Кĕмĕл кĕпер :: Ылттăнчечпе Пачман


Пачманпа Ылттăнчеч çула тухаççĕ,

Чăваш çĕршывне пăхса çаврăнаççĕ.

«Ылттăнпик» эпосран.

 

Сиккипе-сиккипе аслă уйпа икĕ юланут сиктерсе пырать. Ылттăнчечпе Пачман. Пĕр-пĕрне чунтан юратакан çамрăк мăшăр паян ирех аслă-ирĕк уя сунара тухас терĕ. Ку вăл тискер монголсене çĕнтернĕ ятпа савăнни пултăр. Хăйсене сыхлама вĕсем Пачман çарĕнчи пĕр çĕрпине тата Ылттăнчечĕн хăйĕн пĕр ушкăн амаçыннине çеç илнĕ. Ара, халь тин пăлхарсен аслă-ирĕк уйра камран шикленмелле? Тăшмансене çĕнтернĕ вĕсем.

 

* * *

Аслă-ирĕк уйра, вăрман хĕрринче икĕ пăлан выляççĕ. Аçипе ами. Юрату вăййи выляççĕ вĕсем. Пĕрре ами тарса каять, ăна аçи хуса çитет те пуçне амин ĕнси çине хурать, унтан выляса аяккалла сиксе ӳкет те тарма тытăнать. Ами вара ăпа хăвалама тытăнать. Çапла выляса, вĕсем хăйсен тĕлне икĕ юланут вĕçтерсе тухнине те асăрхамарĕç.

Сунара тухнă Пачман пăлансене тӳрех курчĕ. Вăл çĕмренне илчĕ те уххи çине хучĕ, пеме хатĕрленчĕ.

— Ан пер! — кăшкăрса ячĕ çакна курса Ылттăнчеч. — Ан пер!.. Курмастăн-им? Паян вĕсен юрату вăййи.

— Ара, эпир сунара тухнă-çке-ха! — тӳрре тухма хăтланчĕ Пачман. Çапах та савнă арăмне итлесе, çĕмренне каялла укçуне хучĕ. — Тĕрĕсех калатăн çав... Пире валли урăх кайăк-кĕшĕк те пулать. Атя, эпир те ăмăртмалла çав сăрт тӳпине çити вĕçтеретпĕр! Кам малтан çитет, çавна теприн ыталаса чуптумалла!..

Вăл шик! шăхăрчĕ те хăйĕи çилхăван утне умри çӳлех мар сăрт тӳшшелле кайма васкатрĕ.

Ылттăнчеч те унран юлмарĕ. Утне васкатса, çав еннелле вĕçтерчĕ. Иккĕш те весем сăрт тӳпине пĕр вăхăтра вĕçтерсе çитрĕç.

— Эп малтан! Эп малтан! - хĕрарăм йăлипе кăшт ачашланса кăшкăрса ячĕ Ылттăнчеч. — Вăт, халь санăн мана ыталаса чуптумалла!..

Елик-пике савнă мăшăрĕ еннелле туртĕнчĕ.

Анчах Пачман ăна асăрхаман пекех пулчĕ, сăрт леш еннелле куç илми пăхрĕ те пăхрĕ.

— Мĕн унта? — тĕлĕнчĕ Ылттăнчеч.

— Кур-ха! — аллине тăсса кăтартрĕ Пачман. — Мĕнле çар вара унта?.. Ку таврара кухаллĕн нимĕнле çар та пулмалла мар-çке!..

Ылттăнчечĕн куçĕ çивчĕ. Вăл Пачман кăтартнă енне пăхрĕ те кăшкăрса ячĕ.

— Монголсем!..

— Мĕнле монголсем пулччăр? — тĕлĕнчĕ Пачман. — Нимĕнле монголсем те пулмалла мар кунта!..

— Монголсем!.. Вĕсен элемне куратăп эпĕ! Ялавĕ çумне ут хӳри çакса янă!..

Пачман та аякран пыракан çар çине тимлĕрех пăха пуçларĕ.

— Чăнах та, — килĕшрĕ хайхискер арăмĕ каланипе. — Монголсем. Пĕр-пĕр элчĕ пулать-и вара ку? Пирĕн патша патне килет-и? Парăç-Пăрăнтая тытнă пулмалла. Ăна илсе килеççĕ пулĕ.

— Çук, элчĕ палли курмастăп эпĕ, — килĕшмерĕ унпа елик-пике. — Ку вăл вăрçа тухнă çар!..

— Пулма пултараймасть! — килĕшмерĕ унпа Пачман. — Монголсемпе эпир ĕмĕр-ĕмĕр килĕштерсе, туслă пурăнма калаçса татăлнă, ант тунă, уяв туса ирттернĕ.

— Акă, тимлĕрех пăх! — монголсен çарĕ енне кăтартрĕ Ылттăнчеч. — Харçа тухнă çар пулни тӳрех паллă!

— Чăнах та, — тимлĕнрех пăхнă хыççăн килĕшмеллех пулчĕ вара Пачманăн та. — Ăçтан тупăннă вара ку çар?.. Нумайăн та мар хăйсем... Килĕшĕве те шута хумаççĕ эппин вара çав путсĕр монголсем!..

Вăл çумĕнчи кавалне кăларса аллине илчĕ те вăрăммăн, йыхравланăн кăшкăртса ячĕ:

— Ту-у-ут! Ту-у-ут! Ту-у-ут!..

Ку вăл пĕтĕм эккелсен халех çарпуçĕ патне пуçтарăнмаллине пĕлтерет.

Чанах та, иккĕ-виççĕ ухăпа пемелĕх вăхăт кăна иртрĕ, Пачманпа Ылттăнчече сыхлама тухнă эккелсемпе амаçынсем пĕр çĕре пуçтарăнчĕç. Ку хушăра аякран иртсе пыракан монголсен текĕрчĕ сăрт хыçне анса курăнми пулчĕ.

Пачман пухăннă эккелсене тин кăна сăрт çинче монголсен пысăк мар текĕрчĕ курăннине, халĕ вăл сăрт леш енне кайса курăнми пулнине каларĕ:

— Тăшмансен текерчĕ кунта мĕнле килсе лекнине пĕлместĕп, — терĕ вăл. — Халь вара пурте харăс çавăнталла кайса монголсене пур енчен те çавăрса илме хушатăп! — хушрĕ çирĕп саспа. — Малтанлăха çапăçăва кĕмелле мар. Эпир вĕсемпе килĕшӳ тунă. Тен, вĕсем те килĕшĕве пăсмаççĕ пуль-ха.

Пачманпа Ылттăнчеч ертсе пынипе пăлхарсем, çар йĕркине тăрса, монголсем кайса çухалнă еннелле васкарĕç. Леш енчи тепĕр сăрт çине хăпарсанах хайхискерсем монголсене курчĕç. Вĕсем те хăйсене асăрханине сиснĕ пулас, часрах пысăк мар вăрмана кĕрсе пытанма васкаççĕ.

— Пур енчен те çавăрса илетиĕр! — хушрĕ Пачман эккелсемпе амаçынсене, халĕ ĕнтĕ вăрçăсăр ĕç тухманнине ăнланса. — Хирĕç тăраççĕ пулсассăн, каса-каса пăрахатпăр. Эпир мар, вĕсем пирĕн çĕр çине кăралпа килсе килĕшĕве пăсаççĕ... Çапах пĕр-иккĕшне чĕрĕлле тытса илмелле.

 

* * *

Хăйсене пур енчен те çавăрса илсессĕн те монголсем пăлхарсемпе калаçу пуçлас темерĕç. Тӳрех уххисемпе пеме пуçларĕç. Парăнма хушсассăн та вĕсем парăнасшăн пулмарĕç. Сăннисене тискеррĕн карăнтарса, вĕсем темиçе хутчен те йĕри-тавра тăрса тухнă пăлхарсене тапăнса, вĕсен ункине татса сĕм вăрмана кĕрсе каясшăн пулчĕç. Нимĕн тума çуккине курса, Пачман вара çапăçу пуçлама вăхăт çитнине пĕлтерчĕ:

— Утăрья-я-я! Перĕр! — кăшкăрчĕ вăл уххисене çĕклесе пеме хатĕрленнĕ эккелсене.

Çĕмрен çумăрĕ монголсем çине вĕçсе кайрĕ. Хăшпĕр монголсем йывăр аманса учĕсем çинчен персе анчĕç, теприсем учĕсемпе пĕрлех çĕре ӳкрĕç.

— Касăр! Чикĕр! — тесе кăшкăрчĕ те Пачман хăйĕн паттăрĕсене чĕрĕ юлнă монголсем çине илсе кĕрсе кайрĕ.

Çапăçу вăрăма пымарĕ. Хăйсене йĕри-тавра çавăрса илнĕ монголсем нумайччен хирĕç тăраймарĕç. Пурте тенĕ пекех хĕçпе касăлса, е сăнăпа чикĕнсе çĕре ӳкрĕ.

Пачман пĕр çамрăк монгол нукерĕн хĕçне çапса ӳкерчĕ те хăйне аллинчи пăлхарсен йывăр алтаспăнĕн тӳнтер енĕпе çапса минретрĕ. Лешĕ касса пăрахнă йывăç пек çĕре ӳкрĕ. Темиçе эккел учĕсем çинчен сиксе анса, ун аллисене çыхса лартрĕç.

— Куна аслă патша патне илсе каятпăр! — терĕ Пачман хайхискере пĕр эккел учĕ çине вырттарма хушса. — Ыйтса пĕлмелле: ăçтан тупăннă кунта монголсен текĕрчĕ...