Юманлăхра çапла пулнă :: 16-мĕш сыпăк
— Эсир... эсир мана хăвăр хушрăр-иç... — мăкăртатса илчĕ Илюк. — Ма-ха халь ман çине яратăр...
— А вăл ниме те пĕлтермест, шăллăм! Эс хывса илтĕн пулсан — айăпĕ те пĕр санра çеç. Эпир свидетельсем кăна, суд умĕнче те çакна калама пултаратпăр!
Артист каллех Илюк çине чĕр чунсене пăвакан çĕлен пек пăхрĕ.
— Куншăн та срок параççĕ, — терĕ вăл кăшт тăхтасан. — Çапла вара, пĕтĕмĕшле илсен... санăн сроксем пиитĕ нумай пухăнаççĕ, вышка патнеллех пыраççĕ. «Вышка» мĕнне пĕлетĕн-и эс? Паллах, пĕлместĕн. Высшая мера тени пулать вăл. — Артист хăйне çамкинчен шаклатса илчĕ. — Пĕр пуля...
Вăл сӳннĕ пирусне чĕртрĕ те çăварĕнчен пĕлĕт пек çăра тĕтĕм кăларса ячĕ.
— Çапла, шăллăм! Ăсу нумаях мар пулин те эп каланине лайăхрах ăнланса илме тăрăш. Эпир сана хӳтĕленине те асра тыт. Анчах енчен те пирĕнпе килĕштерес марах тетĕн пулсан сăмах-юмах урăхла пулать вара. Эпир сана, анчăк çурине, ыранах, çук, ыран мар, паянах, çак сехетрех муталаса хума пултаратпăр, — милицие тыттарнă та янă! Ку пирĕншĕн пулсан пĕр пирус туртса янинчен те çăмăлтарах... Хамăршăн пирĕн нимĕнле хăрушлăх та çук, пирĕн документсем йĕркеллĕ, çап-çутă та тап-таса темелле, паспорчĕсем те, справкăсем те саккунлă, командировкăсем çине министр алă пуснă, вот епле! Пирĕн çума никам та çулăхма пултараймасть, милици таврашĕ умĕнче эпир — чи шанчăклă çынсем, пĕлетĕн-и? А эсĕ кам? Эсĕ — уголовнăй розыск вĕшлисем шыракан преступник! Мĕн калăн ĕнтĕ халь? Санăн пире хирĕç пымалла пек-и е пирĕн майлă пулса пирĕнпе килĕштерсе пурăнмалла? Э?
Илюк чĕнмерĕ. Унăн куç хупаххисем çинче каллех шултра çутă куççулĕ палăрчĕ. Артист каланисем ăна малтанхинчен те хытăрах пăлхатса ячĕç, унăн ăс-пуçĕ каллех пăтранма пуçларĕ. Халь тин уншăн чăнах та çăлăнăç пулма пултарас çук пек туйăнчĕ...
— Эс тата çакна асту, тăм писмен, — калаçăва сасартăк хутшăнчĕ Матрос, — сана халь Атăла кутăн чăмтарсан та ним тĕлли-палли те пулмасть, мĕншĕн тесен пирĕнсĕр пуçне сан çинчен никам та нимĕн те пĕлмест. Те пур эсĕ çут тĕнчере, те çук — вăл санăн тăван аннӳшĕн те паллă мар... Çавна шута илсен санпа хуть те мĕн тума пулать, ку вăл пĕтĕмпех пирĕн кăмăлтан килет!
Матрос Илюк çине каллех çисе ярасла пăхса илчĕ. Ним хӳтлĕхсĕр мĕскĕн ача çине çакăн пек тискеррĕн пăхма, ачана юри çакнашкал хăрушă сăмахсем каласа ăнран тухса кайиччен хăратма кашкăр чĕриллĕ çын çеç пултарнă çав...
Пĕр хушă пӳртре шăп пулчĕ. Малани сĕтел çинчен пуçтарчĕ, Артистпа Матрос тĕрлĕ еннелле пăхса чĕлĕм туртса ларчĕç. Диван çумне пăталанă пек ним хускалмасăр çĕрелле пăхса ларакан Илюк пит çăмартисем тăрăх вăхăтран вăхăта куççулĕ юхса анчĕ...
— Çитĕ! Çитĕ сана ĕпресе ларма! — терĕ унтан Артист хыттăн вырăнтан тăрса. — Санпа хальлĕхе нимĕн те пулман вĕт-ха? Пулман! Малашне те нимĕн те пулмасть, уншăн та ан хăра. Мĕн кирлĕ тата сана, мĕн сăмсуна юхтаратăн? Тепрер эрнерен пăрахут çине ларатпăр та акă — саншăн пачах çĕнĕ пурнăç пуçланать. Çулу çитмен пулсан та паспорт илсе паратпăр, сана урăх нимĕн те кирлĕ мар вара, ĕçе вырнаçма та çăмăл пулать, ĕçне хамăрах тупăпăр...
— Анчах тепре паянхи пек кутăнлансан — тӳрех Атăла чăматăн, çавна та ан ман, — Илюк çине пăхмасăрах хушса хучĕ Матрос.
— Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм... — шăппăн çеç хурав пачĕ Илюк.
— Çавăн пек вĕрентнĕ хыççăн та ăнланмасан вара... — илтĕнчĕ Малани сасси чăлантан. — Эй, ай-яй!.. Çынсем сана ыр сунаççĕ, хурлăхран хăтарасшăн тăрăшаççĕ, çавна кăштах чухлас пулать санăн, Илюш, мĕн каланине итлес пулать...
— Хăйĕн ирĕк, Малаша, хăйĕн ирĕ-ĕк, эпир ăна нимĕн чухлĕ те пусмăрламастпă-ăр, — терĕ Артист сăмахĕсене юрланă пек тăсса. — Çак тĕнчере ирĕклĕ çын пулса пурăнасси килет пулсан хăйĕнех ăнланмалла: пирĕнсĕр живă-два пĕтет вăл, кушак çăварне лекнĕ шăши çури пекех пĕтет. Каларăм вĕт-ха, халь лексен ăна «вышка» та пама пултараççĕ!
Тулта майĕпе тĕттĕмленме пуçларĕ. Илюк шухăшĕ-кăмăлĕ тата ытларах тĕксĕмленчĕ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...