Юманлăхра çапла пулнă :: 22-мĕш сыпăк
Кашкăрсен пурнăçă çавăн пек ĕнтĕ — кун çутинче сайра курăнаççĕ вĕсем, ялан сĕм тĕттĕмре, никам курман чух çӳреççĕ. Матроспа Артист хальхинче те Малани хваттерне çĕрле пырса кĕчĕç.
— Ну, мĕнле? Экскурсинче пултăр-и? — ыйтрĕ Матрос пиншакне хывса çакнă хыççăн сĕтел хушшине ларса.
— Пултăмăр, — терĕ Малани куçĕсене вылятса илсе.
— Мĕнле пек?
— Лайăх. Тем те пур. Пуян пурăнаççĕ. Çак кунсенче тавар пит нумай илсе килнĕ...
— Кил хушшине кĕрсе пăхрăн-и?
— Хӳме урлă куртăм. Пусми йĕркеллех, мачча çине кĕмелли алăкне çăраççипе питĕрнĕ, анчах та вăл калаçмалăх та çук, унăн ячĕ кăна çăраççи. Çапах та сирĕн ыран хăшĕн те пулин кайса курасах пулать пулĕ...
— Кирлĕ мар, эпир унта темиçе хут та пулнă ĕнтĕ. Пĕтемпех пĕлетпĕр. Ĕçне тумалла кăна.
Çак калаçу шăппăн пулса иртрĕ. Кăмака хыçĕнче выртакан Илюк ăна илтмерĕ. Ирхине вара вăл çав тери тĕлĕнчĕ: килтен тухса кайнă чух Малани çенĕк алăкне тул енчен шăкăр-шакăр питĕрсе хăварчĕ.
— Ма ун пек хăтланать ара вăл? — ыйтрĕ Илюк диван çинче чĕлĕм туртса выртакан Артистран.
— Сана милицисем килсе тытасран хăрать, — терĕ лешĕ ача çине чалăшшăн пăхса илсе.
— Мĕншĕн мана?
— А мĕншĕн тесен эсĕ пирĕн хушăра чи хăрушă преступник — çын та вĕлернĕ, халь авă хваттерсем çаратма тытăнтăн. Çапла мар-им?
— Эсир ăна...
— Мĕн эпир?
— Вăйпа илсе çӳретĕр мана. Пĕччен пулсан эп нихçан та...
— Анчах аннӳн еркĕнне эс пĕчченех тирпейленĕ-çке?
— Вăл ăнсăртран... юри мар... — Çакна асаилтерни Илюка каллех чĕринчен пырса тиврĕ те, вăл Артист патĕнчен пăрăнса кайса пĕр чӳрече каррине тытса сирчĕ.
— Ан уç! — кăшкăрчĕ çав самантра Матрос вырăн çинчен тăрса ларса. — Мĕн курман эс унта?
— Мĕн вара? Хĕвел кĕтĕр-иç?
— Юрамасть! Хĕвелсĕр те шăрăх!
Анчах сăлтавĕ хĕвелте пулман. Вăрăсем халь ытти чухнехи пек те мар ним палăрми пытанса ларма шут тунă, çавăнпа алăка та тул енчен питĕрттернĕ, чӳречесене те пĕтĕмпех карса лартнă. Ăнсăртран кам та пулин пырса кĕрес пулсан Малани çуртĕнче пĕр чĕрчун та çук пек туйăнтăр...
Сехетрен-и, иккĕрен-и, Малани чылаях пысăк михĕ çĕклесе таврăнчĕ те пӳрте кĕрсенех ăна кутăн тытса силлерĕ. Урай варрине кĕскен кăна татнă хыр хăмасем тăкăнчĕç.
— Мейĕр, ыр курăр! — терĕ те вăл пукан çине ларса çамкине шăлса илчĕ. — Йывăр çапах та шуйттан япали! Йăтасса та инçерен йăтса килтĕм те ĕнтĕ... Леш вилме маннă старикки тарăхтарса пĕтерчĕ тата — çур литрсăр нисашто памасть! Хальхи хăш-хăш çынсем теприсен çăварĕнчи çăкăр таткине те туртса илме хатĕр çав!
— Вăл енчен эсĕ ху та пултаратăн-ха, санăн ӳпкелешмеллиех çук уншăн, — йĕплесе илчĕ ăна Артист.
— Эпĕ-и? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Малани.
— Эсĕ мар, эппин, сан аçун хĕрĕ...
— Ах, ан калаç-ха кирлĕ мара! Эп ку таранччен те çынна кӳрентерсе курман, анчах мана хама час-часах кӳрентереççĕ. Мана хӳтĕлекен никам та çук вĕт!
«Эх, намăссăр! — шухăшларĕ Илюк хăй ăшĕнче. — Вăрăсене пулăшни, вăрланă япаласене сутса пурăнни çынсене кӳрентерни мар-и-ха вăл?..»
Малани пирус чĕртсе ячĕ те хăма таткисене урипе тапса илчĕ.
— Ну мĕнле, юрăхлă пулаççĕ-и? Кĕске мар-и?
— Питĕ виçеллĕ, Малаша, аптекăри пекех, — терĕ Матрос. — Халех эпир вĕсенчен юмахри пек чаплă япала туса хуратпăр!
Илюк ним ăнланмасăр пăхса тăчĕ. Мĕн тума, мĕн валли кирлĕ пулма пултараççĕ кун пек хăма таткисем? Карта тытма юрăхсăр вĕсем...
Малани хăйĕн «хвартиранчĕсене» апат çитеркелерĕ те каллех вĕсене тул енчен питĕрсе тухса кайрĕ. Кусем вара тĕлĕнмелле ĕçе тытăнчĕç: Артист урай варрине ларса кĕске хăмасене пĕчĕк пуртăпа вĕттĕн-вĕттĕн, пĕр ал туни хулăнăш туса çурчĕ, Илюка çĕçĕ тыттарса çав хăма таткисене кăштах чутласа якатма, вĕсен икĕ вĕçĕнче те пĕр кача пӳрне вырнаçмалăх картсем тума хушрĕ.
— Мĕн пулать вара ку? — пĕлесшĕн пулса ыйтрĕ Илюк.
— Параппан çапмалли патаксем, — чăнласа каланă пекех пăхса илчĕ ун çине Артист. — Пĕр çĕр штук туса тултаратпăр та сана пасарта суттарса пуятпăр. Тавай ĕçле, ĕçле!
Артистпа Илюк урайĕнче ĕçлесе ларнă вăхăтра Матрос стена çумне — пĕр-пĕринчен çур метр пек аяккарах — икĕ мăн пăта çапрĕ, унтан Малани ĕнер илсе килнĕ вăрăм шур кантрана çурмаран татрĕ те çав татăксене пăтасенчен çаклатса вĕрен пекки явма тытăнчĕ. Кăшт явсан икĕ вĕрен хушшине Артистпа Илюк чутлакан патаксене кĕртсе лартма тытăнчĕ: пĕрне вырнаçтарать те татах явса каять, теприне кĕртсе лартать те каллех явать. Çапла майпа Илюк куçĕ умĕнчех пусма пула пуçларĕ. Чăн-чăн пусмах! Илюк пĕррехинче кинора çакăн пек пусма тăрăх çынсем вертолет çине хăпарса аннине курнăччĕ...
— Мĕн тума кирлĕ сире кун пек япала? — ыйтмасăр тӳсеймерĕ вăл.
— Пире çеç мар, тен, хăвна та кирлĕ пулĕ-ха ку асамлă пусма, — терĕ ăна хирĕç Артист. — Çавăнпа та ан ӳркен, чутла!
Пусма вăрăмлансах пычĕ. Ăна туса çитерсен Матрос çенĕке илсе тухрĕ те пĕр вĕçне чылай çӳлти стропил каштинчен çыхса лартрĕ, тепĕр вĕçĕ урайне çитиех усăнса анчĕ.
— Нуккă, шăрчăк, халь ĕнтĕ хăпарса пăх-ха ун тăрăх, — терĕ Артист Илюка, — тӳсет-и вăл сана, çук-и?
Илюк хирĕçсе тăмарĕ, шиклене-шикленех пусма тăрăх хăпарса анчĕ.
— Тӳсет-и? — ыйтрĕ Матрос.
— Мана мар, сире те чăтать пулĕ вăл, — терĕ Илюк.
— Çавăн пекки кирлĕ те пире! — Матрос пусмана кашта çумĕнчен салтса темле кипкепе чĕркесех кравать айне пăрахрĕ. Артист çав вăхăтра тепĕр тĕлĕнтермĕш ĕçе тытăнчĕ: юлнă пĕр хăма таткине тăватă çĕртен пăрапа шăтарчĕ те пĕр шăтăкĕнчен ножовка пуçне кĕртсе ярса тăватă кĕтеслĕ шăтăк касса кăларчĕ.
— Ку мĕн валли? — каллех ыйтрĕ вăл ĕçленине пăхса тăнă Илюк.
— Тула тухмалли çĕре хума, — терĕ лешĕ кулса, унтан подпилка илчĕ те ножовкине хăйрама тытăнчĕ. Çине тăрса, тĕплĕн, пăчкăн кашни шăлне пӳрне вĕçĕпе тĕрĕсле-тĕрĕсле хăйрарĕ. Артист ун пекех тăрăшса ĕçлеме пултарать тесе Илюк нихçан та шутламан...
Тăрăшнă çав вăрăсем, хытă тăрăшнă вăл кун, мĕншĕн тесен вĕсем çак каçхине хулари пĕр магазина «тасатса» тухма ĕмĕтленнĕ.
Хăйсем мĕн шутласа хуни çинчен Матроспа Артист Илюка малтанах каламарĕç, каçхине, тулта тĕттĕмленсен, Малани кунĕпех таçта çухалса пурăннă хыççăн киле таврăнсан, унпа пăшăлтатса илсен тин «туслă» калаçу пуçланчĕ... Питĕ хăрушă калаçу пулчĕ вăл!..
— Акă мĕн, ачамккă, — терĕ Артист Илюк çине шăтарас пек пăхса, — кĕçĕр пирĕн пĕр магазина кĕрсе тĕрĕслес пулать. Унта лайăх таварсем нумай, пире валли те сахал мар теççĕ...
— Ăна вăл ĕнер хăй те курчĕ-ха, — хушса хучĕ Малани пирус пашлаттарса.
— Хăрамалли нимĕн те çук, пĕтĕмпех шанчăклă, — терĕ Артист малалла. — Мачча витĕр кĕмелле тăватпăр та, эсĕ çак хамăр тунă пусмапа анса пире аялтан япаласем иле-иле тыттаратăн...
Илюкăн тӳрех сывлăшĕ пӳлĕнсе ларчĕ.
Каллех! Каллех вăрлаттарасшăн, тата хăрушăрах ĕç тутарасшăн ăна вĕсем! Магазин çараттарасшăн! Эппин, унăн преступленийĕсем татах нумайланаççĕ, вăл чăн-чăн хурахах пулса каять... Илюк чĕри хыттăн-хыттăн тапрĕ, пӳрнисем чĕтреме тытăнчĕç, çав вăхăтрах вăл çав тери пăлханни çине пăхмасăрах Артист ăна хăйĕн мĕн-мĕн тумалли çинчен каларĕ: аяла ансанах сехетсем выртакан кантăклă ещĕке çĕмĕрмелле те унти пур сехетсене те пуçтарса илмелле, вĕсемпе юнашарах фотоаппаратсем выртаççĕ, вĕсене те хăвармалла мар, унтан пушмаксем патне каймалла, юлашкинчен пусма-таварсене илмелле... Илюка михĕсем параççĕ, япалисене пурне те çав михĕсем ăшне тултарса çӳлелле памалла, вара пусма тăрăх каялла хăпармалла та, вĕсем вăшт кăна тараççĕ, никам та, пĕр йытă та сиссе юлаймасть...
— Ăнлантăн-и? — ыйтрĕ Артист юлашкинчен. Илюк чĕнмерĕ.
— Мĕн анра-сухра пек тăратăн? Хирĕçме шутламастăн-и тата? Ун пек-кун пек шухăш пуçна та пырса ан кĕтĕр, асту! — терĕ Матрос. — Хушнине итлемесен мĕн пулассине сана малтанах каласа хунă. Манмарăн пулĕ вĕт?
Çук, Илюк манман ăна.
«Атăла кутăн чăмтаратпăр... Никам та пĕлмест ун çинчен, мĕншĕн тесен эсĕ тĕнчере пурри-çукки те паллă мар халь», — тенĕччĕ ăна...
— Ку пирĕн юлашки ĕç пулать, — лăплантармалларах сасăпа каларĕ Артист. — Унтан вара: «Сывă пулах, Шупашкар», — тетпĕр çеç. Çамрăк чух эпĕ çавăн пек пĕр сăвă вуланине астăватăп. Эсĕ те текех вара таркăн йытă çури пек пурăнма пăрахатăн, çын ретне кĕртетпĕр сана. Ну, ма нимĕн те чĕнместĕн тата?
— Санăн турткаланса тăмалли çук, пурпĕрех килĕшмелле! — татса хучĕ Матрос.
— Ачи ăслă-ха вăл, килĕшетех... — терĕ Малани...
— Хăрушă... — аран пăшăлтатса илчĕ Илюк юлашкинчен.
— Ним хăрушши те çук! — ал сулчĕ Артист. — Каланă сана — никам та курмасть, никам та сисмест! Тап-таса та яп-яка ĕç пулать!
...Ача ăс-пуçĕнче çав вăхăтра мĕн пулса иртнине каласа пама та йывăр. Вăл çав тери хытă хăрарĕ ĕнтĕ, анчах хирĕçсе тăма та пултараймарĕ, мĕншĕн тесен итлемесессĕн вăрăсем ăна чăнах та тем туса хума пултараççĕ. Вĕсемшĕн пулсан çын вĕлересси те нимĕн те мар вĕт-ха!
Çурçĕр çитеспе вара вĕсем Малани килĕнчен тухрĕç те тĕттĕм пралуксем тăрăх утса хула хĕрринчи урама, Илюк ĕнер кăна Маланипе пĕрле курса çӳренĕ магазин патне пырса тухрĕç.
Малтан вĕсем урамăн тепĕр енчен сăнаса тăчĕç. Магазин умĕнче пĕр мĕлке каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрет — ку, паллах, хуралçă, пĕркун килсен вĕсемпе калаçнă хĕрарăм... Пĕр тăваттă-пиллĕк хутласан вăл кăштах чарăнса тăчĕ, унтан ерипен кăна калинккене уçса кил хушшине кĕчĕ...
— Кайрăмăр! — терĕ те Матрос шăппăн магазин еннелле ыткăнчĕ. Артистпа Илюк — ун хыççăн. Темиçе самантран виççĕшĕ те калинкке леш енче пулчĕç. Артист ăна шалтан урлуççипе тĕкĕлесе лартрĕ. Унталла-кунталла пăхса илсен вăрăсем магазин стени çуммипе йăпшăнса кайрĕç те кĕтес патне çитсе чарăнчĕç. Илюк та вĕсем патнех пырса тăчĕ.
— Халех каялла çаврăнса килет вăл, — пăшăлтатса илчĕ Матрос.
Чăнах та, нумай кĕтсе тăмалла пулмарĕ. Пĕр минут та иртмерĕ пуль, кĕтес хыçĕнчен хĕрарăм мĕлки тухни курăнчĕ. Вăл стена çумне çыпăçнă пек тăракансене асăрхамарĕ, калинкке патнелле ерипен утса кайрĕ. Çав самантрах Матрос ун хыççăн ыткăнчĕ те ăна пуçĕнчен пис-толет аврипе çапса ӳкерчĕ. Хĕрарăм ай! тесе те илеймерĕ. Тепĕр самантĕнче Матроспа Артист хĕрарăм çăварне пăкăларĕç, алли-урине çыхрĕç те паранкă миххине йăтнă пек çĕклесе хыçалти çӳллех мар хӳме урлă ывăтса ячĕç. Ку пĕтĕмпех çав тери хăвăрт пулса иртрĕ, Илюк ăна лайăххăн сиссе те юлаймарĕ...
Кĕçех вĕсем çурт çумĕнчи тимĕр пусма тăрăх магазин тăррине хăпарса кайрĕç, мачча çине кĕмелли алăка питĕрнĕ çăраççине Матрос пĕрре хирсех уçрĕ те, виççĕшĕ те пăч тĕттĕм çĕре кĕрсе тăчĕç.
Артист кĕсьере чиксе çӳремелли хунара çутатса ячĕ, унтан тӳрех пĕр кăмака мăрйи патнелле утрĕ.
— Ак çакăнта касас пулать... — Вăл мачча хăмисем çине сарнă тăпрана урипе хырса сирме тытăнчĕ. Ĕç питĕ хăвăрт кайрĕ вара вĕсен: маччана пăрасемпе шăтарчĕç, унтан икĕ ножовкăпа пĕр харăс касма тытăнчĕç. Илюк вĕсене хунарпа çутатса тăчĕ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...