Хĕрес хывнă хĕвел :: Иккĕмĕш сыпăк


6

Юлашки курса куçнă-куçман пĕрле вĕренекенсенчен пĕри, Оля, качча тухрĕ. Туйне студентсене чĕнмен тесрен пулĕ, виçĕ тантăшне кăна йыхрав хучĕ панăччĕ. Çавă ĕнтĕ, студентран парне кĕтмелли çук, тарам пыр кăна вăл. Алли çăмăл пулчĕ Ольăн. Патшалăх экзаменĕсем умĕн тепĕр юлташĕ Карина качча тухрĕ. Ку ĕнтĕ пиллĕкмĕш пулчĕ. Оля пекех, Карина та пĕрле вĕренекенсенчен иккĕш-виççĕшне кăна йыхравланă. Уйрăлми пĕрле çӳрекенсенчен Вероникăна чĕннĕ, Ларисăна сиктерсе хăварнă.

Вероника Ларисăпа пĕр шухăшлах. Пĕрне чĕнмен тĕк тепри те каймĕччĕ, анчах Вероника хĕр çумĕ пулма килĕшнĕ.

Темиçе кун сӳтрĕç, яврĕç, яврĕç, сӳтрĕç пĕр сăмаха. Аранах калаçса татăлчĕç. Вероника пĕчченех туя кайма пулчĕ, Лариса ун валли çĕнĕ кĕпе çĕлесе пама килĕшрĕ.

Çĕвĕ машини çатăртатнине итлесе ларнăçемĕн иккĕшĕ те чунри вăрттăнлăхне сĕвемлесе шухăшларĕç: вĕсем тĕллĕн хăçан çаврăнса тухĕ ăраскал? Тантăшĕсене ăмсанчĕç паллах. Унсăрăн мар ĕнтĕ.

Туйĕ «Сарпике» кафере пулчĕ. Ир енне кăна туй халăхне турттарма ятарласа тытнă машина Вероникăна леçсе хăварчĕ. Унччен Лариса ыйхăсăр супса ларчĕ. Алă ĕç патне пымарĕ. Вăхăт вĕлерме тем ĕç те тыта-тыта пăхрĕ. Телевизор пультне алăран ямарĕ. Сĕтел çинчи лампăна урайне куçарса лартрĕ те ачаранах юлнă йăлине пăхăнса çĕвĕ машинине çавăрма пикенчĕ. Пĕр хăнăхнине час пăрахаймастăн. Сĕтел хушшине ларса мар, урайĕнче кĕнеке вулать, çĕвĕ çĕлет, тĕрĕ тĕрлет. Амăшĕ те асăрхаттарсах тăрать хăйне. Капла лайăхрах пек туйăнать те урайнех куçа-куçа ларать. Тĕслĕ-тĕслĕ çĕтĕк-çурăка нихçан та пăрахмасть вăл, пĕр миххе тултарса пырать. Халĕ çавсене сарса пăрахрĕ, суйла-суйла минтер пичĕ çĕлеме шутларĕ. Амăшĕпе Арефий Якимович тахçанах татăк-кĕсĕкрен çĕленĕ пит тăхăнтарнă минтер çинче çывăрма тытăннă. Халĕ хăйĕнпе Вероника валли пултăр тесе машина çавăрать. Çатăртатнă сасăран хăраса ыйхă тарса кайрĕ.

Çав сасса пулах Лариса алăк шăнкăравне те илтмен. Амăшĕ тăнă алăк уçма.

Самаях хĕрнĕ Вероника сасси ăна вырăнтан хускатрĕ. Машинкăна чарчĕ те сиксе тăчĕ. Салтăнма тăнă тантăшĕ патне васкаса пычĕ те, лешĕ тӳрех мăйран уртăнчĕ.

— Ай, чаплă, чаплă, — терĕ пăшăлтатса. — Калама çук чаплă...

— Салтăн, кайран каласа парăн, — терĕ те Лариса сапаласа пăрахнă çĕтĕк-çурăка пуçтарма пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ.

Вероника хăйĕн кравачĕ çине лаш тĕшĕрĕлчĕ, ĕшеннĕ аллисене лас усрĕ, тарăннăн-тарăннăн сывласа ячĕ. Туй хавасĕ пичĕ çинче ташласах тăчĕ. Усăннă аллисем часах хускалчĕç, хăлаçланма хăтланчĕç. «Туй, туй, туй тесе» сăмахсем янраса кайнă пулсанах ал лапписем шап-шап тутарма тытăнмаллаччĕ.

— Каласа пар, — пырса ларчĕ ун çумне Лариса.

Вероника мĕнрен пуçламаллине пĕлеймерĕ те çăвар уçма васкамарĕ. Лариса каллех сиксе тăчĕ. Ун хăлхине амăшĕ кăштăртатса çӳрени илтĕнсе кайрĕ.

— Анне, эс кунта хăлхуна ăшăтса ан тăр, — терĕ те Лариса пӳлĕм алăкне çăтă хупрĕ.

Кира аванмарлансах кайрĕ. Вăл çамрăксен вăрттăн калаçăвне итлеме мар-çке, алăк уçма кăна тăнă. Алăк умĕнчи çутта сӳнтерчĕ те сассăр кайса выртрĕ сивĕнме ĕлкĕреймен вырăнĕ çине.

Хĕрĕпе тантăшĕ тĕпеле кĕнине сасă тăрăх чухларĕ. Хăйсенне хăйсем пĕлĕç тесе шухăшларĕ те пуç урлах туртса витĕнчĕ.

Çăварĕ типнĕ Вероника сивĕ чей ярса пама ыйтрĕ.

— Чĕлхе çаврăнмиех пулнă, — аран сасă кăларчĕ вăл.

— Хытах янă-им вара?

— Туйра та ямасан... Пĕлетне, пĕр каччăпа паллашрăм... Роберт мар ку. Чăн-чăн гусар. Мăйăхĕ кăна çук. Мăйăхлисем вĕсем ахаль те килĕшмеççĕ. Теприсем вара, хĕрарăм пек, çӳç ӳстерсе яраççĕ, çивĕтлеменни кăна. Ку çӳçне кĕске кастарнă, яп-яка хырăннă. Пĕрре те хăпмарĕ манран. Мансăр пуçне урăх никампа та ташламарĕ. Çăмăл çаврăнать, мана çĕкле-çĕкле илет. Маттур каччă.

— Каччă тетĕн-ха та...

— Паспорт ыйтса тăман ĕнтĕ. Çамки çине ним те çырса хуман.

— Пĕр-пĕр ловелас кăна мар-и?

— Темле çав. Телефонне пачĕ-ха. Визитки сумкăра пулмалла. Çавăнта хутăм пек астăватăп.

— Укçаллă çын-и хăть?

— Туйра укçа тыткаламан та, пĕлместĕп. Мĕн парне панине те курман. Пурăнса пăхар-ха. Курăнать унта... Анчах килĕшрĕ Тимоха мана. Унашкал арçынпа пурăнма хирĕç мар эп...

Вероника çине-çинех анасласа илчĕ те, Лариса вырăнтан хускалчĕ.

— Ывăннă эс, выртса çывăр, — терĕ вăл лăпкăн. — Ыттине кайран калаçăпăр.

Карăна-карăна утса кайрĕ Вероника, вырăн патне çитичченех тӳнсе каям мар-ха тенĕн хăвăрт утрĕ. Вителĕк айне кĕрсе выртрĕ те йăшăлт та хускалмарĕ. Лариса çутă сӳнтерсе выртнă çĕре харлаттарма та пуçларĕ.

Тус-тантăшсен вĕçрен калаçтаракан тепĕр йӳтĕм тупăнчĕ.

Пушăрах вăхăт кăна пултăр, Лариса тӳрех хĕр чĕрисене хускатса çӳрекенсем çинчен сăмах пуçарать. Кашнинчех вĕсем пĕр сĕмлĕрех тухаççĕ. Лариса чăнласах ыйтнине Вероника йĕкĕлтерех хуравлама хăтланать.

— Робертупа паллаштармарăн. Кăтартмарăн та. Кускерне те манран пытарса пурăнас тетĕн-и?

— Тетĕп, тетĕп... Роберта манса кай-ха ăна.

Çапла каласан Вероника утнă чухне чарăнса тăмасăр, ĕç тытнă чухне ĕç пăрахмасăр та тӳсеймест. Ку ыйту ăна йăлăхтарсах çитернине епле пулсан та тантăшне ăнлантарасах килет.

— Итле-ха, — тет вара. — Эсĕ ху моржпа юнашар выртса çывăрса курнă-и?

— Ан аташ ĕнтĕ.

— Мана çапла калатăн, ху вара мана аташтарасшăн. Моржсене телевиденипе те пулин курнах ĕнтĕ. Çав моржпа юнашар хăйне каччă текен çынна тăрат та танлаштарса пăх. Вара чарăн аса илтерме...

— Ӳстерсе ан калаç-ха эс. Шăнаран слон тăвас йăла пур сан.

Темиçе çул каялла кăна аплах марччĕ пек туйăнать. Шупашкарта кăна мар, ытти хуласенче те тулли ӳтлĕ çамрăксем йышланса кайрĕç. Студентсем хушшинче те пур вĕсем. Унччен теплере пĕрре кăна тĕл пулкалатчĕç те, чирлĕ çынсем вĕсем тесе шухăшлама хăнăхнăччĕ. Халĕ мĕн темеллине пĕлме те çук. Те ĕнтĕ çав тухăçран килсе кĕнĕ спорт вăййисене пула мăнтăрланас мода çуралчĕ? Телевизорпа кăтартаççĕ те, ай тур кăна, татами çине мăнтăрринчен мăнтăрри тухать. Кӳлеписене аран-аран йăткаласа çӳреççĕ хăйсем. Тата кĕрешем пекки тăваяççĕ. Çавсене ăмсанса пулĕ çамрăксем секцисене йышлăн çӳреççĕ. Çисе тăраннине пĕлми пулаççĕ пулĕ. Теприсем тата ӳт хушас тесех темле-темле эмел ĕçнине те калаççĕ.

— Çын хитрелĕхĕн виçисене эпир хамăр йышăнатпăр, — калаçать малалла Лариса. — Классиксен кĕнекисене вулатпăр вĕт. Çав ĕмĕрте çавă, çав ĕмĕрте çавă пулнă тесе экзаменри пекех шакăртаттарса пама пултаратăп.

— Хĕрарăм хитрелĕхне кăна кашни вăхăтра тĕрлĕрен хакланă, — хĕрсех каять Вероника. — Мана ĕненес темесен пăхса ил авалхи скульптурăсене. Ун чухнех шăнăрлăарçынсене мухтанă. Арçыннăн яланах-яланах салтак, кăрнатир, мушкетер, гусар пулмалла. Халь генералĕсем те çитерме хупнă витерен тин илсе тухчă ăйăр пек туйăнаççĕ. Аран-аран хускалкалаççĕ. — Лариса еннелле куç вылятмасăр пăхса илет те татсах каласа хурать: — Çакăнпа дискуссие вĕçлетпĕр. Питех курас килсен Робертпа паллаштарма пултаратăп.

— Çав тери кирлĕрен калаçмастăп-ха, — тӳрре тухма хăтланать Лариса.

Ку калаçăва урăх хускатмăп тесех шухăшланăччĕ Лариса. Сăмахне тытатчĕ те пулĕ. Тантăшĕпе иккĕшĕ те кĕтменни çаврăнса тухрĕ. Ирсерен тухса каяс умĕн нумай йăраланмаççĕ вĕсем. Мĕн кирлине, мĕн илмеллине каçхинех хатĕрлесе хураççĕ те апатланнă-апатланман сассăр туха-туха каяççĕ. Хальхинче алăк хăлăпне тытнă Ларисăн хăйĕн пӳлĕмне таврăнмалла пулчĕ. Пĕрле вĕренекенренех вăхăтлăха илнĕ кĕнекене лешĕ тавăрса пама ыйтнине аса илех кайрĕ. Шыранă чухне япала яланах тара-тара пытанать те, тем кӳлĕмех ухтарма тиврĕ. Кира та ĕнтĕ, алăк хупма тесе пынăскер, чăтăмлăхне çухатрĕ. Вероника пуç усса тăчĕ. Çав самантра алăк шăнкăравĕ янраса кайрĕ. Ку Ларисăна васкатакан сасă пулмарĕ-ха.

Кира алăк уçма васкарĕ. Вăл ĕнтĕ кӳршĕсенчен хăшĕ те пулин тем ыйтма килнĕ тесех шухăшланăччĕ. Пуçне алăкран кăларчĕ те Роберта курах кайрĕ.

— Арефий Якимович килтех-и? — айăплăн пек ыйтрĕ лешĕ.

— Килтех, килтех. Кĕр пӳрте.

Уçах тăракан алăкран Роберт кĕрсе тăчĕ. Пуç уснă Вероникăна курчĕ те такам хистенĕ пек васкаса каласа хучĕ:

— Здрасьте...

Вероника пичĕ çине самантрах нар тапса тухрĕ. Пĕçерсе кайрĕ. Хирĕç сывлăх сунма та тавçăраймарĕ. Чăнах çавах-и тенĕн Роберт çине пăхса илчĕ те ним тума пĕлменнипе Ларисăна чĕнме пуçларĕ:

— Лара! Лара!

— Тупрăм аранах, — илтĕнчĕ лешĕн сасси. — Кĕтсе ывăнтăн-им?

Алăк умĕнче палламан çын тĕнсе тăнине курсан Лариса та аптăраса ӳкрĕ. Анчах Вероника пек мар, сывлăх сунма тавçăрчĕ. Лешĕ те пуç тайса саламларĕ.

Хĕрсем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç те васкаса тухса кайрĕç. Подъезд умĕнче иккĕшĕ те тăпах чарăнса тăчĕç.

— Çакă ĕнтĕ вăл эсĕ курма ĕмĕтленекен Роберт, — темшĕн вĕчĕхнĕ сасăпах каларĕ Вероника.

— Ан калаç! — хутлансах ларчĕ Лариса.

Унăн хваттере калла кĕрес шухăшĕ те пурччĕ, Вероника çанăран ярса тытрĕ те аллинчи сехетне кăтартрĕ. Транспорт чарăнакан вырăналла чупнă пекех утса кайрĕç.

Çав вăхăтра алăк умĕнче тăрса юлнă Роберт хăй кунта мĕн тума килнине аранах аса илчĕ, сикчевлĕн калаçма пуçларĕ:

— Арефий Якимович кирлĕччĕ мана, — терĕ те алăк еннелле çаврăнса пăхрĕ.

Кира килнĕ çынна мĕн кăсăклантарнине тӳрех сиссе илчĕ.

— Ман хĕр ачапа тантăшĕ, — васкаса каласа хучĕ те Аврука чĕнме васкарĕ: — Аврук, сан патна çын килнĕ!

Балконра тем аппаланакан Аврук ун сассине илтмерĕ. Кирăн хăнана тăратса хăварсах ун патне пымалла пулчĕ.

— Сан Роберту килнĕ. Мĕн ĕçпине ыйтмарăм.

Хыпăнса ӳкмерĕ Аврук. Тусанланма ĕлкĕрнĕ аллисене ванна пӳлĕмне кĕрсе çурĕ, шăлса типĕтрĕ. Танлăн кăна çаплах алăк умĕнче тĕнсе тăракан Роберт патне пычĕ.

— Мĕн, васкавлă ĕç тупăнчĕ-им?

— Тем темелле ĕнтĕ, — турткаланчĕ Роберт. — Ĕнер кăна эсĕ сăрласа илем кӳнĕ алăксене, стенасене, «Автоюсав» текен вывеска таранах, хура сăрăпа урлă-пирлĕ сирпĕтсе тухнă. Такам хăтланнă, ăна пĕлейместĕп.

— Мĕн иккĕленмелли пур унта? Çавă, çавă... — хăй сисмесĕрех латсăр сăмах персе ячĕ Аврук.

Сăмахĕ витĕмлĕрех пултăр терĕ ĕнтĕ. Кира илтмĕш пулчĕ, Роберт арçын калаçăвне хăнăхса çитнĕ. Пуриншĕн те вырăнлă сăмах пекех туйăнчĕ.

— Пульверизаторпа сапман пуль тетĕп. Те кĕленче савăтра пулнă сăрри. Хăш-пĕр йĕрсем гараж тăрринчен пуçласа никĕс патнех çитеççĕ.

— Хăех аппаланнă-ши? Çын тытнă-ши? Эх, чăваш йăли...

— Хăйсенчен пулман çынсем чăваш маррисем те çавах, — сăмахсăр юлас мар терĕ Кира та.

Аврук пуçне чиксе тем шухăшларĕ те балкона тухрĕ. Часах ĕç тумĕ тăхăнса таврăнчĕ.

— Машинăпа пулĕ эс? — çаплах пуçне чиксе тем шухăшларĕ Аврук.

— Аврук, Аврук, — хыпăнса ӳкрĕ Кира. — Килнĕ çынна сĕтел хушшине лартаççĕ.

— Тепĕр чухне, — терĕ те Роберт алăк хăлăпне ярса тытрĕ.

Пĕри ĕç паракан та тепри ĕç тăвакан пек мар вĕсем, Робертпа Арефий Якимович. Хăйсене компаньонсем пекех тыткалаççĕ. Тин кăна пуçланă ĕç сыпăнса-явăнсах пымасть-ха, татăла-татăла каять, паянхи пек тата ним кĕтмен çĕртен тарăхтараканни сике-сике тухать. Роберта аслин канашĕ те хавхалантаракан сăмахĕ кирлĕ. Аврука — алăсене килентермелли ĕç.

Машинăра чĕнмесĕр ларса пычĕç. Роберт шăнăрсем ыратакан пуличченех руле чăмăртарĕ, çăвартан тем усал сăмах тухса каясран пулĕ шăлне çыртрĕ. Аврук вара çынна усал тăвас текенсене кам çуратать-ши тесе шухăшларĕ. Саккун та чараймасть вĕсене. Вĕсем хăйсене кирлĕ саккунпа пурăнаççĕ. Тĕнче ырлăхĕ пĕтĕмпех вĕсене кăна тивĕçмелле тесех шухăшлаççĕ ĕнтĕ. Шăп çавсем кăшкăрашаççĕ те кашни пухура, кашни кĕтесре: «Çыншăн, çын ырлăхĕшĕн!» — тесе кăна тăраççĕ. Мини-и, микро-и трактор сутатăп тесе аташтаракана кам темелле ĕнтĕ? Çын ырлăхĕшĕн пулсан месерле выртнă чухне ӳпне те çаврăнмасть, хăй хырăмĕшĕн тесен çĕр çывăрми шухăшласа та пулин ултавлă меслет тупать-тупатех.

Аврук хăйне хăй тахçанах хак панă. Енчен аслă пĕлӳ илме тӳр килнĕ пулсан хăш-пĕр ăсчахсенчен те ирттермеллеччĕ. Пурнăçри пулăмсене суйла-суйла пахалама пĕлет. Пур чухне пулмасан та чылай чухне чăнах килеççĕ ун шухăшĕсем. Темле ăслă-тăнлă, темле пултаруллă, темле ылтăн алăллă пултăр çын, хăйĕн ĕçĕпе вăл нихçан та пуяймасть. Е вăрламалла, е улталамалла. Патшалăхăнне те, уйрăм çыннăнне те тиркесе тăмаççĕ. Шăтăк çуна çине вара Аврук хăраххисене ларта-ларта яраççĕ. Тĕкĕннĕ выльăх тĕкне çинĕ тенĕ пек пулса тухать те. Мир проспектĕнчи капмар çурт умне пуçтарăнакансем шăпах хăйсен тĕкне çиеççĕ те. Пур-çук укçине сататкă тесе киле-киле параççĕ. Мĕнле алăпа илмелле çав укçана? Вĕлеретĕп тесен те Аврук çак усал ĕçе тăваяс çук.

Ун шухăшне Роберт татрĕ. Темшĕн яланхи пек васкамасăр та юрланă пек каламарĕ, ют сасăпа кăшкăрса ячĕ:

— Мĕн ку? Арефий Якимович, пăх-ха, пăхса ил!

Шартах сикрĕ Аврук. Пуçне кăлт çĕклерĕ те малтан Роберт еннелле, унтан лешĕ тĕллесе кăтартнă еннелле пăхкаласа илчĕ. Нимĕн те тĕшмĕртсе илеймерĕ-ха. Роберт хыççăн вăл та машинăран тухрĕ. Сăмсана тӳрех сăрă шăрши çапрĕ.

— Мĕн ку тетĕп, Арефий Якимович?! Юмах тĕнчине килсе тухрăмăр-и? Тĕлĕк куратăп-и?

Гараж алăкне тин кăна сăрланă. Сăрри типме ĕлкĕреймен-ха. Силикат кирпĕчсене те çĕнĕ тĕс кĕртнĕ. Мĕнпе сăрланă-ха тесе Аврук пӳрне вĕçĕпе сăтăркаласа та пăхрĕ. Çуллă сăрă мар пек туйăнчĕ. Тӳрех чухласа илеймерĕ те Робертранах ыйтма шутларĕ. Лешĕ те иккĕленчĕ.

— Пурăпа шуратман. Çуллă сăрăпа сăрланă пек туйăнать.

«Автоюсав» тесе çырнине кăна çаплах, çăрăлчăкпах хăварнă.

— Илсе пăрахам пуль, — теме кăна ĕлкĕрчĕ Аврук, ун умне Жора çитсе те тăчĕ.

— Эп çамрăкрах, хамах хăпарăп гараж тăррине. — Унтан Роберт патне пычĕ. — Мĕн те пулсан чухлатăн-и вара? — йĕкĕлтенĕн ыйтрĕ вăл.

Роберт аллисене сарса пăрахрĕ.

— Мĕн пулса тухнине пĕлместĕн-ха апла? Каласа паратăп.

Аврук та хăй çывăхнех пырса тăрасса кĕтрĕ Жора.

— Ĕнер ай асаплантăм та асаплантăм. Никам пулăшакан тупăнмарĕ те, Роберт, сана шыраса килтĕм, пулăшмăн-ши терĕм. Пăхатăп, икĕ çамрăк, çирĕмсенчи çынсем, аллисене резин перчетке тăхăннă, çăварĕсене марльăпа хупланă, иккĕшĕ те икшер литрлă пластик савăтсем тытнă, ăмăртмалла сирпĕтеççĕ кăна. Мухмăрлă пуçпа пулин те, тӳрех тавçăрса илтĕм кусем мĕн тунине. Вĕсем патне пымарăм. Килнĕ чухнех завод управленийĕ енче çул хĕрринче «Жигули» ларнине курнăччĕ. Çавсен машини пулĕ-ха ку терĕм те унталла уттартăм. Машинăра леш, санран кивçен илсе тарса çӳрени, лара парать. Темле вăй вĕресе кайрĕ хамра. Ним сăмах каламасăр машина алăкне туртса уçрăм, çакна сĕтĕрсе кăлартăм, мĕнпур вăйран хырăмĕнчен тапрăм. Хутланса ӳкрĕ, авкаланма тытăнчĕ. Шăл çыртса пăхса тăратăп çакăн çине. «Ыран ирпе килсе пăхатăп. Унччен гаража мĕнле пулнă çапла тирпейлесе хумасан сывă пул, пурнăçăм, темелли кăна юлать. Ăнлантăн-и? Ăнлантăн-и?», — тетĕп. Тепре... мĕнпур вăйран тапрăм та пăрăнса утрăм. Манран кăткă йăви çинчи çĕлен пекех авкаланса выртса юлчĕ. Паян килетĕп те... хама хам ĕненес килмест... Пушă пластик савăтсем ав унта, хир енче выртаççĕ...

Роберт пластик савăтсем ăçта выртнине пĕлесех темерĕ, аллисене сарса пăрахрĕ те Жорăна ытамлама тăчĕ. Лешĕ каялла чакрĕ.

— Ун пекех ачашламасан та юрать. Эс мана мухмăр чĕртмелĕх пар та, çырлахам...

— Паратăп, Жора, паратăп. Шеллесе тăмастăп...

— Вараланнă вывескăна илсе пăрахма ан ман вара, — терĕ Аврук.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6