕр тĕпĕ туртса кайман-и ăна хăй патне?
— Ан янраш-ха пустуя. Усал çын тĕллĕн хăçан пулнă вăл, тавăру?
— Çапла çав, çапла. Ырă çыншăн пурнăç çук. Усалшăн...
Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ умĕн ачаллă çынсем хăйсене йĕп çинчи пек туйма тытăнаççĕ. Кирăн та хускалчĕ çак канăçсăрлăх. Шăп тата çав вăхăтра Арлаççинче хĕрĕхрен тин кăна иртнĕ икĕ арçын суя эрех ĕçсе вилнĕ те, яла милиционерсем килсе тулчĕç. Кил тăрăх çӳреççĕ, ĕлĕк бригада кантурĕ пулнă çурта çынсене чĕне-чĕне илеççĕ. Çав кунсенче Антон таçта çухалса çӳрекен пулчĕ.
Аврук ыйтсан та, Кира ыйтсан та каламасть, шăртланса илет те пӳртрен тухса тарма хăтланать. Тыта-тыта чараççĕ ăна. Йăпатса та йăпанми, каласа та итлеми пулчĕ. Хăрамаллипех хăраса ӳкрĕç Аврукпа Кира. Пĕр-пĕр усал ĕçе ермен-и ку? Хальхи çамрăксем ача-пăчана та темле-темле тискерлĕхе явăçтараççĕ. Аврукпа Кира ӳсĕмĕнчи ачасем шутлама та хăранă япаласене халь телевизор кăтартать, радио калать, хаçатсем çыраççĕ.
Систермесĕр тухса ан тарайтăр тесе иккĕшĕнчен пĕри алăк патне ларать. Тепри Антона калаçтарма хăтланать. Ку хутĕнче ун патне Аврук пычĕ.
— Мĕн пулнине ма каламастăн вара? Эпир сана усал сунмастпăр-çке.
Çари-и çухăрса ячĕ Антон.
— Мĕнле сунмастăр? Суйни усал сунни мар-им вара?
— Мĕн тесе суйнă вара сана?
— Эп кам ачине ма хальччен каламан? Ма пытарса пурăннă?
Ик аллипе питне хупларĕ те, кунтăк ăшне хупăнса калаçнă пек сасă илтĕнсе кайрĕ. Кира та Аврук çумне пырса тĕршĕнчĕ. Пĕр-пĕрне юнаса илчĕç: ан пӳл, ан пӳл, пуçланă сăмахне каласа пĕтертĕр.
— Эп хам аннене пурпĕр шыраса тупатăп, — илтĕнчĕ кунтăк ăшĕнчи пек сасă. — Унччен ăна мăшкăлланă çынна вĕлеретĕп. Пурпĕрех. Тупатăп шыраса. Вĕлеретĕп...
Карт! туртăнса илчĕ те Антон, Аврука тĕртсе ячĕ, аллинчен ярса тытма хăтланакан Кирăна чавсапа чышрĕ, тухрĕ те чупрĕ урама.
Аврукпа Кира кантăк патне ыткăнчĕç. Пĕри пĕр чӳрече сакки çине, тепри теприн çине чавсаланчĕç. Антон урама тухнине иккĕшĕ те кураймарĕç. Лаçпа хапха юпи хушшинче çын хĕсĕнсе кĕмелĕх хушăк пур. Акаç пурăннă чухне çав хушакран хапха питерсе туха-туха çуренĕ. Çавăнтан хĕсĕнсе тарнă ĕнтĕ Антон тесе шутларĕ те Аврук тумланма пуçларĕ.
— Вĕçертер мар-ха куçран ку ачана. Тем курса тăрăпăр.
Урамра курăнмарĕ вăл. Ват çын пӳртрен йăраланса тухиччен йăрă ача таçта çитме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Ăçта шыраса ăçта тупăн ăна? Кил еннелле çаврăнчĕ. Шăп çав вăхăтра çан-çурăма тем çӳçентерсе илчĕ. Чим, хулана каймарĕ-и ку? Римма илĕртме тытăнман-ши хайхискере?
Чупса кĕрсе кайрĕ пӳрте.
— Мĕн пулнă тата? — хыпăнса ыйтрĕ Кира.
— Антон хулана таптармарĕ-ши тесе шухăшласа илтĕм. Санран кĕсье укçи илмен-и вăл?
— Пулмалла ун хулана кăна çитмелĕх, — терĕ те Кира, Аврук тата хытăрах пăлханса ӳкрĕ.
Мĕн тăвар-ха тесе ыйтса тăмарĕ. Автобуссем чарăнакан вырăна çитме сахалтан та виçĕ çухрăм утмалла. Çулĕ пĕрре кăна. Лавкка умĕпе иртсе анатри кĕпер урлă каçса ялтан тухса каймалла. Лавкка умĕнчи çынсенчен ыйтса пĕлме шутларĕ Аврук. Антоша хула çулĕ еннелле иртсе кайнине курнă çын тупăнмарĕ те, Аврук лăпланнă пек пулчĕ. Çавах килне таврăнма васкамарĕ. Сăра ĕçме, тепĕр чухне хаяртараххине те ӳпĕнтерме пуçтарăнакан вырăна тĕршĕнсе тăчĕ те шухăша путрĕ.
Ăçта тĕл пулса ăçта калама пултарнă ку ăнман хĕрарăм çемье вăрттăнлăхне? Тата хăй ăçтан пĕлнĕ ăна? Тарса çӳрекен мăнукĕпе халĕ те çыхăну тытаççĕ пулинех. Аврук шучĕпе, Риммăн Арлаççи ятлă ял пуррине те пĕлмелле мар пек.
Шухăшлать-шухăшлать Аврук, шухăш çиппине ним туса та ярса тытаймасть. Темле тĕпчесен те Антон хăй каламасть. Кама куран унран ыйтмалли япала мар ку. Ун пек туни ят ярса çӳрени кăна пулĕччĕ.
Çил касси кашласа килчĕ те ун шухăшне татрĕ. Хăй кунта мĕн туса тăнине аса илтерчĕ. Йăлт-ялт пăхкалама пуçларĕ Аврук. Куç тĕлне Антон пулах кайрĕ. Ăçтан сиксе тухрĕ вăл? Ăна Аврук курса ĕлкĕреймерĕ, анчах ача кил еннеллех сулăнсан вырăнтан хускалчĕ те ун хыççăн утса кайрĕ. Ăçтан хуса çитейĕн ăна? Чăлт-чалт сиксе илчĕ те чуптара пачĕ. Аврукран маларах киле çитсе ӳкет тенĕччĕ, анчах Антон унта пулмарĕ.
— Ахаль вĕрентрĕмĕр ăна кукаçипе кукамай теме. Аттепе анне тетермеллеччĕ, — терĕ Кира Аврука пӳрте кĕнĕ-кĕмен.
— Мĕн улшăнатчĕ ун пек калаттарсан?
Кирăн сăмах тупăнмарĕ.
Кукашшĕпе кукамăшĕ Антона хăйсем хушшине лартса калаçтарма шутларĕç. Пулăшмарĕ. Тăлланă пек хускалми, чĕлхесĕр пек чĕнми ларать мăнукĕ. Чĕпĕтсен те чĕнмесле. Вара Кира хĕрарăмла чееленме шутларĕ. Ятарласа лавккана кайрĕ, тĕрлĕ-тĕрлĕ пылак çимĕç туянса таврăнчĕ. Антона чĕне-чĕне илет те сан çавна çиес килмест-и тесе ыйтать. Мĕнле ан килтĕр? Пĕринче «Марс», тепринче «Альпен голд», тата тепринче «Твикс» тыттарать. Шкула çӳреме çĕнĕ кĕпепе костюм туянса хунă. Вĕсене Антон тăхăнса пахаланă пулин те Кира мăнукне чĕне-чĕне илсе тата тепре тăхăнса пăхма хистет. Çапла майпа çавăратăпах ун кăмăлне тесе шухăшлать. Чăнах, Антон унран тарса çӳреме пăрахрĕ. Хăй пыра-пыра курăнакан пулчĕ. Ыран шкула каймалла тенĕ кун Кира ун чĕлхине уçрĕ-уçрех. Антон пăлханмасăр-тумасăр хăй пĕлнине йăлтах каласа пачĕ.
Ял вĕçĕнчи Кирьян патне Шупашартан пĕр хĕрарăм килсе çӳрет иккен. Кирьянĕ ку Арлаççи çынниех. Вунă çул каялла тĕрмерен тухнă хыççăн Çĕпĕрте пурăннăскер тăван ялне куçса килнĕ. Ашшĕ-амăш килĕ юхăннипе Çинук патне киле кĕнĕ. Иккĕшĕ ниçта та ĕçлемеççĕ. Çинук сăмакун юхтарса сутать. Кирьян ăна шыракансене тупать. Тупнă çаксем Шупашкарта пĕр хĕрарăма. Çав çын техника спиртне шыв хушса эрех тесе сутать. Антон ун хушаматне те, ятне те пĕлмест. Лешĕ вара йăлтах-йăлтах пĕлет. Çавă каласа кăтартнă та Антона ун вăрттăнлăхне. Кĕтет-ха Антон çав хĕрарăм тепре килсе тухасса. Ялта суя эрех ĕçсе икĕ çын вилсен килме пăрахнă вăл. Шăв-шав лăплансан тепре хускалатех тесе шанать.
— Мĕн тума кирлĕ сана вăл халь? — май килнĕ таран çемçенрех калаçма тăрăшрĕ Кира.
— Леш усал çын ăçтине ыйтса пĕлмелле...
— Вăл тата мĕн тума кирлĕ? Сурса иртмелли çын кăна вăл.
— Пурпĕр вĕлеретĕп...
— Антон, Антоша, епле чĕлхӳ çаврăнать сан çак сăмаха калама? Ытла та хăрушă сăмах вĕт.
— Кукамай, — мăн çынла танлăн каласа хучĕ Антон. — Кукамай, теп! Ман аннене мăшкăлланă чухне ма пĕлмен вăл хăйне вĕлерессе? Пĕлмелле пулнă.
— Юрĕ-ха, юрĕ, вĕлерĕн эс ăна. Анчах сан çĕр çинчи пурнăçу пуçланать кăна-çке-ха. Эс ун пурнăçне мар, хăвăнне тататăн капла.
— Пултăр, татăлтăр. Кама кирлĕ вăл?
— Эс ытла вĕçкĕн ан калаç-ха пурнăç çинчен. Турă пире пурне те çĕр çинчи пурнăçа киленсе пурăнма парать. Эс пур, ав...
— Эп кăна мар, кукамай. Эс телевизор пăхмастăн. Унта ман çулхисем те кĕрслеттереççĕ кăна.
— Вĕсен пемелли пур... — теме пĕлтерсе калас килчĕ Кирăн. Сăмахне вĕçлеттермерĕ Антон.
— Манăн та пулать. Хам ăсталатăп, хам тăватăп.
Кира апла-капла пăхкалама пикенчĕ. Çывăхра Аврук пулассăн туйăнчĕ ăна. Сăмах çитмен чухне çавă пулăшаканччĕ. Аврук çывăхра пулмарĕ те, Кира Антона хирĕçлесе ним те калаймарĕ. Те ырласа, те юратса пуçран ачашласа илчĕ те хутлансах ларчĕ. Антон çĕнтерӳçĕ пек тыткаларĕ.
Ача шкула çӳреме пуçласан ватăсене çĕнĕрен чун кĕнĕ пек пулчĕ. Кира кунсерен шкула çитсе килет. Антон куçне курăнасран асăрханать хăй. Ача шкула килнине пĕлет те васкаса тухса каять. Аврук вара хăйĕн мастерскойĕнчен инструментсем çухалнине асăрхарĕ. Кирлĕ пулчĕ те, электродрель ниçта та тупаймарĕ. Кирăран ыйтма тиврĕ.
— Эп никама та ним те парса ямастăп. Манран ыйтмаççĕ те, — татса хучĕ Кира.
Йывăç тата бетон шăтаракан сверлосем вырăнтах пулчĕç, тимĕр шăтараканнисем курăнмарĕç. Виçĕ кунтан тупăнчĕ дрель. Аврук тем тĕшмĕртнĕ пек пулчĕ. Анчах ун электродрелĕ ăçта çухалса çӳренине темиçе кунтан кăна пĕлейрĕ. Мунча хутма тăрсан.
Мунча умĕнче Антон хăйне валли мастерской уçма шутланă иккен. Вăрăм сак пуçне хĕскĕч пăрса лартнă. Аврук çава туптама хире илсе çӳрекен пĕчĕк сунтала кунта вырнаçтарнă. Пӳртпе мунча хушшине пралук карнă. Мунча умне электричество илсе пынă.
— Хăех аппаланнă-ши? — хăй тĕллĕн калаçса илчĕ Аврук. — Электричествăран эпĕ хам та хăратăп-ха та. Кама та пулсан чĕнмен-ши?
Хĕскĕчпе сунтала хăйĕн мастерскойне кайса хума, электропралука сӳтсе илме шутланăччĕ ĕнтĕ, такам ас-тутарсах тăракан пур тейĕн, алăсем усăнчĕç.
— Эп ăна хам мастерскойра ĕçлеме нихçан та чарман, — теме пăхрĕ Аврук.
Анчах леш курăнман вăй ăна татах асăрхаттарчĕ пулас: вăрттăн ĕç тăвать вăл, кукашшĕн мастерскойĕнче тума юраман ĕç...
Вăрăм тенкел çине ларсах шухăша путрĕ Аврук. Вуннăри ача пуçне çав шухăш пырса кĕме пултарнине нимпе те ĕненесшĕн пулмарĕ вăл. Вуннăра ача юмах тĕнчинчен те хăпаймасть. Юмах тĕнчинче ырă усала яланах çĕнтерет. Ку вара усала усалпа тавăрасшăн. Хăй пăсăлнă самана çынсене те çамрăк чунлах пăсать иккен.
Пуç чиксе ларчĕ-ларчĕ те йывăррăн сывласа ячĕ.
— Ытла шел-ха çамрăк чуна. Пурăнма тытăнман та хăй... Эпĕ вара курассине курнă, илтессине илтнĕ. Пурнăç çулне кирпĕч шутласа вĕçлем пуль.
Каларĕ те сăмахне хăйĕнчен хăй хăрама пуçларĕ. Такам хистенипе мар, хăй кăмăлĕпех каларăм ку сăмаха тесе шутларĕ. Хистеме пултараканах камне пĕлес тесе шухăшлама пикенчĕ. Уйрăмне-уççине тупаймарĕ. Тепĕр хут пăхкаласа илчĕ Антон хăйне валли тунă ĕç вырăнне.
Ачан вăрттăн пурнăçĕ те пуррине ун малтанах ĕненес килмерĕ. Йĕрлеме тытăнсан, Антон чăнласах усал ĕç тума хатĕрленнине курса ĕненсен, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. Вуннăри ачан ăçтан çавăн чухлĕ усаллăх пулмалла-ха?
Кира Антон вырăнне улăштарма тăрсан тӳшек айĕнчен ача алли тунă чертежсемпе ӳкерчĕксем тупнă. Ăна Аврука кăтартрĕ те, иккĕшĕ те иккĕленме пăрахрĕç. Антон хăй ылханнă çынна вĕлерме перекен хатĕр тума шутланă иккен.
— Аппалантăрах. Пулмасть те, хăех пăрахать, — терĕ Кира.
— Ан шарла-ха, — ытарлăн каларĕ Аврук. Шухăша путса тăнă хыççăн чертежсемпе ӳкерчĕксем çине пăхса хушса хучĕ: — Эп ĕçленине куç сиктермиех пăхса тăрать çав. Алли пырать унăн...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...