Юманлăхра çапла пулнă :: 3-мĕш сыпăк
Юманлăхри лавккана çаратиччен пĕр икĕ эрне малтантарах Атăл тăрăх Шупашкаралла хăпаракан «Комсомолец» пăрахутăн тăваттăмĕш класĕнче, пĕр кĕтесри нарсем çинче, виççĕн выртса килчĕç. Иккĕшĕ пĕр майлăрах тумланнă — йĕлтĕрпе çӳремелли кивĕрех костюмсемпе, резина тĕплĕ хулăн пушмаксемпе, пуçĕсенче — çĕнех мар кепкăсем. Тепри вĕсенчен тасарах, тирпейлĕрех тăхăннă. Çанталăкĕ шăрăх пулин те вĕсен кашниннех пуç айĕнче — ваткăллă фуфайкăсем. Вĕсенчен иккĕшĕ 30—35 çулсенче, пĕри — шатра питлĕ, хĕсĕкрех куçлă, лутрарахскер, унăн янах шăммисем уйрăмах палăрса тăраççĕ, тепри вара самаях çӳçлĕ, хыткантарах, пăтранчăк кăвак куçлă, анчах унăн пĕр куçĕ тăтăшах хупăнса тăнă пек курăнать, мĕншĕн тесен çамкин сылтăм енне пысăк çĕвĕк касса анса куç хупаххи патнех çитнĕ. Виççĕмĕшĕ вара вĕсенчен нумай çамрăк, вун улттă–вун çиччĕсенче çеç, сăнран илемлĕскер: çаврака питлĕ, тути хĕрĕнни пек тирпейлĕ, калаçнă-кулнă чух тикĕс шăлĕсем шап-шуррăн курăнаççĕ.
Пăрахут çине вĕсем Хусантан чылай тăварахра, пĕр пысăках мар пристаньре, каç пулсан кĕчĕç те тӳрех буфет патĕнче чарăнса тăчĕç. Шатра питли халăх хушшине черетсĕрех кĕрсе кайса çур литр эрехпе йӳнĕрех пулă, пируспа спичка илчĕ, унтан вĕсем пурте пăрахут хӳри еннелле утрĕç.
Тăваттăмĕш класра вăл вăхăтра пĕр пушă вырăн та çукчĕ, çынсем нарсем çинче кăна мар, пичкесем, тимĕр куписем, хут рулонĕсем, тем тĕрлĕ ещĕксем çинче те выртса-ларса пыратчĕç. Анчах çак виçĕ çын часах вырнаçрĕç. Шатра питли кĕтесри нарсем патне пычĕ те чипер çывăракан çынсенех унтан-кунтан тĕккелесе вăратма тытăнчĕ.
— Извиняйте, мадама, пардон, мучи! Пăрахут çинче пурин те правасем пĕрешкел, çавăнпа та пĕрисен авалхи графсем пек саркаланса пыма, теприсен вĕсем умĕнче чĕрне вĕççĕн тăрса пыма саккун çук... Эпир те сирĕнтен кая мар ывăннă çынсем, инçетрен килетпĕр, тата унтан та инçерех çитме ĕмĕтленетпĕр, çавăнпа та сирĕн кăштах сикес, пирĕн ларса канас пулать. Енчен те сирĕн хăвăрăн тăма вăй çук пулсан — эпир мăн кăмăллă çынсем мар, хамăрах çĕклесе тăратма, кирлех пулсан аяккарах кайса хума та пултаратпăр!
Çапла пакăлтатнă хушăрах хăй чӳрече умĕнчи сĕтел патне пырса ларчĕ те юлташĕсене:
— Вырнаçăр, тăвансем, хăвăрах вырнаçăр, атту вĕт куратăр, пире валли пушă вырăн хăварма никамăн та ăс çитмен, — терĕ.
Çывăракан çынсем йăшалана-йăшаланах, кăмăлсăррăн мăкăртатса тăра-тăра ларчĕç, аяккарах сикрĕç. Кĕтмен çĕртен пырса кĕнисенчен пĕри сĕтел çине кружка кăларса лартрĕ, пулă хучĕ те хутпа чĕркенĕ çур литр кĕленчине тĕпĕнчен пĕрре çапсах уçрĕ. Малтан вăл хăй тултарса ĕçрĕ, унтан çĕвĕк çамкаллине ярса пачĕ, юлашкинчен çамрăккине те ĕçме сĕнчĕ.
— Ĕçес килмест манăн, — пуçне пăркаларĕ лешĕ.
— Ан ухмахланса лар! — терĕ шатра питли. — Мĕн эс... пĕрре те чуптуса курман хĕр пек пуласшăн-и? Ача садĕнчен таврăнмастăн вĕт, арçын пулмалăх вăхăт пулнă санăн!
— Ĕçсе парсам тата! — терĕ тепри, çĕвĕклĕ çамкалли те, çамрăккине чавсипе аякĕнчен тĕртсе.
— Калатăп-çке, манăн пĕртте ĕçес килмест, эсир хăвăрах ĕçĕр! — тытăнса тăчĕ йĕкĕт.
— Тен, эсĕ çак черккешĕн хăвăнтан укçа илесрен хăратăн? — йĕкĕлтесе илчĕ шатра питли. — Ан хăра, юлташсене эпир ахалех хăна тăватпăр! Тыт тавай! Ну?
— Çамрăк ачана ма ун пек пусмăрласах ĕçтересшĕн вара эсир? — терĕ çав вăхăтра çӳлти нар çинчен пăхса ларакан чылаях ватă хĕрарăм. — Çынна пăсни кăна вĕт вăл!
— Мĕнле тур амăш сасси тата ку? — çӳлелле пăхрĕ шатра питли.
— Тур амăш мар эпĕ, ырă çыннăм, анчах та хам пурнăçра пилĕк ывăл пăхса çитĕнтертĕм, вĕсенчен пĕри те пьянчук пулмарĕç, тавах турра. Эсир пур — çамрăк йĕкĕте халех усала вĕрентесшĕн...
— Пĕртте тĕрĕс мар калатăн, кинемей, — терĕ карчăка хирĕç шатра питли, — усала та вĕрентместпĕр эпир ăна, пăсма та шутламастпăр, унтан çын тăвас тетпĕр кăна. Паттăрлантăр пăртак, санăн ывăлусем пек йĕпе сăмсаллă арçын ан пултăр. Ăнлантăн-и?
— Тьфу сана куншăн! — çилленсе кайрĕ карчăк. — Чĕлхӳ çине ӳпне çăпан тухтăрах ман ывăлсем çинчен çапла каланăшăн! Манăн ывăлсенчен виççĕшĕ вăрçăран таврăнмарĕç, иккĕшĕ халĕ ятлă çын — пĕри шкул директорĕ, тепри колхоз председателĕ! Шăпана пуль эсĕ çынсем çинчен ним пĕлмесĕр çакăн пек палкатăн пулсан, чисти лапра çăвар!
— Хуллентерех, хуллентерех, кинемей, асту, çӳлтен парашютсăр вĕçсе анмалла ан пултăр, — асăрхаттарнă пек турĕ ăна çĕвĕк çамкалли, ĕçнĕ-ĕçмен хĕрме пуçланăскер.
— Ан чар, янратăр-иç! — аллипе сулчĕ шатра питли. — Старикĕпе ятлаçманни нумай пулать пулĕ, чĕлхи кĕçтет унăн...
— Эпĕ хамăн старикпе хĕрĕх пилĕк çул пурăнса та ятлаçса курман-ха! Эсĕ вăт хăвăн арăмупа мĕнле пурăнатăн-ши? Кашни ĕçмессеренех тӳнккетĕн пулĕ-ха, намăссăр! — парăнмарĕ карчăк.
— Хусах-ха çав эпĕ, кинемей, ниепле хамшăн юрăхлă мăшăр тупаймастăп мар-и? Виççĕшĕ мана хăйсем пăрахса кайрĕç, иккĕшне хам хăваласа ятăм. Халь акă каллех авланас пулать. Санăн хăвăн ман валли запас хĕр çук-и? Тавай тăванлашатпăр!
Шатра питли тăрук ахăлтатса, темле ухмахларах, йĕрĕнмелле кулса ячĕ. Карчăк ун çине çилĕпе пăхса:
— Тьфу, чăнах та этем мар иккен эсĕ! — терĕ те стена еннелле çаврăнса выртрĕ.
Унтан шатра питли кружкăри эрехе каллех çамрăккине сĕнчĕ:
— Ĕç тата, анчăк çури! Сана аслисем хисеп тăваççĕ, а эсĕ... асту! — Вăл хăйĕн хĕсĕк куçĕсене тата ытларах хĕссе лартрĕ. Ку ĕнтĕ вăл çилленме пуçланине пĕлтерчĕ. — Ну?
Çамрăкки ĕçме пикенчĕ, анчах кăшт сыпсанах чыхăнса кайрĕ те ӳсĕрнĕ май кружкăна аллинчен ӳкерсе эрехне тăкса ячĕ.
— Упăте! — тăрук кăшкăрса пăрахрĕ вара ун çине çĕвĕк çамкалли. — Шăршлă кăмпа, арçын мар!
— Эп куншăн сан чунна кăларса илетĕп, — чашкăрса чышкисене чăмăртарĕ шатра питли те. — Халех илсе пар уншăн... пĕр литр!
— Илĕр ара, укçи шел мар мана... — чăнласах хăраса кайрĕ те çамрăкки таçтан хĕвĕнчен алă тенкĕлĕх хут кăларса тыттарчĕ. — Анчах та, тархасшăн, хама ан ĕçтерĕр. Пултараймастăп эпĕ!
— Ну, мĕнех вара? Кама хăрататăн эс унпа? Пире хамăра ытларах лекет!
Тепĕр пилĕк минутранах шатра питли татах эрех йăтса пычĕ те, çĕвĕк çамкаллипе иккĕшĕ каллех ĕçме тытăнчĕç. Часах вĕсем самаях ӳсĕрĕлсе кайрĕç, юнашар пыракан çынсемпе тем çинчен те лăпăртатма тытăнчĕç, çавна пула, урăх çĕрте пушă вырăнсем пулман пулин те, ик-виçĕ хĕрарăм хăйсен вырăнĕсенчен тăрса кайрĕç. Унтан çак ытла та хавасланса кайнă туссем пĕтĕм вăйран кăшкăрса юрлама пуçларĕç:
Эх!.. Здравствуй, моя Любка, Любка дорогая,
Здравствуй, моя Любка, и прощай...
Ты зашухарила всю нашу малину,
А теперь за это получай!
Çамрăкки ним чĕнмесĕр, пуçĕпе стена çумне тайăнса пĕрмай чӳрече витĕр тулалла пăхса пычĕ. Тулта пĕтĕм çут çанталăка хуп-хура сăрпа сăрласа лартнă пекех тĕттĕм, сайра хутра çеç чӳрече тĕлĕпе шура, симĕс, хĕрлĕ бакен çутисем шуса иртеççĕ те, хушшăн-хушшăн туран килекен пăрахутсем кĕскен-кĕскен кăшкăртса юмахри вут-хĕмлĕ кайăксем пек ялкăшса анса каяççĕ.
Çамрăк йĕкĕтĕн шухăшĕсем çак вăхăтра пĕртте кунта мар, таçта инçетре пулчĕç пулмалла. Хăйпе пĕрле пыракан аслăрах юлташĕсем мĕн хăтланнине вăл çаврăнса та пăхмарĕ. Лешсем ытлашши шăй-шай калаçма тытăнсан тин пуçне вĕсен еннелле çавăрчĕ.
— Сана мĕн ĕç?! Кам вара эс пире вĕрентме? Мĕнле начальник? — кăшкăрчĕ шатра питли кăвак костюм тăхăннă шлепкеллĕ çын çине ăна кĕç-вĕç кăкринчен çавăрса тытас пек тăрса.
— Эп нимĕнле начальник та мар кунта, ахаль гражданин çеç, анчах та сире йĕркеллĕ пулма ыйтатăп, — терĕ лешĕ. — Халь çĕрле çынсем çывăраççĕ, кунта хĕрарăмсемпе ачасем нумай, эсир пур — ирсĕр юрăсем юрлатăр. Епле намăс мар сире? Ĕçрĕр пулсан — выртăр та çывăрăр.
— Санăн укçупа ĕçмен, санăн ĕç те çук пирĕнпе!
Çав вăхăтра кĕтмен çĕртен вĕсем патне пăрахут капитанĕн помощникĕ пырса тăчĕ.
— Мĕн пирки шавлатăр? — ыйтрĕ вăл çирĕп сасăпа.
— Ак çак юлташсем çынсене канăç памаççĕ, хулиганла юрăсем юрлаççĕ, — терĕ шлепкеллĕ çын. — Эпир вĕсене лăпланма ыйтрăмăр, анчах вĕсем тата ытларах...
— Суятăн, малтан эсĕ ху çыпăçрăн пирĕн çума! Шлепке тăхăннă та хăвна патша вырăннех хуратăн пулас! Сахал мар курнă эпир сан пеккисене! — кăшкăрчĕ шатра питли.
— Тĕрĕс мар, тĕрĕс мар! — кăшкăрчĕç вара çынсем пур енчен те. — Ку гражданин нимĕн те каламарĕ вĕсене, лăпланма çеç ыйтрĕ!
— Эсир ӳсĕр, сирĕн выртса канас пулать, — терĕ капитан помощникĕ. — Лăпланмасан эпир сире çитес пристаньрех антарса хăваратпăр. Унтан та ытларах пулма пултарать — милици аллине паратпăр.
— Ним чухлĕ те ӳсĕр мар эпир! — итлемерĕ ăна шатра питли. — Ĕçнĕ пулсан та апат анмалăх çеç ĕçнĕ. Тепĕр тесен эпир кунта заключеннăйсем мар вĕт, ирĕклĕ çынсем, гражданин начальник!
— Нуккă, кăтартăр-ха хăвăрăн документăрсене, пур-и вĕсем сирĕн? — ыйтрĕ вара капитан помощникĕ хăйне лешсем «юлташ» вырăнне «гражданин» тесен.
— Тарха-асшăн, ара, тарха-асшăн! — сăмахсене тăсса кăшкăрчĕ каллех шатра питли. — Документсем мировой пирĕн, алă та пуснă, пичет те пур! Пирĕн пек документсемпе тĕнче хĕррине те çитме пулать...
Капитан помощникĕ вĕсем кăларса панă хутсене тытса хăвăрт кăна вуласа тухрĕ. Унта çак çынсем Уголовнăй кодексăн çав-çав статйисемпе айăпланса пилĕкшер çул колонире ларни, халĕ срок тухнă майпа вĕсене ирĕке кăларни çинчен çырнă иккен...
— Ну, мĕнле, гражданин начальник, фальшивăй мар-и пирĕн документсем?
— Мар, — терĕ капитан помощникĕ хутсене каялла парса. — Анчах çапах та эсир йĕркеллĕ пулăр, хăвăра хăвăр тытма пĕлĕр!
Вăл урăх нимĕн те каламарĕ, тӳрех çаврăнчĕ те виççĕмĕш класс еннелле утса кайрĕ.
Ӳсĕрсем çакăн хыççăн лăпланнă пек пулса хăйсен вырăнĕсене тăсăлса выртрĕç. Вĕсем çывăрса кайсан çамрăкки ерипен кăна палуба çине уçă сывлăша тухса тăчĕ. Пĕччен çĕрте никам кансĕрлемен чух иртни çинчен те, пуласси çинчен те шухăшлама çав тери лайăх вĕт...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...