Юманлăхра çапла пулнă :: 4-мĕш сыпăк


— Аха-а, эс те кунта-и, йытă çури?! Эппин, аннӳпе пĕрле сана та çапса пăрахатăп, иксĕр те пĕрле вилĕр! — мĕкĕрсе илчĕ те Матви Илюк çинелле ыткăнчĕ. Илюк вăрт кăна сĕтел хушшинелле тарса кĕчĕ. Матви ун патнелле кармашрĕ, анчах хăй ытлашши ӳсĕр пулнипе ăна çулса ĕлкĕреймерĕ — Илюк çав самантрах сĕтелĕн тепĕр пуçĕпе пăрăнса тухса тарчĕ. Ачана тытайманшăн тарăхнă Матви ăна мĕнпе те пулин пеме шут тытрĕ курăнать, анчах ал айĕнче нимĕн те пулмарĕ, вара вăл стена çинче çакăнса тăракан Илюк ашшĕн портретне пĕррех туртса антарчĕ те — Илюка печĕ. Илюк пăрăнса ĕлкĕрчĕ, портречĕ алăка пырса çапăнса чăнкăр-р! турĕ...

Илюкшăн ку темрен те ытларах кӳренмелли, тарăхмалли япала пулчĕ. Епле тарăхас мар-ха!.. Темле çапкаланчăк, çичĕ ютран килсе кĕнĕ эсремет ăна, Илюка, унăн ашшĕн портречĕпе, Илюк хăй аллипе тăрăшса ӳкернĕ портретпа, персе ним юлми, пăрккин аркатрĕ! Кам каçарма пултартăр ĕнтĕ çакăншăн?!

Ăс-тăнне çухатас патне çитнĕ Илюк куçĕсене чарса пăрахса Матви еннелле ыткăнчĕ.

— Йытă!.. Тискер кайăк! Мĕн туса хутăн эсĕ, мăйракаллă шуйттан?! — кăшкăрса ячĕ вăл. — Мĕншĕн илсе петĕн эсĕ фронтовик портретне, шулĕк, растратчик, тĕрмере çĕрмелли çын!

— А-а, тата çитмерĕ-и? Çиччас хушса парăп эп сана, навус муклашки! — Илюка хирĕç çухăрчĕ лешĕ сĕтел хушшинчен тайкаланса тухса. Вăл Илюка çӳçĕнчен ярса илесшĕн пулчĕ, анчах çав самантрах Илюк пĕтĕм шăнăрĕсене хытарса, пур вăйне пухса ăна ик чышкипе пĕр харăс хырăмĕнчен чышрĕ...

Ӳсĕр Матви талт! талт! чакса кайрĕ те кĕпсĕрт! каялла кайса ӳксе пуçĕпе кăмака кĕтессине çав тери хытă çапăнчĕ.

— Ы-ых! — терĕ кăна вăл, унтан çавăнтах тăнсăр пулса выртрĕ. Унăн пуçĕнчен çăра юн палкаса тухса урайне сарăлма тытăнчĕ...

— Мĕн турăн эс, шуйттан ачи! Çынна вĕлертĕн вĕт! — кăшкăрчĕ тахăшĕ Илюка хулпуççинчен ярса тытса.

Илюк картах сикрĕ: пуртре тата тепĕр çын пулнă иккен, ăна вăл ку таранччен асăрхаман та! Кам пĕлет, ăçтан килсе лекнĕ вăл кунта? Хăш вăхăтра? Кам вăл? Ахăртнех, Матвипе пĕрле килнĕ пулĕ...

Илюк пĕр хушă ним чухласа илеймерĕ. Унăн куçĕсем чарăлса кайрĕç, сăнĕ-пичĕ кĕл тĕслĕ пулса тăчĕ. Унран кая мар хăраса ӳкнĕ амăшĕ Матви халь кăна хăйне чиксе пăрахма тăни çинчен манса кайсах леш палламан çынпа пĕрле, урайĕнче ним хускалмасăр выртакан кĕлетке патне кукленсе, унăн пуçне ал шăллипе яваласа çыхма тытăнчĕ, анчах Матвин юн юхма чарăнмарĕ, пуçне темиçе хут чĕркесен те ал шăлли хĕрелсех пычĕ.

— Тур çырлахтăрах! Мĕн пулса тухрĕ капла, мĕн туса хутăмăр? — ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр ăшталанчĕ амăшĕ сурана çыхма тата тепĕр ал шăлли тупса.

— Хвершăл таврашĕ пур-и сирĕн ялта? Çавна кайса чĕнес пулать часрах! — терĕ ют çын.

— Пурччĕ те, хăй чирленĕ-ха, больницăра выртать...

— Ну, апла пулсан вилет сан упăшку, ал шăллипе чĕркенипех çăлаймастăн эс ăна. Кунта лекарцă кирлĕ, уколпа тирмелле. Унсăрăн пурпĕрех капут пулать! — аллипе сулчĕ ют çын.

— Ах, ун пек ан хăрат-ха, хăта, тен, чиперех пулĕ! — ун çине çав тери шиклĕн пăхса илчĕ Илюк амăшĕ.

— Иртсе кайсан ырлăхчĕ-ха, иртсе каймасан мĕн тăвас? — чарăнмарĕ лешĕ. — Тĕрме вĕт! Лартаççĕ санăн маттур ывăлна пĕр сакăр çуллăха е унтан та ытларах пама пултараççĕ. Вăл вĕлерчĕ вĕт, хам куçпа курса тăтăм. — Ют çын пăтранчăк куçĕсемпе Илюк çине тăрăнчĕ те тăрук кăшкăрса ячĕ: — Çын вĕлертĕн вĕт эсĕ, потлеццă! Хупаççĕ халь сана, хош-нехош шур çуртра кирпĕч шутлаттараççĕ!

Илюкăн урисем авăнса анчĕç...

Паллах, ют çын тĕрĕс калать. Çын вĕлернĕшĕн суд тăваççе те хупаççĕ — ăна хăй те пит лайăх пĕлет. Ой, епле хăрушă ку, епле хăрушă! Тĕрме... Анчах та мĕн тумалла-ха ĕнтĕ? Нивушлĕ ниепле те хăтăлма пулмасть-ши?

«Тарас... Тухас та тарас! Хуть те ăçталла! Малтан Шупашкара, унтан — инçерехе... никам тупмалла мар çĕре! Кĕнекесенче çыраççĕ-çке çавăн пек килтен тухса тарнă ачасем çинчен... Ăçта та пулин çитсе ĕçе вырнаçас, пурăнас вара никама паллаттармасăр...

Çак шухăшсем Илюка çуçентерсех илчĕç.

«Ирхине мана пурпĕр тытса каяççĕ... Çук, çук, унччен тăхтаса тăма юрамасть! Халех, çак самантрах тухса шăвăнас пулать!..»

Илюк тăруках вырăнтан хускалчĕ те алăк патнелле пат! пат! утса пырса пăтара çакăнса тăракан ваткăллă пиншакĕпе карттусне илсе тăхăнчĕ. Халĕ те Матви кĕлетки умĕнче кукленсе тăракан амăшĕ ăна асăрхарĕ:

— Эс ăçта каятăн тата капла?

— Ниçта та каймастăп, хвершăл патне çитсе килес тетĕп, тен, вăл таврăннă? — терĕ Илюк пĕр самантлăха та çухалса каймасăр.

— Чăнах та, кайса пăх-ха эппин, хвершăлĕ пур пулсан ăна часрах илсе кил! — терĕ амăшĕ.

Крыльца çине сиксе тухсан, уçă сывлăшра, Илюк йăпăртлăха чарăнса тăчĕ те унăн пуçĕнчи хăвăрт сикекен шухăшсем кăштах йĕркене кĕнĕ пек пулчĕç.

«Епле-ха капла... Каясси — каятăп, анчах мĕнле пурăнăп-ха эпĕ? Малтанлăха, ăçта та пулин вырнаçиччен? Мĕн çийĕп? Укçасăр кам мĕн парать мана ют çĕрте?»

Амăшĕ хăйĕн укçине Матви ĕçсе ярасран ăçта пытарса усранине лайăх пĕлет вăл — унăн укçи кĕлетре, сылтăм енчи пӳлме вĕçĕнче, ыраш ăшĕнче. Илюк çавăнтах кил хушши урлă чупса каçса кĕлете уçса кĕчĕ те аллине ыраш ăшне чавса таран пĕр-иккĕ чиксе ярсанах амăшĕ укçа чĕркесе хунă тутăра туртса кăларчĕ. Тĕттĕмре нимĕн те курăнмарĕ — темле йышши укçасем пулнă унта. Илюк пĕчĕкçеç укçа тĕркине хыпашласа васкасах виçĕ хутне уйăрса илчĕ, ыттисене каялла чиксе хучĕ. Амăшĕн пĕтĕм укçине илсе тухса кайма пултарайман ĕнтĕ вăл. Унтан кĕлет алăкне мĕнле шăппăн уçнă, çавăн пекех ним сассăр хупрĕ те урама тухрĕ...

Пӳртрен çав вăхăтра нимĕнле сасă та илтĕнмерĕ. Кам пĕлет, тен, «Матви пичче» хальччен вилсе те кайнă? Тен, унăн ирсĕр кĕлетки хытма та пуçланă? Э, пурĕ пĕр мар-и халь тин!..

Илюк юлашки хут тăван килĕ çине пăхса илчĕ те тĕттĕм урам тăрăх мăн çын пек пысăк утăмсемпе анаталла утса кайрĕ.

«Тĕл пулас марччĕ хуть никама та...»

Унăн чĕри сиксе тухас пек тапрĕ. Чĕри мĕн тери хытă тапни ăна хăйне те илтĕннĕн туйăнчĕ.

Çав каçхине вара Илюк хăйĕн пурнăçĕнче нимĕнпе тӳрлетмелле мар пысăк йăнăш туса хучĕ. Çав каçхине никампа калаçмасăр, никама систермесĕр, хăй ăссĕнех килтен тухса кайнă пирки унăн кайран темĕн те пĕр курса пĕтмелле пулчĕ...

■ Страницăсем: 1 2 3