Юманлăхра çапла пулнă :: 7-мĕш сыпăк
Кун каçипех Илюк Шупашкар урамĕсем тăрăх ним тĕлсĕр çӳрерĕ. Çитменнине, пĕрмай асăрханса, унталла-кунталла пăхкаласа çӳрерĕ: хăйсен колхоз председателĕпе леш мăн уссиллĕ милиционер тĕл пулмаççĕ-и? Вĕсем ăна шырама пăрахман пулĕ-ха...
Каçалла сулăнсан темшĕн унăн пуçĕ кашлама пуçларĕ, шăм-шакĕ йывăрланса кайрĕ, ал-ура сыпписем туртма тытăнчĕç, выртас килекен пулчĕ. Хĕвел Йăлăмри вăрмансем çине анма пуçласан вăл каллех Атăл хĕррине пырса тухрĕ. Пуçĕнче унăн пĕрмай пĕр шухăш пулчĕ:
«Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ, ăçта каяс? Пăрахут çине ларса таçта инçете кайма та хăрамалла...»
Çыран хĕрринчи эрешлĕ карлăк çине тайăнса пĕр хушă Атăл леш еннелле пăхса тăнă хыççăн вăл ĕнерхи пекех пристань патне анчĕ. Кунта вара çимеллисем сутса ларакансем тĕлĕпе иртнĕ чух вăл каллех ĕнер унăн пиншакне çав тери йӳнĕ хакпа илнĕ алкаллă хĕрарăма тĕл пулчĕ. Лешĕ хăй те палласа илчĕ ăна:
— Э, ывăл ача! Эс халĕ те кунтах çӳретĕн тем? Эп сана ĕнерех ларса кайнă тесе...
— Каяймарăм-ха çав, — терĕ Илюк ун умĕнче чарăнса тăрса.
— Укçуна каллех çухатмарăн пулĕ те?
— Укçи пур-ха...
— Тен, санăн каймалли тĕлĕ-вырăнĕ çук? Хăш чух ун пек те пулкалать теприсен... — Алкаллă хĕрарăм тăруках темшĕн шăппăн калаçма пуçларĕ: — Шупашкартах пурăнатăн-и çак эсĕ, ачам?
— Çук, ялтан килтĕм, — тĕрĕссине каларĕ Илюк.
— Тăвансем, палланă çынсем пур-и санăн кунта?
— Çук... Эпĕ ăçта та пулин ĕçе вырнаçасшăнччĕ... Шырарăм та, тупаймарăм-ха...
— Иртнĕ каç ăçта вырткаларăн-ха вара?
— Ак çакăнтах, пристаньрех. Анчах çур çĕр иртсен хăваласа кăларчĕç, — тунмарĕ Илюк.
— Ак япала! — тĕлĕннĕ пек пулса пĕççине шартах çапса илчĕ хĕрарăм. — Ĕнерех ма каламарăн эс мана ун çинчен?! Ара, хам патах илсе каяттăм вĕт!
— Эп пĕлмен те...
— Ыйтас пулатчĕ! Кĕçĕр те çакăнтах çыварас тетĕн-и ĕнтĕ?
— Ăçта каяс-ха манăн?.. — хурланнă сасăпа хуравларĕ Илюк.
— Э-э, ачам, юрамасть ун пек, кашни каç пристаньре выртса пурăннине асăрхасан милицисем те тытса кайма пултараççĕ, — пӳрнипе юнанă пек туса илчĕ хĕрарăм. — Анчах милици тенисем вĕсем — çыпçанкăсемпе пĕрех, тытсан алăран часах вĕçертмеççĕ! Сыхланас пулать вĕсенчен. Куна эп сана хăвна хĕрхеннипе калатăп...
Ку сăмахсем Илюкшăн хăйне пыртан тытса пăчăртанă пекех пулчĕç. Вăл халĕ нимрен те ытларах милици аллине лекессинчен хăрать вĕт-ха! Вĕсем тытсан ăна тӳрех допрос тăваççĕ, телефонпа яла шăнкăравласа ун çинчен пĕтĕмпех пĕлеççĕ те, вара хăтăласси çинчен ан та шухăшла!..
— Эппин, хăв патне илсе кай эс мана, инке, — терĕ Илюк.
Çак кукăльпе икерчĕ сутакан хĕрарăм ăна чăнласах хĕрхеннĕ пек туйăнчĕ, çавăнпа та Илюк ăна халĕ хăй çинчен пĕтĕмпех каласа пама та хатĕр пулчĕ.
— Юрĕ, илсе кайăп, сана вырăн нумаях кирлĕ мар, — килĕшсе пуçĕпе сулчĕ лешĕ темшĕн унталла-кунталла пăхса илсе. — Анчах эсĕ тепĕр сехет пек уçăлкаласа çӳре, эп çак икерчĕсене сутса пĕтерем, нумай юлмарĕ ĕнтĕ ман тавар...
Илюк ун патĕнчен пăрăнса шыв хĕррипе кăштах тăвалла кайрĕ те Атăл тăрăх моторлă сенкер кимĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртнă пек каллĕ-маллĕ ыткăнса çӳренине сăнаса тăчĕ. Калама та çук хытă вăркăнаççĕ вĕт лешсем, тĕлĕнсех каймалла! Шыва çав тери хăватлăн çурса пырса темĕн çӳллĕш хумсем тăваççĕ, вăхăчĕ-вăхăчĕпе çав хумсем хушшинче хăйсем те курăнми пулаççĕ.
«Эх, çавăн пек кимĕпе ярăнса курасчĕ пĕрре!..» — ăмсанса илчĕ Илюк хăй ăшĕнче.
Шыв çийĕн кайăксем пек ыткăнса çӳресен-çӳресен кимĕсем пĕрин хыççăн тепри çыран хĕррине таврăнчĕç. Вĕсем çинчен мăн çынсем мар, Илюк пекех шкул ачисем сике-сике анчĕç, — кимĕсемпе çав тери хăвăрт çӳрени пуринне те кăмăлĕсене çĕклентерсе янă курăнать, — хавассăн, савăнăçлăн калаçаççĕ, ахăлтатса кулаççĕ...
«Епле телейлĕ вĕсем, мĕн тери телейлĕ! Нимĕнле хуйхă-суйхă та çук ĕнтĕ вĕсен!..» — ассăн сывласа илчĕ те Илюк кукăль сутакан хĕрарăм патне таврăнчĕ. Лешĕ хăйĕн хатĕр-хĕтĕрĕсене пуçтарса тăрать-мĕн. Илюка курсан вăл кăмăллăн кулса илнĕ пек турĕ.
— Эп ĕнтĕ сана килмест те пуль тесеттĕм... Ме-ха, çакна йăтса пыр эсĕ, — Илюка пуш карçинкка тыттарчĕ вăл.
Шыв хĕррипе тăвалла кайса вĕсем больница тĕлĕнчи вăрăм пусма тăрăх хăпарчĕç, унтан сылтăмалла пăрăнса кукăр-макăр çырмана анчĕç, ик-виçĕ хутчен питĕ ансăр тăкăрлăксене пăрăнчĕç, унтан татах тепĕр тарăн çырмана анса тăвалла утрĕç. Кунти нумай çурт ялтинчен те пĕчĕкрех иккен, хăшĕсене хăмасенчен çеç çапкаласа тунă. Самаях тĕттĕмленнĕ пулин те Илюк çурт çамкисем, хапха юписем çине «Трубный овраг» тесе çырса çапнисене вулама пултарчĕ.
«Кунта пурăнма та хăрамалла пуль...» — шухăшларĕ вăл хĕрарăм хыççăн ансăр тротуар тăрăх утса.
Кайсан-кайсан вĕсем пĕчĕкçеç калинккерен кĕрсе тăчĕç. Кил хушшинче лутра кăна вăрăмрах пӳрт, унăн малти пайĕ чӳречисем таранах çĕр ăшне путса ларнă, çине витнĕ хăмисем те шалалла авăнса кĕнĕ. Чăн та, кун пек япăх çурт Илюксен ялĕнче те çук çав! Мĕнле пурăнаççĕ пуль кунта?
Хĕрарăм çенĕк алăкĕ çинчи çăрине уçрĕ те пуçне пĕксе шалалла кĕрсе кайрĕ, Илюк та унтан юлмарĕ. Пӳртре пĕртен-пĕр пĕчĕк лампочка çунать, вăл та шăнасем ларнипе вараланса пĕтнĕ те, унăн çути краççын лампинчен те вăйсăртарах.
— Çитрĕмĕр, — терĕ те хĕрарăм аллинчи япалисене алăк хыçне пăрахса малалла утрĕ.
— Эс пĕчченех пурăнатăн-им? Сан никам та çук-и? — ыйтрĕ Илюк.
— Ытла пĕчченех темелле мар. Йăмăк пур. Фабрикăра ĕçлет, анчах халĕ курортра-ха вăл, канать, унсăр пуçне тата хвартирантсем пулкалаççĕ хăш чух, — терĕ ăна хирĕç хĕрарăм. — Килсем кунталла, мĕн эсĕ алăк хăлăпĕнчен кăкарнă пек тăратăн?
— Манăн пĕр курка шыв ĕçесчĕ, — пырне хыпашласа илчĕ Илюк сĕтел пуçĕнчи хыçсăр пукан çине ларса.
— Çиессӳ килмест-и?
— Çук, ĕçес килет кăна, темшĕн ăш çунать-ха, пыр та типсе ларчĕ. Пуç та ыратнă пек...
— Ăнсăртран чирлесе каймарăн-и эсĕ?
— Эп нихçан та чирлемен, уншăн хăрамастăп, — терĕ Илюк, анчах çав вăхăтрах хăйĕн аллисем чĕтренине, çурăмĕ çӳçенсе илнине туйрĕ.
Хĕрарăм витререн сăра кружкипе ăсса панă шыва пĕр сывламасăр ĕçсе ячĕ те татах ыйтрĕ.
— Ĕшеннĕ курăнать эсĕ, — терĕ хĕрарăм ун çине хĕрхеннĕ пекрех пăхса. — Ав кăмака хыçĕнче вырăн пур, кĕрсе вырт çавăнта, кирлĕ пулсан — витĕнмелли те патĕнчех. Манăн йăпăртлăха кӳршĕсем патне кайса килмелли пур-ха. Эп сана тул енчен питĕрсех хăварăп...
— Спаççипă сана, инке...
Илюк хăйне кăтартса панă çĕре кĕрсе выртрĕ те, ун пĕтĕм кĕлетки лĕнчĕрех кайрĕ. Пĕр вăй та юлман иккен. Сывлама та йывăр. Тăнлавсем тĕлĕнчи юн тымарĕсем талт та талт сикеççĕ. Чĕри те питĕ хытă тапать. Çамки çине тар тухрĕ...
«Мĕне пĕлтерет-ши ку? Нивушлĕ чăнах та чирлетĕп пуль эпĕ? — куçне хупса шухăшлама тытăнчĕ Илюк. — Çук, çук, чирлеме юрамасть манăн. Чирлесен пĕтрĕм вара эпĕ. Юрать-ха, кĕçĕр çак хĕрарăм хăй патне илсе килчĕ, тавтапуçах ăна... Унсăрăн ăçта каяттăм-ха эпĕ? Пурах иккен çĕр çинче ырă чунлă çынсем. Уншăн эпĕ нихçан курман-палламан çын вĕт-ха. Хĕрхеннипе хăй чĕнсе илсе килчĕ мана...»
Анчах Илюкăн çак шухăшĕсем пĕртте тĕрĕс пулман. Ырă кăмăлпа, нушана лекнĕ пĕччен ачана пулăшас тесе илсе пыман ăна Атăл хĕрринче сутă туса ларакан алкаллă хĕрарăм. Пачах урăхла, çав тери тискер шухăшсем пулнă унăн Илюк пирки.
Нумаях та выртмарĕ Илюк — унăн каллех ĕçесси килчĕ, вĕри чĕлхи çăвар маччи çумне çыпăçса ларма пуçларĕ. Вăл ерипен тăчĕ те витререн тата тепĕр курка шыв ăсса лăнкăртаттарчĕ. Вырăн çине каялла пынă чух вара унăн чĕркуççийĕсем чутах авăнса анатчĕç, пуçĕ çаврăнса кайнă пек пулчĕ, куçĕ хуралсах килчĕ.
Çурăм çине выртса куçне хупсанах ăна хăйĕн амăшĕ, çĕр çинчи пур çынран та ытларах юратнă амăшĕ, аса килчĕ...
«Мĕн тăвать-ши вăл çак самантра? Эп сасартăк çухалнăшăн хуйхăрсах вилет пуль ĕнтĕ... Леш сар шуйттанĕн чунĕ тухрех пулсан уншăн айăплама тытăнчĕç пулĕ-ха ăна... Анчах айăпли анне мар-çке, айăпли — эпĕ, эпĕ! Матви ман атте портретне персе аркатсан эпĕ пырса хырăмĕнчен чышрăм ăна, çавăн пирки кăмака хысакне пырса çапăнчĕ вăл...
Ах, анне, анне! Ăçтан йăтăнса анчĕ ку хурлăх пирĕн пуç çине?.. Питĕ лайăх пурăнаттăмăр вĕт-ха эпир санпа, эс колхозра чип-чипер ĕçлеттĕн, эпĕ те шкулта начарах вĕренместĕм, сана та пулăшаттăм, ĕçме-çиме те пурччĕ пирĕн... Кăçал çичĕ класс пĕтереттĕм, унтан тракториста е комбайнера вĕренме каяс ĕмĕт пурччĕ, вара татах лайăхланатчĕ пирĕн пурнăç... Пĕтĕмпех çав кукша эсрел пырса кĕни пĕтерчĕ, çав пулман пулсанах нимĕнле хурлăх та курмастăмăр...»
Çавăн пек пăлхануллăн шухăшласа выртнă çĕртех Илюк темле тĕпсĕр те тĕттĕм çырмана анса кайнă пек пулчĕ...
Унтан ача аташма тытăнчĕ. Чирлĕскер, вăл ытла та хăрушă тĕлĕксем курчĕ пулмалла çав. Йĕп-йĕпе тара ӳксе, хашкаса выртаканскер, Илюк вăхăтран вăхăта карт! сиксе кăшкăра-кăшкăра ячĕ. Таçта çӳренĕ хыççăн çур çĕр çитеспе тин темле пуклак кĕлеткеллĕ çамрăк хĕрарăмпа пĕрле таврăннă кил хуçи — Илюка хĕрхеннĕ пек пулса хăй патне илсе килни — вăл аташнă чух кăшкăрнă уйрăм сăмахсене пит лайăх астуса юлчĕ.
— Анне! Анне! Пытан часрах, ав милици килет! Асту, асту, вăл сана çĕçĕпе!.. — аташрĕ Илюк. — Мĕншĕн киле кĕртрĕн эс ăна? Хура Хветле каларĕ... Ан тивĕр мана, эп вĕлермен!.. Ах-х, анне... Ан макăр-ха эсĕ, ан макăр тетĕп! Тармасан хупаççĕ-çке мана, сакăр çул параççĕ, тĕрмерех çĕртеççĕ... Ман ирĕкре пурăнас килет! Эс... эс ху та тухса тар, ан пурăн çав шуйттанпа, пусать вăл сана... Ав каллех çĕçĕ тытрĕ... Ах-х...
Кил хуçипе ют хĕрарăм ача çавăн пек аташса выртнине шăппăн, ним чĕнмесĕр итлесе тăчĕç-тăчĕç те пĕр-пĕрин çине тĕлĕнерех пăхса илчĕç. Унтан кил хуçи хăрах куçне хĕссе пуçĕпе ача еннелле сулчĕ.
— Ăнланатăн-и?
Ют хĕрарăм та пуçĕпе сулса илчĕ.
— Килĕнче темскер пулнă вĕсен... Амăшĕпе иккĕшĕ такама тирпейлесе хунă пулмалла. Ку вара хăйне тытасран тухса тарнă курăнать, çавăнпа хулара ним тĕлли-паллисĕр çапкаланса çӳрет. Выçса çитнипе ĕнер çийĕнчи пиншакне те мана сутрĕ. Ку питĕ лайăх пулчĕ-ха.
— Мĕн лайăх пулчĕ? — ăнланаймарĕ кил хуçин юлташĕ.
— Ара, ун çинчен кăштах та пулин пĕлни! Халь эпир ăна милицие тытса парассипе хăратсах хамăр майлă çавăрма пултаратпăр. Халь вăл пĕтĕмпех пирĕн алăра.
Кил хуçи аллине чышкăласа кăтартрĕ.
— Ак çакăнта вăл халь пирĕн! Мĕн хушатпăр — çавна тăвакан пулать. Ним турткаланмасăр, пире хирĕç пĕр сăмах чĕнеймесĕр! — Хĕрарăм куçĕсем сиввĕн çуталса илчĕç.
— Анчах та ăна тӳрех «ĕçе» яма çук вĕт-ха, малтан хăнăхтарас пулать, — терĕ пĕчĕк хĕрарăмĕ.
— Артист наччасрах вĕрентет, ан кулян! Ун аллине упа лексен ăна та ик кунтанах ташлаттарĕ вăл. Çамрăксене вĕрентес енчен Матрос та унтан юлсах каймасть... Ăмăрт кайăксем вĕт!
— Халь ăçта вĕсем, пĕлместĕн-и?
— Тахăш районта ĕçлеççĕ пулас-ха. — Вăл каллех хăрах куçне хĕссе илчĕ. — Тен, кĕçĕрсем килсе çитеççĕ-и. Çавăнпа хатĕрлерĕм-ха мĕн кирлине. Сана та çавăнпах чĕнтĕм. Манька та килет. Хĕрарăмсăр ĕçкĕ-çикĕ веççолăй пулмасть вăл, хăвах пĕлетĕн...
Кил хуçи пасара çӳремелли сăран сумкăран сĕтел çине çур литр кăларса лартрĕ те çыртмаллисем кăларса хучĕ.
— Хальлĕхе пĕрер стопка хурар-ха, Катюк, ывăнтăм эп паян...
Енчен те Илюк çак калаçăва илтнĕ пулсан, Атăл хĕрринче тĕл пулнă пирус туртакан хĕрарăм малашне Илюка вăрă тăвас ĕмĕтпе илсе килнине пĕлнĕ пулсан вăл ун патĕнчен тăватă уран упаленсе те пулин тухса тарнă пулĕччĕ, çав хĕрарăм ăна тытса чарма тăрас пулсан — унпа пĕр тумлам вăй юлмиччен çапăçĕччĕ, шăлпа кăшлĕччĕ, çапах та хăйне хăрушлăхран хăтарнă пулĕччĕ! Анчах Илюк нимĕн те илтмерĕ, нимĕн те пĕлмерĕ çав, пĕçертсе пăрахнипе лачкам шыв пулса, йывăррăн сывласа, типсе кайнă тутине çула-çула, хăрушă тĕлĕксем курса аташса выртрĕ...
Икшер-виçшер черкке ĕçнĕ хыççăн самаях хĕрсен кил хуçипе унăн юлташĕ Илюк çаплах аташма чарăнманнине илтсе татах ун патне пычĕç.
— Аптранă ку, Малани, мĕн те пулин тăвас пулать пуль, — терĕ Катюк. — Вилсе кайсан хăвнах кансĕр пулма пултарать, такам шуйттан ачишĕнех айăпласа тăкĕç тата. Эсĕ вăл камне те пĕлместĕн вĕт-ха...
— Халех эп ăна лекарццă ĕçтеретĕп, — терĕ вара Малани, — çуркунне хама çавăн пек тăрук пĕçертсе пăрахсан илни пурччĕ-ха манăн... Низашто вĕлерместпĕр, мĕншĕн тесен пире вăл питĕ кирлĕ пулать! «Ĕçлет-ха» вăл пирĕншĕн!
Ӳсĕрĕлме пуçланă икĕ хĕрарăм ним пĕлмесĕр выртакан ачана тăратса лартрĕç те темле порошоксене стаканри шывпа хутăштарса çăварĕнчен ячĕç, унтан пуçĕ çине йĕпе ал шăлли хучĕç. Тепĕр вунă минутран Илюк самаях лăпланса çывăрса кайрĕ, анчах ир енне ăна каллех хăрушă тĕлĕксем курăнма пуçларĕç. Вĕсен килĕнче туй шавлать, чарăна пĕлмесĕр купăс нăйкăшать, ӳсĕр халăх тĕпĕртетет... Акă амăшĕ урай варрине тухса тăрса вырăсла такмаксем юрласа ташлама тапратрĕ...
— Анне, мĕн хăтланатăн эсĕ?! — кăшкăрса ячĕ те Илюк вăранса тăна кĕнĕ пек пулчĕ. Мĕн ку? Тĕлĕкре-и е тĕлĕкре мар? Пӳртре чăнах та купăс калаççĕ, темле хĕрарăм хăлхана çурса ямалла çухăрса юрлать, такамсем ташлаççĕ... Ăна-кăна ним чухламасăрах Илюк вырăн çинчен сиксе тăчĕ те кăмака хыçĕнчен тухрĕ. Кĕрхи тĕтре пек çăра чĕлĕм тĕтĕмĕ витĕр ăна сĕтел хушшинче хăйне илсе килнĕ алкаллă хĕрарăм курăнса кайрĕ, унпа юнашар темле палламан арçынсем, хĕрарăмсем... Сĕтелĕ çинче темиçе эрех кĕленчи, стакансем, турилккесем... Кĕске çанăллă кăвак кĕпине йӳле янă, вăрăм сар çӳçĕсем сапаланса кайнă йĕкĕт урине тапса купăс калать, тепĕр çамрăк арçынпа темле пуклак хĕрарăм каçса кайсах ташлаççĕ, тахăшĕсем алă çупаççĕ...
Илюк йывăррăн сывласа, кăмака хысакĕнчен тытса пăхса тăчĕ. Мĕнле çынсем кусем? Туй тăваççĕ-и? Акă пуклак хĕрарăм ун умĕпе тĕпĕртетсе иртрĕ, ун хыççăн матроссен йăрăм-йăрăмлă кĕпине тăхăннă хура арçын куклене-куклене ташласа пычĕ. Унччен те пулмарĕ — сĕтел хушшинчен кил хуçи сиксе тухса çăварĕнчи пирусне пăрахмасăрах ташлама тытăнчĕ...
Илюка никам та асăрхамарĕ пулас. Е юриех ун çине çаврăнса та пăхас тĕмерĕç? Темиçе минут хушши пăхса тăчĕ вăл çак ӳсĕр çынсем акăш-макăш тĕпĕртетнине. Унтан сасартăк унăн пуçĕ çаврăнса кайрĕ, вăйĕ пĕтсе килчĕ те, хăй сисмесĕрех урайне тăсăлса ӳкрĕ. Тинех асăрхарĕç вара ăна. Кил хуçипе пуклак хĕрарăм — пĕри хул айĕнчен, тепри урисенчен йăтрĕç те кăмака хыçĕнчи вырăн çине кĕртсе пăрахрĕç.
Никам та хĕрхенмерĕ ăна, никам та пырса пăхмарĕ ун çине. Самантранах пӳртре каллех купăс çухăрма тытăнчĕ, ӳсĕр çынсем тăваттăн-пиллĕкĕн пĕр харăс сикнипе кантăксем чĕтресе тăчĕç.
Анчах çакна Илюк халь нимĕн чухлĕ те туймарĕ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...