Хĕрес хывнă хĕвел :: Иккĕмĕш сыпăк


 

Сывă пултăр ĕмĕрех

Хĕрĕх градуслă эрех...

 

Ĕç кунĕ вĕçленес умĕн трест пуçлăхĕ шут ĕçченĕсен пӳлĕмне кĕске йĕмпех пырса кĕнĕ. Пӳлĕмĕнчи диван çинче пĕччен выртас килмен унăн. Хĕрарăмсем малтан пуçĕсене чиксе шарлами ларнă, çамрăкраххине пуçлăх пӳлĕмне кĕме каласан пурте шуйхашса ӳкнĕ. Пĕрин хыççăн тепри туха-туха тарма пикеннĕ. Пĕрне те тепĕрне тытса юлма хăтланнă пуçлăх. Пултарайман.

Çакăн хыççăн çӳлти кантурсене çыру хыççăн çыру кайнă. Кунашкаллине кăна çӳлтисем каçарнă та пулĕччĕç. Анчах çĕршывра ку вăхăтра «типĕ» саккун хуçаланнă. Эрех черечĕсенчен çынсене тыта-тыта кайнă вăхăтра кантур тăрăх кĕске йĕмпе хĕрарăмсене шуйхаштарса çӳрекен пуçлăхăн пуканне туртса илмех тивнĕ. Ун валли урăх ĕç шыранă хушăра Шевницын влаçран тарса пытаннă эрех çăлкуçне шыранă. Тупнă! Шыракан туп-масть-и? Пасарăн-мĕнĕн çӳреме те тивмен. Вĕсен çурчĕпе хирĕççинче Шураппа пурăннă. Шура ятлă пулнипе мар, шурă плащпа çӳренипе çапла каланă хăйне. Уншăн кӳренмен. Сăнран палланă çынна кăна алăк уçса кĕртнĕ. Укçа тыттарсан кăна мĕн кирлĕ тесе ыйтнă. Шар-ламан аншарли те, тиркемен «Дина» та пулнă Шураппан.

Регина ĕçе тухса каясса та кĕтмен упăшки, ӳппĕн-тĕппĕн тумланкаланă та хирĕçри çурта туха-туха утнă. Подъезда кĕриччен малтан йĕри-тавралла темиçе те пăха-пăха çаврăннă. «Хӳре» явăçтарас килмен унăн. «Хӳресем» пĕр çыпçăнсан хăпма та пĕлмеççĕ. Шураппа ырлăхне шалти кĕсьене тĕплĕн пытарма пĕрре те манман. Вăл вырăнтах пултăр тесе утнă чухне аллипе хыпашласах пынă. Хваттерте ăна пытарма вăрттăн кĕтессем пайтах пулнă, анчах манса каясран темрен те хаклă кĕленче-не хăй выртса тăракан минтер айне кăна пытарнă.

Регина шарламан. Хăйĕнчен аслă упăшки ăна тивĕçтерми пулнине унăн хăйĕннех сисмелле тесе шутланă. Тутă кĕрсе кăна çитнĕ хĕрарăм хăйне тивлетсĕр пек пĕрре те туйман. Якалса та хитреленсе çӳреме пăрахман. Куç хывакан та, кăчăк туртакан та тупăнасси пирки пĕрре те иккĕленмен. Çитĕнсе çитнĕ ывăлĕ каснă чĕлĕ вырăннех пулман та, пурпĕрех чун тĕпренчĕкĕ пек туйăнма пăрахнă. Кил терĕшре иккĕшĕ сăмах вакланă. Пĕр-пĕрин чунне кĕмен. Амăшĕн хăйĕн, ывăлĕн хăйĕн чун вăрттăнлăхĕ пулнă.

Ĕçсĕр тăрса юлни çур çул иртсен ĕçрен таврăннă Регина вырăн çинче упăшкин сивĕнме ĕлкĕрнĕ ӳтне курнă та темиçе хутчен ахлатса илнипех çырлахнă. Тимоха килте пулнă пулсан ăна кукамăшне чĕнме чуптарнă пулĕччĕ. Хăй кайнă. Виле пытарасси шараçлă ĕç пулин те Регина çак ĕçе пĕтĕмпех амăшĕ çине тиенĕ. Хăй вара хура тум тăхăнса янă, хура тутăр çыхнă та тĕпел кукринче пуç чиксе ларнă. Юрать, тавçăрулăх çитернĕ Римма, тӳрех нумай пулмасть кăна Шевницын ертсе пынă треста шăнкăравланă. Трест пĕтĕм расхута хăй çине илнĕ. Риммăн вара хутсем тутарма та чиркĕве кайма кăна тивнĕ.

Кĕрӳшĕ вăхăтсăр вилсе выртнăшăн вăл та хыпăнсах кулянман. Хăйĕн ячĕ пур чухне ывăлне вĕренме кĕртме пултарчĕ тесе çине-çинех шухăшлани ун чунне çăмăллатсах тăнă.

Трестра ĕçлекенсем тупăкпа шăвăçран çыпăçтарнă палăк кӳрсе парсан Римма кăмăлсăрланса калаçма та пăхнă.

— Мрамор палăк лартас теместĕр-им?

— Ăна кайран хăвăр улăштарса лартатăр, — тенĕ те трестра ĕçлекенсем урăхран калаçса тăман.

Хĕрĕх кунне асăнсан Римма кĕрӳшĕ çинчен шухăшлама пăрахнă. Регина вара упăшкин çулталăкне паллă тунă хыççăн пĕр-икĕ эрнерен хваттерне ют арçын илсе килнĕ.

Тимоха ун çине куç айĕн пĕрре пăхса илнĕ те çырлахнă. Ятне-шывне те ыйтса пĕлес темен. Халь тин ăна кăтартрĕ. Халĕ хĕрĕн те, амăшĕ пекех, кам арçынни килсе çулăхасса кĕтмелле. Турă пӳрни темиçе мар çав. Пĕрне кăна пӳрет вăл. Риммăна хăйне тем айăпа пула сиктерсе хăварчĕ. Те телейĕн хакне пĕлмесĕр пĕли-пĕлми çынна шанса панишĕн айăпларĕ ăна аслă хуçа. Аврука çавăрайнă пулсан ун кун-çулĕ пачах урăхла йĕркеленсе каймаллаччĕ тесе шухăшлама вăл нихçан та пăрахман. Хăйĕн ăни-ăнми пурнăçĕшĕн çаплах ăна ятлать. Регинăна мĕншĕн айăпламаллаччĕ? Тен, амăшĕ пурне те пĕлмест. Чылай çул айккинче пурăннă та вĕсем, амăшĕнчен сивĕннĕ пулĕ çав. Унпа чунне уçса калаçми пулнă тахçанах...

Иăлăхтарсах çитернĕ шухăшĕнчен хăпас тесе Римма алă сула-сула илнĕ: хăйсен пурнăçне хăйсем пурăнччăр...

Çамрăк чухне вăл, шухăш тени, çурхи çил пек вылявлă. Чуна ыраттарса та, амантса та хăвармасть. Çул çитнĕ çыннăн вара пач урăхла. Кирлĕ шухăш пуçа килмесĕр асаплантарать, кирлĕ марри — пĕр кĕрсен тухма пĕлмест. Тем вăхăт шухăшласа пурăннă Римма хĕрĕн малашлăхĕ çинчен. Унтан хăйне хăй лăплантарма Тимоха пуррине пуçласа аса илнĕ пек, ун ятне сасăпах каласа çӳреме тытăннă. Хăй те сисми пулнă. Хĕрне чĕнмелле чухне те Тимоха тени чĕлхинчен туха-туха кайнă.

— Хĕрӳн ятне те мантăн-им? — кӳренме пăхнă Регина.

Çĕнĕ кĕрӳшне те Тимоха тесех йӳтетнĕ. Лешĕ вара ним те шарламан.

Сăмах пĕр-пĕрне ăшăтман чухне çынсен пурин те алă сулас йăла пур. Римма та хĕрĕн хваттерĕнчен алă сула-сула тухса кайма пуçланă. Эрни-эрнипе унăн та хĕрĕпе мăнукĕ, халь ĕнтĕ кĕрӳ темелли çын та пуррине манса пурăннă. Анчах ку çамрăксене мар, хăйне пусах-лама пуçланă. Лешсем вĕсем çуратса кун çути панă çыннисене аса илмесен те пултарнă. Вĕсен пурнăç хавасĕ тулăхрах та анлăрах. Айăплă çын пек пыра-пыра кĕнĕ хĕрĕн хваттерне. Кунсерен кунти лару-тăру, хваттер ăшĕ-чикки ютшăнса та ютшăнса пынă. Вăл пырса кĕнĕ чухне Тит гитара тытса ларнă вăхăт пулсан тулашмах пуçланă. Лешĕн хăлхана ачашламалăх сасси те пулин çук. Пыр тĕпне карăнтарса, куçĕсене хупса тем юрланçи тăвать. Регина пĕр чухне ун умĕнче тăрса, тепĕр чухне пусăрăнса ларсах итлет. Уншăн çак юрăран хитри тĕнчере урăх çук пекех туйăнать пулас.

Ним çукран тулхăра-тулхăра илнĕ Римма. Ку çамрăксене пĕрре те кирлĕ маррине пĕлмен мар-ха вăл та. Анчах хăйне хăй тытса чарма пултарайман. Каллех хирĕçӳ сиксе тухасса сиснĕ те тухса кайма васканă. Хваттерне таврăнсан астăвас темен çĕртен асра юлнă юрă сăмахĕсене хăй пĕлекен кĕвĕпе ĕнĕрлесе çӳреме тытăннă:

Пĕрре пуçăн, тепре кутăн Çаврăнтăрах çут тĕнче. Ырлăхĕ çех пултăр унăн Маншăн тĕпсĕр çӳпçинче...

Регина амăшне пĕлтермесĕрех тĕнчен тĕпсĕр çӳпçинче ырлăх шыракан гитаристпа кайса çырăннă, хушаматне улăштарнă, Регина Шальзя пулса тăнă. Çакна паллă тума Риммăна та чĕннĕ. Телефонпа шăнкăравласа мар, йыхрав хучĕ ярсах.

Хăнасем хушшинче хальччен курнă, сăнран палланă темиçе çын кăна пулнă. Регинăн пĕрле вĕреннĕ, пĕрле ӳснĕ тантăшĕсемпе вĕсен мăшăрĕсем. Ыттисем Тит енчен пулĕ тесе тĕшмĕртнĕ Римма. Вăл кунта хăйне ăнсăртран килсе çакланнă çын пек кăна туйнă. Никампа сăмах пайлама пулман. Çĕнĕ мăшăра саламласа черкке çĕкленĕ хыççăнах сĕтел хушшинчи калаçу пĕр кӳлеке кĕрсе кайнă. Пурте пĕр сăмахлă пулса хамăр çĕршыври пурнăçа, унти йăла-йĕркене ятланă. Ылханас патнех çитнĕ вăхăт-вăхăтăн. Юри пĕр шухăшлă çынсене пу-тарнă-ши тесе шухăшласа ларнă Римма. Ăна, Регинăна çуратса ӳстернĕ амăшне, ятран асăнмасăр, хĕрĕме калам та кинĕм илттĕр тенĕ пек ӳпкеленĕн туйăннă. Хăй сисмесĕрех Римма пуçне чиксе ларнă. Ним те лайăххи çук иккен пирĕн çĕршывра. Çăкăр-тăварĕ, тумĕ-юмĕ, йăли-йĕрки — пурте, пурте юрăхсăр иккен пирĕн. Калаçăвĕ ку вут хурса тăракан пулмасан часах сӳнсе лармалласкерччĕ. Римма хĕрĕ Регина пулнă вучах умĕнче кăвайт пăтратса та çапă пăрахса лараканни. Шевницынпа иккĕшĕн пурнăçĕн çуррийĕ çул çӳресе иртнĕ те, курса юратма ĕлкĕрнĕ пулĕ çав Регина ют тавралăха тесе кăна шухăшлама пултарнă амăшĕ. Ютпа тăвана пайăрласа хаклани чăваш чĕлхинче купан-купан пуçтармалăх та пур. Çав каларăшсем Римма чĕлхине килех тăнă. Анчах пĕрне те çăвар тулли каласа хурайман. Тăван çĕршыв анне вăл, ют çĕршыв амаçури тесе ăшра каланипех çырлахнă. Ку таранччен пурăнса та хăйне çак сĕтел хушшинчи пек мĕскĕннĕн туйман вăл. Ĕçни пуçа кайман, çини ăша кантарман.

Тепĕр виçе уйăхран Шальзясем урăх çĕршыва куçса кайма пуçтарăннине пĕлсен хыпăнсах ӳкнĕ. Алла тытнă ĕçне пăрахсах тухса чупнă хĕрĕн хваттерне.

— Мĕн шут тытнă эс, ухмах хĕрĕм? — тапса тухнă чунри тарăхăвĕ.

— Эс, анне, çăрăлчăкра пурăнма хăнăхнă, унтах ирттер ĕмĕре, манăн çын пек пурăнса курас килет, — ним пăлханмасăр хуравланă хĕрĕ.

— Тăван йăваран хакли çук, хĕрĕм.

— Мĕн йăви пирки эс, анне? Ак çак хваттере калатна? Хĕрĕ калле-малле уткалама тытăннă. Пӳлĕм алăкĕсене уçа-уçа хупнă. Çак лайăх-и, çак лайăх-и тенĕн сĕтел-пукана урипе тапа-тапа илнĕ.

— Мĕн куратăн кунта ытармалла маррине? Çакна-и? Уринчи тапочкине хывнă та урайне çавăрса çапнă. Римма чĕнеймиех пулса ларнă.

— Тимоха та пĕрле пырать-и?

— Çук! — тарăхсах кăшкăрнă Регина. — Эсĕ хăвăн пек пулма ӳстернĕ ăна. Калаçса ӳкĕтлеме те çук.

Риммăн калаçăва кунпах вĕçлес килмен те, анчах ăна итлекен те, ăнланакан та çуккипе шăпланнă.

Израиле кайнă терĕç. Унта мĕнле вырнаçнине, мĕн ĕçлесе пурăннине Римма пĕлмест. Тимоха патне çыру яркалать амăшĕ. Мăнукĕ унта мĕн çырнине кукамăшĕнчен пытарать.

 

10

Çын ăшне кĕрсе тухма çуккине пурте пĕлеççĕ. Вероника кунран-кун чĕмсĕрленсе те чĕмсĕрленсе пыни Ларисăна хăратсах пăрахрĕ. Мĕн чăрмалать ун чунне? Майĕ пулсан кĕрсе пăхнă пулĕччĕ те унта. Калаçма тăрсан пăрăнать те каять. Амăшĕпе Арефий Якимович та хăйĕнпе тарават калаçаççĕ. Апла ма турăн, капла ан ту тесе асăрхаттарни те пулман. Вероникăн вĕсене кӳренме сăлтав тупăнмалла марах.

Шутласа çӳресен-çӳресен тем тĕшмĕртнĕ пек пулчĕ. А-а-а, çавă пулĕ-çке, çавă пулĕ. Арефий Якимовича-и, амăшне-и Роберт евчĕ пулма хатĕрлет тесех шутлать ĕнтĕ. Пĕрре ку килсе кĕнĕ чух, Ларисăпа Вероника тухса кайнă чух тĕл пулнă хыççăн Роберт килех тăракан пулчĕ. Сăлтавĕ тупăнать тата хăйĕн. Телефон пур çинчех пур-çук сăмахшăн хăй килсе çӳрени Ларисăна та шухăшлаттарать. Ахаль мар, ахаль мар ку...

Майлă самант тупса Вероникăпа калаçма картса хучĕ. Саманчĕ тата нумай кĕттермерĕ. Мода çурчĕ умĕнче троллейбус кĕтсе тăнă чухне Лариса куçĕ тĕлне пĕлтерӳ хăми çине çыпăçтарнă йыхрав пулах кайрĕ. Патне пырса вуларĕ ăна. Чăвашсен телеçăлтăрĕ Лия Чернова çамрăксене Мода çуртне, шоу канăва йыхравлать. Вероникăна чĕнсе илчĕ.

— Каяс теместĕн-и çак шоу канăва?

— Кама курма? — терĕ те Вероника çаврăнса тăчĕ. Шăп çакăнта вăл Роберта тĕл пулнине аса илчĕ Лариса. Кун чухне мар-ха, тулли троллейбуса лараймасăр юлнă хыççăн тепĕр вырăна куçса тăрсан Вероника хăех пуçларĕ.

— Эсир ĕнтĕ пурте пĕр пулса мана çав шыçмака сутасшăн, — терĕ макăрнă сасăпа.

— Тем ан калаç-ха.

— Сисместĕп мар ĕнтĕ.

— Верона, сан психиатр патне каймалла. Тĕшмĕшленме пуçланă эсĕ.

— Тата мĕн калан? Мана шанмасан тепринче сăна.

Кашнинче çĕнĕ тумпа пырса кĕрет. Хĕр çураçма çĕтĕк-çатăк çӳремеççĕ вĕт. Хăш кун пире хире-хирĕç тăратасшăн та сăмах таттарасшăн вара эсир?

Троллейбуссем çине-çинех килсе тăчĕç. Вероника хăшĕнпе ларса кайнине вăл курса юлаймарĕ.

Çав кун Вероника таврăнмарĕ. Кира, ăна та хăйĕн хĕрĕ вырăннех шутлама тытăннăскер, пăшăрханса ӳкрĕ.

— Ăçта пăрахса хăвартăн эс Вероникăна? — темиçе те ыйтрĕ хĕрĕнчен.

Лешĕ ним те шарламарĕ.

Тепĕр эрнерен Вероника хăйĕн япалисене илме килчĕ.

Лариса тантăшне ăсатма та тухмарĕ, алăк патне те пымарĕ. Хăй калама çук кӳреннине пĕрре те пытарас темерĕ.

Çак кунсенче Шупашкара çамрăксене ăсран кăларакан эстрада ушкăнĕсем пĕрин хыççăн тепри килсе тăчĕç. Хула варринчи пĕлтерӳ хăмисем çинче хура куçлăх тăхăннă, пĕççĕн-каççăн хиркеленекен юрăçсен сăн ӳкерчĕкĕсем кăна çакăнса тăчĕç. Университетран таврăнсан телефон тумбочки çинче «Виагра» концертне кайма икĕ билет выртнине курсан Лариса кăшкăрсах ячĕ:

— Анне, мĕн ку?!

— Роберт туянса панă. Аврук илсе килчĕ.

Ку билетсем Вероникăпа иккĕшĕн валли пулнине тӳрех чухласа илчĕ те шухăша путрĕ. Вăл, Вероника, ним тусан та пымастех. Роберт парни пулнине вăл каламасăрах пĕлет. Ларисăн та каймалла мар-ши вара?

— Вероникăпа иксĕре валли пулĕ терĕм, — илтрĕ вăл амăшĕн сассине.

— Çук, анне, санпа иксĕмĕр валли.

— Ятсем çырман унта.

— Пулин... Хатĕрленме тытăн. Филармони залĕнче юлашки хут хăçан пулнине те манса кайрăн пулĕ.

Килтен тухсанах праçник туйăмĕ капланма тытăннăччĕ те филармони картлашкипе çӳлелле хăпарнă чухне вăл тулсах çитрĕ. Хĕрĕ ним каламасăр-тумасăр пăрахса кайни те ăна пăшăрхантармарĕ. Тантăшĕсене, юлташĕсене курчĕ пулĕ тесе шухăшларĕ те билетра кăтартнă вырăна пĕчченех кайса ларчĕ. Лариса концерт пуçланас умĕн кăна хăшăлтатса çитрĕ. Хăй пăлханнă тĕслĕ мар пек, анчах пичĕ çинчен тимлĕх тарнă, йăлт-ялт пăхкалать, аллисем валли вырăн тупаймасть.

— Мĕн пулчĕ-ха тата? — ыйтмасăр та тӳсеймерĕ амăшĕ.

— Ним те, — татса хучĕ те Лариса малтанхи пекех йăлт-ялт пăхкаларĕ.

Такама курасшăн пулчĕ-ши?

— Кама шыратăн-ха? — каллех тӳссе лараймарĕ Кира.

— Никама та, — пĕр сăмахлă пулчĕ Лариса хуравĕ.

— Кала ĕнтĕ, кала. Такама шыранине курмастăп мар.

— Вероникăна пĕр каччă çавăтса пынине куртăм. Калаçса ĕлкĕреймерĕм.

— Каччи палланăскер-и?

— Çук çав. Туйра паллашнă çын мар-ши тетĕп.

— Канма кăларсан шыраса тупăн, — терĕ те Кира, иккĕшĕ те шăпланчĕç.

Сăмахĕ пĕтнипе мар, чаршав уçăлчĕ те, зал тулли халăх кĕрлеттерсе алă çупма пуçларĕ.

Концерт хавасĕ темшĕн çухалчĕ. Хăлхана кĕвĕ илтĕнми пулчĕ, пĕртен-пĕр тăнк-тăнк сасă кăна янраса тăчĕ. Хĕрарăм намăсне кăна пытаркаланă хĕрсем хиркеленни, хуçкаланни тарăхтарма пуçларĕ. Кĕвĕ май зал алă çупса ларни, вăхăт-вăхăтăн тытамаклăн кăшкăрашни Кирăна килĕшмерĕ. Анчах ĕмĕрте пĕрре пулать кун пекки тесе ĕненсех лартнăскер залпа пĕр кăмăллах пулас терĕ. Курма килнĕ çынсем хавхаланса кăшкăрашма тытăнсан хĕрĕн аллине яра-яра тытрĕ, ыраттармаллах чăмăртарĕ. Лариса турткаланмарĕ.

Канма тухсан амăшне тăратса хăварсах буфета анса пăхрĕ, апат-çимĕçпе пылак шыв сутакан сĕтелсем патне кĕпĕрленнĕ халăха тĕрткеле-тĕрткеле çӳрерĕ. Пуçне каçăрта-каçăрта унталла та кунталла пăхкаларĕ. Вероникăпа унăн каччи ниçта та курăнмарĕç.

Тепĕр кун университета та пымарĕ Вероника. Вăл ĕнтĕ вĕсен хваттерне пăрахса кайнă хыççăн вĕренӳ мĕнне манчĕ те пулĕ. Аудиторисенче курăнми пулчĕ. Вара çула май общежитие кĕрсе тухма шутларĕ.

Пӳлĕмре Вероника пĕчченех пулчĕ. Пуçтарнă вырăн çине аялти кĕпе-йĕмпе тăсăлса выртнă. Койкипе юнашар тенкел çине пуш турилкке лартнă. Аллинче — тĕлкĕшсе çунакан «Кент» сигарет. Ăна кĕлĕ таçта ан ӳктĕр тесе турилкке тĕлĕнче тытса тăрать.

Мĕн сăмахпа калаçу пуçламаллине тӳрех пĕлмерĕ Лариса, çавăнпа хальччен хăнăхнинех, Вероникăна йăлăхтарса çитернинех каласа хучĕ.

— Ытла нумай туртатăн эсĕ.

Вероника тăрса хăй çине халат пек япала уртса ячĕ. Урине пӳлĕмре çӳреме хура çипрен çыхнă кунчасăр нуски тăхăнчĕ.

— Чей ĕçер-ха малтан. Паçăрах çăвар типсе ларнă. Тăма ӳркеннипе кăна чăткаларăм.

— Эс ан хускал, кухньăна хамах каятăп, — терĕ те Лариса алюмини чейник ăçта ларнине пăхкаларĕ.

Пĕрер сыпкăм вĕри чей ĕçсен Вероника тепĕр хут хăйĕн ăнман пурнăçне ылханма пуçларĕ.

— Усал саманара пурăнатпăр эпир санпа иксĕмĕр, — терĕ вăл куçне мăчлаттара-мăчлаттара илсе. — Пĕр-пĕрне ăмсанма пире атте-анне мар, пурнăç хăй вĕрентет. Мĕн усă кӳреççĕ тĕнчене çав куллен хăлхаран кайма пĕлмен хушаматлă теннисисткăсем? Ача вĕрентекен пулсан, вăл çынна çын пулма хăнăхтарать. Ку укçа тăвать. Пире ăмсанма юри ун мĕн чухлĕ долларне радиопа та, телевиденипе те пĕлтерсех тăраççĕ. Хаçатсене уçсан та çав хыпарах. Попидолсем тата. Пĕрин те ăмсанмалăх сасси çук. «Виагра» хиркеленчĕкĕсем килĕшрĕç-и? Килĕшрĕç-и тетĕп? Тухса тарас патнех çитнĕччĕ. Билетне хам илмен те, хăяймарăм.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6