Атăл шывĕ юха тăрать :: Чăнлав е «Авалхи чăвашсем»


Анчах, нумай çулсем иртрĕç пулсан та, хăйĕн ача чухне тупа туса палăртса хунă тĕпчевне Михаил Николаевич çаплах çырма тытăнаймарĕ-ха. Ĕçре те йывăрлăхсем пуçланчĕç. Чăваш АССР Краеведени музейĕнче пĕтĕм этикеткăсем вырăсла кăначчĕ. Ытти республикăсенче пуринче те — икĕ чĕлхепе: вырăнти халăх чĕлхипе тата вырăсла. Убиев пирĕн те икĕ чĕлхепе, чăвашла тата вырăсла çырма тытăнмалла, терĕ. Çакă вара таçтан музее килсе тулнă яка кутлă майрасене килĕшмерĕ. Вĕсем Убиева националист тесе айăплама тытăнчĕç. Министерствăна, обкома, КГБăна жалоба çырса ячĕç.

Ку вăл çĕршывра йывăр самана пуçланнине пĕлтерекен тапхăрччĕ. Сталин вилнĕ хыççăнхи çăмăллăхсем пĕтрĕç. КГБ питĕ иртĕхсе кайрĕ. «Националист», «Халăх тăшманĕ» сăмахсем каллех пур енчен те илтĕне пуçларĕç. Убиева КГБ йĕрлеме тытăнчĕ. Çакăн пек тапхăрта чăваш халăх историне çырма çуккине Михаил Николаевич питĕ лайăх ăнланчĕ. Çапах та тĕпчев ĕçĕсене пăрахмарĕ вăл. Май килнĕ таран нумайтарах материалсем пуçтарма тăрăшрĕ. Уйрăмах ăна çак тапхăрта Н.И.Ашмарин ĕçĕсем интереслентерчĕç. Унăн «Болгары и чуваши» кĕнеки вара Убиева хăй тĕрĕс çул çинче тăнине тепĕр хут ĕнентерчĕ.

 

* * *

Çĕршывра çĕнĕ чан çапрĕ, çĕнйĕркелӳ самани пуçланчĕ. Убиева çĕнĕ самана пуçланни çуттĕнче çĕнĕрен уçăлнă пекех туйăнчĕ. Вăл пĕтĕм чăваш халăхне пуласшăхшăн кĕрешмешкĕн ура çине тăратма вăхăт çитнине ăнланчĕ. Вăл ертсе пынипе чăваш наци юхăмĕ пуçланса кайрĕ. Тĕнчери чăвашсен хăйсен иккĕмĕш сьездне ирттерчĕç. Мĕнпур чăвашсен обществăпа культура центрĕ туса хучĕç. Пĕтĕм тĕнчери чăвашсем валли «Вучах» ятлă пысăк хаçат кăларма тытăнчĕç.

Çавăн чухне ĕнтĕ Убиев хăйĕн ача чухне тупа туса каланă кĕнекине çырма вăхăт çитнине ăнланса илчĕ. Ăна вăл «Авалхи чăвашсем» тесе ят пачĕ. Ăна Убиев çăмăл чĕлхепе, пурте вуласа ăнланмалла çырчĕ. Пĕтĕм кĕнекине уйрăм пайсем тата сыпăксем çине уйăрчĕ. Юлташĕпе, паллă художникпе, калаçса татăлса, кĕнеке валли ӳкерчĕксем те турĕç. Авалхи чăваш патшисен, чаплă çыннисен сăнĕсене кĕнекере хăйсем ăнланнă пек палăртас терĕç. Чи малтан çак кĕнекен уйрăм сыпăкесем «Вучах» хаçатра пичетленсе пычĕç. Вулакансем ăна хапăл туса йышăнчĕç. Историксем те ку хайлавсем чăн-чăн чăваш халăх историйĕ пулнине палăртрĕç. Ĕлĕкрех Убиевăн кĕнекисене хурлама пăхакан тĕпчевçĕсем те «Авалхи чăвашсене» хурлама хăяймарĕç. Темле Изоркин текен суя чунлă историк ĕлĕк Убиевăн кашни кĕнеки тухмассерен обкома тата КГБăна çăхав çыратчĕ, вĕсене национализмла кĕнеке тесе элеклетчĕ. Халĕ вара çав этем суя патриот пулса кайнĕ иккен, вăл ăçта çитнĕ унта Убиевăн ку кĕнекине пачах урăхла хурлама тăрăшрĕ, патриотизм сахал, вырăссемпе тутарсене сахал вăрçнă, чăвашсене тивĕçлĕ таран мухтаман терĕ.

Ун пек суя чунлă çынсем каланине Убиев нихăçан та шута хуман. Вăл хăй кĕнекине кайран тата вырăсла та пичетлесе кăларчĕ. Ун хыççăнах çак кĕнеке Болгарире, Дунай çинчи чăвашсемпе пĕр юнлă пăлхарсен хальхи чĕлхипе пичетленсе тухрĕ. Çакăн хыççăн часах «Авалхи чăвашсем» кĕнеке пĕтĕм тĕнчери тĕпчевçĕсен куçĕ тĕлне пулчĕ. Ăна пурте ырăпа асăнса, пысăк тĕпчев тесе палăртрĕç.

■ Страницăсем: 1 2 3