Шурă акăш çулĕ :: Паттăрсен юлашки тĕлпулăвĕ


— Чулхулара тыткăна лекнĕ Литва çар çыннисем чылай. Çавсене хĕç-пăшаллантарнă пулас, — терĕç Шупашкартан килнĕ ăстасем, кӳршĕ вырăс хулин пурнăçне аван пĕлсе тăраканскерсем.

Çакăн хыççăн Хусан çарĕ Чулхула карманне хупăрласа тата темиçе кун тăчĕ, анчах тапăнса çапăçма хăяймарĕ. Вара — мĕн тăвăн — ĕç тухманнине кура тутарсем — Хусана, нӳхайсем хăйсен тĕп хулине кăялла çул тытрĕç. Анăç чăвашĕсĕм хăйсем уйрăм таврăнчĕç, Сăр урлă каçсанах хăшĕ ăçтан килнĕ çавăнта саланса пĕтрĕç.

Çакăн хыççăнхи çулсенче Хусан ханлăхĕ Раççей патшалăхĕнчен вăй-хăват тĕлĕшпе ерипен юлса-юлсах пычĕ. Тутарсем тек Мускава кайса тапăнмалăх вăй пĕрре те пухаймарĕç. Вĕсем ытларах çывăхри Мурăм, Чулхула, Кострома, Галич хулисене тустаркаласа хăйсем çинчен асаилтерсе тăнипех çырлахрĕç. Чăннипе ханлăхăн çав-çавах-ха вăй илсе хăват хушма май килнĕ темелле. Анчах çар пуçĕсем куç умĕнчех мул-пурлăх енне сулăнса пычĕç. Вĕсенчен хăшĕ çĕр хуçи пулса тăчĕ, хăшĕ суту-илӳ ĕçне ăнтарса ячĕ. Пылак пурнăç вара такама та пăсма, такам тимсĕрлĕхне те çухатма пултарать иккен. Çĕнĕ нуворишсем те ку чухнехи хĕç-пăшал, уйрăмах тупăсемпе пищальсем туянма хан хыснине укçа-тенкĕ питех хывасшăн пулмарĕç. Мăхаммат-Амин вĕсене ăнлантарса та пăхăнтарса та çитереймерĕ, мĕншĕн тесессĕн тилхепене кăшт хытарсанах кăмăлсăр пуянсем хирĕç хăр-хар илме тытăнаççĕ.

Кунашкал лару-тăрăва ханлăхăн айккинерехри улусĕсем, вăл шутра Чăваш улусĕ те, паллах, сисмесĕр тăман. Хусан текех вĕсене те шатăр пăхăнтараймарĕ ĕнтĕ. Çӳлтен пит хĕсмен-хытарман чухне тĕп хулара пурăнман вырăнти бексемпе мăрсасем те хăйсене Хусан пуянĕсем евĕрлех тыткаларĕç, никам та чарманнине кура мул-пурлăха май килнĕ таран ытларах çавăрса илме тăрăшрĕç. Çĕрпӳ-Пулат хан та, пăтрашуллă лару-тăрăва пула шалтах аптранăскер, патшалăхпа халăх нуши çине алă сулчĕ вара.

■ Страницăсем: 1 2 3